Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Пуян пулсан эсӗ мӗн ҫийӗттӗн?

Галина Никитина03.05.2016 16:253735 Пурĕ пăхнă

Эпир халӗ калакан пуянсем виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ Мишленлӗ (ку паллӑна тивӗҫнинче апатланма питӗ хаклӑ) илнӗ ресторанта ир те, каҫ та ҫиме пултараҫҫӗ. Вӗсем, паллах, тӗрлӗ меню суйлаҫҫӗ. Ҫапах та пӗрпеклӗх те пур вӗсен: чылайӑшӗ гамбургер, фри ҫӗрулми, ҫиелтен шӑккӑлат сапнӑ мороженӑй юратать.

«РБК Стиль» миллионерсем мӗнпе апатланма кӑмӑлланине тишкернӗ те ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухнӑ.

 

Уоррен Баффет миллиардера Forbes журнал ҫӗр ҫинчи чи пуян ҫынсенчен виҫҫӗмӗш вырӑн панӑ. Ҫак ҫын пӗр кун та шӑккӑлатлӑ мороженӑйсӑр тата газланӑ пылак шывсӑр пурӑнмасть иккен. Пуянлӑхӗ 60,8 млрд доллар шутланакан 85 ҫулхи финансист ҫулӗпе ҫамрӑк мар пулин те ачалла апатланма юратнине пытармасть. «Эпӗ ултӑ ҫулхи ачасен кун-ҫулне тишкертӗм те, вӗсен хушшинче вилеслӗх пӗчӗккине асӑрхарӑм. Ҫавӑнпа та эпӗ те вӗсем пек апатланас терӗм», — тенӗ миллиардер темиҫе ҫул каялла. Ирхи апата шӑккӑлатлӑ мороженӑйран пуҫланаканскер кун каҫипе кока-колӑна пилӗк банкӑран кая мар ӗҫсе ярать имӗш.

 

Роман Абрамович миллионер трюфель кӑмӑллать. Деликатес шутланакан кӑмпана вӑл ытларах чух ресторанта саккас парать, аукционсенче те туянать. 2004 ҫулта вӑл 900 грамм шурӑ трюфеле 28 пин долларпа илнӗ. Анчах астивсе пӑхайман: тӗрӗс мар упранине пула кӑмпа Лондонти ресторансенчен пӗринче пӑсӑлса кайнӑ. Чукоткӑра кӗпӗрнаттӑрта ӗҫленӗ чухне Абрамович пӑлан ашне ҫиме пуҫланӑ. Ун чухне вӑл пӑлан какайӗпе хатӗрленӗ пловпа час-часах апатланнӑ. Ӑна вырӑнти рецептпа хатӗрлесе панӑ.

 

Дональд Трампа пӗлтӗрхи раштавра унӑн врачӗ Харольд Борнстайн АПШ президенчӗ пулма кандидата тӑнисенчен чи сывви тесе хакланӑ. Bloomberg информагентствӑна панӑ интервьюра миллиардре стейк, гамбургер, паста тата фри ҫӗрулми тата ҫиме юраман ытти апата юратнине каланӑ. Ванильпе чие ҫырлинчен хатӗрленӗ мороженӑя та вӑл кӑмӑллать.

 

Михаил Прохоров усламҫӑ хӑйне гурман та, эстет те тесе шухӑшламасть. Вӑл юнлӑ стейка кӑмӑллать. Унсӑр пуҫне вӑл ачалӑхра кӑмӑлланӑ ҫимӗҫе те юратнине пӗлтернӗ. «Вырӑс ҫӑкӑрне докторски кӑлпассие чунтан кӑмӑллатӑп. Пылак чейпе сыпса ҫинӗ чух — пушшех те», — тенӗ вӑл.

 

Playboy империе йӗркелесе янӑ Хью Хефнер вӑтӑр ҫул ытла пӗр пек апатланса пурӑнать иккен. Апатне 12 штатран тӑракан поварсем хатӗрлеҫҫӗ. Пуянӑн яланхи менюне 31 тӗрлӗ ҫимӗҫ кӗрет. Уйрӑмах юратнисем — ҫемҫетнӗ пӑру ашӗ тата ӑшаланӑ чӑх какайӗ. Вӑл кашни кунах ҫур грейпфрут ҫиет. Гарнир вырӑнне ӑна валли ҫӗрулми нимӗрне икӗ тӗрлӗ хатӗрлеҫҫӗ: пӗрне — ҫӑмартапа, теприне — шӑл суханпа. Икӗ рецептне те усламҫӑн амӑшӗн апат пӗҫермелли кӗнекинчен илнӗ. Ресторана кайсан вӑл хӗрарӑмсене кирек епле апат та илме чармасть, хӑй вара пӗлменнине ҫимест.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj