Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ӑрӑмҫӑ-арамузда-орамазда-орамазчи

Аçтахар Плотников16.04.2016 10:444770 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Ӑрӑмҫӑ — ӑрӑм тума, вӗрме-сурма, сиплеме-сыватма, тепӗр чухне усал ӗҫшӗн сиен тума та пултаракан ҫын, вырӑсла ӑна чылай чухне «колдун» сӑмахпа куҫараҫҫӗ. Ӑрӑмҫӑ сӑмах ӑҫтан пулса кайнӑ-ши?

Авалхи чӑвашсем хӑйсен тӗнӗпе пурӑннӑ. Вӗсен тӗнӗ чылай енчен чи авалхи чаплӑ та аслӑ тӗнсенчен пӗринпе, Заратуштрана (Зорастра) пуҫҫапса пурӑнакансен тӗнӗпе, ӑна урӑхла вута пуҫҫапакансен е арсен тӗнӗ, теҫҫӗ. Ҫав тӗнӗн тӗп шухӑшӗ — пурнӑҫ тытӑмӗ усалпа ырӑ кӗрешнинче пулнине ӑнлантарни. Ҫавна май Заратуштра тӗнӗнче ырӑ турӑсем те, усал турӑсем те пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — Арамузда е Орамазда, ӑна пуҫҫапаканнине орамазчи (арамасчи) тенӗ. Арамузда турӑ ӑстасене пӑхса тӑнӑ, чирлӗ ҫынсене сыватнӑ, юратакан хӗрупраҫа каччине хӑй енне ҫавӑрма пулӑшнӑ, ҫав хушӑрах ҫынна усал тӑвакансене яланах инкек кӳнӗ. Арамуздан мӑчаварӗ (жрецӗ) — арамасчи, вӑл турӑ ырлӑхне е усалне ҫынсем патне ҫитернӗ, урӑхла каласан, шӑп та лӑп пирӗн ӑрӑмҫӑсем (ӑрӑмӑҫ) туса пынӑ ӗҫе тытса тӑнӑ. Эппин, пирӗн ӑрӑмҫӑ — Арамазда мӑчаварӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj