Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Московские встречи – 2019. Часть третья

  06.02.2019 09:59 | 6632 Пурĕ пăхнă

(Окончание. Начало в публикациях за 27 января и 2 февраля 2019 года)

Адвокатская контора

Мы благодарим Ильина за приём и прощаемся. Райкову ещё надо успеть в свою адвокатскую контору. Нас отвозит Соловьёв.

Контора расположена в центре на нескольких этажах во дворе комплекса доходных домов 1912-1913 годов.

Далее...

 

Арча

  28.01.2019 20:42 | 12652 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Чӑвашкасси — тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗ. Кунта пурин те ячӗсем тӗп чӑвашла: Илепер, Ахмантей, Сарпинес, Пинеслу, Илемпи...

Эпир килхуҫи старикпе калаҫса ларатпӑр. Килхуҫи карчӑкӗ кӗлетрен туприне кӑларса хӗвел ҫине ҫакать.

— Э-э-эй, хальхи арча вӑл ячӗ кӑна ӗнтӗ!

Далее...

 

Ҫеҫен, чечен

  10.01.2019 01:10 | 8811 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Ҫеҫенхир. Чечен хӗр. Чечен вӑрман. Чечен ача...

Чечене хитре, илемле тенӗ пек ӑнланатпӑр. Ҫеҫен тени те мӗне те пулсан пӗлтермест-ши? Пӗлтерет иккен: Ашмарин словарӗнче ҫеҫен — никам пырса кӗмен (вырӑсла — девственный) тесе ӑнлантарнӑ. Ҫав хушӑрах чеченӗн пӗлтерӗшӗ те ӗлӗкрех ҫавӑн пекех пулнӑ.

Далее...

 

2018-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2018 18:42 | 9785 Пурĕ пăхнă

Ак, хайхи 2018 ҫул та хӑйӗн вӗҫне ҫитрӗ. Ӑна пӗтӗмлетме те вӑхӑт. Мӗн тунӑ, мӗн ирттернӗ... Мӗн ҫӗнни, мӗн туса ҫитереймен…

Пӗлтӗрхи ҫулталӑкпа танлаштарсан, питӗ пысӑках утӑмсем тӑваймарӑмӑр ҫав. Анчах чи кирли — чакмарӑмӑр! Чӑваш халӑх сайтне кӗрекенсен йышӗ пысӑкланмарӗ тесен те йӑнӑш пулӗччӗ. Паллах, ӳсӗм самаях мар. Анчах кӑҫал кунне 350-600 ҫын пирӗн сайтпа куллен паллашма вӑхӑт тупатчех. Хамӑр статуса та — МИХ ятне илнине — ҫухатмарӑмӑр. Роскомнадзор тӗрӗслевӗ витӗр пӗрремӗш хут тухса малалла утма вӑй ҫитертӗмӗр.

Далее...

 

Чӑваш чӗлхи: паянхи кун

  14.12.2018 20:25 | 13260 Пурĕ пăхнă

Сайт ҫинче чылайранпа регистрациленни, анчах та пӗр пулӑма тавҫӑрса ҫитерейместӗп. Кунта чӑнласа чӑваш чӗлхи никама та кӑсӑклантармасть пулмалла. Пурте хӑйсем тенӗ пек чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнине шутласа кӑларас тесе мӗкӗрленеҫҫӗ. Авалхи вӑхӑтра каланӑ: иртнине пӑхатӑн - карттусна сыр, малалла пӑхатӑн - ҫанусене тавӑр.

Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ.

Далее...

 

Вут-шанкӑ

  03.12.2018 13:42 | 9530 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Вут сӑмаха пурте пӗлетпӗр. Шанка хӑй тӗллӗн пит ҫӳресех каймасть хальхи чӗлхере. Ҫапах та ун хӑй тӗллӗн пӗлтерӗшӗ пур-ши? Пур. Шанкӑ вӑл хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑкана пӗлтернӗ. Вӑрмана ҫӳрекенсем курнӑ ӗнтӗ: ҫӑпата валли сӳме кайсан, ҫамрӑк ҫӑка касаҫҫӗ, ӑна пушшиччи теҫҫӗ, хуппине сӳсе илеҫҫӗ, вара ҫӑка патакки шап-шурӑ выртса юлать.

Далее...

 

Свидетельства об индо-иранских корнях чувашского народа

  30.11.2018 16:46 | 18059 Пурĕ пăхнă

В чувашской д. Кирюшкино нашего Федоровского района республики Башкортостан, откуда в 1927 году отделилась наша д. Веселовка, воскресенье как выходной день начали отмечать только в начале 20 века. В чувашских деревнях Теняево и Орловка ҫимӗк (троицу) до сегодняшнего дня отмечают в один из четвергов конца мая или начала июня. Данные факты говорят о существовании раньше у чувашей своего, отличного от сегодняшнего официального, перечня названий дней недели. Об этом же говорят и сегодняшние чувашские названия семи дней недели.

Далее...

 

«Пуян» майрасем

  10.11.2018 15:12 | 10044 Пурĕ пăхнă

Урама тухсан эпир мӗн куратпӑр? Пасар саманине. Халь ӗлӗкхи пек мар вӗт. Енчен те совет саманинче пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче икӗ лавкка кӑначчӗ (апат-ҫимӗҫ пирки каласан) пулсан, хальхи вӑхӑтра вара — туллиех. Анчах пасар самани хӑйӗн ӗҫне тӑватех — пӗрисем хупӑнаҫҫӗ, теприсем вара вӗсен вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.

Ак, калӑпӑр, Почта ҫуртӗнче (эпир ҫапла 12-мӗш ҫурта калатпӑр, хайхи унта почта уйрӑмӗ вырнаҫнӑран), «Аккандӑн» лавкки пурччӗ. Шел те, ӗҫӗ каймарӗ вӗсен. Мӗншӗнне пӗлместӗп те анчах вӑл лавкка сутӑҫисем питех те чӑваш чӗлхинчен йӗрӗнетчӗҫ… Халь вӗсен вырӑнне Ҫӑкӑр пӗҫерекенсем йышӑннӑ.

Далее...

 

Тӗкӗр-сӑмахсем

  11.10.2018 22:12 | 6964 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Чӑваш чӗлхи пуян ҫеҫ мар, кашни ӑнланӑва пур енчен те, ҫав хушӑрах кӗскен, пӗр сӑмахпа ҫутатса пама тӑрӑшать. Чӗлхене лайӑх пӗлменнисем, ҫынна сӑнласа парас тенӗ чухне нумай сӑмах калаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, лутра, мӑнтӑр ӳтлӗ, начка сӑн-питлӗ тенӗ пулӗччӗҫ вӗсем Сервантес романӗнчи Санчо-Панчо пирки.

Далее...

 

Аташпа ун юлташӗсем

  24.09.2018 20:00 | 10098 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Аташ, юлташ, янташ, пайташ, ланташ, урташ...

Ҫак пӗрьеверлӗ «таш»-па пӗтекен сӑмахсем чӑваш чӗлхинче нумай. Вӗсенчен хӑшпӗри халӗ те чиперех пурӑнать, теприсене манса та пыратпӑр. Аташ — пӗр ятлӑ ҫын тени. Юлташ мӗн иккенне пурте пӗлетпӗр. Янташ — пӗр енчи ҫын. Ен пулмалла ӗнтӗ, анчах «таш» туртнипе, сингармонизм саккунне пула, енрен ян пулса кайнӑ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, ... 43
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)