Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Вӑтамран пур хӗрарӑм та юхха

  16.11.2016 14:02 | 5854 Пурĕ пăхнă

Ку статьяна эпӗ анекдотран пуҫласшӑн.

— Президент ҫӗршыври вӑтам ӗҫ укҫи 27 пине яхӑн терӗ. Пӗлес килет, эпӗ ӗҫлеместӗп-и е эпӗ ҫын мар-и? Тен, эпӗ Раҫҫейрен те мар?

— Раҫҫейри вӑтам шалу вӑл — пӗри 2 миллион тенкӗ, тепӗр ҫӗр ҫын 8 пиншер илнинчен пуҫтарӑнать. Тепӗр майлӑ каласан, Петьӑн — 10 панулми, Васьӑн пачах та ҫук. Вӑтамран вӗсен пиллӗкшер панулми. Е тата тӳре-шара какай ҫиет, эпӗ — купӑста, вӑтамран пирӗн меню голубецран тӑрать.

— Апла пулсан пирӗн колхоз председателӗ Глаша пур арҫынпа йӑваланса ҫӳрет, Маша доярка тӑр пӗччен пурӑнать, вӑтамран иккӗшӗ те юхха пулса тухать-им?

Далее...

 

Ик ӗнене ӗмекен пӑру пулар-и?

  18.08.2016 08:32 | 3073 Пурĕ пăхнă

Пуҫра капланнӑ шухӑшӑм-кӑмӑлсӑрланӑвӑма, вӗчӗрхенӗвӗм-тарӑхӑвӑма хут ҫине куҫармалла-ши тесе ӗнертенпе пуҫ вататтӑм. Паян ҫак сайта кӗрсен Аҫтахар Плотниковӑн «Мы нищеброды что ли?» статйине вуласа тухсан аллӑм клавиатура патне ирӗксӗрех туртӑнчӗ.

Анчах эпӗ — кӑшт урӑххи пирки. Пуяннисем хӑйсен мулӗпе мухтанни-каппайланни-курнӑҫланни-пуҫ каҫӑртни ҫинчен мар. Э-э, чим-ха, мухтанни-каппайланни-курнӑҫланни-пуҫ каҫӑртни пиркиех. Анчах укҫапа кӑна мар, вырӑссем пиллӗкмӗш точка текен вырӑн ҫемҫе вырӑн (тавталогишӗн каҫару ыйтатӑп) йышӑннипе сӑмса каҫӑртни ҫинчен.

Далее...

 

«Мы нищеброды что-ли?»

  16.08.2016 22:47 | 4488 Пурĕ пăхнă

«Мы нищеброды что-ли?» — тет спорт министр ҫумӗн арӑмӗ. Ҫапла май вӑл хӑйне хура халӑхран ҫӳллӗрех пулнине кӑтартасшӑн пулинех.

Хальхи тӳре-шара хура халӑхран тухнӑ пулин те хӑйсене мӑнкӑмӑллӑ тытни никамшӑн та тӗлӗнтермӗш япала мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та ку ыйтӑва хускатмӑпӑр. Паянхи кун кашни ыттисенчен чаплӑрах курӑнма тӑрӑшать — ҫуртне кӳршӗсенчен ҫӳллӗрех лартать, тимӗр лашине хӑватлӑраххине туянма тӑрӑшать, тата ытти те. «Чухӑннисен» йышне уйрӑмах лекесшӗн мар.

Анчах пӗр 20-25 ҫул каялла ку тӗлӗшпе лару-тӑру пач урӑхлаччӗ.

Далее...

 

Чухӑнсен йышне хӑш хуласем кӗнӗ?

  30.07.2016 15:21 | 4860 Пурĕ пăхнă

Чи начар пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне РФ правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн социологӗсен ушкӑнӗ пуҫарнипе хатӗрленӗ. Хӑш хуласем кӗнӗ-ха унта? Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫынсене хӑйсем мӗнле пурӑннине 1-рен пуҫласа 5-ччен хисеппе палӑртма ыйтнӑ.

Пӗрремӗш вырӑнта – Тольятти. Ку, паллах, кӗтменлӗх. Ара, кунта урапасем туса кӑлараҫҫӗ-ҫке. Предприяти нумай пулсан та хулара ӗҫсӗр арҫын чылай. 700 пин ҫынран 13 проценчӗ – чухӑнлӑх чиккинче. АвтоВАЗ пысӑк конкуренципе тӗл пулать.

Далее...

 

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать

  22.05.2016 12:05 | 5137 Пурĕ пăхнă

Ку статьяна, тен, ҫырман та пулӑттӑм. Анчах чӑтаймарӑм. Чӑваша кӗвӗҫ чунлӑ теҫҫӗ те, ӑмсаннипе ҫырать тесе ан шухӑшлах, вулаканӑм. Тепӗр тесен, малтанласа ҫав туйӑма пула шӑрҫаланӑн туйӑнӗ те. Юрӗ, калас тенине пӗр ҫӗре пуҫтарма хӑтланса пӑхам-ха.

Ӗнер тусӑмпа Кӳкеҫ урамӗпе уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр. Темиҫе сехет хушши утрӑмӑр. Унта та ҫитрӗмӗр, кунта та. Хам ытти чухне ҫӳрекен тӗп урам тӑрӑх мар, ҫӗннисем тӑрӑх хутларӑмӑр. Ҫырма тӗпӗнче вырнаҫнӑ дачӑсем патне те антӑмӑр. Кӳкеҫ вӗҫӗнче ҫӗкленекен тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем патӗнчен ҫаврӑнтӑмӑр.

Далее...

 

Епле чӑтать-ши мӑнтарӑн Раҫҫейӗ?

  24.04.2016 20:11 | 6352 Пурĕ пăхнă

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре коррупципе кӗрешекен мерӑсен комплексӗ ӗҫленине, корруцие тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пулӑшакан мехнизмсене пурнӑҫа кӗртсе пынине палӑртнӑ. Чӑваш Ен коррупципе кӗрешмелли мероприятисене хатӗрлес енӗпе пилотлӑ регион шутланать. Ку енӗпе саккуна та ҫӗнетеҫҫӗ, этика кодексне те йышӑннӑ. Республикӑра коррупци тӗслӗхӗ пирки «хӗрӳ линипе» те шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать.

Пӗлтӗр ШӖМ органӗсене должноҫри ҫынсем тӗлӗшпе 513 ҫӑхав килнӗ.

Далее...

 

Аслӑ Ҫӗнтерӗве «нимелле» уявласшӑн

  17.04.2016 21:17 | 11539 Пурĕ пăхнă

Кӑҫал Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 71 ҫул хыҫа юлать. Уява яланхиллех ҫӳллӗ шайра йӗркелесшӗн. Кӑҫал кун валли хыснаран укҫа сахалрах уйӑраҫҫӗ пулин те уява ытти чухнехинчен кая мар ирттересшӗн.

Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫырӑвне Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. Уяв мероприятийӗсене хатӗрленес тата вӗсене ҫӳллӗ шайра ирттерес тӗллевпе Сирӗнтен оклад чухлӗ ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне кӳме сӗнетӗп».

Далее...

 

Ялти «экономи»

  03.04.2016 21:28 | 4844 Пурĕ пăхнă

Ҫӗршывра кризис хуҫаланать те пур ҫӗрте те «экономи» пырать. Мускава шапаша ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ каялла пушӑ кӗсьепе таврӑнма тытӑнчӗҫ. Бюджетниксен шалӑвне те «касни» пирки час-часах илтме тӳр килет.

Хайхи кризис ял ҫыннине те пырса тиврӗ. Тен, сӗт хакӗ йӳнелни те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ? Анчах сӑмахӑм кун пирки мар-ха. Пур ялта та тенӗ пекех юпасем ҫинче ҫутӑ пур. Пирӗн кӳршӗ ялах илер. Пысӑках мар, пӗр урам ҫеҫ. Анчах чылай юпа ҫинче ҫутӑ пур. 5-е те ҫитнӗ пуль. Ку пӗчӗк ялшӑн нумай.

Далее...

 

Тупиччен тупманни

  26.03.2016 17:00 | 4291 Пурĕ пăхнă

Ҫынсем, ватти те, яшшисем пушшех те, тӗнче тетелӗнче ларма кӑмӑлланине пурте пӗлетпӗр-ха. Пӗрисем унта ӗҫпе кӗреҫҫӗ, теприсем — тус-юлташпа хутшӑнма, виҫҫӗмӗшӗсем — вӑйӑ выляма. Хайхисем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусене те хускатаҫҫӗ. Акӑ вӗсенчен пӗри. Хальхинче сӑмахӗ тупнӑ япалашӑн укҫа тӳлемеллипе тӳлемелле марри пирки.

Япала, уйрӑмах телефон, ҫухатса курман ҫын та ҫук пулӗ. Ача-пӑчана та иртӗхтеретпӗр те ҫав хатӗрпе, шӑпӑрлансем уйрӑмах тимсӗр. Кун каҫипе сикеҫҫӗ-выляҫҫӗ, ҫӑва шӑтӑкне кӗрсе тухманни кӑна пуль вӗсен!

Далее...

 

Чухӑннисем мӗншӗн пуяймаҫҫӗ?

  26.02.2016 00:45 | 5279 Пурĕ пăхнă

Браун университетӗнче тӗпчев ирттернӗ, пуяннисемпе чухӑннисем укҫана мӗнле тӑкакланине тишкернӗ. Хайхи университет ӑсчахӗсем ҫак ӗҫе 5 ҫул ытла тунӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене пӗр ыйту кӑсӑклантарнӑ: пуяннисемпе чухӑннисем хӑйсен укҫине мӗнле тӑкаклаҫҫӗ? Тӗпчевре 150 пин ҫын ытла хутшӑннӑ. Тӳрех каласа хӑварас пулать, кунти сӗнӳсем Раҫҫейри халӑха пырса тивмесӗр те пултараҫҫӗ, тӗпчевӗ тем тесен те АПШ-ра иртнӗ-ҫке. Ҫынсем укҫана тӑкаклас йӑлана мӗнле туса пынине тӗпченӗ май ҫакнашкал уйрӑмлӑхсем асӑрханӑ:

1.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)