Камсем вӗсем, ӳтне сутса пурӑнакан хӗрарӑмсем патне чупакан арҫынсем? Обществӑра шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем авланман, хӗр-хӗрарӑмсӑр арҫынсем. Анчах та стистика ку вӑл пачах та апла маррине ҫирӗплетсе парать: ӳтне сутса укҫа тӑвакан хӗрарӑмпа киленекенсенчен 43 проценчӗ кӑна — хусах. Ыттисем е ҫемьеллӗ, е вӗсен ялан тӗл пулса пурӑнакан хӗрарӑм пур.
Авланнӑ арҫын мӗншӗн ҫӑмӑлттайсене суйлать-ха? Пӗрремӗш сӑлтавӗ — арӑмӗпе е ялан тӗлпулакан хӗрарӑмпа тӗрлӗ енлӗх ҫитменни. Чылайранпа хутшӑнура пулсан пӗр пеклӗх йӑлӑхтарать, арҫын урӑх хӗрарӑм шырама пуҫлать.
Ӳтне сутакан хӗрарӑм умӗнче арҫын парӑмлӑ мар: ятарлӑ тӗллевпе курнӑҫнӑ, ӗҫне тунӑ та икӗ енне тапса сикнӗ. Унпа вӑрҫӑнмалла-хирӗҫмелле мар. Капла роль валли е ҫӑмӑлттай хӗрарӑм, е упӑшкалли юрӑхлӑ. Пӗртен пӗр начар ен: пӗрремӗшӗсем валли тӑкакланма тивӗ. Упӑшкаллисем кун пек чух меллӗ. Ҫемьеллӗ, анчах арлӑ-арӑмлӑ хутшӑнура хӑйне евӗр кӑмӑл-туйӑм шыракансем хӑйсем те арҫынна укҫа-тенкӗпе е эрех-сӑрапа ним мар кӑмӑл тума пултараҫҫӗ.
Ӳтне сутакан хӗрарӑм арҫыннӑн арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫри вӑрттӑн ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме май парать. Килте вара пур хӗрарӑм та хӑйне ирӗклӗ тытмасть: вӑл юрамасть, ку аван мар е намӑс. Тепӗр хӗрарӑмсем вуншар ҫул упӑшкапа пурӑнса та вӗсен умӗнче ҫаппа ҫарамас иртме вӑтанаҫҫӗ те ытти-хытти пирки калаймӑн та.
Ӳтне сутакан хӗрарӑм патне арҫын кайнин тӗп сӑлтавӗ ҫапах та — укҫа-тенкӗ ҫителӗкли. Кӗтмен-туман ҫӗртен пуйнӑ арҫын юлташӗсен е хӑйӗн умӗнче курнӑҫланса ют хӗрарӑм киленӗвӗпе укҫалла усӑ курма пултарать. Укҫаллӑ тепӗр арҫынсем хӑйсен ывӑлӗсем валли те ҫӑмӑлттайсене тӳлесе чӗнеҫҫӗ.
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)