«Эпӗ кӗнекешӗнех килнӗ пулӗ ҫак тӗнчене. Ӑна хаклама тата ӗмӗрлӗх упрама. Тата ӑна кам та пулин хапсӑнасран сыхласа пурӑнма…» Ҫапла ҫырнӑ чӑваш халӑх ҫыравҫи Хветӗр Уяр хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне кун-ҫул тӳпинчен хакласа. Ҫак йӗркесене автор хӑй пирки анчах мар, хӑйӗн аслӑ хӗрӗ пирки те каланӑ пулас. Луиза Федоровнӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ кӗнеке ҫӳлӗкӗсем хушшинче иртнӗ теме пулать. Миҫе ҫухрӑм утнӑ-ши вӑл кӗнеке урамӗсемпе? Ҫак ҫул, тен, инҫет Сахалина кайса килме те ҫитӗ.
Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине хӗрлӗ дипломпа пӗтерсен вӑл Ленинградри библиотека институтне вӗренме кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн Республика вулавӑшӗнче, каярахпа Шупашкарти «Энергозапчасть» завочӗн тата Шупашкарти промышленность тракторӗсен завочӗн вулавӑшӗсенче ӗҫленӗ. Ун пурнӑҫӗ кӗнеке ҫулӗпех, анчах кӑшт уйрӑм сукмакпа кайма пултарнӑ. 1965 ҫулта ӑна И.И. Одюковӑн «Чувашские народные песни социального протеста и революционной борьбы» кӗнекене редакцилеме явӑҫтараҫҫӗ. Ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ пулин те вӑл издательство пуканӗ ҫине куҫса ларма килӗшмен.
– Аттене Ҫӳлти Турӑ вӑрӑм ӗмӗр парнеленӗ, вӑл 87 ҫула ҫитсе ҫӗре кӗчӗ, – каласа парать Луиза Федоровна. – «Хам пурнӑҫӑн ытларах пайне эпӗ кӗнеке ҫырса мар, кӗнеке вуласа ирттертӗм», – тетчӗ вӑл. Ҫапла, ир пуҫласа каҫченех ун аллинче кӗнекеччӗ. Пӗр-пӗр очерк е статья ҫырма ларсан вара вуншар кӗнеке ҫӳлӗк ҫинчен илсе ҫыру сӗтелӗ ҫине хуратчӗ. Хулана уҫӑлма тухать-и е ӑҫта та пулин канма каять – яланах кӗнеке туянса таврӑнатчӗ. Пӗрре вуласа тухнипех ҫырлахмастчӗ тата, кирлӗ вырӑнсене кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен пӑхса тухса ҫырса илетчӗ.
– Эппин, кӗнеке енне туртӑнма Сире аҫӑр ҫыравҫӑ пулни хавхалантарнӑ. Ун калавӗсемпе повӗҫӗсем Шупашкарта анчах мар, Мускав, Таллин, Будапешт, София тата ытти хуласенче пичетленсе пынӑ. Пурнӑҫ ҫулӗ суйлакан ҫамрӑк хӗршӗн ку мӗн тери романтика!
– Пӗр енчен илсен ҫакӑ тӗрӗсех. Калас пулать, кӗнеке савӑнӑҫӗ пирӗн киле шӑппӑн пырса кӗретчӗ. Аттен кӑмӑлӗ ҫак тапхӑрта ҫӗкленсе каятчӗ ӗнтӗ, анчах ҫав туйӑма вӑл ӑшӗнче тытма тӑрӑшатчӗ. Телефонпа шӑнкӑравласа е урамра кам та пулин кӗнеке тухнипе саламласан вӑл вӑтанчӑклӑн кулса тав тӑватчӗ. Атте ахӑлтатса кулнине эпӗ пӗрре те курман.
Кӗнеке тухсан анне те чунтан хӑпӗртетчӗ, ҫакӑ, паллах, ачисен кӑмӑлне те ҫӗклетчӗ.
Тӑнӑ-тӑманах атте почтӑна тухса утатчӗ. Самарти тӑванӗсене, хӑй хисепленӗ ҫыравҫӑсене, юлташӗсене ҫӗнӗ кӗнекене ал пусса ярса паратчӗ.
