Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Шупашкарти экономика канашлӑвӗн пӗлтерӗвӗ

  18.06.2014 17:39 | 5937 Пурĕ пăхнă
Экономика форумӗн пӗлтерӗвӗ

Паян турккӑ ӑсчахӗсен кӗнеке хӑтлавне кайма тӳр килчӗ. Наци вулавӑшӗн ҫамки ҫине Шупашкарти экономика канашлӑвӗ пирки пӗлтерӳ ҫакса хунӑ. Вырӑсла та чӑвашла та ҫырса хурас вырӑнне икӗ штук вырӑсла ҫакса хунӑ. :(

 

Гуманитари институчӗ орфографи ыйтӑвӗ пирки хуравлани

  17.05.2014 10:49 | 31377 Пурĕ пăхнă
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхне М.В. Игнатьева
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн
Пуҫлӑхне Ю.А. Попова
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин
министрне В.Н. Иванова
Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен
комитечӗн председателне П.С. Краснова

 

Хисеплӗ Михаил Васильевич, Юрий Алексеевич,
Владимир Николаевич, Петр Степанович!

 

Пирӗн пата нумай ҫынран икӗ чӗлхепе - вырӑсла тата чӑвашла - ҫырнӑ сахал мар ҫыру килчӗ.

Далее...

 

Чӑваш чӗлхи пирки

  30.04.2014 21:20 | 21264 Пурĕ пăхнă

Пӗр сайтра (http://forum.na-svyazi.ru/) чӑваш чӗлхине сӳтсе явни пирки вуласа пӗлтӗм. Унта чӑваш чӗлхи пирки интереслӗ темиҫе факта илсе кӑтартнӑ, вӗсем тавра «калаҫнӑ».

1. Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин пӑлхар ушкӑнне кӗрет. Ҫак ушкӑнра вӑл – пӗртен пӗр «чӗрӗ» чӗлхе.

2. Чӑваш чӗлхинче музыка инструменчӗсемпе «вылямаҫҫӗ» - «калаҫҫӗ». Тӗслӗхрен, флейтӑпа кала.

3. Чӗлхере «да» сӑмах ҫук. Ун вырӑнне глагола тепӗр хут калаҫҫӗ. Тӗслӗх: Эсӗ килетӗн-и? – Килетӗп. («Ӑхӑ» сӑмахпа усӑ курма юрмасть-ши вара?)

4. «Ҫиллен» сӑмах «ҫил» сӑмахран пулнӑ.

Далее...

 

12/04/14 ППЭ пирки, мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи.

  12.04.2014 08:15 | 4294 Пурĕ пăхнă

Чӑвашла ҫырма-калаҫма шкултах верентрӗҫ, паллах эпир килте те, ял хушшинче те Чӑвашла калаҫнӑччӗ. Халӗ те ялта ҫаплах. Ман ача райцентрта вӗренеть (шкул вырӑс шкулӗ программипе), анчах чӑвашла та, акӑлчанла та, вырӑсла та ҫав шкултах вӗренет, виҫӗ челхипе те ӑнланать, ҫырать, калаҫма та пултарать самаххисене пӗлнӗ чухлӗ. Паллах вырасла, чӑвашла вал пӗр шаях усӑ курать. Акӑлчанла сахалтарах (практика ҫук).

 

Ҫавӑнпа та ҫапла шухӑшлатӑп:

1.Чӗлхене шкулта та вӗренме пулать, вӗрентеҫҫӗ те.

2.Чӗлхе вӗренесси, усӑ курасси вӗренекенӗн, вӗрентекенӗн кӑмӑлӗнчен тата тӑрӑшӑвӗнчен килет, куллен усӑ курнинчен килет.

Далее...

 

Испанла, нимӗҫле, хрансусла тытма пулать, чӑвашла — ҫук

  09.04.2014 22:06 | 18138 Пурĕ пăхнă
Сӑмахӑм ППЭ пирки. Ак ҫак хыпара вуласан тӗлӗнсех каятӑн — http://chuvash.org/news/5509.html.

