Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Ӑсталӑх арчи

Виталий Станьял11.11.2015 23:316632 Пурĕ пăхнă

Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнер вӑтам шкулӗнче кунта халиччен нихҫан та пулман уяв — ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлехи «Ӑсталӑх арчисен кунӗ» пулса иртрӗ. Вӑл кун вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, кукашшӗ-кукамӑшсем, аслашшӗ-асламӑшсем шкула чӑваш тумӗпе пухӑнчӗҫ. Пурте тӑван чӗлхепе калаҫрӗҫ, пиллерӗҫ, сӑмах каларӗҫ, юрларӗҫ, ташларӗҫ. Уява Шупашкартан пынӑ хӑнасене (Чӑваш наци конгресӗнчен Герольд Никифорова, Вӗрентӳ институтӗнчен Юрий Виноградова, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗнчен Сергей Сорокина, «Сувар» фондран Тимӗр Тяпкина тата ыттисене) шкул директорӗ Татьяна Майоровапа вӗренекенсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, кашни класс пӗр-пӗринпе ӑмӑртса уйрӑммӑн хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, тӗрӗ-эрешпе, тум-юм кӑтартӑвӗпе савӑнтарчӗ. Уява хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн Татьяна Михайловна республикипе паллӑ Эдуард Бахмисов культуролога чӗререн тав турӗ.

 

«Арчасен вӑчӑрине» ача пахчинчи пукане пек чиперккесем пуҫларӗҫ, вӗсем выляса кӑтартни ял халӑхне тӳрех ҫӗклентерсе ячӗ. Пӳрнескесен ҫӳпҫи тӗлӗнмелле пуян. Вӗсем темӗн те ӑсталама, выляма-култарма пӗлеҫҫӗ иккен! Кун пекки хӑҫан пулнине ялта астӑвакан та ҫук.

Шкулта вӗренекенсен арчасем нумай. Пӗчӗккинчен пысӑкки таран. Пуҫламӑш классем, вӑталӑх классем тата аслисем хальхинче халӑх умне виҫӗ арча кӑларнӑ. Вӗсем питех те расна. Кӗҫӗннисем лара-тӑра пӗлми вӗркенӗ чухне аслӑ класрисем пикесемпе йӗкӗтсем пулса ҫитни тӳрех курӑнать. Вӗсем хӑйсене стайлӑ, мӑнаҫлӑ тытаҫҫӗ. Мӑнаҫланмалӑх сӑлтавӗ те пур ҫав — вӗсен юррине, вӗсен ташшине халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнать. Чӑнах та тулли, пит ҫыпӑҫуллӑ, пит килӗшӳллӗ пулчӗ аслӑ классенчи каччӑсемпе хӗрсен юррипе ташши.

Уявра мӗн-мӗн пулнине Чӑваш инҫекурӑмӗ (Таня Раевская) ӳкерсе илчӗ, районти «Тӑван Ен» хаҫат хыпарҫи Николай Смирнов тӗплӗ ҫырса пычӗ. Ҫавӑнпа эпӗ уяв ҫинчен мар, ҫав уявӑн шкул ӗҫӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхас тетӗп.

«Ӑсталӑх арчине», «арча вӑййине» йӗркелесе ярса, шкул канӑҫсӑр та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пуҫарчӗ. Нумай ҫул татӑлми «вӑчӑраланса» пырӗ вӑл, кашни харкам класӑн портфолиовӗ пулса тӑрӗ. Учителӗн ачасен арчипе хушма нуша пулать темелли ҫук. Унпа вӗренекенсем хӑйсем аппаланӗҫ. «Арча вӑййи» шкул ачисен класс тулашӗнчи пултарулӑхне аталантарма хистекен ӗҫ мелӗ пулса тӑни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ.

«Ӑсталӑх арчи» — вӗренӳпе сапӑрлӑха аталантармалли мелсенчен пӗри. Унӑн тӗллевӗ — ачасен пуҫарулӑхӗпе пултарулӑхне ҫултан ҫул ӳстерсе пырасси, пухӑннӑ опыта малалла пуянлатасси, шкул историне (музейне) йӗркелеме пулӑшасси.

Шкулта ӗҫлекен ача пахчин ҫӳпҫи тахҫанах пур. Халӗ вара ҫак уявран пуҫласа кашни класӑн хӑйӗн илемлӗ те тирпейлӗ управ арчи (шкапӗ, сентри, ҫӳлӗкӗ) йӗркеленме пуҫларӗ. Хальхи модӑпа ҫакна «класс портфолиовӗ» теме тивет.

Паллах, управ арчи тӗрлӗрен пулма пултарать. Вӑл ачасемпе пӗрле класран класа куҫса пырать. 1–4 классен унта асламӑшӗ-кукамӑшӗнчен ҫырса илнӗ юмах-сӑмах, килте е шкулта сӑрланӑ ӳкерчӗксем, хӑйсен малтанхи сӑнӳкерчӗкӗсем, хӑйсен аллипе ӑсталанӑ теттесем тата ытти те пулма пултарать. Пӗчӗккисен арчи яланлӑхах ҫав класра хӑйсен вӗрентекенӗнчех кӑтарту хатӗрӗ пек упранса юлсан усӑллӑ.

5-мӗш класран пуҫласа ачасем хӑйсем арча хуҫи пулса тӑраҫҫӗ. Арчана вӗсем пурлӑхӗ ӳссе пынӑ майӑн класран класа ҫӗнӗрен ӑсталама, илемлетме пултараҫҫӗ. 5–7 классенче пултару ӗҫӗ-хӗлӗ чылай кӑткӑсланать. Вӗренӳ программипе килӗшӳллӗн кил-йыш, ял-йыш историне, тӑван тавралӑха сӑнамалла, алӑ ӑсталӑхне аталантармалла. Алӗҫ урокӗсене тӗлевлӗ туса пыни халлӗхе сисӗнсех каймасть-ха. Сӑмахран, Анат Кӗнер шкулӗ чӑваш тӗррине тӗрлеме ҫаплах вӗренсе ҫитеймерӗ. Тем те ӳкерет, чӑваш тӗррин паха тӗслӗхӗсем вара ҫук. Шефа илнӗ пуҫламӑш класа е учителе капӑр арча туса пӗр-пӗр сӑлтавпа ятран парнелесен пит вырӑнлӑ пулать, терӗ мана аслӑ класс каччи. Ҫак пархатарлӑ шухӑш мӗнле ан савӑнтартӑр.

8–11 классен арчи пӗр-пӗр уйрӑм шырав темиллӗ пулма пултарать. Вара арчана уйрӑм ят пама та юрать. Тӗслӗхрен, «Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ», «Пирӗн енчи юмах-халап», «Вирьял (анат ен) тумтирӗ», «Тӗрӗ-эреш», «Пирӗн ял туйӗ»... Техника, ӑслӑлӑх, ӳнер, педагогика, спорт енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсем арчара лайӑх палӑрса юлмалла.

Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ чухне арчари паха мӗнтелсем (е пӗтӗм арча) шкул, класс е музей архивӗнче упрансан пӗлтерӗшӗ ӳссе пырӗ. Музее хӑварман япаласене хуҫисене тавӑрса пама е учительсене асӑнмалӑх парнелеме юрать, пахараххисен, пӗлтерӗшне ҫухатманнисене пӗр 50 ҫул таранах упрасан, кайран класс ачисен тӗлпулӑвӗсенче уҫса пӑхсан кӑсӑк пулмасть тетӗр-им.

«Класс арчинче» ачасем вӗренӳ ҫулӗнче класс тулашӗнче ирттернӗ паллӑрах ӗҫсен дневникӗ-хроники (унта кашни ача черетпе ҫырса пырсан лайӑх), класс ҫӗнсе илнӗ парнесем, вӗренӳри тата класс тулашӗнчи чи лайӑх тӗслӗхсем, хайлӑксем, походсен маршручӗсем, кружоксен планӗсем, манми самантсен пӗлтерӗшлӗ сӑнӳкерчӗкӗсем, арачасемпе хӗрачасен алӑсталӑх япалисем (тӗрӗ, тум, электронлӑ кӑтарту хатӗрӗ т. ыт.), пичетленӗ хӑтав-тӗпчев, хӑйсем кӑларнӑ хаҫатсем, альбом тата ытти те упранса пырсан истори те, вӗренӳ ӳсӗмӗ те куҫ умӗнче тӑрӗ.

Арча (е шкап) ялан уҫӑ выртмалла мар, вӑл уявран уява кӑна уҫӑлмалла. Ҫулталӑкра пӗрре-иккӗ (Учитель кунӗнче, шкула хӑнасем килсен, «Юлашки шӑнкӑрав» чухне) Анат Кӗнер шкулӗ каярахпа «Арчасен парадне» (смотр-ӑмӑрту) ирттерме палӑртать, унта вӗренӳре, пурнӑҫра ҫитӗнӳсем туса палӑрнӑ ҫынсене чыслама шутлаҫҫӗ. Ҫакӑ сапӑрлӑха ҫирӗплетес ӗҫре усӑллӑ та витӗмлӗ пулассӑн туйӑнать.

«Арчасен парадне» е «Арчапа паллаштарнине» тӗрлӗ майлӑ йӗркелеме палӑртнӑ: темиҫе класӑнне ретӗн тӑратса та, шилӗк ҫине пӗрерӗн хӑпартса та. Пӗр класӑн «Арча каҫне» ирттересси йӑлана кӗрессӗн туйӑнать. «Арчана уҫса» класс ачисем хӑйсен пӗтӗм пултарулӑхне (сӑвви-юрри, ташши, вӑййи-спорчӗ, хӑйсем ӑсталанӑ тумӗ, япалисем тата ытти те) кӑтартма пултараҫҫӗ. Парад уйрӑм темӑпа (спектакль лартассипе, сӑвӑ калассипе, ташӑпа, юрӑпа, КВН ӑмӑртӑвӗпе, тӗпчев-шырав ӗҫӗсемпе т. ыт.) пулма пултарать иккен. Кашни арчаран хӑйӗн расна кӗтмен вӑрттӑнлӑхӗ «сиксе тухсан» куракансене хаваслӑрах пулӗ, тет шкул директорӗ Татьяна Майорова.

Хам вӗреннӗ тӑван шкул «Пултарулӑх арчин» вӑчӑрине пуҫласа янине пӗтӗмпех ырлатӑп. Вӑл, шкул коллективӗ кӑштах тӑрӑшсан, ӑнӑҫлӑ пуласси мана иккӗлентермест. Ун пек «арча» университетра ӗҫленӗ чухне «Ҫилҫунат» литература пӗрлешӗвӗнче пулнӑччӗ. Мӗншӗн шкулсенче «классен арчи» пулас ҫук. Халӗ учительтен кӑна мар. вӗренекенрен те, класран та портфлио пур-и. тесе ыйтаҫҫӗ...

 

Виталий Станьял

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj