Pri la retejo
Novaĵoj
ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
Kulturo
Historio
Literaturo
Ĉuvaŝa lingvo
Forumo
Ligiloj
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.19 06:08 | |
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.19 19:24 | |
Туркай юлташ,эпӗ санран паянхи пурнӑҫа сӑнарласа кӑтартнӑ поэма пур-и сирӗн тесе ыйтрӑм.Каламарӑн.Паллах,ҫукран.Чӑваша паян ят мар,чуна тивекен ӑслӑ хайлавсем кирлӗ.Пӑкки шаннӑран ҫыраймастӑр ӗнтӗ.Юлашки 20ҫул хушшинче мӗнле поэма тухнӑ вара санӑн?Библиотекӑра курмарӑм.Ҫыр-ха,тархасшӑн,сан шухӑшна пӗлес килет. | |
Алмуш // 1759.0.4566
2026.01.22 17:33 | |
Вулакан Туркай пирки те поэзи шайӗ пирки тӗрӗсех ҫырать. Паллах гени , халӑх поэчӗ тетерес килет.Анчах та пӑкки шаннӑ тенине хирӗҫлеме аргумент ҫук. | |
Леонид Кевер // 1370.87.6713
2026.01.23 03:49 | |
Хальхи поэзи, чӑнах та, вӑхӑтран юлса
пырать.Анчах ку поэмӑсем сахал ҫырнинчен мар, темӑсем ӑшӑх, кивӗ пулнинчен, васкаса, лайӑх ҫырас тесе тӑрӑшманнинчен чылай килет.Хӑшӗн тата Турӑ пани те ҫитеймест. Культура шайӗ чакни патшалӑх ун ҫине мӗнле пӑхнинчен те нумай килет.Выҫӑ ҫерҫин юрлама та кӑмӑлӗ ҫук.Халӗ ӗлӗкхи пек литературӑпа пурӑнаймастӑн, чапа тухма та йывӑр.Самана урӑхла! | |
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.23 05:03 | |
Алмуш: "Вулакан Туркай пирки те поэзи шайӗ пирки тӗрӗсех ҫырать. Паллах гени , халӑх поэчӗ тетерес килет.Анчах та пӑкки шаннӑ тенине хирӗҫлеме аргумент ҫук".
Туркайăн пăкки шаннă пулсан, сан - ПĔТĔМПЕХ шаннă!.. Мĕн тери хăрушă инкек!.. Мĕнлерех инкек!.. Валери ТУРКАЙ. 23.01.2026 | |
Agabazar // 4226.92.4990
2026.01.23 08:31 | |
Пăкки шанни — питĕ йĕркеллĕ япала.
Пăккăн унăн ĕçĕ çавнашкал — шанасси. Анчах та этем тени пĕртен-пĕр «пăкă» текен япаларан çеç тăмасть. Унăн урăх «инструментсем» те пур (сăмахран, «Путинăн шаннă çынни» текен инструмент). Ну леш пăккине те наччасрах улăштарма пулать. Шаннă пăкă вырăнне шанман пăкă лартса хур. Туркайăн «халӑх поэчӗ» текен ят пур ĕнтĕ. Вăл ята эсĕ те, эпĕ те туртса илейместпĕр. | |
Алмуш // 4053.29.1125
2026.01.23 16:48 | |
Тинякова, Шихранов, Кервен поэтсем чылай витӗмлӗрех ҫыраҫҫӗ пулсан та хӑйсене питӗ сӑпайлӑ тытаҫҫӗ | |
Agabazar // 2377.12.2562
2026.01.25 13:09 | |
Тинякова текеннине пĕлместĕп.
Шихранов вара Фарида юррисен сăмахĕсене çыраканниччĕ пулас. Юрă валли сăвă çырасси хăйне майлă ăсталăх. Ахăртнех ку енĕпе Шихрановран ирттерме пулать. Мĕншĕн тесен унăнне çитменлехĕсене куратăп. Фарида пирки те, вăл Хусанта пурăннине кура, шанчăклăнах «пирĕн» теме кансĕр. Пĕр харăсах ик тенкел çинче ларма хăтланать, анчах апла май çук иккен. Ну Кервен вăл Кервен ĕнтĕ, тавлашмастăп. | |
Леонид КЕВЕР // 2783.03.4606
2026.01.26 05:25 | |
Кунта сӑмах Тинякова пирки мар, Надежда Тинюкова (Акчурина) пирки
пырать пулас.Пӗлетӗп, пултаруллӑ сӑвӑҫӑ. Тахҫанах хисепе тивӗҫ! Хӑй сӑпайлӑ пулнӑран ҫеҫ ӑна пурте асӑрхамаҫҫӗ... | |
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.26 12:13 | |
"Алмуша": Мĕн, тарăхтаратăп-им?..
Тарăхтаратăп пулсан, савăнатăп! "Сăпайсăр" Валери ТУРКАЙ. Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Ен тата Тутарстан культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Я.Яковлев, Çеçпĕл Мишши, Куçма Турхан, Фатих Карим ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Остер хулин, Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕн, Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕн, Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ, В.В.Путинăн Шаннă çынни т. ыт. те, т. ыт. те!.. ЭС вара МĔНПЕ мухтанаятăн, хаклă çыннăм?! МĔНПЕ?! Шупашкар. 26.01.2026 | |

Савăн, тăванăм, савăн, чăваш халахĕн паян Асамат, Сарпи тата Туркай пурришĕн! Юрать-ха пур вĕсем! Вĕсем те пулмасан, тата кам паян"Халăх поэчĕ" ятпа çÿретчĕ?.. Кам?.. Эс-и?.. Куçма кум-и?..
Валери ТУРКАЙ, Чăваш халăх поэчĕ. 19.01.2026