 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 1336.45.8507 2022.11.28 23:43 | |
|  | |
| Agabazar // 1336.45.8507 2022.11.29 12:32 | |
|  | Енчен те Поль Валери асăннă сăмахсене калани тĕлĕшпе иккĕленетĕр  пулсан, ак çак текста Гуглăн е Яндексăн шырав йĕрĕ çине лартса пăхăр:
 Оптимисты пишут плохо (Поль Валери) | 
| Agabazar // 1336.45.8507 2022.11.29 12:40 | |
|  | Поль Валери хранццус пулнăран, сăмахĕсене те хранццуслах каланă ĕнтĕ. 
 Оригиналла текста тупса пулмарĕ. Анчах шырав майĕсемпе усă курсах каялла хранццусла куçарма хăтлантăмăр — les optimistes écrivent mal. Поль Валери шăп та шай çаплах каланă-ши — калама пултараймастăп. Тен, кăшт урăхларах пуль. Унталла-кунталла куçарнă чухне пăртак улшăнма пултарать. | 
| Agabazar // 1336.45.8507 2022.11.29 12:51 | |
|  | Шăпташайлăха тĕрĕслес шутпа, асăннă сăмахсене каллех Гуглăн шырав йĕркине лартса пăхар. 
 Çакă пире ак çакнашкал хранццусла сайт пайтне илсе çитерет — https://www.devoir-de-philosophie.com/citations/les-optimistes-ecrivent-mal-paul-valery-mauvaises-pensees-et-autres-commentez-cette-citation-2 Унта ак çакна вулатпăр: «Les optimistes écrivent mal.» Paul Valéry | 
| Agabazar // 1336.45.8507 2022.11.29 13:36 | |
|  | Калас пулать, СССРта пуçпулса тăнă соцреализм та суккăрла тата чуххăмла оптимизмăн пушăлăхне ăнланнă. 
 Оптимизм сăмах соцреализмăн теоретикĕсен çыравĕсенче яланах историлле (исторический) текен палăртавпа пĕрле çÿрет. Çав палăртавсăр вăл сăмаха, оптимизм тенине, асăнмаççĕ. Исторический оптимизм социалистического реализма. Çапла калаççĕ. | 
| Agabazar // 1336.45.8507 2022.11.29 16:09 | |
|  | Мĕн-ха вăл историлле оптимизм тени?  Тем пек начар пулсан та лайăххи патнех талпăнмалла. Çавна пĕлтерет. 
 Ну соцреализм ăçталла талпăнма вĕрентни вара паллă. Коммунизм патнелле. | 
| Ҫынӑм // 1248.06.8118 2022.12.04 12:14 | |
| «Веб-новеллисене вулакалтӑп» тени инттереслӗ кунта. Чӑвашла халь-халь ҫыракансен инттӗрнет уҫлӑхӗнче пӗр-пӗр пуҫтаракан вырӑн пур-ши? Йатарлӑ вырӑн, ӑҫта ҫыравҫӑсем те, вулавҫӑсем те хӑйӗн шухӑшӗсене палӑртма пултараҫҫӗ.  | |
| Анонимла // 3808.79.6781 2022.12.25 21:24 | |
| Эп  хайлава вуличчен вӗҫне уҫса пӑхатӑп, йӗркеллӗ, телейлӗ вӗҫленет пулсассӑн вулатӑп.
 Пӗр-пӗр произведение тем тӗрлӗ мухтасассӑн та алла тытса пӑхмастӑпах. | |
| Agabazar // 2248.54.3670 2022.12.28 07:17 | |
|  | Вĕçсене пăхкаласа çÿре-ха эппин. | 

Пире мĕнлерех çутă пурнăç кĕтнине пит аван чухлатпăр: Украинари нациксемпе фашистсене çĕнтеретпĕр те, аван пурнăç пуçланса каять (çыравçăсен пуçлăхĕ Улька Элмен те çаплах вĕрентет темелле). Тĕрĕссипе, хальхи пурнăç та нихăш енчен те начар мар.