 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Микула // 9259.3.8429 2020.01.26 17:11 | |
| Истороине  ҫӗпрене ҫӗнетнӗ пекех ҫӗнетмелле . Кун пирки иккеленмелле мар. Чӑваш ячӗ ҫӗнӗрен ҫӗкленсе, малтанхи пекех, аслӑн та илӗртӳллӗн янрамалла.   Чӑваш тесе йӑшӑнса ҫырассине, вӑхӑта кура, ҫӗнетмелле.   Чӑвашла калаҫни чи  пысӑк пӗлтерӗш пулсан та вӑл кӑна малта пулмалла мар.  Вырӑсла кӑна калаҫма пултаракансем те чӑвашлӑх туйӑмне ҫухатман. Тахҫан тутарланнисем те чӑвашлӑх туйӑмне тӗп туман.  Тӗнчере те, ытти халӑхсем хушшинче те  "эп чӑваш,чӑвашла пӗлеймес пулсан та чунпа ,чӗрепе иэп чӑваш" текенсем пулмалла.  Хупӑнса пырса ,мӑкланса ларса "чӑвашла калаҫакан анчах чӑваш" темелле мар . Ыттисем валли  те чӑваш пулассин хапхи уҫӑ пулмалла.  Ҫавна тума ӑсран ытла малашлӑха шанни кирлӗ.  | |
| Agabazar // 5091.4.4208 2020.01.26 17:23 | |
|  | Чăваш чĕлхи мĕнле те пулин калăпăшпа КАШНИ ача садĕнчех пулмалла. Кашнийĕнчех! Пĕрне те сиктерсе хăвармалла мар. Пĕр-ик ача садне çеç чăваш чĕлхине кĕртни — ытлашши нимех  те пĕлтермест. 
 Микула пĕрвĕçĕм арпа сăвăрнини ним усси çук. | 
| Нелли Пальмова // 2976.11.3503 2020.01.26 18:05 | |
|  | Анализ ситуации хорош. Жду продолжения. | 
| Agabazar // 5091.4.4208 2020.01.26 18:13 | |
|  | Ку анализ тахçанхиех.
 Чăваш наци конгресĕн иртнĕ пухăвĕнче каласа пани. Ахăртнех, видео та пурччĕ пулмалла. Унта Енькка каланă хыççăн пурте шăпăр-шăпăр алă çупатчĕç. | 
| Микула // 9259.3.8429 2020.01.26 18:35 | |
| Микула каланине ҫӗрле тӑратсан  та  пӑхмасӑр калама пӗлмелле сирӗн, Акапасар. Пирӗн" пурне те пӗлекен ӑсчахсем" пулки пулкипе ,анчах та усси вӗсенчен ҫукрах,мӗншӗн тесен сан пекех нарцисла  эгоистсем.   Хӑшӗ ҫине тӑрсах ун пирки калаҫнӑ,районти ОО тенинчен пуҫласа министр таранах ? Ҫук вӗсем,ҫук. Академи кирлӗ вӗсене,академик укҫи , чап ,ҫвани- чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем мар. Пирӗн "чувашская общественносить" пур ,анчах та Микулана министр "вы первый который с таким предложением пришли "  тесе каланӑ. Пӗри те пӗри те хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пирки ыйту ҫӗклемен.  Ку тӗслӗх ,чӑн пулӑм, пирӗн "чувашская общественность" ытларах хӑйсемшӗн пулнине ӑнлантарса парать. Элита ҫук-ячӗ кӑна.ЧНК ҫук-ячӗ кӑна... ҫавӑнпах ӗнте тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем те ҫук Шупашкарта.   | |
| Agabazar // 5091.4.4208 2020.01.26 19:02 | |
|  | На самом деле в поведении чувашей ничего сверхнеобычного нет. Всё закономерно.
 То, что мы наблюдаем у чувашей, присуще и другим миноритарным народам и языкам. Выход один: надо перестать быть миноритарным народом и язык тоже должен избежать миноритарной участи. | 
| vasilij.rozov.1944 // 3736.8.0621 2020.01.26 20:24 | |
| Ача 5 çула çитиччен тăван чĕлхепе калаçман пулсан, каярахпа тăван чĕлхене вĕренме ăна ПИТĔ йывăр, ăна эпĕ хамăн пурнăçра пулна тĕслĕхпе пĕлетĕп. 
 Чăвашла ача садĕсем пулмасан республикăра (тулашри чăвашсене те çавах) пирĕн халăхăн ячĕ те юлмас 30-40 çултан. Паллах, самани ырăлăх енне улшăнмасан | |
| Пулкар // 1369.77.1047 2020.01.26 20:55 | |
| Русские федеральные власти поставили цель ликвидировать все нерусские народы. Во исполнение данной цели были запрещены все нерусские языки, разрушены экономики нерусских республик. По ТВ россияне теперь называются "русскими". Спортсмены русские, артисты русские, армия русская, танки русские, машины русские . Всё русское , все русские.  | |
| Agabazar // 5091.4.4208 2020.01.26 21:37 | |
|  | Василий Розов, тавай уç чăвашла ача сачĕсем.
 Уç! Уç та тытса пыр! Акапасар ку тĕлĕшпе пачах та хирĕç мар. | 
| vasilij.rozov.1944 // 2523.47.0920 2020.01.27 01:16 | |
|  Алексей Петрович, эпĕ тÿре- шара мар, пуçлăх та мар сан пек хăй вăхăтĕнче, мĕн вăй-хала, пултарулăха заводра 40 çул ĕçлесе пенсине тухнă.  Ача садĕсене уçма санăн манран пин хут нумайрах майсем пулнă, пуçлăхра ларнă чухне, анчах эсĕ пĕр пурнепе те тĕкĕнмен çак ыйтăва.
 Манăн ачасем, мăнуксем, ÿссе çитнĕ ĕнтĕ, мăнусен ачисем шкула çÿреççĕ. Садике каймаççĕ.. Ларатăн кунта кугна çилĕм çăтăрнă пек çынсенчен кулса, йĕкелтесе. тыт та уç хăть пĕр садик чăвашла | |
