Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Кайӑк-кӗшӗк, кӑш, кош...

Аçтахар Плотников16.12.2015 21:404199 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Эпир халӗ тӳпере вӗҫсе ҫӳрекен чӗрӗ чунсене кайӑк, тетпӗр; тепӗр чухне, вӗсем йышлине палӑртса, вӗсене пӗрлештерсе, кайӑк-кӗшӗк тесе те калатпӑр. Ҫӗр ҫинче чупса ҫӳрекен, чӗрӗ какайпа тӑранса пурӑнакансене тискер кайӑк, тетпӗр.

Ҫав хушӑрах пӗр-пӗр кайӑка (кайӑк-кӗшӗке) хӑратас, хуса ярас тенӗ чухне «Кӑш! Кӑшша!» — тесе кӑшкӑратпӑр.

Чӗлхе типӗ турат пек хытса ларса, ним улшӑнмасӑр тӑракан япала мар. Кашни сӑмах пӗлтерӗшӗ хӑйне майлӑ, тӗрлӗ сӑлтава пула, ытларах тӗпчесе палӑртни пулманнине кура, улшӑнма пултарать.

Ҫак тин ҫеҫ асӑннӑ сӑмахсене ытти пирӗнпе тӑванла чӗлхесемпе танлаштарса пӑхсассӑн, питӗ кӑсӑк япала курма пулать. Ӗлӗкрех-авалрах эпир, чӑвашсем, тӳпере вӗҫсе ҫӳрекен чӗрӗ чуна пӗтӗмлетсе «кӑш, кӑшша» тесе чӗннӗ. Пирӗнпе тӑванла чӗлхесенче ку сӑмах халӗ те хӑй пӗлтерӗшӗпех упранса юлнӑ. Сунарҫӑсем, калӑпӑр, тӳпере вӗҫсе ҫӳрекен чӗрӗ чуна курсассӑн, уххине персе яриччен «кӑш е кӑшша» тесе кӑшкӑрнӑ. Пирӗн мифологире упранса юлнӑ вилӗмсӗр кайӑк; хӑйне евӗрлӗ феникс та кункӑш — хӗвӗл кайӑкӗ ятлӑ пулнӑ. Кӗшӗк тени те ҫав пӗлтерӗшренех тухнӑ. Кӗшӗк — пӗтемлетӳ сӑмахӗ (птицы) пулма пултарнӑ. Кайӑк тени мӗне пӗлтернӗ-ха вара ун чухне? Кайӑк — вӑрмансенче, уйра-хирте пурӑнакан чӗре чун, вырӑсла — дикий; кайӑк-этем (дикий человек) — чӑвашсен малтанхи кӗнекисенче ҫак сӑмах эпир ҫырнӑ пӗлтерӗшпех пур. Кайӑк-хур, кайӑк-кӑвакал — картишӗнче мар, этемпе пӗрле мар, ирӗкре пурӑнакан хур, кӑвакал...

Эппин, кӑш е кӑшша — вӗҫсе ҫӳрекен чӗрӗ чун, кӗшӗк — пӗтӗмлетӳ сӑмахӗ, кайӑк — ирӗкре пурӑнакан ҫӗр ҫинчи чӗрӗ чун.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj