Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Антон Салмин каллех шур урхамах ҫинче

Agabazar03.12.2017 16:1313953 Пурĕ пăхнă

Антон Кириллович Салминӑн ҫӗнӗ кӗнеки тухнӑ. «История чувашского народа: анализ основных версий» (Чӑваш халӑх историйӗ: Тӗп версисене тишкерни) ятлӑ вӑл. Унчченхи кӗнеки <<История чувашского народа: савирская гипотеза>> (Чӑваш халӑх историйӗ: Савир гипотези) ятлӑччӗ. Ҫав унччехи кӗнекене эпир ятарласа пӑхса тухнӑччӗ.

Ҫак автора ӗненес пулсан, чӑваш халӑхӗ епле майлашӑнса пулса кайни тӗлӗшпе паянхи кунччен те ним те паллӑ мар имӗш.

Вӑт пыр та калаҫ! Тӗлӗнмелле!...

Версисемпе гипотезӑсем ҫеҫ пур текелет.

Ҫакнашкал ыйту сиксе тухать: ун пек ҫавӑрттарса хума тивӗҫӗ пур-ши?

Антон Кириллович ак кун пек версисене черетлесе тухать:

1)Савир версийӗ; 2)Пӑлхар версийӗ; 3)Тӗрӗк-монгол версийӗ; 4)Гунн версийӗ; 5)Перси версийӗ; 6)Угор версийӗ.

Шӑпах ҫак йӗркепе асӑнса тухнӑ. Кунсӑр пуҫне кӗнеке хуплашки ҫинче савирсемпе ҫыхӑннӑ ӳкерчӗк. Ҫакӑ пӗтӗмпех "Савир версийӗ" текенни Антон Кирилловичӑн "чи юратни" пулнине пӗлтерет. (Скобкӑра калатӑп: "чи юратни" пулсан та, вӑл пурпӗрех "верси" ҫеҫ пулса тухать).

Эх-ха-хай! Тата мӗн курмалли юлать-ши ҫак тӗнчере?

Кам-ха вӗсем савирсем? Кавказра тахҫан пурӑннӑ халӑх. Анчах та вӗсене епле чӑвашсемпе ҫыхӑнтарма пулать-ха? Ахӑртнех, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ суварсем урлӑ. Эппин хайхине, пит асӑнасах тесен, "Савир версийӗ" мар, "Сувар версийӗ" темелле пулнӑ. Мӗншӗн тесен савирсемпе чӑвашсем хушшинче пӗр теҫеткене яхӑн ӗмӗр (700-800 ҫул ) выртать. Ҫав хушӑка мӗнпе те пулин тултармалла вӗт. Унашкал пысӑк хушӑкра тем те, тем те пулса иртет. Вӗсенчен нимӗнле те пӑрӑнса иртейместӗн.

Е тата "Гунн версийӗ" текеннине илер. Ӑна епле ытти "версисене" хирӗҫ оппозици пек тӑратма пулать-ха? Пачах та тӗрлӗ вӑхӑтсенчи пулӑмсем-ҫке-ха. Паллӑ ентӗ, суварсем те, пӑлхарсем те маларах гуннсен йышне кӗнӗ.

Кунашкал самантсем пирки нумай калаҫса кайма пулать.

Паллӑ ӗнтӗ, чӑваш чӗлхинче фарсизмсем пайтах. Вара ҫавна кура "Перси версийӗ" пур тесе хыттӑн кӑшкӑрмалла-ши? Хӑш енчен ҫак сӑлтав, калӑпӑр, "Пӑлхар версине" ҫук туса хурать?

Ҫапах та чи хӑрушши ку мар. Каларӑмӑр ӗнтӗ, хӑйӗн черетлӗ кӗнекипе Антон Кириллович Салмин, те хӑй сисмесӗрех-и, тен, ӑславҫӑсем (Ашмарин, Рамстедт, Вихман, Гомбоц, Поппе, Прицак, Рона-Таш, Дыбо, Мудрак тата ыттисем) унчченхи (тата хальхи) вӑхӑтсенче тунӑ ӗҫсене йӳнетсе яма хӑтланнӑ.

Акӑ мӗн тет Мускаври РАН тытӑмӗнчи Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнчи А.А.Чеченов:

«Что же касается проблемы булгаро-чувашской этноязыковой преемственности, то в настоящее время её можно считать решённой однозначно и положительно. По крайней мере, все тюркологи-компаративисты, вплотную занимавшиеся этой проблемой, в настоящее время признают чувашский язык единственным живым языком булгарской (или огурской) группы тюркских языков [Рritsak, 1955 Веnzing, 1959, I, 685—694; 695—751; Róna-Таs, Fodor, 1973; Ligeti, 1986; Теkin, 1988; Сеуlаn, 1997; Róna-Таs, 1999; 2011 и др.] C этим положением вынуждены считаться и казанcкие коллеги [Хакимзянов, 1978; 1987; 1987, 32—48 и др.], но всегда с различными оговорками. »

 

<Куҫару: Пӑлхар-чӑваш этнос тата чӗлхе вӗҫевӗҫлӗхӗн проблемине илес пулсан вара, вӑл ыйту позитивлӑн тата иккӗленӳсӗр татӑлнӑ теме пулать. Кирек мӗнле пулсан та, асӑннӑ ыйтупа таччӑн ӗҫленӗ тюрколог-компаративистсем чӑваш чӗлхине пӑлхар (огур) ушкӑнӗнчи тӗрӗк чӗлхисен чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр пайташӗ тесе шутллаҫҫӗ. [Рritsak, 1955 Веnzing, 1959, I, 685—694; 695—751; Róna-Таs, Fodor, 1973; Ligeti, 1986; Теkin, 1988; Сеуlаn, 1997; Róna-Таs, 1999; 2011 тата ыттисем.] Ҫакӑнпа, ирӗксӗртен пулин те, Хусанти коллегӑсем те килӗшеҫҫӗ [Хакимзянов, 1978; 1987; 1987, 32—48 тата ыттисем.], анчах та яланах сӑмах купи айне туса.>

Вӑт пурӑнать Питӗрте Антон Салмин этнограф. Малтанах каламалла, Шупашкарти коллегисемпе танлаштарсан, унӑн майӗсем, тумапултараслӑхӗсем пысӑкрах пулма кирлӗ. Ирӗклӗ вӑхӑчӗ те нумайрах, ахӑртнех, — шалуне те (тупӑшне) "кунтисенчен" чылай нумайрах илет пуль. Тем тесен те, Питӗрти Кунсткамерӑна Шупашкарпа танлаштараймастӑн.

"Пирӗннисем", шупашкартисем эппин, шучӗпе те нумаях мар. Шалӑвӗсем те пысӑк мар. Вӑхӑчӗсем те ҫукрах пуль. Рецензентсене те ӑҫтан тупса пӗтермелле? Антон Салмина хирӗҫлесе мӗнех калама пултарӗҫ-ши ӗнтӗ вӗсем? Ирӗксӗрех Акапасарӑнах мӗн те пулин ҫырса кӑларма тивет.

Апла пулин те, Антон Салминӑн опусӗсене ҫапла халлӗн хӑвараймастӑн. Мӗншӗн тесен чӑваш тӗнчине аркатас енӗпе вӗсен пӗлтерӗшӗ В.В.Путинӑн Йошкар-Олари сӑмахӗнчен те хӑватлӑрах пулма пултарать.

Астӑватӑр-и Маяковские: "Страшнее Врангеля...*"

Н.И.Ашмарин тата ыттисем тупса палӑртнӑ пӑлхар-чӑваш чӗлхе тата этнос вӗҫевӗҫлӗхӗ — ӗмӗрлӗхе. Ӑна мантипе витӗннӗ ҫынсене те, ахаль фриксене те тӗлли-паллисӗр пӑтратма, ҫавна май ку енӗпе "цветной революцисем" тумашкӑн вӗслетсе тӑма ирӗк парас марччӗ.

Халлӗхе мӗн куратпӑр-ха?

Следование устоявшейся булгарской теории в разработке вопроса происхождения в конце концов привело к тупиковой проблеме деления булгарского наследия между татарами и чувашами,

 

<Куҫару: Пулса кайни тӗлӗшпе ҫирӗпленнӗ пӑлхар теорийӗн йӗрӗпе пыни пӑлхар еткерлӗхне тутарсемпе чӑвашсем хушшинче пайлас проблемӑн хупмакӗ патне илсе ҫитерчӗ...>

А.К.Салмин сӑмахӗ. Мӗн тени пулать-ха ку? Тутарсемпе "ҫапӑҫма" юрамасть, епле пулсан та тутарсене ку тӗлӗшпе юрама тӑрӑшмалла. Такама, тен, ҫапла ҫавӑрттарса хуни килӗшме те пултарӗ. Анчах та ӑҫта кунта наука? Уччоннӑйӑн тӗллевӗ мӗнре: такама юрасси е Чӑнлӑх тупасси?

Ҫакнашкал пассаж хӑйех кӑтартса парать: малалла вуланин усси ҫук. Ҫапах та эпӗр вуласа ӑша илме тӑрӑшрӑмӑр. Усси вара чӑнах та пулмарӗ теес пулать. Тӗлли-паллисӗр илсе кӑтартнӑ уни-кунисемпе кӑмӑла пӑтратни ҫеҫ.

Мӗне кирлӗ пире "Угорская версия" текенни, енчен те чӑвашсем тӗрӗк халӑхӗ пулсан? "Тӗрӗк-монгол версийӗ" тени вара чӑваш чӗлхи, ытти тӗрӗк чӗлхисем пекех, Алтай йышне кӗнине ҫеҫ систерет. Унран ытла ним те сӑхса илейместӗн вӑл ӑнлавран. Ятарлӑ "верси" шайне ниепле те хӑпараймасть. Вӑл енне кайсан, ним те мар "Славянская версия" тенине те туртса кӑларма пулать. Хут чӑтать.

Э-э-эх!

Палӑртса хӑварар: Антон Салмин та "чӑваш-пӑлхар" теорине "ҫирӗпленнӗ" ("устоявшейся") тет. Вӑл та йышӑнать ҫапла иккенне! Йышӑнма йышӑнать те, анчах ҫав вӑхӑтрах ВЕРСИ шайӗнче ҫеҫ асӑнать, — темшӗн чӑнахах та пуррипе килӗшсе-ҫырлахса ларасшӑн мар. Канӑҫсӑр чӗре ҫапла хушать-ши? Е тата тем амак?

В.Д.Димитриев каланинчен:

теория болгаро-чувашской языковой и этнической преемственности, обоснованная Н. И. Ашмариным и поддержанная, развитая авторитетными учеными в ХХ в., прочна и не может быть опровергнута никакими фальсификаторами истории.

 

<Куҫару: Н.И.Ашмарин никӗсленӗ тата ХХ ӗмӗрти авторитетлӑ ӑславҫӑсем ырланӑ, малалла аталантарнӑ Чӑваш-Палхар чӗлхе тата этнос вӗҫевӗҫлӗхӗн теорийӗ ҫирӗп ларать тата ӑна нимӗнле фальсификаторсем те аркатма пултараймаҫҫӗ.>

Н.И.Егоров каланинчен:

ТЕОРИЯ БУЛГАРО-ЧУВАШ­СКОЙ ЭТНОЯЗЫКОВОЙ ОБЩНОСТИ является признанной в мировой гуманитарной науке.

 

<Куҫару: Пӑлхар-Чӑваш этнос тата чӗлхе пӗрлӗхӗн теорийӗ тӗнчери гуманитарлӑ наукӑра пурте йышӑннӑ япала шутланать.>

Ҫапла, ку кӗнекене хатӗрленӗ чухне А.К.Салмин самай тар кӑларнӑ пуль ӗнтӗ. Ӑна вуланӑ чухне ӑнкаракан ҫын хайне валли пайтах кӑсӑклӑ материал тупма пултарӗ. Анчах унран ытла мар. "Аннал" шайне ниепле те хӑпараймасть кӗнеке.

_______________________________________________

*Врангельтен те хӑрушӑрах... (вырӑсла).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Семён // 1904.90.1863
2018.03.22 19:01
Семён
Тухрӑм
Agabazar // 2492.17.0329
2018.04.01 19:53
Agabazar
Вуласа тухрăн пулсан, мĕншĕн тата хăвăн йăмпăлтакусене хырса пăрахмарăн? Э?
2018.04.02 19:34
Паянхи кун вырăссем калашле :"мели Емеля, твоя неделя", тенĕн хăтланаççĕ. Кам мĕнле çырас тет, çавнашкал çырать. Чылай пулмасть, пĕр ăсчах ушкăн халăх чăваш халăхĕнчен пулса кайнă тесе пĕлтернĕччĕ. Анчах пĕр шухăш канăçсăрлантарать: мĕншĕн апла-тăк, Библие, паллах пĕрремĕш кĕнекине, чăваш чĕлхипе çырман? Вăтаннăран-ши е?
Истори тенĕ япала пукане мар, пукане вăйи те мар.
Agabazar // 2021.2.5340
2018.04.02 20:20
Agabazar
Кам вăл "пĕр ăсчах" текенни? Пĕр улпут хур тукмаккине çинине курнă куккăр-и?
Кам каларĕ сана Библи пирки вăл пĕрремĕш кĕнеке тесе?
2018.04.02 21:27
Каçарăр та, эпир сирĕнпе пĕр сĕтел хушшинче ларса эрех ĕçмен. Чăваш çыравçи, анчах та кунта ман пирки пымасть сăмах. А Библи умĕн, тен, Турăран маларах эсир пĕрер-пĕрер кĕнеке кăларнă пулсаççан çеç. Кун пирки пĕлсе çитереймерĕм çав, каçару ыйтатăп
Agabazar // 2021.2.5340
2018.04.02 22:43
Agabazar
Енчен те килсе лартăр пулсан, сирĕнпе кунта кирек кам та сăмах хушса калаçма пултарать. А эрех ĕçме сире никам та чĕнсе каламан-ха кунта халлĕхе.

Халлĕхе вара çапла сĕнме пултаратăп: вулăр Ашмарина.
Вăй çитерейместĕр пулсан, унашкаллисем валли ятарласа адаптациленĕ кĕнекесене вулăр. Нумаях мар пулсан та, пур ун пеккисем. Тертленсен-тертленсен, тен, кăштах мĕн те пулин ăнкарса илĕр.

Кирлех пулсан, Библие те вулама пултаратăр. Чăвашла куçарнă.
2018.04.03 07:27
Акапасар, Библие вулани сахал, ăна ăнкартма кирлĕ. Пуш парапан çапма пурте ăста, ĕçĕ вара питех курăнни çук.
Agabazar // 3839.98.0758
2018.04.03 09:16
Agabazar
Юлташ-Хоспочын, эп сире "Библие вулатăп" тесе шантарман.

Библи пирки сăмаха кунта эп мар, эсĕр туртса кăларнă. Сăлтавĕ çук пулсан та.

Кирлех пулсан, Библие те вулама пултаратăр. Чăвашла куçарнă. "Ăнкартасси" пулать-и, пулмасть-и сиртен, ку каллех ман проблема мар. Кам вулать — çавăн проблеми. Эппин, сирĕн проблема.

"Пуш параппан çапма пурте ăста, ĕçĕ вара питех курăнни çук." — аха, Кунсткамерăра ларакан Антон Салмин пирки çапла калани паллах ытлашши мар. Килĕшме пулать.
Хунну // 3868.24.2898
2018.04.06 09:00
Хунну
Мӗн-мӗн те, Салмин пит нумай йӑла-йӗрке ҫинчен ҫырать. Истори енчен килӗшетӗп, ытлашши суварист вӑл.
Agabazar // 2217.2.8881
2018.04.06 10:10
Agabazar
Вăт эсĕ кашни кун ĕçе çÿретĕн, кафере хуранĕ-хуранĕпе апат пĕçеретĕн кафене килекенсем валли. Мĕншĕн?

Мĕншĕн тесен — ку санăн ĕçÿ. Эс çав ĕçе ятарласа вĕреннĕ. Чаннипе каласан, эс çавăнсăр пуçне урăх ĕçе пĕлместĕн те. Професси.

Антон Салмин тĕлĕшпе те çавах. Вăл — этнограф. Çав ĕçе ятарласа вĕреннĕ çын. Профессионал ку тĕлĕшпе.

Кафере е ресторанта шеф-повар пулса ĕçлеме пултараймасть вăл.

Paĝoj: 1, 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj