Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Хушни ҫумне татах хушни

Agabazar04.03.2017 12:045169 Пурĕ пăхнă

"Чее чӑваш" ятлӑ статья кӑларнӑччӗ.

Ҫавна май Николай Ларионов вӑл статья ҫумне тата урӑх информаци хушса пачӗ. Николай Ларионов: Дементьев ҫинчен ҫырнӑ статья ҫумне хушни. Хушса панисемшӗн — пысӑк тав!

П.В.Дементьев ҫуралса ӳснӗ Саплӑк ялӗнче паянхи кунсенче Фельдшерпа Акушер Пункчӗ уҫнӑ самант.

Чӑваш тумӗллин аллинче хуплу пулас, капюшонлӑ пикен аллинче — тутарсен чак-чак текен ҫимӗҫӗ. Саплӑкра тутарсем пурӑнмаҫҫӗ, анчах юнашар Тутар Саплӑкӗ ятлӑ ял пур.

Пётр Васильевич Дементьев (1907-1977) генерал-полковник-инженер, икӗ хут Социализмла Ӗҫ Геройӗ, 1953-1977 ҫулсенче СССР авиаци индустрийӗн министрӗ пулнӑскер, чӑваш халӑхӗнчен тухнӑ ҫын. Кунта: "ашшӗ-амӑш вырӑс-ши, чӑваш-ши?" — текелесе шутласа кайма пит кирлех те мар пуль. Кун пирки тӗплӗнрех манӑн "Чӑваш юнӗ" статьяна пӑхӑр.

Ҫак ят чӑваш тӗнчин чӑн-чӑн бренчӗ (бренд) пулса тӑма пултарать. Калӑпӑр, Николаев космонавт ячӗ пек.

Калас пулать, ку ҫӑмӑл ӗҫех мар. Василий Иванович Чапаев ятне, сӑмахран, ниепле те чӑваш халӑхӗ ҫумне "ҫыпӑҫтарса хума" май ҫук. Ҫавӑн пекех Крылов академик е Ильенко гендиректор ячӗсене те унашкал бренд шайне вилсе кайсан та ҫӗклейместӗн.

Пётр Васильевич Дементьев ятне илес пулсан вара — пачах та урӑхла! Унӑн пӗтӗм ачалӑхӗ тата яшлӑхӗ, — ҫуралса ӳссе ҫитӗнсе Чӗмпӗре тухса кайичченех, — чӑваш халӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Ӗнтӗ унӑн чӑн-чӑн тӑван ялӗ те паллӑ — Тутарстанти Ҫӗпрел районӗнчи Саплӑк (е Элешке Саплӑк тейӗпӗр, юнашарти Тутар Саплӑкӗнчен уйӑрса илес тесе). Ӑна, ҫав яла, "Шупашкар — Чӗмпӗр" маршрутпа ҫӳресе курнӑ кашни ҫын пӗлет. Ҫӗпрел пӑрӑнчӑкӗн тӗлӗ. Мӗнпур справочниксенче Дементьев ҫуралнӑ ял пек палӑртакан Упи (Пасарлӑ Упи е Чиркӳллӗ Упи) ялӗнче вара ик-виҫ ҫултан ытла пурӑнман Чеменччей Петӗрӗ. Анчах та шӑпах унтан Пысӑк Тӗнчене ("тӗнче касма") тухса кайнӑ.

Чӗмпӗрти профессилле шкулти документсенче "нацилӗх" текен графа пулнӑ. Анчах та вӑл тӗлте Пётр Дементьевӑнне нимӗн те палӑртман. Унӑнне кӑна-ши е ытти вӗреневҫӗсенне те палӑртман-ши? Кун пирки, тем, шавламаҫҫӗ таврапӗлӳҫӗсем. Пилӗк ҫул вӗреннӗ пулмалла, рабочи профессийӗсене алла илнӗ. Ытти чӑвашсемпе хутшӑннӑ-ши ҫак вӑхӑтра? Ку ыйту ҫине те хурав ҫук.

Саплӑкри шкулта Петӗре чи кайран вӗрентнӗ учительница пирки. Пӑва уесӗнчи "Андреевкӑран" килнӗ тет ун пирки Николай Ларионов. Асӑннӑ уесра ку ятлӑ пӗртен-пӗр ял ҫеҫ пулнӑ: Вӑл — хальхи Чӑваш Енри Шӑмӑршӑ районӗнчи Энтӗрьел. Саплӑкран аякра мар вӑл. Тӗрӗс, унта яланах шкул пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫеҫ, "оптимизацие" пула, ӑна пӗтернӗ, кӑкланӑ. Пуҫламӑш шкул та пулин ҫук. Вӗрентевҫӗне Александра Афанасьевна Иванова (Дементьева) тенӗ. Ӑҫти ҫынсем-ши вӑл? Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнисен йышӗнче унашкал ят курӑнмасть. Паллах, вӑл урӑх тӗлте те вӗренме пултарнӑ.

Тахҫан "Коммунизм ялавӗ" хаҫатра Клементьев хушаматлӑ журналист ӗҫленӗ. Саплӑк ялӗнчен тухнӑскер. Пётр Дементьевӑн несӗлӗсем пирки те ҫырма тивнӗ ӑна. Калӑпӑр, ваттисем аса илнисене тӗпе хурса. Ҫавна май вӑл мухтавлӑ генерал-полковник-инженерӑн амӑшӗ хальхи Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Улхаш ҫынни пулнӑ тенӗ. Паянхи тӗпчевҫӗсем урӑхларах калаҫҫӗ: Тутарстанти Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмелрен имӗш. Ҫак ыйтӑва тӗплӗн татса парас пулать. Паллах "Коммунизм ялавӗ" хаҫатри хайхи Клементьев статйине (статйисене) шыраса тупмалла.

Тахҫан Упи тата Ҫӗнӗ Улхаш хушшинче тепӗр Ҫӗнӗ Йӗлмел пулнӑ пулмалла. Чӑн-чӑн, пысӑкрах Ҫӗнӗ Йӗлмелтен куҫса ларнисем никӗсленӗ пулинех.... Халь вӑл ял ҫук, тахӑш вӑхӑтра пӗтнӗ. Асӑннӑ Ҫӗнӗ Йӗлмелтен пулман-ши Елена Герасимовна, Чеменччей Питравӗн амӑшӗ?

Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Валентин Макаров аван ҫырать. Чӑн та, ҫырмалли чӗлхи вырӑсла ӗнтӗ. Пӗр енчен, ҫавнашкал вырӑсла ҫырни документсене куҫармасӑрах кӗнекене кӗртсе яма май парать, ӗҫе ҫӑмӑллатать. Ҫапах та таврапӗлӳ ыйтӑвӗсемпе, — темле йывӑр пулсан та, — чӑвашла кӗнекесем те кӑларасчӗ. Вӑй патӑр! Тавтапуҫ!

Таса пулӑр!

 

(Ку — ӑнсӑртран тухса ӳкни вырӑнне ҫӗнӗрен вырнаҫтарнӑ статья).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj