 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Микула // 1077.37.9691 2021.12.05 17:34 | |
| Аван ,килӗшмелле,анчах та урам адреспе вырнаҫнӑ ача сачӗсем тӑван (чӑваш) чӗлхипе те усӑ курса ӳстермеллисем пулмалла. Юратаҫҫӗ пирӗн ҫиелтен кӑна "сухалама" ,ӗҫне ӑна яланах тата тарӑнрах тумалла.    | |
| Микула // 1077.37.9691 2021.12.05 17:44 | |
|  Вун-вун ача пахчин сӑмахӗ 
 Янра парать Шупашкарта Тӑван чӗлхе ӑстин сӑнарӗ Ыр тӗслӗх патӑр халӑха. | |
| Базиль Кириллов // 1790.3.5196 2021.12.05 19:16 | |
| Каланипе килӗшсе хамӑн "МК" в Чебоксарах" хаҫатра пичетленнӗ "Доброе утро" статьтяна хӗстерсе хума сӗнетӗп. Унта Михаил Иванович сӑнарне хаҫатҫӑ пек уҫса панӑ. | |
| Вулакан // 9919.3.3616 2021.12.05 20:44 | |
| Станьял,Ватлăхра та пулин пăрах-_ха çăмăлттайлăхна.Мĕншĕн шăл йĕрсе капанă пек "Шăнкăрчи" тесе кăна? Михаил Иванович вĕт-ха вăл.Хăв тусна,хăйне сăвăç тесе çÿрекен Воробьева,"Çерçи " тесе мухтамастăнччĕ вĕт. | |
| Agabazar // 8493.0.5009 2021.12.06 14:15 | |
|  | Шăнкăрч Михалин урамĕ тейĕпĕр-и вара? | 
| Евразиец // 3753.90.6577 2021.12.06 16:29 | |
| Agabazar, малтан эсĕ Курак Арăсланĕн урамĕ тетпĕр терĕн, халĕ вара Шăнкăрч Михалин урамĕ. Курак, шăнкăрч... тата кайăксем пур... Шупашкар кайăк урамĕсемпе пуян пулать. | |
| Agabazar // 3467.27.4021 2021.12.07 22:07 | |
|  | Курак Арăсланĕ тесе нихçан та каламан. Курак Ляви теме вара пултарнă.  | 
| Евразиец // 3753.90.6577 2021.12.08 18:27 | |
| Хорошо сказано, Agabazar, хорошо. Курак Ляви урамĕ (улица Льва Грачева), надо же Ляви и Шăнкăрч Михали тоже замечательно. Читатель(Вулакан) по наитию Станьяла вспомнил про воробья(çерçи), значит это будет Çерçи Вови что-ли, а, Agabazar? Вообщем, мне лично. действительно нравится двуязычное название улиц в Чебоксарах и название остановок общественного транспорта на двух языках просто замечательно. | |
| Евразиец // 3753.90.6577 2021.12.18 18:08 | |
| Agabazar, Петĕр Витюкки Мĕкĕте йăхăнчен вăл кам пулать? | |
| Анатолий // 1232.15.8614 2021.12.28 10:58 | |
| Олег Георгиевич!  Михаил Иванович СКВОРЦОВ профессор çинчен пит те аван каланӑ.  Сумлӑ профессор ячӗпе Шупашкарти УРАМ ятне парассипе  тунӑ пуçару  ПИТĚ  ВЫРĂНЛĂ.
 Эпир вӗреннӗ вӑхӑтра уйрӑм çын ячӗпе тата унӑн пархатарл ӗçне мухтаса çырнӑ сӑвва "Ода" тетчӗç. Термина чӑвашла куçарса муритленместӗп. Çакна калам, Олег, ырӑ та вашават профессор ячӗпе чӑвашла та вырӑсла хайланӑ одӑсем те чипер пулса тухнӑ: яка, шухӑшлӑ, тикӗссӗн юхаççӗ. ПУÇАРУ ПУРНĂÇА КĚРЕССЕ ШАНАС КИЛЕТ. "В.Г.Егоров, М.Р.Федотов ячӗсемпе мӗн пур?"- ыйтать Станъял. Ну, Виталий Петрович, ан тӗлӗнтерӗр-ха. Теçеткешер ЧНК вице-президенчӗ пулнӑ тапхӑрта вӑл шухӑша "çуратса" мӗншӗн "турӑсем" патне çитермерӗр? (Астӑвасса, 90-мӗш çулсенчи Конгрессӑн вӑйӗ самаяхчӗ!). "Вулаканпа" та килӗшмелле: ЧПУра, учительсен, гуманитари институчӗсенче пӗрле тӑрмашнӑ ӗçтеше пӗчӗклетсе ШĂНКĂРЧИ темелле марах ӗнтӗ. М.И.СКВОРЦОВ профессор умӗнче пуçа таятӑп. Тата... Сайт редакторӗ М. Аçтахар пулӑшнипе гуманитари институтӗнче Михаил Иванович ячӗпе фотокурав йӗркеленӗччӗ. Пысӑк тав, Микулай! Сайтӑн "чаплӑ комментаторӗсем", телле, унта пулманах ӗнтӗ. Атту вӗсен шӑрпӑклӑ сӑмахӗсенчен паян кун та тасалса пӗтейместӗмччӗ. | |
