Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Туристсене палӑкпа тӗлӗнтерейӗн-и?

Софья Савнеш09.07.2016 20:194861 Пурĕ пăхнă

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Шупашкарти кӳлмекре Петрпа Феврони ҫветтуйсен палӑкне уҫнӑ. Вӑл 4,6 метр ҫӳллӗш, 3 тонна таять.

Палӑка уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ Варнава хутшӑннӑ. Варнава сӑмах илсен Михаил Игнатьева кӑштах критикленӗ те. Вӑл Чӑваш Ен культура тӗлӗшӗнчен ҫителӗклӗ аталанманнишӗн кӑмӑлсӑр.

— Палӑка тинех лартрӑмӑр. Эпир ҫакна тахҫанах кӗтнӗ, анчах укҫа пулманни ура хучӗ. Хамӑр вӑйпа 700 пин тенкӗ пухрӑмӑр, анчах ку сахал. Спонсор тупӑниччен темиҫе ҫул иртрӗ. Тавах ӑна. Михаил Игнатьева палӑка лартмалли вырӑн уйӑрса панӑшӑн тавах, — тенӗ Варнава. Унтан вӑл Чӑваш Ен ытти хуларан культура аталанӑвӗ тӗлӗшӗнчен юлса пынине хушса хунӑ. Митрополит Йошкар-Олара пулнӑ. Унта чылай палӑк пур ӗнтӗ.

— Шел те, Чӑваш Ен ку тӗлӗшӗнчен хальлӗхе ҫывӑрать, Михаил Игнатьевӑн вара пурне те вӑратмашкӑн вӑйӗ ҫук. Пирӗн пӗрле ӗҫлемелле. Эпӗ храм тӑватӑп, йӑлтах хула илемӗшӗн. Ав Атӑл хӗрринче 25 хутлӑ ҫуртсем тӑватӑр. Кама кирлӗ вӗсем? Пушар тухсан пурте ҫунса каяҫҫӗ, — тенӗ Варнава.

Варнава Михаил Игнатьева пӗрле ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Пирӗн Раҫҫейшӗн, ҫынсемшӗн тӑрӑшмаллине палӑртнӑ вӑл. Капла Турӑ та пулӑшӗ-мӗн.

Ҫак калаҫу шухӑша ячӗ. Палӑксем кирлӗ паллах. Вӗсене хӑпартас тӗллевпе ытларах чухне халӑхран укҫа пухаҫҫӗ, спонсорсем нухрат хываҫҫӗ. Анчах ҫуртсем те питӗ кирлӗ-ҫке. Йошкар-Ола чӑннипех те палӑк тӗлӗшӗнчен питӗ пуян. Унта кайса курас текен ҫын нумай. Вӑл туристсене те илӗртет. Пирӗн Шупашкарта курмалли мӗн пур? Кӳлмек, музейсем… тата чӑрӑш. Ҫӗнӗ ҫул умӗн хула варрине лартнӑ 25 метр ҫӳллӗш чӑрӑша шӑпах туристсене илӗртме лартрӗҫ вӗт. Туристсене, ют ҫӗршывран, ытти регионтан килнисене вӗсем хальччен курман япалапа тӗлӗнтермелле. Ахӗртнех, вӗсем чӑвашсен ял пурнӑҫне курман. Мана, тӗслӗхрен, ют ҫӗршыври ялсенче ҫынсем мӗнле пурӑнни интереслӗ. Апла вӗсен те чӑваш ялта мӗнле пурӑннине курас килет. Ялсенче уҫӑ тӳпе айӗнчи хӑйне евер музей йӗркелеме пулать тӗслӗхрен. Ӗлӗкхи савӑт-сапа, ӗҫ хатӗрӗ шӑпах вырӑнлӑ пулӗ унта.

Чӑваш Ен культура тӗлӗшӗнчен аталанмасть тенипе килӗшес килмест. Пӗчӗк хулара палӑк чылай. Ташлас-юрлас енӗпе мероприяти нумай иртет. Туризм енӗпе ытларах ӗҫлемелле. Ҫӗнӗ проектсем шухӑшласа кӑлармалла. Пултаруллӑ ҫамрӑк нумай пирӗн. Вӗсен тавракурӑмӗ те анлӑ, ҫак ӗҫе вӗсене явӑҫтармалла. Проект тенӗрен. Шупашкарти Чапаев скверӗнче нумаях пулмасть клубмӑсене чечексемпе илемлетрӗҫ. Ӑна урӑх регионта вӗренекен ҫамрӑксем пурнӑҫларӗҫ. Нивушлӗ хамӑр Чӑвашрах ҫак ӗҫе тума пултаракан ҫамрӑксене тупайман? Мӗншӗн хысна укҫине ют тӑрӑха кӑлармалла? Ҫакӑ пӑшӑрхантарчӗ питӗ…

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj