Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Хальхи чӑваш активисчӗсем е Автовазпа мерседес

Аçтахар Плотников22.04.2026 19:241076 Пурĕ пăхнă

Паян ман пата ҫыру килчӗ. Апла-капла тенӗ, эпӗ сирӗн ресурспа куллен паллашатӑп, тесе пӗлтернӗ. Эпир, чӑваш чӗлхи вӗренмелли мобиллӗ приложени хатӗрлерӗмӗр тенӗ, ҫакӑн пирки сайт урлӑ халӑха пӗлтерме ыйтнӑ.

Мӗнех, аван ӗҫ. Смартфонпа чӑвашла вӗренме май туса панӑ. Пулӑшмалла ӗнтӗ. Пулӑшӑпӑр та.

Ку приложение App Store-ре тата RuStore-ре уҫласа илме пулать. Ҫитес вӑхӑтра — Google Play-ра та уҫласа илме май пулӗ. Приложени пирки тӗплӗнрех ҫак сайтра пӗлме пулать: hamoryal.org.

Анчах, ҫакӑнта маншӑн ӑнланма йывӑр япала сиксе тухрӗ. Пӗлетӗр-и мӗн? Ҫырава вырӑсла ярса панӑ. Юрӗ, вырӑсла ҫыру ҫырма меллӗрех пулнӑ пуль, тен, хӑйсем те чӑвашла вӗренеҫҫӗ кӑна пуль.

Ҫырура сайт адресне те кӑтартнӑ. Уҫса пӑхас терӗм, мӗнле ушкӑн, мӗнле ачасем ҫакӑн пек аван ӗҫ пуҫарнӑ. Уҫрӑм та — сайт вырӑсла!

«Наследие Булгар и мощь Огурских степей…», «В огромной семье тюркских языков он стоит особняком, являясь единственным уцелевшим представителем огурской группы…», «Дошло до того, что современные школьники изучают произведения великого чувашского поэта Ҫеҫпӗл Мишши (Михаила Сеспеля) на русском языке, а не на языке автора…» Мӗнле кӑна чӑваш чӗлхине мухтаса пӗтермен пуль! Анчах, йӑлт вырӑсла… Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене шкулта вырӑсла вӗрентнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, анчах хӑйсем те вӗсенчен инҫе кайман вӗт! Хӑйсем те чӑваш чӗлхине вырӑсла мухтаҫҫӗ!

Юрӗ, тетӗп, ку приложени чӑвашла вӗренмелли вӗт-ха, тетӗп. Приложени аудиторийӗ, тем тесен те, вырӑсла пӗлекенсем валли пулмалла ӗнтӗ. Ҫавна май страница вырӑсла пулнинчен, тен, тӗлӗнмелле те мар. Пӑхкаларӑм — тен, чӑвашла варианчӗ пур? Курмарӑм. Вӗҫнелле антарса пынӑ май аялта кӗтесре чӗлхе улӑштармалли вырӑна асӑрхарӑм. Ак, иккен, ӑҫта пытарнӑ! тетӗп. Халех пусрӑм та чӑваш чӗлхине шыра пуҫларӑм. Ҫук! Казахла, туркӑлла, акӑлчанла, азербайджанла пур. Пурӗ 10 чӗлхепе. Чӑвашла ҫук.

Ҫӳлерех кӑтартнӑ тӗслӗхсене ӗненес пулсан, Пӑлхарта, Огурсен хирӗнче шӑпах ӗнтӗ вырӑсла ҫырнӑ-калаҫнӑ ӗнтӗ, шӑп ҫавна пула чӑваш чӗлхи паянхи кунччен упранса юлнӑ ӗнтӗ. Аптрушки ҫав...

Ку лару-тӑру мана мӗн аса илтерчӗ-ха? Пӗр уйӑх каялла тетелте самаях Автоваз директорне сӳтсе яврӗҫ. Хайхи темле ҫынна интервью пачӗ те хӑйӗн Мерседесне кӗрсе ларса таҫта вӗҫтерчӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫакна «ҫулталӑк икӗпитлӗхӗ» тесе те хакларӗ.