Анчах савӑнӑҫпа пӗрле хурлӑх та юнашарах ҫӳренӗ. Хӑш чух хаяр критиксем ҫӗнӗ кӗнекере ҫитменлӗх пекки тупса хаҫат-журналта статья таврашӗ ҫапса кӑларнӑ. Пухусече хытӑ кӗрлени, кӗнекесене политика йӑнӑшӗсем пур тесе пуҫтарса илни, тӗрлӗрен «тӑнкӗртӳ кампанийӗсем» ирттерни те пулнӑ. Эпир кун пирки аттепе анне чӗрисене ҫунтарса калаҫнинчен пӗлеттӗмӗр. Анчах тем пек тапӑнсан та ҫакӑ аттен кӑмӑлне улӑштарайман, ӑна тӗрӗслӗх енне туртӑнма пӑрахтарайман. Атте пуҫлӑхсене юраса калаҫма юратмастчӗ, вӑл пухура-мӗнре литературӑри е кулленхи пурнӑҫри ҫитменлӗхсем пирки тӳртен калама хӑраса тӑман. Ҫавна пула ӑна тапӑнакансем нумай пулнӑ, вӗсем хӗтӗртнипе темиҫешер ҫул хушши атте ҫырнисене пичетлеместчӗҫ.
– Эпир пушӑ вӑхӑта мӗнле ирттернине вӑл асӑрхаса тӑман, мӗн кирлине хамӑрах тупса вуласса шаннӑ. Анне гастрольте чухне хамӑрах апат-ҫимӗҫ пӗҫереттӗмӗр, кил-ҫурта тирпейлеттӗмӗр… Пӗррехинче аттепе атӑ-пушмак магазинне кайрӑмӑр. «Суйла хӑвна килӗшнине», – тет атте. Эпӗ, пиллӗкӗмӗш класа каякан хӗрача, ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмак суйласа илтӗм. Паллах, вӑл «сана мода хыҫҫӑн кайма иртерех-ха» тесе калама пултаратчӗ, анчах ним те шарламарӗ. Атте ачисем ҫине ал сулнӑ теме чӗлхе ҫаврӑнмасть, вак-тӗвек ӗҫсемпе аппаланнӑ чухне те вӑл шухӑшӗпе ҫыру сӗтелӗ хушшинчех пулнӑ, пуҫланӑ ӗҫе туса пӗтерес тесе тимленӗ, ҫавӑнпа вак-тӗвек калаҫу тапратман.
Аттепе анне килте чӑвашла кӑна калаҫатчӗс, эпир вӗсенчен вӗренсе пынӑ.
– Аҫун хальхи тапхӑрта тухса пыракан кӗнекисене вуласа пытартӑр-и?
– Паллах. Ҫак кунсенче, сӑмахран, ҫырнисен пуххин 4-мӗш томне куллен алла илетӗп. Тӗпрен илсен унта пурте уҫӑмлӑ, йывӑрлӑх ҫукпа пӗрех. Час-часах словарь уҫма тивни пӗр енчен атте пуян чӗлхепе ҫырнине пӗлтерет. Анчах кунта хамӑн айӑпа та туятӑп. Чӑвашла ҫине тӑрса вӗренмелли тапхӑрта эп килтен тухса кайнӑ, вӗренӳ кӗнеки тытса ларма ман май пулман. Чӑваш чӗлхи маншӑн аттепе анне чӗлхи, 5-6 ҫула ҫитиччен эп вырӑсла пачах пӗлмен.
– Федор Ермиловичӑн мӑнукӗсем пирки кӑштах каласа параймастӑр-и?
– Манӑн аслӑ ывӑл Павел – врач, кӗҫӗнни Николай – электронщик, вӗсем Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Йӑмӑкӑн хӗрӗ Лена – врач, вӑл Волгоград хулинче тӗпленнӗ.
– Ҫыравҫӑсенчен кампа туслӑччӗ Уяр?
– Ҫамрӑк чухне вӑл Иван Мучипе ҫывӑх пулнӑ. Каярахпа Ильпек Микулайӗпе, Стихван Шавлипе туслашнӑччӗ. Вӗсем ҫӗре кӗрсен литературӑри ӗҫ-пуҫа А. Васанпа, Ю. Артемьевпа, Г. Терентьевпа тӗл пулса сӳтсе яватчӗ. Ытларах Ю. Скворцов, Х. Агивер, Хумма Ҫеменӗ, И. Тӑхти ҫырнисене вулама юрататчӗ.
