Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: «Гитлер пӗр ырӑ ӗҫ тунӑ – эпӗ начарлантӑм»

Софья Савнеш22.01.2017 21:563797 Пурĕ пăхнă

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗ — блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑ кун. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче блокада пуҫланнӑ. Унти ҫынсем 872 кун выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ. Вӗсем сивве, вӑрҫа чӑтса ирттернӗ, тӑванӗсене ҫухатнӑ. Ҫак йывӑр кунсене парӑнтарнисен йышӗнче паллӑ ҫынсем пур.

1. Янина Жеймо. Совет Союзӗнчи Кӗлпике блокадӑри хулара пӗр ҫул пурӑннӑ. Лутра, начар пулнине пӑхмасӑр ӑна истребительсен батальоне илнӗ. Вӑл салтаксен умӗнче концерт лартнӑ, пурин пекех 125 грамм ҫӑкӑр илнӗ. «Гитлер пӗр ырӑ ӗҫ тунӑ – эпӗ начарлантӑм», — тенӗ вӑл кайран.

2. Сергей Филиппов. Камит театрӗнче ӗҫлекен ҫынсене 1941 ҫулта Душанбене эвакуацилемелле пулнӑ. Анчах хуларан тухма май пулсан та Сергей Филиппов хулара юлнӑ. Ӳкерчӗкре пӗр ҫыннах-и? Калама ҫук. Анчах пӗрпеклӗх пур.

3. Леонид тата Виктор Харитоновсем. «Иван Бровкин салтак» экран ҫине тухсан Леонид Харитонов чылайӑшӗн кумирӗ пулса тӑнӑ. Унӑн шӑллӗ Виктор актер тата режиссер пулса тӑнӑ, «Эксперимент» театр йӗркеленӗ. Ку — вӑрҫӑ хыҫҫӑн. 1941 ҫулта Леонидпа Виктор пӗчӗк пулнӑ-ха. 11-те тата 4-ра. Вӗсем чӗрӗ юлас тесе супӑнь те ҫинӗ.

4. Лидия Федосеева-Шукшина. Вӑл ун чухне 3-ре кӑна пулнӑ. Аса илме юратмасть вӑл. Актриса сивве, выҫлӑха чӑтса ирттернӗ.

5. Алиса Фрейндлих. Блакда пуҫланнӑ чухне вӑл шкула кайма тытӑннӑ. Вӗсен ҫуртне персе пӗтернӗ, хӗлле тӗппипех аркатнӑ. Чӗрӗ юлас тесе вӗсем ҫилӗм пӗҫернине, горчица янине астӑвать.

6. Галина Вишневская. Блокадӑри мӗнпур куна ҫавӑнта пурӑннӑ вӑл. Ун чухне 15-ре ҫеҫ пулнӑ-ха вӑл. Вӑл кукамӑшӗпе пурӑннӑ. Блокадӑра вӑл ӑна ҫухатнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл блокадӑри хулана пулӑшма тытӑннӑ.

7. Илья Резник. Вӑл 3 ҫулта кӑна пулнӑ. Вӑл аслашшӗпе тата асламӑшӗпе пурӑннӑ. Ашшӗ фронта кайнӑ. Амӑшӗ урӑх арҫынна качча тухнӑ та виҫӗреш ҫуратнӑ, аслинчен пӑрӑннӑ.

8. Илья Глазунов. Унӑн пысӑк ҫемйи блокадӑра вилнӗ. Илья ун чухне 11 ҫулта пулнӑ. Вӑл 1942 ҫулта тӑванӗсемпе «пурнӑҫ ҫулӗпе» тухма пултарнӑ.

9. Елена Образцова. Ачалӑхӗ вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ. Вӑл 2-ре пулнӑ. сивӗ, выҫлӑх, тревога, ҫӑкӑр черечӗ, вилесем… - ҫаксем асра юлнӑ. 1942 ҫулта вӑл «пурнӑҫ ҫулӗпе» эвакуациленнӗ.

10. Иосиф Бродский. Вӑл Ленинградра 1940 ҫулта ҫуралнӑ. Блокада пуҫланнӑ чухне вӑл 1-ре кӑна пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл нимӗн те астумасть. Блакада пирки халӗ пӗр сӑнӳкерчӗк аса илтерет. Унта пӗчӗк Иосифа ҫунашкапа туртса пыраҫҫӗ. 1942 ҫулта ҫемье эвакуациленнӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj