 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 7273.2.7525 2023.05.07 16:50 | |
|  | |
| Agabazar // 7273.2.7525 2023.05.07 16:59 | |
|  | Пÿтсĕр сăмахпа тăванлисем çаксем: пÿтлĕ, пÿтĕш (Пÿтĕш Паттян — Юхма Мишшин персонажĕ). Тата «Арçури» поэмăра «пÿт ухмаххи тапранать» тени пур. 
 Сăмахăн этимологине экспромтла каласа пама пултараймастăп. Ятарласа шĕкĕлчесе пăхсан, тен, Аçтахар каланă пекех пуль. Анчах та ăна епле çырассине этимологипе пусахласа çыхăнтармасан та юрать. Словарьсенче епле палартнă — çавă тĕрĕс. Анчах та эп хам Ӳӳ вариантлине килештеререх паратăп. | 
| Agabazar // 7273.2.7525 2023.05.07 17:01 | |
|  | Путек пирки — каламалли те çукрах. Унта ним кăçăкли те питех çук.
 Акă, пирĕн чăваш хушшинче Катек ятлă ялсем пайтах. Тĕрлĕ вырăнсенче вырнаçнă вĕсем. Таçта та пур. | 
| Agabazar // 7273.2.7525 2023.05.07 17:11 | |
|  | Канăçлă тени кан глаголтан пулнă. Çапла вара кунта çав глагола кань япала ячĕпе пăтраштармалла мар. Вара пурте йĕркеллĕ пулать. 
 Хальлĕхе тенинче Ьь паллă кирлех мар. Мĕншĕн кирлĕ маррине эп Интернетра пин хут та ăнлантарса панă ĕнтĕ. Анчах та ĕççыннисем питех те тархасласа ыйтсан, тата тепĕр хут ăнлантарса пама пултаратăп. Яланах хатĕр. Кунти çемçетÿ паллине Элĕкри генилле Ларионов Хоспочын ÿте тăрăннă шăрпăкпа танлаштаратчĕ. Аçтахар вара, темшĕн, ку тĕлĕшпе Виноградовсем хыççăн кайма шутланă. | 
| Аçтахар Плотников // 1554.82.5383 2023.05.07 18:58 | |
|  | «Этимологи сăмахсарне ăнлантару словарĕ темеççĕ.»
 Ӑнсӑртран кайнӑ, асӑрхамасӑр. Юсарӑм. «Кансĕр тени икĕ компонентран тăрать: Кань + Сĕр. » Ӑна эп ӑнланатӑп-ха. Анчах «кань» текеннине тупаймарӑм. | 
| Agabazar // 5157-2543 2023.05.08 10:50 | |
|  | Кань текен хай тĕллĕн çÿрекен сăмах Петĕр Хусанкай сăввисенче пур. Енчен те ун пек сăмах халĕ (хальхи саманара) çук пулсан, умĕнчи çăлтăрпа паллă тăваççĕ, сăмахран: *тенкĕр (тинĕс). 
 Анчах та кань текенни халь те пур темелле. | 
| Agabazar // 5157-2543 2023.05.08 11:26 | |
|  | Акă вăл хайхи, Петĕр Хусанкайăн «Шелепи шерепи» поэминчен.
 Ленинград тăрăх эпĕ çÿреп-и — Юнашар пек Кели Кĕркури. Е ак Куйбышева кĕрĕп эпĕ — Хирĕç тухĕ Исаев Мĕтри... Кань сунар. Тăприсем çăмăл пулччăр! Эп ăçта йăвансассăн та хам — Шупашкар тăвайккисĕр ман кун-çĕр Канăçаймĕ, яр уççан калам. | 
| Agabazar // 1333.0.5648 2023.05.09 04:55 | |
|  | Кунта чи кăсăкли акă мĕн (маларах та ун пирки каланăччĕ). Çырулăх йĕркевĕсене кура КанЬсĕр, КанЬлĕ  пулмаллаччĕ çырура. 
 Анчах та чăннипе кулленхи ĕçлевлĕхле ун пекки çук. Виноградовсем те: "Тĕрĕс мар!" — тесе кăшкăрашмаççĕ темшĕн. («Халлĕхе» тение, авă, ярса тытма ĕлкĕрнĕ!) Кансĕр, Канлĕ тенисенче малтанхи компонент япала ячĕ пулни тÿрех паллă. Мĕншĕн тесен -сăр/-сĕр аффикс шăпах çав пуплев пайĕ çумне çыпçăнать, глагол патне мар. Çапла вара, çырури унашкал формăсне çырулăх йĕркевĕсемпе килĕшÿллĕн мар, традицие пула çирĕпленнĕ темелле. Халлĕхе тенине асăнтăм-ха, И. А. Андреев вара пире «шинельЬлĕ салтак» тесе çыртарасшăн питĕ тăрашатчĕ. http://ru.samah.chv.su/s/шинеллĕ (Гуглласа пăхсан, шинеллĕ тени 55 хут тухать, шинельлĕ тени 26 хут). | 
| Agabazar // 2172.58.6678 2023.06.16 16:28 | |
|  | Аçтахар: «кань» текеннине тупаймарӑм.Ашмарин сăмахсарĕнче пур. Унта кань мар, каньă (каньăллă). Анчах та вăл та, ку та пĕр япалах. каньăллă (кан’ы̆л, кан’ы̆лы̆), спокойный. Пшкрт. | 
| Евразиец // 3447.04.5759 2023.06.19 11:31 | |
| Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт) | |

Кань сăмахра н çемçелет те, çавăнпа сĕр çырма тивет. Анчах та традицие кура кунта çĕмçетÿ паллине (Ьь) çырмаççĕ.
Чăннипе вара çырмаллаччĕ. Çапларах ку япалан мыскари.