Вӑт, ҫак чӑваш чӗлхи хастарӗсем те мана ҫавнашкал икӗпитлӗхе аса илтереҫҫӗ. Вӗсем те чӑваш чӗлхишӗн ҫунаҫҫӗ (Автоваз «Лада» туса кӑларнӑ пек), анчах кулленхи пурнӑҫра вырӑс чӗлхипе (Мерседеспа усӑ курнӑ евӗр) усӑ кураҫҫӗ*.

Тӑванӑмӑрсем! Енчен те чӗлхепе усӑ курмастпӑр пулсан, мӗн усси чӑваш чӗлхине аталантарни? 10 чӗлхепе хитре текст ҫырма май тупнӑ — хӑй чӗлхипе ҫырма вӑхӑт тупайман. Чӗлхепе усӑ курсан кӑна вӑл аталанать. Ӑна пӗлни ҫителӗксӗр.

Ҫавна май Автоваз директорӗнчен тӗслӗх ан илӗр, «Лада» кӑларатӑр пулсан, «Ладӑпа» ҫӳрӗр. Чӑваш чӗлхишӗн ҫунатӑр пулсан — чӑвашла усӑ курӑр.

 

Ҫывхарса пыракан чӑваш чӗлхи кунӗпе сире, тӑванӑмӑрсем!

 

___________

* кунта ҫак чӗлхе хастарӗсене кӑна мар асӑнма пулать. Хӑш-пӗр чӑвашсем те хӑйсене ҫавӑн пек тытнине курма пулать. Калӑпӑр, халӑх умӗнче чӗлхене хӳтӗлемелли, аталантармалли пирки хӗрӳ сӑмахсем тухса калаҫҫӗ та зала ларсан телефон тытса «Слушаю сыночек» тесе хуравлакансем те чылай.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимер Акташ // 2202.11.7895
2026.04.22 20:02
Килешмелле, Астахар!
Мана та 1950-меш сулсенче Шупашкарта вырасла кана верентне. Анчах Перестройка чух, 1980- меш сулсенченрен тепер хут таван челхене веренме пусласа тарашрам.
станьял // 3369.22.8249
2026.04.23 00:42
Мана вырӑсла ҫырнӑшӑн ятлаҫҫӗ. Ман ноутбукра чӑваш чӗлхи ҫукран ҫылӑха кӗме тивет... Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ теҫҫӗ те ! Тата эпӗ хам пӗлекен пур чӗлхесемпе те ҫыркалама тӑрӑшатӑп. Сире те кут шӑтӑкӗнен ҫут тӗнчене тухса пӑхма сунатӑп. Чӗлхене чирлӗ ватӑ ҫынна кӳрентернипе хӳтӗлейрес ҫуках. Сӑлтавӗ капла шӑрпӑкланнипе кӑна уҫӑлмасть ҫав, суя туссем, каппайчӑксем...
Вырак // 3014.74.7853
2026.04.23 07:10
Америка уҫма кирлӗ мар.Кам чӑваш чӗлхишӗн "кӗрешсе" вӗрентӳ системинче ӗмӗр ирттернӗ , паллах,хӑйсен ачисемпе е мӑнукӗсемпе тӑван чӗлхепе калаҫмасть.Вӗсем халӑхшӑн тӑрӑшнӑ иккен.
Атила // 2552.78.7502
2026.04.23 10:41
Все понимают, что чувашский язык очень скоро изчезнет.Просто словоблудие о защите языка, тем более о изучению языка в школах- чистейшая спекуляция.У них профессия такая.Должности, звания, зарплата.А так, в повседневной жизни дома или в магазине,например,чувашский им абсолютно не нужен.
Шĕшлĕ // 2334.46.9025
2026.04.23 10:51
Пичке çине кăшăл çапса ан ларăр-ха эсĕр кунта.

Паллă ĕнтĕ социолингвистика саккунĕсем пурне те пырса тивеççĕ.

Нимĕнле улăп та çав сккунсенчен пăрăнса юлаймасть.

Пурин те ку тĕлĕшпе килти шкапра скелетсем пур. Купипех выртаççĕ.