Май килнӗ чухне тата ҫакна каласа хӑварасшӑн: 1930 ҫулта аттен ашшӗне (пирӗн асаттене) айӑпласа тӗрмене тытса хупнӑ пулнӑ. (Кун пирки Хв. Уяр «Аттене мӗнле вӗлерчӗҫ» асаилӳре тӗплӗн каласа панӑ. Ҫырнисен пуххи, 4 том – Авт.). Асаттен таса ятне тавӑрма аттен тӗрлӗрен хутсем шыраттарма тивнӗ. Ҫавӑн чухне тупӑннӑ пӗр документ ӑна тӗлӗнтерсех пӑрахнӑ: вӑл 1914 ҫулхи апрелӗн 19-мӗшӗнче мар, 1913 ҫулхи апрелӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Анчах пӑтрашу кӗртес мар тесе вӑл хӑйӗн биографине тӳрлетме шутламарӗ, ун шучӗпе, пит кирлӗ пулсан кун пирки ҫула май каласа хӑварни те ҫитет.
– Федор Ермиловичӑн алҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗксем, ҫырӑвӗсем, асаилӗвӗсемпе наградисем республикӑри архивсенче упранаҫҫӗ. Пӗлтерӗшлӗ документсем килте юлнӑ хутсем хушшинче татах тупӑнмарӗҫ-и?
– Атте ҫамрӑк чухнех вырӑс писателӗсем чӑвашсем ҫинчен ҫырса хӑварнисене пуҫтарма тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе вӑл малтанласа Иван Мучипе пӗрле туса пынӑ, 1946 ҫулта кӗнеке туса кӑларнӑ. Тепӗр хут ҫак кӗнеке 2009 ҫулта пичетленсе тухнӑ.
Кӗнеке умсӑмахӗнче атте ҫакна палӑртнӑ: «Эп халь ҫамрӑк ҫын мар. Анчах хамӑр халӑх ҫинчен калакан кӗнекесем шырама пӑрахман-ха. Малтанхи кӗнекене кӗнӗ ятсем ҫумне тата вунӑ-вуникӗ ят хушма пулать. Тен, ытларах та…» Вӑл хатӗрленӗ картотекӑра М. Шагинян, А. Веселый, Л. Рейснер, Н. Степной, Н. Атаров, В. Берестов, С. Смирнов, А. Зорин, В. Саянов, М. Шкедин, К. Горбунов, В. Дедюхин, Г. Фиш, Л. Медведев, Е. Федоров, К. Ваншенкин, А. Вознесенский, В. Поляков, Л. Лиходеев тата ытти вырӑс ҫыравҫисен яӗсем тӗл пулаҫҫӗ. «Русские писатели о чувашах» кӗнекен юлашки кӑларӑмне вӗсем кӗмесӗр юлнӑ. Ҫак картотека тата килте упранакан сӑнӳкерчӗксем тӗпчевҫӗсемшӗн усӑллӑ пулассӑн туйӑнать. Кунсӑр пуҫне Чӑваш кӗнеке издательствинчен пичетленмесӗр юлнӑ алҫырусене тавӑрса пачӗҫ. Эпӗ вӗсене пурне те Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх архивне парасшӑн. Аттерен юлнӑ самай пуян библиотекӑна вара Чӑваш наци библиотекине вырнаҫтарма калаҫса татӑлтӑмӑр.
◊ Писатель пулас тесен мӗн кирлӗ? Мӗн те пулин калас килтӗр, канлӗх памасӑр ҫунтарса тӑтӑр вӑл, ҫыннисем чӗрӗ пулччӑр.
◊ Эп мӗнле литератор? Сахал ҫыратӑп, кашни ҫӗнӗ произведени маншӑн ҫӗнӗ крепость. Пӗр сӑмах темиҫе хут ҫакланса кал-кал ҫырма чӑрмантарать.
◊ Ю. ҫыравҫӑ 60-70 кӗнеке кӑларнӑ тесе шавлаҫҫӗ. Анчах пӗр паллӑ сӑнар пур-ши вӗсенче, мӗн те пулин ас туса юлать-и вулакан? Сӑввисенче тӑпра нумай, шлак. Ылтӑн пӗрчисем ӑҫта? Пӗр сӑввах вӑл тӗрлӗ ятпа нумай кӑларать.
◊ Иногда меня ругают за дело: мало и плохо пишу, часто трачу время попусту…
◊ В каких моих произведениях затрагивается национальный вопрос? Ответ: почти во всех. В том же рассказе «Где ты, море», в очерках и повестях…
◊ …Писатели как книги, книги как люди.
◊ Хӑвӑр шутласа пӑхӑр-ха: иртнӗ ҫул хушшинче кӑна ман ҫинчен вунӑ статья пичетленсе тухрӗ. Вӗсенчен ҫурри ытла – вӑрҫса ҫырнисем. Мӗнле кӑна йӑнӑш тупман пуль: эп литература мӗн иккенне те ӑнланмастӑп, мӗн начаррипе мӗн лайӑххине уйӑрса илейместӗп иккен. Эп ҫырнӑ кашни статья, репортаж, корреспонденци, очерк, калав критиксем тӗплӗн тишкӗрмесӗр те ятламасӑр юлмасть. Ман ҫинчен чи нумай ҫыраканни вара – В. Д. критик. Тӗрӗссине тӗрӗсех калас пулать: чи малтан ун ҫинчен пичетре эпӗ ҫыртӑм. Ӳкӗнетӗп…
◊ В партийную организацию Союза писателей Чувашской АССР
Члена КПСС Афанасьева Федора Ермиловича (Федора Уяра)
заявление.
За ошибку в рассказе «Где ты, море», оскорбляющую национальные чувства народов, и за выступления в защиту писателя Д. Петрова-Юмана, в апреле 1974 г. бюро Ленинского райкома КПСС г. Чебоксары объявило мне выговор с занесением в личное дело. Это партийное наказание я воспринял как должное, как урок. И весь процесс обсуждения ошибки на собраниях коммунистов явился для меня большой школой. Я понял еще раз, насколько ответственно слово литератора. Хотя и была ошибка не преднамеренной, тем не менее давала повод для политических выводов.
Рассказ я давно переделал. Исправленный вариант опубликован в московском журнале «Дружба народов» за 1976 г. На чувашском языке он печатается в моем сборнике «Сӑмах мехелӗ» о труде литератора. Есть еще замыслы, если позволит здоровье.
Я много читаю, в том числе и периодику. Прошу товарищей снять с меня партийное взыскание. Нет для меня работы ответственнее, чем работа по подъему культуры родного народа.
Федор Уяр.
20 -У11-77
Сухари Матакра ҫапла калаҫҫӗ
Имшӗсе кай – начарлан
Йӑтӑрласа кил – йывӑр ҫӗклем ҫӗклесе кил
Йӑскӑн – йӑрӑ
Касмак – катка
Кӳрнекӗ ҫук – илемӗ ҫук
Кӳпӗртме – кӑвас икерчи
Сарӑпла – сиенле
Сайхах – шертӗ
Тӗкме – шалҫа карта
Юсман – ҫӳхе икерчӗ
Ырҫа – хуп ешчӗк
Мушкӑр – каҫхи хуралӑн шакӑртми
Сӳленкке – бутылка
Ҫӗмӗртле – йывӑҫ варинкке.
Сӑнӳкерчӗксенче:
Л.Ф. Афанасьева.
Хв. Уяр хӑйӗн мӑшӑрӗпе Е. Шорниковапа (1994); Хв. Уяр ҫыравҫӑ (1994). Г. Верблюдов сӑнӳкерчӗкӗсем.
Кӑкшӑмри кану ҫуртӗнче (1957);
Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ: А. Алга, П. Хузангай, Хв. Уяр, Е. Шорникова. 1960 ҫулсен вӗҫӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Паян ҫакнах "Хыпарта" вуларӑм. Жирню! , фОТОСЕНЧЕН КӑкШӑмри ушкӑнли лайӑх, тов. Алексин!
Сухари Матак чӑвашла УН ПЕК ТЕ, КУН ПЕК ТЕ калаҫмасть!
Алексин // 1163.83.8604
2024.12.11 08:00
Тиркесе калаçнăшăн тав! Темшĕн эс мана Василий Долгов "крытике" тата Т. юлташа аса илтеретĕн.
Псевдониму вара сан ЧАПЛă. Кăмăлна тĕкĕр çинчи пек кăтартать.
Самоирони тени чаплă япала. Эс çавна пултаратăн.
Алексин // 1163.83.8604
2024.12.11 08:10
Эп вырăсла чаплах пĕлместĕп. "Жирню" тени мене пĕлтерет-ши? Ожеговăн ăнлантару кĕнекине те, жаргонсен (тĕрме çыннисен) кĕнекине те уçкаларăм. Ак, амак: çук иккен!
Асаттен таса ятне тавӑрма аттен тӗрлӗрен хутсем шыраттарма тивнӗ. Ҫавӑн чухне тупӑннӑ пӗр документ ӑна тӗлӗнтерсех пӑрахнӑ: вӑл 1914 ҫулхи апрелӗн 19-мӗшӗнче мар, 1913 ҫулхи апрелӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Анчах пӑтрашу кӗртес мар тесе вӑл хӑйӗн биографине тӳрлетме шутламарӗ, ун шучӗпе, пит кирлӗ пулсан кун пирки ҫула май каласа хӑварни те ҫитет
Вăт куртăр-и? Акапасар сире хăçантанпа тăн парать çакăн пирки. Эсĕр пур вара, хăнк! та çук. Астуса юлăр малашнехи валли.
Пÿрнепе тĕллесе кăтармалли çăлкуç пулман темелле халиччен. Анчах та çакна эпĕ Хв. Уярăн пĕр статйинче хам куçпа хам курнă.
Каярахпа Арсений Тарасов та (Тăван Атăл редакторĕ) çирĕплетрĕ. Анчах та çăлкуçне вăл та кăтартаймарĕ.
Ĕнтĕ халĕ пурте куртăр. Хветĕр Уярăн наукăлла биографине майлаштарнă чухне çавна шута илесех пулать. "Пирĕншĕн пулсан хуткупăс" тесе лараймастăн.
Паян ҫакнах "Хыпарта" вуларӑм. Жирню! , фОТОСЕНЧЕН КӑкШӑмри ушкӑнли лайӑх, тов. Алексин!
Сухари Матак чӑвашла УН ПЕК ТЕ, КУН ПЕК ТЕ калаҫмасть!
Маттур, Луиза Федоровна! Чыс та мухтав сана!...
Хветĕр Уяр вăл - Улăп! Чăн-чăн Улăп! Кун пирки нимле иккĕленÿ те пулма пултараймасть!
Тавах Валерий АЛЕКСЕЕВА питĕ паха статьяшăн!
Валери ТУРКАЙ.12.12.24
Хветĕр Уяр хăйĕн пурнăçĕнче таçта та пулнă, тем те курнă. Паллах, кашни самант пĕлтерешлĕ. Анчах та, ман шутпа, чи пĕлтерĕшли, пĕтĕм пурнăçне сулăм парса тăраканни вăл — Самарти чăваш шкулĕ. Шăпах çавна пула эпир паян Хĕветĕр Уяра пĕлетпĕр.
Сухари Матак сăмахĕсене илес пулсан вара, унта нимле тĕлĕнтермĕшсем те çук темелле. Пурте паллă. «Çĕмĕртле» тени çеç кăштах тĕлĕнтерчĕ. «Çĕмĕрле» тенĕ пекрех илтĕнет.
Çавнашкал нимле словаре те кĕмен сăмахсене пухса пыма тăрăшмалла. Ман ачалăхран та, калăпăр, пур унашкал сăмахсем. Акă — кусик (кусăк мар!), кус- глаголтан тымарланаканскер.
Самарти чăваш шкулĕн ашшĕ — Иван Васильевич Соловьёв (1897-1955), Тăвай тăрăхĕн чăвашĕ (Хветĕр Уяр Самарта вĕреннĕ тĕлелле вăл унта пулман ентĕ, Мускава тухса кайнă). Самара пырса лекиччен Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Унта чухне, хальхи Финлянди территорийенче, чăваш роттине йĕркеленĕ (ку япалана халиччен никам та тĕпчемен пулмалла).
И. В. Соловьёв, Мускавра ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн, тулаш суту-илÿ йĕркелĕмĕсенче ĕçленĕ, вăл шутра — чылай вăхăт хушши Киттайра.
"Пире Иван Ваççильччă çын турĕ," — çапла каланă Самар чăваш шкулне пĕтернисем е унта ĕçлесе те пăхнисем.
Эх, мĕнлерех çынсем пулнă ĕлĕк!...
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2024.12.12 18:56
Халĕ е пур вĕсем -- вăйлă та хăватлă Чăвашсем! Вĕсем яланах пулнă, яланах пулаççĕ!
Каллималлин // 1304.21.3781
2024.12.14 09:55
Ку шухăш тĕрĕсленнĕ хыççăн çеç курăмлă пулĕ. Пĕлме: сайтра регистрациленнисен шухăшĕсем тӳрех, малтĕрĕслевсĕрех, курăмлă вырнаçаççĕ.
Сухари Матак чӑвашла УН ПЕК ТЕ, КУН ПЕК ТЕ калаҫмасть!