


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Agabazar // 4127.10.3092
2025.02.26 10:55 | |
![]() |
|
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.10 14:01 | |
Шарт тутар та тĕнче тикĕс. Вăт ку "академикла", патне ан пыр!. Собачий холод та йытă сивви уншăн, вилами по воде писано тенине сенкĕпе шыв çине çыраççĕ хăшĕсем. | |
Agabazar // 1440.85.8549
2025.03.12 20:21 | |
![]() |
Вара мĕскер? Мĕн каласшăн? Ăнланмалла мар. |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.13 08:12 | |
Ăнланмалла мар çав: фразеологизмсене "чăмăрла" куçарнă чух çакă уйрăмах сисĕнет. Сăмахран, "хăй юррин карланки çине тахçанах çуман аттипе пуснă" тенинче палăрать.. | |
Agabazar // 3984.73.0041
2025.03.14 22:32 | |
![]() |
Базиль ачам, юррăн карланки çине пусни пирки Владимир Маяковский каланă.
Анчах та вăл япала фразеологизмсен шутне кĕрсех каймасть. Ну, ытарлă сăмах теме пулать. Унран ытла мар. Эс тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма хăтланнă «йытă сивви» тата «сенĕкпе шыв çийĕн çырасси» тенисем те — фразеологизмсем мар пулĕ. Вăт çапла. Эпир пурте çийелтен шăйăрттарма хăнăхнă çав. Малтан кирлĕ çĕрте пăхса фразеологизм мĕнне пăхса тухас пулать. Кышламалла ăславăн гранитне! Шĕкĕлчемелле! Палăртав (чăн-чăнни!) епле, çавăнтан ташлама пуçламалла. Килте кăмака патĕнчен ташлама пуçланă пек. |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.15 08:09 | |
Ах, юратать те Акапасар оппонентсен сăмсине шăлса яма. Ак уçар-ха "Фразеологический словарь русского языка" кĕнекене (М., 1986). Асăннă фразеологизмсем унта шăкăрин тухса тăраççĕ. "Камака патĕнчен ташлама пуçланине" вара фразеологизмсен шутне кĕртме сук, ку чăвашла "чăмарла" (ăнăçсăр) куçарни кăна. | |
Agabazar // 1601.80.7529
2025.03.15 14:49 | |
![]() |
Эп пĕлместĕп мĕн унта сан сăмахсарунта.
Палăртав мĕнле — çавăнтан килет. Фразеологизмсен те тĕсĕсем нумай. Тĕрлĕ уччонăй тĕрлĕрен пăхать. Идиома теççĕ, тата ытти темтепĕр. Кăмака патĕнчен ташлама пуçламалла тесе ма калаама юрамасть вара? Кам каларĕ сана эп ăна таçтан «куçарнă» тесе? Куçарман, пуçран çав халлĕнех сиксе тухнă. Эс вара епле каласшăн çав япалана? Сивĕтĕш (холодильник) патĕнчен ташлама пуçламалла-ши? Е каланкка патĕнчен пуçламалла тесен те юрать? Диван патĕнчен? Компьютер патĕнчен? Е эсĕ тен пире трактор патĕнчен ташлама пуçлаттарасшăн? Тракторĕ çук пулсан — мотоблок патĕнчен? Тата мĕнле вариантсем пур? |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.16 10:18 | |
Шухăшусем кăштах тăмсайтарах иккен сан, тăванăм Акапасар. Çавăн пек туйăнать. мана. Те йăнашап ĕнтĕ... Ан çиллен. Сана каялла 4-5 класа кайса лартсан аванччĕ те. Анчах хăйсене академик теме именмен çынсем те хăш чухне çапла хавшак çыраççĕ.Мĕн шутлан кун пирки, тем те пĕлекен, ăсчах хутаççине кăштах çĕклесе çÿресе курнă хоспочин? | |
Agabazar // 7531.6.3592
2025.03.16 11:34 | |
![]() |
Эппин, чаратăн "Кăмака патĕнчен ташлама пуçламалла" темешкĕн?
Темех мар, ман пек тăмсайсене юрать. Сан пек ăслисене, ахăртнех, юрамасть пулмалла. Анчах та тем пек тăмсай, тем пек айван пулсан та. хама нихçан та аккачемĕк темен вара. Аптранă енне çапла та шутласа илен. Базиль пире кăмака патĕнчен ташлама мар, юрлама пуçлаттарасшăн-ши? Е вăл пире кăмака патĕнчен урайне çума пуçлама хистет? Вăт çавнашкал япаласене калама хăра-хăрах пурнăçна ирттерсе яран пуль ĕнтĕ. Ну, кунçулу вăрăм пултăр эппин. Çавна май сан умна Библири каларăшсене кăларса тăрататăп. Ятарлă каçăпа — https://pravoslavie.fm/glavnoe/top- ... oshedshih-iz-biblii/ Пĕлетĕн ĕнтĕ, Библие авалхи еврей, арамей тата вăтам грек чĕлхисемпе çырнă. Вăл чĕлхесемпе паян никам та калаçмасть. Вăл шутра авалхи еврей чĕлхипе те, мĕншĕн тесен паянхи иврит унран çапах та уйрăлса тăрать. Çапла вара, Библири каларăшсемпе усă курнă чухне пурин те куçармах тивет. Ăнăçлă-и, анăçлă мар-и, ăна санран ыйтса тăмаççĕ. Енчен те Библирисене те куçарма юрать пулсан, ыттисем пирки калама та кирлĕ мар. |
Ночной гость // 1304.21.3781
2025.03.18 08:05 | |
Ку шухăш тĕрĕсленнĕ хыççăн çеç курăмлă пулĕ. Пĕлме: сайтра регистрациленнисен шухăшĕсем тӳрех, малтĕрĕслевсĕрех, курăмлă вырнаçаççĕ. |
Тата мĕншĕн-ха мана тупса вулама йывăр темле сăмахсарсем патне ямалла? Интернетри шыравçă йĕркине «фразеология» тата «фразеологизм» сăмахсене шаплаттарса лартсан лешĕ хайех кирлĕ çĕре илсе çитерет.
Фразеологи́зм, фразеологический оборот или фразема (лат. phrasis, др.-греч. φράσις «ораторский оборот», φράζω «выражаю мысль, говорю»; др.-греч. λόγος «слово, речь, разум; мнение») — свойственное определённому языку устойчивое словосочетание, смысл которого не определяется значением отдельно взятых слов, входящих в его состав.
Фразеологические обороты изучаются фразеологией.