Ара испанла та тытма палать, анчах чӑвашла — май ҫук. Чӑннипе те кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса хунӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр мар-и? Тӑван чӗлхепе экзамен тытма май ҫук. Вырӑс челхине Раҫҫей патшалӑх чӗлхи тесе тыттараҫҫӗ-ха, тӑван чӑваш чӗлхи пирки калаҫма пуҫласан — тӳрех хирӗҫ тӑраҫҫӗ! Ачисене испан чӗлхипе тыттарӗҫ, анчах чӑвашла мар...

Кӑҫал тата 9-мӗш классене те экзамен тыттарасшан мар пек калаҫаҫҫӗ.

Далее...

 

«Хыпар» манӑн Кулӑш кунӗнчи хыпара ӗненнӗ

  03.04.2014 21:10 | 4428 Пурĕ пăхнă

Акан 1-мӗшӗ Кулӑш кунӗ шутланать те хӑш чухне эп вӑл кун суя япаласем лартатӑп. Пӗр ҫулхине ЧР Правительство ҫуртӗнче чӑвашла калаҫманнисен тумӗсене йышӑнманни ҫинчен лартнӑччӗ, тепрехинче — Перекет банкӗ банкоматсене чӑвашла куҫарни пирки. Кӑҫал вара — Google чӑвашларан вырӑсла куҫарма вӗренни пирки лартрӑм.

Хайхи «Хыпар» паянхи кӑларӑмра ҫав хыпара вырнаҫтарнӑ иккен. «Кулӑш» пайра та мар. Ак, сайтра тупнӑ PDF формачӗ:

Шел те, анчах ку хыпар — суя.

Далее...

 

Майӗпен чӑваш карттине ӑсталатӑп

  10.02.2014 00:13 | 25636 Пурĕ пăхнă

Паян кунӗпе тенӗ пекех чӑваш карттине ӑсталаса лартӑм.

Ҫапларах пулать вӑл:

Паян эп Шупашкар районӗнчи ялсене кӗртрӗм, тата Шупашкар хулине вырнаҫтартӑм. Кашни кун перер район тусан уйӑх хушшинче хатерлесе ҫитерме пулать те.

Чи малтанах кашни ялӑн ӗлкине тӑвасшӑнччӗ, анчах А1 форматпа пичетлесен те вӗсем ытла вӗтӗ пулаҫ иккен. Вара пысӑк ял-хуласенне кӑна ҫапла тума шутларӑм: Ишлей, Тренкасси, Апаш + район центрӗсенне.

Далее...

 

Тӗрӗс ҫырмалли йӗркевсем епле пулмалла?

  09.02.2014 11:19 | 31938 Пурĕ пăхнă

Чӑваш сӑмахӗсене епле ҫырас ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗ пуху ирттернӗ. http://www.youtube.com/watch?v=SIVO ... eature=youtube_gdata

Кун пирки ҫавӑн пекех ак ҫакӑнта пӑхма пулать: http://chuvash.org/news/4844.html

 

Тен, ҫакӑн пирки хӑйсен шухӑшӗсене калас текенсем ҫак Блорумра та пулӗҫ. Атту ав леш хайхи пухӑва хутшӑннисем пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ, пӳлеҫҫӗ пӗрне-пӗри. Ҫав вӑхатрах ку пирӗн лаптӑкра вара ҫав ыйтусемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫма пулать.

Далее...

 

Ҫӗнӗ ҫулхи тупӑшу: С Новым годом! — Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! (22:1)

  02.01.2014 18:09 | 29507 Пурĕ пăхнă

«С Новым годом!» тата «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!» ҫырса хунисем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пулсан Шупашкар хулинче пӗрремӗшӗ пысӑк счётпа ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Паян ятарласа хула тӑрӑх ярӑнса тухрӑм — хайхи ӑҫта вырӑсла, миҫе вырӑнта чӑвашла саламланине шутларӑм. Савӑнӑҫлӑ мар пӗтӗмлетӳ пулчӗ — 22 вырӑсла, 1 чӑвашла. Чи малтанах эп чӑвашлисем пурах тесе тухрӑм-ха ҫула, анчах хула тӑрӑх ҫаврӑннӑ май куҫ умне урӑххи туха-туха пычӗ — чӑвашли пачах та ҫук.

Далее...

 

Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

  30.12.2013 18:17 | 74907 Пурĕ пăхнă

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 33, 34, 35, 36, 37, [38], 39, 40, 41, 42, 43
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)