Тĕнчере темле хллапри пек «чăн чăвашсем» пуррине эп ĕненместĕп.

Малалла Петĕр Хусанкай сăввине илсе кăтартатăп.



Эпир пурте çылăхлă, пурте,
Анчах кам хайне чăн-чăнах
Çĕршывăн хура ĕçне кÿртĕ —
Каçарĕ кăра самана çав çынна. (с)
Пăшатан // 2334.46.9025
2026.04.23 11:00
Вырак: Америка уҫма кирлӗ мар.Кам чӑваш чӗлхишӗн "кӗрешсе" вӗрентӳ системинче ӗмӗр ирттернӗ , паллах,хӑйсен ачисемпе е мӑнукӗсемпе тӑван чӗлхепе калаҫмасть.Вӗсем халӑхшӑн тӑрӑшнӑ иккен.
Халлĕхе вĕренÿ системинчен хайсем чăвашла пĕлекен çынсем пур-ха. Начар, апла-капла кăна. анчах кăштах пĕлкелеççĕ.

Çак тĕлĕшпе тав ту!!! Хытă тав ту!!!



Мĕншĕн тесен малашне ун пеккисем те юлмĕç-ха!!! Хальхи çутĕç министрĕ чăвашла пĕлет-и? Тоттă!

Атту ав эсĕ темĕнле вĕтĕр-шакăрсемпе кĕрешем пекки тăвасшан. (((
Anatri // 2157.84.2737
2026.04.23 21:58
Хисеплĕ Аçтахар, хăтарсамччĕ çылăхран хисеплĕ Станьяла, мĕнле те пулин май тупса лартса парсамччĕ ноутбукĕ çине чăваш чĕлхи!
2026.04.23 22:17
Аçтахар Плотников
Акапасара комментари ҫырас йӗркене часа-часах пӑснӑшӑн тепӗр хут хуплама тиврӗ те вӑл «Шӗшлӗ», «Пӑшатан» ятсемпе ҫыра пуҫларӗ иккен.

Эп ку чӑваш ҫамрӑкӗсемпе, чӗлхе хастарӗсемпе пӗрре те кӗрешместӗп вара. Вӗсем пурри питӗ аван. Йӑнӑшасран пулӑшасшӑн. Канаш парса. Ҫав кӑна. Тем тесен те сайтӑн чӑвашла вариантне тума пулатех ӗнтӗ.

Анатрине: мансӑр пуҫне урӑх чӑваш ҫук-им? Мансӑр та лартса параҫҫӗ ӗнтӗ. Ман хальхи вӑхӑтра хулана тухма та вӑхӑт ҫук...

Вырака: пурне те пӗр виҫепе виҫмелле мар ӗнтӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хушшинче чӑннипех чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем сахал мар. Ачисем чӑваш уйрӑмне вӗренме кӗнӗ тӗслӗхсене сахал мар пӗлетӗп.
Вырӑк // 3014.74.7853
2026.04.24 07:30
Эп каларӑм чӑвшлӑх пирки лекцисем вуласа ӗмӗр ирттернӗ шурсухалсем пирки.
Аптри // 2334.46.9025
2026.04.24 09:23
Anatri: Хисеплĕ Аçтахар, хăтарсамччĕ çылăхран хисеплĕ Станьяла, мĕнле те пулин май тупса лартса парсамччĕ ноутбукĕ çине чăваш чĕлхи!
Пĕррехинче Станьяла çапла ыйту патăм: "Хăта, сан патăнта таврапĕлÿçĕсем купипех, тавай, явăçтар вĕсене чăвашла Bикипедире чăвашла статьясем çырмашкăн!".

Унăн хуравĕ тĕлĕнтерсех пăрахрĕ. Таврапĕлÿ енĕпе вырăсла кĕнеке хыççăн татах çавнашкал вырăсла кĕнеке (çине-çинех!) кăларакан хастарсем пурте компьютер енĕпе тăр ухмах иккен, ним те тавçăраймаççĕ, клавишшă çине пусма та пĕлеймеççĕ имĕш!

Чăнах та çапла-ши? Ухмаха пени çеç мар-ши ку?

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj