Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Такӑрпа такыр

Аçтахар Плотников12.02.2016 08:315313 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Туркменсем, узбексем тата Вӑтам Азири ытти халӑхсем вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑйӑрлӑ пуш-хирти хытса ларнӑ тикӗс вырӑна такыр теҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче те «такӑр» сӑмах пур. «Акар ҫулӗ тап-такӑр, уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ», — ҫырать пирен аслӑ поэтӑмӑр К. Иванов-Пӑртта хӑйен «Тимӗр тылӑ» юмахӗнче. Такырпа такӑрӑн пӗлтерӗшӗ пӗрех, ӗлӗк чӑваш чӗлхинчи такӑр та пушхирти хытса ларнӑ тикӗс вырӑнах пӗлтернӗ. Кайран, чӑвашсем хӑйӑрлӑ пушхирсейчен тухса ҫурҫӗрелле кайсассӑн та, ҫак сӑмах чӗлхерен ҫухалман, вӑл вара хӑйӑрлӑ пуш-хирпе мар, ҫулпа е уй-хирпе ҫыхӑнса упранма тытӑннӑ.

Такӑр сӑмахӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарнӑ май ҫакна та калас килет. Пирӗн, чӑвашсен, пӗтӗм пурнӑҫ тымарӗ — тухӑҫра, анчах эпир чылай чухне, ҫакна манса кайса, хамӑр культурӑн никӗсӗ шутланакан сийсене е сӑмахсене сирсе яратпӑр, ку пирӗн мар, ку вӑл — тутарӑн, тесе калатпӑр. Тутарпа чӑвашсем — пӗр тымартан, ҫавӑнпа пӗр сӑмахах е пулӑмах тутарсен те, чӑвашсен те пулма пултараҫҫӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj