Мӑсӑльмансен Хӑрпан пайрамӗ ҫитнӗ май, чӑваш чӗлхинче упраннӑ арап сӑмахӗсене тӗпӗр хут аса илессӗм килчӗ. Нумайӑшӗ тӗнпе йӑла пулӑмӗсене, хӑшӗ пӗри хаклава, палла ят параҫҫӗ.
Хӑрпан – قربان
Телей – طالع
Хавас – هوس
Лайӑх – لايق
Айӑп – عيب
Ӑслай – اصول
Эрех – عرقى
Мухмӑр – مخمور
Этем – آدم
Хапӑл – قبول
Хатӗр – حاضر
Хӑват – قوّة
Пайта – فائدة
Шар – شرّ
Словарьсенче ку сӑмахсене ҫырса кӑтартнӑ-ха.
Ҫырса кӑтартманнисемпе пайлаш терӗм. Кусем арап чӗлхинче куҫса килни куҫкӗрет.
Чи усал сӑмахӑмӑр та арапранах. Ваттисем “Хӗрарӑм усалтан та усал” тени пур. Чӗлхере те ҫак киревсӗр ӑс-хакӑл сӑнланнӑ.
Ка#ҫа – فاحشة (факҫа –> *пакҫа )
Тата Паллах “конечно” сӑмах Арапранах. Чӑвашла “паллӑ + ах” пек туйӑнать пулин те, арапсем, аякри тӗрӗк (турккӑла vallahi) усӑ курнӑ междометиех.
والله валлахи икӗ сӑмахран тӑрать: “ва” – чӑваш чӗлхинче вӑл пӗрлелӗх падежӗн -па/-пе аффиксӗ пулса тӑнӑ, тата “аллах” – турӑ.
Хӑшӗ-пӗри тутартан куҫнӑ теме май пулать-ха. Тепӗр енчен пӑхсан вара, тутар-монголсем пирӗн ҫӗре тапӑнса кӗнӗ вӑхӑтра Мӑхамет ҫыннисем пулман-ха. Ислам тутарсене Атӑлҫи Пӑлхар еткерлӗхӗ пек куҫнӑ.
Ҫавӑнпа чӑваш чӗлхинчи арапла йӗре хӑвараканӗ те Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗнӗ. Ҫакӑн пирки шухӑшланӑ чух вӗҫӗм Вильгельм Рубрук ҫулҫӳревҫӗ 1250-сенче ҫырни куҫ умӗнче:
“Итак, мы спустились на корабле от этого поселка до двора Бату, и от этого места до городов Великой Булгарии к северу считается пять дней пути. И я удивляюсь, какой дьявол занес сюда закон Магомета. Ибо от Железных Ворот, находящихся в конце Персии, требуется более тридцати дней пути, чтобы, поднимаясь возле Этилии, пересечь пустыню до упомянутой Булгарии, где нет никакого города, кроме некиих поселков вблизи того места, где Этилия впадает в море; и эти Булгаре – самые злейшие Саррацины, крепче держащиеся закона Магометова, чем кто-нибудь другой. ”
Паянхи генетика майӗпе тунӑ тӗпчевсем чӑвашсен Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсенчен уйрӑм, хӑйне евӗр тӗпӗ-несӗлӗ пуррине ҫирӗплетеҫҫӗ. Пин-пин ҫул иртсен те чӑваша ҫывӑх вӑрлӑх Багдад таврашӗнче. Чӑнах та вара мӗнле явӑл сӗтӗрсе ҫитернӗ-ши чӑвашсене тесе калас килет. Шел пулин те, иккӗленмелли нумай, паллах.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.