Мухтанакана мухтанчăк теççĕ. Ĕнтĕ пирĕн Валери ТУРКАЙ мухтанмасть пуль. Мăнаçланать темелле. Коннотаци урăхларах.
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.29 04:23
"Алмуша"- пĕлме!
Эп, тăванăм, сан пек, хам çырни айне хамăн чăн ятăма лартма хăрамастăп!
Сан вара ЯТУ ТА çук! Çоккă сан ЯТУ!.. Эс "Алмуш" кăна, хаклăран та хаклă çыннăм!
Станислав ЮХТАРĂН йытти тахçан "Алмуш" ятлăччĕ... Чăнах!
Валери ТУРКАЙ. 29.01.26
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.29 18:41
Туркай юлташ,сан темле хисеплӗ ят та пулӗ,анчах поэта чи кирли ҫук.-Чӑн- чӑн поэзи ҫук,плакат евӗрлӗ куплетсем кӑна.Поэма пирки каламӑпӑр та.Хал ҫитмест пулас.Поэзисӗр халӑх поэчӗ хисеплӗ ятсем пуҫтарса ҫӳрени ҫеҫ мар,ши.
Йытăсене, сăмахран, Мухтар, Джек, Борис ятсем параççĕ. Анчах та усем пурте çын ячĕсем те шутланаççĕ.
Чăваш чĕлхи пулсан — чăваш поэзийĕ пур. Чăваш чĕлхи çук пулсан — чăваш поэзийĕ те çук.
Уйрăм çынран килекен япала мар ку.
Вулакан1 // 3000.76.3861
2026.01.30 09:03
Поэзи мар, хăмпăран тухакан сывлăш. "Халăх поэчĕ" ята кавычкăра кăна çырмалла. Туркай к... çула-çула савăннипе Федоров президент çак ята ятарлă комисси пăхса тухмасăрах панине эпир питĕ лайăх астăватпăр.
Алмуш (ку ята хальхи вăхăтра, çавăн пекех, урăхла та транскрипцилеме тата асăнма пултараççĕ) — Атăлçи Пăлхарăн чи паллă патши.
Ытти вариантсем[2]: Алмас, Эл-Алмуш, Алмушин, Аль-Хасан. Кунсăр пуçне тата вăл, ислам йышăннă хыççăн, Джагфар ибн Абдуллах (чăв. Çаххар ипăн Аптулла)[çăлкуç кирлĕ]) е Джагфар бен Абдулла пулса тăнине шута илмелле.
Ахмед Ибн Фадланăн Мешхедри алçырăвĕче ят ак çапла çырăннă[2]:
المش
Анчах та, çав алçырурах, урăхларах çырăннисем те пур.
(Чăвашла Википедирен)
Шеремет // 1695.46.2309
2026.01.30 13:15
Ӗлӗкрех чаплӑ поэтӑмӑрӑн Ҫерҫи Валери ят пулнӑ имӗш. Пит килӗшӳллӗ псевдоним пек туйӑнать .
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.30 16:29
"Вулакан":"Туркай юлташ,сан темле хисеплӗ ят та пулӗ,анчах поэта чи кирли ҫук."
...Мĕн чухлĕ ăмсану та курайманлăх!!!
Ăмсану та курайманлăх! Урăх НИМĔН ТЕ çок!..
Сана шелленĕ пек, юратнă çыннăм, эп никама та шеллемен!!! Никама та!!!
Ытларах вула, "вулакан", ытларах! Тен, осси полĕ?..
Полмасть поль!..
Валери ТУРКАЙ.
30.01.26