Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto Чиперкке

Пурӑнмалла!!!

  03.04.2015 12:40 | 3627 Пурĕ пăхнă

Чӗрне вӗҫҫӗн пырса кӗтӗм ҫӗн ҫуркуннене...

Улӑштарчӗ кӳршӗ алӑк, эп вара - тӗне:

Манӑн халӗ хамӑн Турӑ, хамӑн саккунсем -

Телее ҫеҫ йышӑнатӑп, хуйӑха сирсе...

 

Симӗс курӑк шӑтса тухрӗ ҫырма-ҫатрара...

Кӑтраланчӗ ҫамрӑк хурӑн - яштака майра...

Чӗрне вӗҫҫӗн пырса кӗтӗм... Утрӑм паттӑрла!

Ӗмӗр вӑрӑм, ҫулӗ такӑр... Тек, пурӑнмалла!!!

 

Шӑлсӑр йытӑсем вӗреҫҫӗ шӑхӑрса

  26.03.2015 12:59 | 3835 Пурĕ пăхнă

Шӑлсӑр йытӑсем вӗреҫҫӗ шӑхӑрса,

Шӑхӑрса ларать шак типнӗ тараса...

Эпӗр ӗмӗрне те пит пуян пулман

Иртӗнсе лармаллӑх кӗмӗл укҫаран.

 

Суккӑр кушаксем йӗрлеҫҫӗ шӑршпала...

Этемсем ирттеҫҫӗ курмӑш, суккӑрла...

Эпӗр ӗмӗрне те пулӑшу ыйтман,

Хамӑрах пултарнӑ май килнӗ таран!

 

Утиял айӗнче

  25.03.2015 15:42 | 2338 Пурĕ пăхнă

Утиял айӗнче

Манӑн пӗчӗк тӗнче...

Никамран та, ҫук-ҫук, хӑрамастӑп.

ҫывӑххи те инҫе...

Савӑкки те кичем...

Тӗттӗме ыталатӑп пӗр сассӑр.

Утиял айенче

Ҫук суя, ҫук питлев!

Эпӗ хам та хампа тӳрӗ чунлӑ.

Шурӑмпуҫ киличчен...

Ыйхӑ витӗр итлев...

Эп шуй майлӑ этем –

йывӑр пулӑм!!!

 

Ял ларать

  23.03.2015 16:49 | 2883 Пурĕ пăхнă

Ял ларать.

Тарман,

Ҫухалман,

Ҫунса кайман.

 

Ял сывлать...

Ассӑн.

Хавассӑн.

Васкавлӑн.

Тарӑн...

 

Кӗркунне.

Хӗлле.

Ҫуркунне.

Ҫулла.

Паян!

 

Ял ларать.

Пӗччен...

Пӗтиччен...

Мӑнтарӑн...

Манӑн...

 

Паян тӳпе хупӑ

  16.03.2015 18:35 | 2859 Пурĕ пăхнă

Паян тӳпе хупӑ!

Килсемӗр ыран!

Паян йышӑнмаҫҫӗ!

Канаҫҫӗ паян...

 

Ан шаккӑр! Ан тӗртӗр

Пустуй алӑка!

Иртмен сирӗн ӗмӗр -

Пур ҫулӑр яка!

 

Паян хуҫӑк кӑмӑл -

Култармӑш ыран.

Кама халӗ ҫӑмӑл?

Ҫук камӑн суран?

 

Паян тӳпе хупӑ!!!

 

Паян мӗн кун? Тарӑхмалли кун!

  27.02.2015 12:26 | 2899 Пурĕ пăхнă

Сисместӗн-им - сывлӑш ытла та йӳҫӗ?!

Курмастӑн-им - пӳлӗм ытла та тӑвӑр?!

Туймастӑн-им - кӑмӑл хӑрушӑ хуҫӑк?!

Илтместӗн-им - хурлӑхлӑ манӑн сӑвӑ?!

 

Паян ҫӗнӗ кун пит тӗксӗм те пушӑ!

Паян сар хӗвел - ҫунса кайнӑ пӗлӗм!

Паян чун хыпмасть таса юратушӑн!

Паян чун ыйтать вуламашкӑн кӗлӗ...

 

Ку ача...

  11.02.2015 21:45 | 2719 Пурĕ пăхнă

Ку ача каснӑ-лартнӑ ашшӗ -

Симӗс куҫ, сарӑ ҫӳҫ, ҫав сӑмсах!

"Манран мар вӑл!" - теме пӑхасшӑн

Ҫӗрелле тӗвелле лач! сурса.

 

Йышӑнман ачасен куҫҫулӗ

Сурчӑку пек сӑрхӑнмӗ ахаль.

Вак чуннун тертлĕ вĕçĕ пулĕ,

Пархатарсӑр, киревсӗр кахал!

 

Ҫӑмӑлттай пулма питӗ меллӗ,

Хӑвшӑн ҫеҫ пурӑнни ай! паха!

Юрату самаях йӳнелнӗ...

Юлчӗ мӗскӗн ҫурма тӑлӑха.

 

Ку ача каснӑ-лартнӑ ашшӗ...

Симӗс куҫ, сарӑ ҫӳҫ, ҫав сӑмсах -

Кӑларса илнӗ пӗчӗк Саша!

Ӑнтӑр пурнӑҫӗ, Турӑ, ҫырлах!

 

Арлансем

  02.02.2015 15:26 | 2472 Пурĕ пăхнă

Ирӗке савакан арлансем

Ирӗкне халиччен тутанман,

Хӗвел ҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе

Читлӗхре ҫавӑрттарчӗҫ тусан.

 

Кӑпӑшка пӗлӗтсем тӳпере -

Кап! ҫыртса ҫӑтаяссӑн туйнать.

Симӗс уй, сӗм вӑрман - пит хитре,

Пӗр пӑхсассӑн, тӗнче, тарават!

 

Пит хитре те пӑхсассӑн, анчах,

Шеремет, пурӑнма пуҫласан,

Ҫак тӗнче читлӗхпе пӗр танах!

Арлансем... Этемсем... Пӗр тусан...

 

Купӑста яшки

  11.04.2014 16:25 | 3940 Пурĕ пăхнă

Вӗресе ларакан пахча-ҫимӗҫ яшки

Тарӑхса пур енне ҫуллӑ кӑпӑк сурать.

Паянхи тӗл пулу, куҫ кӗрет, юлашки -

Купӑсталлӑ яшка, имӗш, йӑлӑхтарать.

 

Мӗн калас? Мӗн сунас? Ҫилленместӗп пачах.

Эп сӗнместӗп ризотто, лазанья, эклер...

Эс пуласшӑн вара хӑвӑнтан чаплӑрах.

Ӑнӑҫу, яка пыр! Тутӑ пул та... Чипер!!!

 

пурнӑҫ

  11.02.2013 16:40 | 4585 Пурĕ пăхнă

тымарсем туртаҫҫӗ аялла…

ӗмӗтсем чӗнеҫҫӗ ҫӳлелле…

пурнӑҫ уттарасшӑн малалла…

шак! хытса тӑратӑп пӗр ҫӗртре!

 

тымарсемсӗр йывӑҫ та ӳсмест…

ӗмӗтсемсӗр чун хавхаланмасть…

кам хӑй пурнӑҫне хисеплемест -

пурнӑҫ панӑ амӑшне савмасть!

2012-11-21

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)