


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Ҫак кунсенче манӑн Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнчи пурӑнакан хваттер ҫумӗнчи тамбурӗнче малярсен бригада — хастар та ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмсем юсавлӑ ӗҫӗсем турӗҫ. Маччана шуратрӗҫ, стенасене сӑрларӗҫ. Питӗ лайӑх та виҫеллӗ ӗҫлерӗҫ.
6 сул каялла кӳршӗсен хваттерти квартирантсем пӗр Интернет компание проводкӑна тума чӗнчӗҫ. Лешсем вара тӗрӗс мар электрокабель ҫине хӑйӗн прибор лартрӗҫ. Ҫакӑншӑн кайран пушар тухрӗ. Пожарниксем, тав Турра, сӳнтерчӗҫ. Пушар хыҫҫӑн маччапа стенасем хуралчӗҫ.
Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсене тишкерсех тӑратӑп. Ара, малтанхилле пичет кӑларӑмӗсене темиҫешер экземпляр ҫырӑнса илме пӑрахрӑмӑр та, тӗнче тетелне кӗрсе пурнӑҫ таппипе паллашатпӑр. Оппозици шутланакан интернет-МИХсенчен пӗринче, "Правда ПФО"-ра, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетекен лару пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта кампа кам пӗр чӗлхе тупайманни, кампа кам мӗн пайлайманни таранах асӑнни пур. Анчах сӑмахӑм ун пирки мар.
Статьяра Шупашкарти "Ҫеҫпӗл" кинотеатр пулнӑ ҫурта хула харпӑрлӑхӗнчен республикӑна куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ.
Ҫак сайтри хыпарсене пӗр сиктермесӗр йӗрлесе пыракансене тата информатор йышӗнчисене тӳрех пӗлтерем: ку хыпара пӗр-пӗр партие мухтаса та, хурласа та ҫырмастӑп. Тупата Туршӑн та, маншӑн пурте пӗрех: хальхи вӑхӑтри созывра тӗрлӗ парти сӗмӗпе депутата суйланнисем те, ҫитес суйлавра лекме ӑнтӑлакансем те. Ҫапах та суйлав умӗнхи агитаци тапхӑрне сӑнама, пытармастӑп, питех те кӑсӑклӑ. Унтан та ытларах – кулӑшла та.
Халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче те паян кандидатсем пӗрне-пӗри хурласа ҫырнине, хӑйсен тӑрӑшӑвне вара ырӑ енчен кӑна кӑтартма талпӑннине курса тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп.
Ку статьяна, тен, ҫырман та пулӑттӑм. Анчах чӑтаймарӑм. Чӑваша кӗвӗҫ чунлӑ теҫҫӗ те, ӑмсаннипе ҫырать тесе ан шухӑшлах, вулаканӑм. Тепӗр тесен, малтанласа ҫав туйӑма пула шӑрҫаланӑн туйӑнӗ те. Юрӗ, калас тенине пӗр ҫӗре пуҫтарма хӑтланса пӑхам-ха.
Ӗнер тусӑмпа Кӳкеҫ урамӗпе уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр. Темиҫе сехет хушши утрӑмӑр. Унта та ҫитрӗмӗр, кунта та. Хам ытти чухне ҫӳрекен тӗп урам тӑрӑх мар, ҫӗннисем тӑрӑх хутларӑмӑр. Ҫырма тӗпӗнче вырнаҫнӑ дачӑсем патне те антӑмӑр. Кӳкеҫ вӗҫӗнче ҫӗкленекен тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем патӗнчен ҫаврӑнтӑмӑр.
Нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансене капиталлӑ юсавшӑн тӳлеттерес пирки ҫӗршыв шайӗнче кӑларнӑ йышӑнӑва ҫынсем хавасланса йышӑнманни каламасӑрах паллӑ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те ҫырнӑччӗ.
Тепӗр вунӑ-ҫирӗм ҫултан юсама пултӑр тесе паян укҫа пухнине ҫынсем ниепле те йышӑнасшӑн маррине ӑнланма пулать. Вилме выртнӑ карчӑк вилеймен текен каларӑш пур та, анчах тепӗр ҫирӗм ҫултан такам таҫта пулать. Пурнӑҫа пӗлмелле мар та, те вилсе выртӑпӑр вӑл вӑхӑта, те чӗрӗ пулӑпӑр тесе ултӑ-ҫичӗ теҫеткере пыракан ватӑсем кӑна мар, хӗрӗх ҫула ҫитейменнисем те аптӑраҫҫӗ.
Антон Батракова Америкӑри ҫемье усрава илнӗ. Анчах арҫын ача темиҫе ҫул каялла Чӑваш Ене, тӑван тӑрӑха, тарса килчӗ. Ҫак кунсенче вӑл «Прямой эфир» кӑларӑма хутшӑннӑ. Унта ӑна Мускавра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер парнеленине кӑтартнӑ.
Паллах, тӑлӑх хваттерлӗ пулни лайӑх. Куншӑн савӑнмалла ҫеҫ. Антон студие юлашкинчен тухнӑ. Вӑл Америкӑра мӗн чӑтса ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Андрей Разин Антон шӑпипе тахҫанах кӑсӑкланать. Вӑл ӑна студирех хваттер парнеленӗ.
Ку ырӑ хыпара илтсен Красноармейски районӗнчи тӑлӑх аса килчӗ.
Кашни ҫемье хӑйне май пурӑнать. Ҫапӑҫаҫҫӗ те унта, мирлешеҫҫӗ те. Ара, ялан чап-чап уйӑхӗ пулаймасть пуль ҫав. Хӑшӗсен ҫав тӳп-тӳп уйӑхӗ вӗҫӗмех пырать тесен те юрать-тӗр.
Йӗрке хуралҫисем нумаях пулмасть «Чунлӑ кӳршӗ» акци пуҫарчӗҫ. Ку вӑл кӳршӗ-аршӑ епле пурӑнни пирки право хуралҫисене систерме чӗнсе каланине пӗлтерет ӗнтӗ.
Чӑн та, ниҫта кайма ҫуккипе е тата укҫаллӑ арҫынна ҫухатас килменнипе тепӗр хӗрарӑмсем хӑйсене патак айӗнчен кӑларман арҫынпах пурӑнаҫҫӗ. Юрӗ-ха, савнӑ ҫынтан патак ҫиесси те кӑмӑллӑ пуль, хӑйсенне хӑйсем пӗлеҫҫӗ теме те пулать-тӗр-ха ку лару-тӑрура.
Тӗлӗнмелле отрасль вӑл ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх. Унта ӗҫлекенсен хӑйсен чӑнлӑхӗ, ҫавӑн пулӑшӑвӗпе усӑ куракансен — хӑйсен.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗ терӗм те, тепӗр ҫурта пырса кӗрсен пулӑшӑвӗ питех курӑнса та каймасть. Тӗслӗх вырӑнне Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта илсе кӑтартас килет. Этем алли унта хӑҫан ҫын алли пырса шӑлни пирки калама йывӑр. Ҫыннисем те тепӗр тесен тӗлӗнтереҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап хутаҫне вӗсенчен хӑшӗсем ҫӳп-ҫап тӑкмалли контейнер патне те йӑтса ҫитермеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийĕ çĕнĕ микрорайонсем тунă чух ача пахчисемпе шкулсем тăвассине строительсем çине тиесшĕн. Урăхларах каласан, çакна хулари тӳре-шара строительсене хăйсен шучĕпе тутарасшăн.
Иртнĕ эрнере Шупашкар хула администрацийĕнче иртнĕ канашлура хула администрацийĕн архитектура тата градостроительство енĕпе ĕçлекен пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Павлов Хусанпа Чулхула тĕслĕхĕсемпе усă курас шухăшлине пĕлтернĕ. Унта пĕр-пĕр микрорайона тăвакан ача пахчине хăй шучĕпе тăвать, шкула — инвесткилĕшӳ тăрăх.
Шупашкарти «Шанхай» текен районта пурăнакансене «Кувшинка» микрорайонти нумай хутлă çуртсенче хваттер парĕç. «Шанхайĕ» унтах вырнаçнине шута илсен çынсен хăйсен пурăнакан вырăнне хулан тепĕр кĕтесĕнче ылмаштармалла мар.
282 çуртри çынсене хваттер парасси пирки калаçса татăлнă. Микрорайона аталантарасси пирки Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартакан «Лидер» тулли мар яваплă общество хушма килĕшӳ алă пуснă, унта «Шанхайра» пурăнакан çынсен сĕнĕвне те шута илнĕ.