MySQL_Error: возникла ошибка

Сообщите нам об ошибке!Content-Type:text/html;charset='utf8' La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj
 Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула

  13.09.2023 19:44 | 2440 Пурĕ пăхнă

Ырӑ сунса кӗтетпӗр Кубер-Педине! / © iz.ru

Унччен сире Австралири Херальтон хулапа паллаштарнӑччӗ. Паян черетлӗ хула ҫинчен — Кубер-Педи ятли ҫинчен — каласа парасшӑн. Хальхинче сире куҫарнӑ статья кӗтет.

 

Австрали пушхирӗ питӗ кичем, унӑн сӑнӗ пӗр евӗрлӗ. Ӳкерчӗксенче кӑна ун тӑрӑх тӗлӗнмелле кенгуру сиккелесе ҫӳрет, сумкӑллӑ каюрасем шӑтӑк чаваҫҫӗ. Чӑннипе вара, вӑл шӑрӑхпа ҫуркаланса пӗтнӗ хӗрлӗ сӑнлӑ ҫӗр, ун ҫийӗн пӗлӗтсӗр тӳпенелле йывӑр ӑрша хумӗсем ҫӗкленеҫҫӗ.

Далее...

 

Австралири пӗчӗк, анчах хӑтлӑ хула — Херальтон

  03.10.2021 14:26 | 4115 Пурĕ пăхнă

Ырӑ кун пултӑр юлташсем! Эпир сирӗнпе Азире те, Африкӑра та, Кӑнтӑр Америкӑра та пулса куртӑмӑр. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри пӗр ял тӑрӑх та утса тухрӑмӑр. Паянхи ҫул ҫӳреве вара Австралире ирттермелле тетӗп. Анчах малтанхи пек ялсем тӑрӑх мар, пӗр-пӗр хулана ҫул тытӑпӑр. Калӑпӑр, океан хӗрринче вырнаҫнӑ Херальтон (выр.

Далее...

 

Тӗлӗнмелле йывӑҫсем

  04.12.2016 21:55 | 5509 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере тӗлӗнмелле йывӑҫсем пур. Унашкалисем пирӗн ҫӗршывра ӳсмеҫҫӗ.

1. Дракон йывӑҫӗ вӑл Сокотра утрав ҫинче ӳсет. Вӑл таврӑннӑ сунчӑка аса илтерет. Йывӑҫ 10 метр ҫӳллӗш. Мӗншӗн дракон йывӑҫӗ теҫҫӗ? Хӗрӗ сӗткенне пула ҫавӑн пек ят панӑ.

2. Австралири баобаб кӗленчене аса илтерет, ҫавӑнпа ӑна «Кӗленче йывӑҫӗ» теҫҫӗ. Вӑл Намиби тӑвӗсем ҫинче ӳсет. Сӗткенӗ наркӑмӑшлӑ. Ӗлӗк сунарҫӑсем унпа хӑйсен сӑннине сернӗ.

3.

Далее...

 

Фермер ультрамарафонра епле çĕнтерме пултарнă?

  04.05.2015 21:48 | 4091 Пурĕ пăхнă

1983 çулта Австралири 61 çулти фермер Клифф Янг Уэстфилдри ультрамарафона хутшăннă. Супермарафон дистанцийĕ 875 çухрăмпа танлашнă. Стартпа финиш Австралире, Мельбурнра тата Сиднейра пулнă.

Унта яланах тенĕ пекех тĕнче шайĕнчи çăмăл атлетсем хутшăнаççĕ. Вĕсем кун валли ятарлă тренировка ирттереççĕ, вĕсене паллă брендсем спонсор пулăшăвĕ параççĕ.

Клифф Янг чупма тытăниччен прессăна интервью панă. Вăл унта сурăхсене хăваланăран икĕ-виçĕ талăк çывăрманни пирки пĕлтернĕ. Фермер майĕпен чупнă, малтанах ыттисенчен юлса пынă.

Далее...

 

Çĕр çинчи тĕлĕнсе каймалла хитре 7 вырăн

  04.04.2015 17:02 | 4740 Пурĕ пăхнă

Салар де Уюни (Боливи)

Боливинчи Салар де Уюни – çĕр çинчи чи тĕлĕнтермĕш вырăнсенчен пĕри. 40 пин çул каялла унта пĕве пулнă, кайран вăл типсе ларса çĕр çинчи тăварлă чи пысăк вырăна çаврăннă. Çумăр тапхăрĕнче 12 пин тăваткал километр лаптăка шыв пухăнать те Салар де Уюни тÿремлĕх пысăк тĕкĕр евĕр пулса ларать те унта тÿпе, пĕлĕт тата ту курăнать. Кун пек сăна кура паралелльлĕ тĕнче пур пек туйăнса каять.

Пария Каньон (Аризона, АПШ)

Аризонăри «Пария Каньон» наци заповедникне пĕтĕм тĕнчери çул çÿревçĕсемпе фотографсем лекме тăрăшаççĕ.

Далее...

 

Тӗнчене урӑхла кӑтартакан сӑнӳкерчӗксем

  21.03.2015 12:33 | 3910 Пурĕ пăхнă

Хӑш чухне эпир кунӗн-ҫӗрӗн таҫта васкатпӑр. Ку япӑх мар ӗнтӗ. Кирлӗ чухне вӑл та кирлӗ — ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме е пысӑк ҫитӗнӳ тума васкани те вырӑнлӑ. Ҫавах та пурнӑҫ урапи темле ҫавӑрттарсан та тӑхтав туса илни пӗрре те пӑсмасть. Ун чухне пӗр-пӗр саманта сӑнланӑ ӳкерчӗке курнипе пирӗн пурнӑҫра вӗт-вак ыйтусем мӗнле нумай вырӑн йышӑннине туйса илетӗн.

АПШ-ри Сӗмитсӑн институчӗ ҫулсерен тенӗ пекех тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенче тунӑ сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерет. Паян сире финала тухнисемпе паллаштарма кӑмӑл пур. Вӗсенче сӑнланнӑ самантсем хӑйсен кӗтменлӗхӗпе чӑн та тӗлӗнтереҫҫӗ.

Далее...

 

Тĕнчери чи ăслă ачасем

  04.01.2015 19:23 | 5139 Пурĕ пăхнă

Ачасем – пуласлăх. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Passion.ru сайт чи ăслă ачасемпе паллаштарать.

Махмуд Ваиль Махмуд 1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Гиннесс рекорчĕсен кĕнеки ăна тĕнчери чи ăслă ача тесе йышăннă. Махмуд асра арифметика ĕçĕсене шутлаять. Задачăсем шутлас енĕпе вăл Египетри ăсчахсенчен те ирттернĕ. Ача пуçламăш пĕлĕве темиçе çул каялла илнĕ. Халĕ вăл тĕнчери компьютер компанийĕсем сĕнекен программăсемпе вĕренет.

Ким Унг-Йонг Корейăра 1963 çулта çуралнă.

Далее...

 

Тӗнчери тӗлӗнтермӗш вырӑнсем

  13.05.2014 15:45 | 4721 Пурĕ пăхнă

Сан-Актун – ҫӗр айӗнчи чи вӑрӑм юханшыв (Мексика)

Вӑл Кинтано-Роо штатра (Юкатан ҫурмаутрав). Вӑл Мексикӑри «пуянлӑх» тесен те йӑнӑш мар. Кукӑрӑлчӑкӗсем ҫӗр айӗнче – 215 ҫухрӑм. «Сан-Актун» майя чӗлхинчен куҫарсан «шурӑ ҫӗр хӑвӑлӗ» тенине пӗлтерет. Пӗтӗмӗшле илсен, юханшыв пин-пин ҫухрӑмпа танлашать. Вӗсенчен 1 процентне ҫеҫ тӗпченӗ-ха.

http://udivitelno.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)