Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн!

  13.03.2015 12:08 | 3605 Пурĕ пăхнă

Çырулăх йĕркевĕсене улăштарассишĕн тапаçланатпăр.

Мана та килĕшсех пĕтмеççĕ халь вăйра тăракан йĕркевсем. Чăнах, вĕсене хăçан та пулсан улăштарма тиветех ĕнтĕ. Апла тăвас тесен çĕнĕ проекта Парламент витĕр кăлармалла.

Çапла майлаштарасси чылайăшне питĕ çăмăл ĕç пек туйăнать пуль.

Тĕрĕссипе вара çĕнĕрен тăвăнакан йĕркевсем хальхинчен те начартарах пулса тухма пултараççĕ.

Хуть те мĕнле пулсан та, паянхи кун вăйра тăракан йĕркевсем çинех таянма тивет. Вĕсем вара сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармаççĕ. Çак ансатран та ансат шухăша эп "ним вăтанмасăрах" миллионмĕш хут каласшăн.

Далее...

 

Чĕлхе — хăватлă çăлкуç, пăтратсан та тăрăлать...

  12.03.2015 23:33 | 10730 Пурĕ пăхнă

Шупашкарти Чăваш наци вулавăшĕнче ЧНК çумĕнчи Ваттисен тĕп канашĕн анлă ларăвĕ (2014, кăрлач, 30), Чăваш халăх ăсхалĕпе ӳнерсен академийĕн пухăвĕ (2014, нарăс, 20) пулса иртнĕ. Унта ăсчахсем, чĕлхе тĕпчевçисем, çыравçăсем, хаçат-журналçăсем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, Ваттисен канашĕн пайташĕсемпе ял мухтарĕсем хутшăннă. Калаçу чăвашсен çирĕпленнĕ орфографине пăсни тата шкулта чĕлхене пăтратса вĕрентни пирки пынă.

Лару ЧР Патшалăх Канашне çырупа тухнă.

Далее...

 

Кӗнеке парнелеме чӗнсе калани

  11.03.2015 14:07 | 4227 Пурĕ пăхнă

Культура, литературăпа искусство ĕçченĕсен ушкăнĕ республикăри тата ытти регионсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприятисемпе организацисен ертӳçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, пайтаçăсене

ЧĔНСЕ КАЛАНИ

 

Халăх вулама пăрахса пынине чылай сăнавçă хальхи вăхăтăн тĕп тата пăшăрханмалли палăрăмĕ тесе шутлать. Нумаях пулмасть кăна-ха вара пирĕн çĕршыва тивĕçлипех «чи нумай вулаканни» тетчĕç. Кĕнеке вулакан наци çеç илемлĕх пахалăхĕсене тата ытти хаклăхсене тĕнче шайĕнче тума пултарать. Вулассипе çыхăннă çивĕч ыйту Раççейри халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварассипе тачă çыхăннă.

Далее...

 

Иртӗнчӗк ҫынсене Правительство ҫурчӗ те чараймасть

  10.03.2015 14:51 | 9150 Пурĕ пăхнă

Президент бульварӗ еннелле тухакан Правительство ҫуртӗнче пӗр стенд пирки мана пӗлтерчӗҫ — унта имӗш чӑваш чӗлхиллӗ текстра йӑнӑш нумай. Хайхи кайса курас терӗм. Чӑн та пур унашкал стенд. Правительство ҫуртне кӗнӗ вырӑнта чӑваш карттине вырнаҫтарнӑ тата республика пирки кӗскен калакан икӗ стенд ҫакса хунӑ. Пӗри, сулахай енчи — вырӑсла, тепри, сылтӑм енчи — чӑвашла. Шӑп та лӑп ҫав чӑвашла текстра йӑнӑш нумай та ӗнтӗ.

Далее...

 

«Хыпар» хаҫата ҫырӑнтӑм-ха

  20.02.2015 19:56 | 4169 Пурĕ пăхнă

Ӗнер «Хыпар» хаҫата ҫырӑнтӑм. Электронлӑ вариантне. Пурӗ те 90 тенкӗ кӑна та тӑкаклах мар.

Мӗншӗн ҫырӑнасах терӗм-ха? Тӗрӗссипе эп кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнченех ҫырӑнма шутланӑччӗ. Анчах Туркай хаҫатра ҫӗнӗ орфографипе кӑна мар, ҫӗнӗ терминологипе те кӗрешме пуҫлани питӗ килӗшмерӗ. Ку вӑл ман шутпа чӗлхен аталанӑвӗн ҫулне пӳлнипе пӗрех. Унсӑр пуҫне тӳлевсӗр салатаканскерне ахаль те алла илсе пӑхайратӑп тесе шутласаччӗ.

Ҫавах та хаҫата сӑнанӑ май ҫӗнӗ тӗп редактор ертсе пынипе ҫак йывӑр самантра «Хыпар» улшӑнма тӑрӑшнине куртӑм.

Далее...

 

Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе çырнă уçă çыру

  19.02.2015 18:53 | 4532 Пурĕ пăхнă

Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн председательне — Шупашкар хулин пуçлăхне Л.И. Черкесова

 

Хисеплĕ Леонид Ильич!

 

Тĕп хуламăрăн урамĕсемпе пынă май чăваш чĕлхи валли яланах вырăн çукки чуна ыраттарать. Çывăх вăхăтра çĕршывĕпех Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявлăпăр. Шупашкар та хатĕрленет çак уява — халăхăн патриотлăх туйăмне ÿстерес тесе пуль ĕнтĕ хулипех реклама баннерĕсем çакса тухнă. Анчах вĕсем пурте вырăсла. Апла пулсан чăвашсем патриот пулса çитнĕ, вырăсла калаçакансем çеç ку тĕлĕшпе юлсарах пыраççĕ?

Далее...

 

Елчĕксем пулсан чăваш пĕтмест

  07.02.2015 15:34 | 4220 Пурĕ пăхнă

Ĕнер эпĕ Елчĕк районĕнче пултăм. Ĕçпе унччен те тĕрлĕ района сахал мар çитнĕ-ха, çав шутра Елчĕк районĕнче те пулман мар. Хальхинче вара официаллă икĕ мероприятие хутшăнма тÿр килчĕ.

Пĕрремĕшĕ, "Чыслăх салтакĕсем" кĕнеке хăтлавĕ, районти вулавăшра иртрĕ. Чăвашла кĕнекене чăвашла хăтланинче тĕлĕнмелли çук та тейĕн. Анчах хăш-пĕр çĕрте ял пухăвне те вырăсла ирттернине шута илсен елчĕксен чăвашла хăтлавĕ савăнтармаллипех савăнтарчĕ.

Унтан, кăнтăрла иртни 2 сехетре, район активĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерме пухăнчĕ.

Далее...

 

Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

  20.01.2015 19:13 | 43198 Пурĕ пăхнă

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас.

Далее...

 

"Эпир, чӑвашсем, чӑваш пуласшӑн..." конференци йышӑнӑвӗ

  22.12.2014 00:38 | 8657 Пурĕ пăхнă

Красноармейски районӗнче «Хальхи тапхӑрта чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси тата аталантарасси: ҫивӗч ыйтусем тата малашлӑх» темӑпа ирттернӗ конференци йышӑнӑвӗ

 

1. 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин районӗсемпе хулисен чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗсене (ассоциацийӗсене) ертсе пыракансен Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑваша – чӑваш чӗлхи кирлӗ…» форумӗн резолюцине ырласа йышӑнас.

 

2. Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайне районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли сехет шутне сыхласа хӑварма ыйтас.

Далее...

 

Ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтарманни чӑваш чӗлхине аталантарни пулать-ши?

  17.12.2014 15:29 | 17541 Пурĕ пăхнă

Пирӗн сайтра «Хыпар» издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫырӑнтару мероприятийӗсене ирттерни пирки пӗрре мар хыпар пулчӗ. Валери Туркай пӗтӗм чӑваш хаҫачӗсен хуҫи пулса тӑнӑ хыҫҫӑн хаҫатра чӑн та улшӑнусем пулма пуҫларӗҫ. Кӑна вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче те пӗрре мар калать. Хӑшӗ-пӗрне мухтамасӑр май ҫук (самах кунта «ҫӗршыва» пӗрлештерни пирки), теприсене вара ниепле те ырӑ пулӑм теес килмест вара. Ак, сӑмахран, уйӑх ячӗсенех илес. Юрать-ха хаҫат пуҫелӗкӗнче те пулин вӗсене хӑварнӑ. Анчах шалта — йӑлт «декабрь», «ноябрь», «октябрь».

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36, 37, 38, 39, 40, ... 42
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)