 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Базиль Кириллов // 1304.21.3781 2025.03.24 09:32 | |
| Акапасар,  пăшлатса анса  ларни сана пĕртте килĕшмест. | |
| Agabazar // 1194.38.3233 2025.03.24 21:14 | |
|  | Мĕн килĕшесси е килĕшмесси пирки санран ыйтмççĕ.  Ку тĕлĕшпе, слапух Турра,  Базильсем мĕн каласса  кĕтсе ларасси вĕçне юлман-ха.  | 
| Базиль Кириллов // 1304.21.3781 2025.03.26 08:34 | |
| "Тытатăп та куçаратăп..." Вулакан йĕрсе ярса вулатăр-и? | |
| Базиль Кириллов // 1304.21.3781 2025.03.26 08:36 | |
| АКАПАСАР: "Тытатăп та куçаратăп..."
 Вулакан йĕрсе ярса вулатăр-и? Тÿрлетни: "Лазаря петь". | |
| Agabazar // 2413.87.9643 2025.03.26 13:25 | |
|  | Вара мĕн каласшăн?
 Вырăсларан хăлхана мĕнле кĕнĕ, çавăн пек калаттарасшăн-и? Анчах та вăл япалана эп халиччен вырăсла та илтмен. Санран пĕрремĕш хут илтетĕп. Мĕне пĕлтерни пирки — калама та кирлĕ мар. Чухламастăп, тем пирки систерет вăл. А ман пек тамсайсем татах пур вĕт. Вăл шутра — вырăсла çеç калаçакансем хушшинче те. Пурте Базиль пек эрудитсем мар. Вара çав курман-илтмен тата пĕлмен япалапа мĕншĕн хам калаçура усă курмалла? Кăмакаран ташлама пуçласси пирки илтнĕ, унпа усă куратăп. Ласăрсем пирки илтмен, усă курмастăп. Питĕ ансат. Ун пек пĕлмен япаласем Акапасар пек тăмсайсен çеç мар, Базиль пек ăсчахсен те пурах. Калăпăр, авалхи грексенчен килекен «эврика!эврика!» тенине илтнĕ пуль-ха ĕнтĕ. Анчах та хайхи авалхи грексенех урăхлараххи те пулнă: «Таласса!Таласса!». Пĕлтерĕшĕ те çавах темелле. | 
| Базиль Кириллов // 1304.21.3781 2025.04.01 18:59 | |
| "Покажу вам кузькину мать" тенине ака тавас вырăнне пасар тăрăх сулланаса çÿрекен юлташ çапла куçарнă пулĕччĕ;"Сана Куçак амăшне кăтартăп-ха пĕрре". Кам кулатчĕ çакна илтсен, кам лач сурĕччĕ. Тĕрĕссипе вара "обещаю вам крайние неприятности" тенине куçарсан тĕрĕс пулатчĕ. м.т. "кузькина мать" фразеологизм акăлчанла çук. | |
| Базиль Кириллов // 1304.21.3781 2025.04.08 13:47 | |
| "Повесили всех собак тенине" куçарса кăтартсам тата, хисеплĕ Акапасар. Темиçе çул каялла Р. Прокопьева "Пĕтĕм йытăсене ман çине çакса ячĕç" тесе куçарса хыт тĕлĕнтенĕччĕ. | |
| Agabazar // 3888.49.7612 2025.04.15 17:40 | |
|  | Калама май çук пулсан — ун пек япаласенчен пăрăн. Çавă çеç. 
 Енчен те санăн пăрăнас килмест пулсан вара, ку вăл эс чăвашла та ирĕксĕртен çеç калаçкаланине пĕлтерет (Çынни вырсла каласшăн, анчах лару-тăру чăвашла калама хистет те, ирĕксĕрех хĕсĕнкелесе тухма тивет) . Чĕлхеçĕсем, авă, ун пек япаласене цитата мелĕпе (тăрнаксемпе хупса) майлаштармалла теççĕ. | 
| Базиль Кириллов // 1304.21.3781 2025.04.18 09:09 | |
| Сăмах кунта пуç тавралла лайăх шутласа çырас пирки пырать, пуçтаранса кайнă çÿп-çапа кам умĕнче те пулин кăларса тăкни пирки мар. | |
| Agabazar // 3690.00.7845 2025.04.21 15:59 | |
|  | Вăт-вăт, тавралла лайах шутласа çырсси пирки Акапасартан та вĕренсе пырсан пăсмасть. Атту кунта кашниех хăйне «патша» тесе шутлать. 
 Хамăр пирки яланах «сăпайлă! сăпайлă! сăпайлă!» тесе кăкăра шаккатпăр-ха та, чăннипе вара сăпайлах мар çав. Çитмест сăпайлăх тени. | 
