Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫӑкӑр? Что это такое?

Аçтахар Плотников24.03.2017 14:335069 Пурĕ пăхнă

Паян каллех чӑвашла пӗлмен сутӑҫ тӗлне лекрӗм. Пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче «Аккондӑн» фирмӑллӑ лавкки пур. Ҫӑкӑр илес тесе ҫавӑнта кӗрес терӗм — унччен канихвет тавраш туянкаланӑччӗ те чӑвашла питӗ лайӑх калаҫакан сутӑҫ пурччӗ. Паян вара, ӑнмарӗ, чӑвашла пӗлменни лекрӗ.

— Мана ҫӑкӑр пар-ха, — терӗм хайхи сентре хыҫӗнче тӑраканскере.

— Что это такое? — тесе лаплаттарса хучӗ ҫамрӑк хӗр, Оля (хӑй каларӗ) ятлӑскер. Тӳрех мар ӗнтӗ, малтан мана ӑнланма тӑрӑшрӗ. Пӗр-ик ҫеккунт… Анчах унашкал сӑмах пӗлменрен ун ҫапла ыйту ҫуралчӗ.

Мӗнле хуравлас-ши тесе анрасах кайрӑм. Хам эпӗ выҫлӑхпа аптраман, ҫавӑнпа та вӑл мӗн япалине пӗлместӗп. Анчах та апи (лит. анне) каласа панӑ тӑрӑх вӑрҫӑ ҫулӗсем иртнӗ хыҫҫӑн питӗ йывӑр пулнӑ, ҫиме ҫӑкӑр пулман. Вӑл вӑхӑта астӑвакан ватӑсем пурах-ха, ҫавӑнпа та эп суйманнине ҫирӗплетсе калама пултараҫҫех.

Нумайӑшӗ хальхи ҫынсене «ытла мӑнтӑр» тесе вӑрҫаҫҫӗ. Тӗрӗсех ятлаҫҫӗ. Ытла мӑнтӑрланса кайрӑмӑр, ҫӑкӑр хакне пӗлми пулса тӑтӑмӑр. Тӑван халӑх та хӑйне хисеплеменсене ҫурата пуҫларӗ. «Кирлӗ пулсан вӗренетӗп, кирлӗ мар пулсан — вӗренместӗп», — тет ку хӗр. Вырӑсла калаҫса пурне те ӑнланма пулать, ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхи кирлӗ мар ӑна имӗш. «Чӗлхесем ҫинчен» саккунра эп унпа чӑвашла калаҫсан вӑл мана тавара йӗркеллӗ сутма тивӗҫ пирки хӑлхине те кӗмен.

Эх, мӗн чухлӗ унашкаллине сӑнамастӑп пулӗ… Уйрӑмах чуна хуҫаканни — ватӑ карчӑксемпе стариксем хӑйсен чӗлхине хуҫса ҫавнашкал сутӑҫсемпе вырӑсла калаҫни. Чӑн та тӳнтерле тапхӑрта пурӑнатпӑр. Ҫамрӑкки аслине хисеплес вырӑнне асли ҫамрӑккине юрас (хисеплес) тет. Анчах ку урӑх калаҫу, тӳнтерле пурнӑҫ пирки уйрӑммӑн ҫырӑп.

Ку ҫамрӑк сутӑҫ, паллах, выҫса курман. Ҫӑкӑр пур-и ун сӗтелӗ ҫинче, ҫук-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Кайнӑ та илнӗ лавккана. Вӑрҫӑ тесен вара шкул учебникӗсем тӑрӑх кӑна пӗлет. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене хисеплемеллине те пӗлмест мар пуль вӑл. Ак, Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитӗ те, хӑйӗн кукашшӗ портретне йӑтса тухӗ — эп астӑватӑп! тесе мухтанма. Чӑннипе вара вӑрҫӑ ахрӑмӗ ҫав ҫамрӑксене пӗрре те пӑшӑрхантармасть ӗнтӗ. Ҫӑкӑр ыйтсанах «Что это такое?» тесе хуравлаҫҫӗ. Чӑннипе хисепленӗ пулсан тӑван атте-анне чӗлхине хисеплӗччӗҫ, «можно по-русски» тесе мӑнкӑмӑлланса тӑмӗччӗҫ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj