Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Нукер, кӗрнекӗр тата мӑнкӗрнекӗр

Аçтахар Плотников09.10.2017 18:076327 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Сӑмахсем, этем пекех, ватӑлсах пыраҫҫӗ-ши?.. Эпир ар пирки ҫырнӑччӗ, ар, ер — арҫынлӑх кирлӗ чухне арҫын пулма пултаракан ҫын, тен, ӗлӗк-авал ҫарҫынни тени те пулма пултарнӑ. Нукер — пӗр-пӗр ханӑн, патшан е ҫарпуҫӗн шанчӑклӑ арӗ (ерӗ). Кӗрнекер — кӗрнукер, урӑхла каласан, кӗрӳ сыхлавҫи; туй вӑхӑтӗнче авланакан каччӑна пӑхса, упраса тӑраканни. Мӑнкӗрнекӗр — ҫын вилсен, ӑна пӑхса-упраса леш тӗнчене, аслӑ турӑ Танкӑр патне илсе каякан Хӑрпан-турӑпа ҫын хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелекенӗ.

 

Хушни. Ку сӑмах пирӗн чӗлхене монгол чӗлхинчен кӗнӗ. Унта вӑл «тус», «юлташ» пек ҫӳренӗ. Юхма Мишши тӗрӗс палӑртать, вӑл патшан шанчӑклӑ сыхлавҫи пулнӑ, ҫывӑх ҫар ҫынни. Кӗрнекӗр сӑмаха вара Ашмарин хӑйӗн сӑмах пуххинче илсе парать, унӑн пӗлтерӗшӗ те ҫавӑн пекех. Ашмарин словарӗнче «кӗрнекер», «кӗрнӳкер» вариантсене илсе панӑ. «Мӑнкӗрнекӗр» сӑмаха вара Николай Иванович сӑмах пуххинче «мӑн кӗрӳ» сӑмахпа пӗрешкел тенӗ: «Мӑнкӗрнӳкӗрӗ — туйра такмак калакан». Ҫапла май вара ку сӑмах чӑн та пирӗн пата монголсенченех ҫитни тӗп тӗрӗсех пулса тухать. Пӗлтерӗшӗ те ытлашши улшӑнман, туй йӑли-йӗрки ҫине кӑна куҫнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2017.10.09 18:37
Аçтахар Плотников
Хӑшӗ-пӗри кашни Юхма Мишши сӑмахӗ ҫумне «унӑнне тӗрӗслес пулать» тесе ҫырнӑран малтан хам тӗрӗслес терӗм. Ҫавна май «Хушни» — хамран.
2017.10.09 19:22
Аçтахар Плотников
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: тӗрӗсленӗ
2017.10.09 19:25
Аçтахар Плотников
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: тӗрӗслев комментарийӗ
Agabazar // 3721.59.7277
2017.10.10 05:49
Agabazar
Тĕрĕслени нихçан та ытлашши мар: хуть Юхма Мишши, хуть Антон Салмин, хуть Акапасар, хуть Аçтахар çырни пултăр!
эпĕ // 3000.76.3861
2017.10.11 20:20
Монголсем пирĕнтен илсе юлнă çак сăмахсене. Чĕлхе тухтăрĕн Н.И. Егоровăн ĕçĕсене вуламалла...

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj