Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Ҫӑварни уявӗ кашнин кӑмӑлне ҫӗклерӗ

Софья Савнеш25.02.2017 19:554448 Пурĕ пăхнă

Эх, Ҫӑварни, Ҫӑварни! Вӑрӑм хӗл вӗҫленчӗ те, ҫуркунне хуҫаланма тытӑнать. Ҫак вӑхӑтра чылай ялта хӗле ӑсатаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ҫак йӑлана ячӗшӗн кӑна ирттереҫҫӗ. Ара, халӗ ҫынсем килтен тухма ӳркенеҫҫӗ, телевизор умӗнчен хӑпаймаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Трак енче, эпӗ ҫуралса ӳснӗ ялта, халӑх пӗрле пухӑнса хӗле ӑсатрӗ. Хальхинче чӑнах та тӗлӗнтӗм. Мӗншӗн тетӗр-и? Унччен ҫынсем унашкал мероприятие ытлах тухмастчӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул-и, Кӑшарни-и — пӗрмай пӗр ҫынсемех, пӗр пиллӗкӗн-улттӑн, тухатчӗҫ. Хальхинче вара хӗле ӑсатма нумаййӑн пухӑнчӗҫ. Ачасем те, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем те нумаййӑнччӗ.

Уяв питӗ хаваслӑ иртрӗ. Урам ачасен, аслисен шӑнкӑр-шӑнкӑр куллипе янӑраса ҫеҫ тӑчӗ. Пухӑннисем икӗ командӑна пайланчӗҫ. Пӗрисем – хӗлле, теприсем – ҫулла. Паллах, ҫуркунне ҫӗнтерчӗ.

Командӑсем тӗрлӗ вӑйӑра тупӑшрӗҫ. Тӗслӗхрен, вӗрен туртрӗҫ. Унтан пӗр-пӗрне ҫунашкапа туртса ӑмӑртрӗҫ. Хӑшӗ-пӗри икерчӗ пӗҫерсе тухнӑ. Унпа пурне те хӑналарӗҫ.

Вӑйӑсем вӗҫленсен катемпи тавра тӑрса юрларӗҫ. Темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ хыҫҫӑн катемпине чӗртсе ячӗҫ. Чим-ха, малтан унпа сӑн ӳкерӗнме манмарӗҫ. Катемпи ҫуннӑ вӑхӑтра ун урлӑ сикрӗҫ. Ӗлӗкхи ҫынсем ӗненнӗ тӑрӑх, ку йӑлана ирттерсен чир-чӗр пӗрле ҫунса каять. Катемпи ҫунса пӗтсен пурте сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ. Техӗмлӗ чейпе тутлӑ икерчӗпе сӑйланчӗҫ вӗсем.

Ку уяв кашнине кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Ҫавнашкал уявсем тӑтӑшах ирттерсен, пӗрле пухӑнсан туслӑх та ҫирӗпленет. Ял-йыш яланах ҫапла хастар пулсан тем пекехчӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj