Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Петтоки поэта чысласа

Виталий Станьял15.09.2025 13:34156 Пурĕ пăхнă

Аслӑ Чалтан вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑр командира — Андрей Петтоки поэта (1905–1942), «Ленинҫул» колхоз ертӳҫине, чӑваш писателӗсен Союзӗн председательне, халӑх манмасть. Унӑн ҫавра юбилейӗсене ку таранччен Шупашкарта, Самарта, Муркашра тата тӑван ялӗнче Ахманере чыслӑ ирттернӗччӗ.

2005 ҫулта поэт 100 ҫулӗ тӗлне Геннадий Дегтярев ентешӗ «Андрей Петтоки; поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ҫӗнӗлле пӑхни» сумлӑ кӗнеке пухрӗ, эпӗ «Андрей Петтоки сӑвӑҫӑ» брошюра кӑларнӑччӗ, Самарта (унта сӑвӑҫ мӑшӑрӗпе хӗрӗ пурӑнатчӗҫ) «Очищая мир любовью» выставка ӗҫлерӗ. А.Т. Петтоки 110 ҫулӗ валли Муркаш вулавӑшӗ библиографиллӗ буклет пичетлерӗ.

Кӑҫал Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ахманесем ӑна Ҫӗнтерӳ 80 ҫулӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Тӗрӗс тунӑ. Рота командирӗ аслӑ лейтенант Андрей Петтоки, тискер тыткӑнран хӑтӑлма пултарнӑскер, нимӗҫсемпе хаяррӑн ҫапӑҫса атакӑри салтакӗсем умӗнчех паттӑррӑн вилнӗ.

Поэт шӑлнӗн (вӑл та вӑрҫӑра пӗтнӗ) Василий Трофимович Петуховӑн мӑнукӗ Галина Валерияновна Михайлова — Республика сыватӑшӗнче санитаркӑра тӑрӑшаканскер — кӑҫал Ахмане урамӗнчи поэт палӑкӗ таврине тирпейлесе чечеклетнӗ. Вӑл мӑшӑрӗпе Эдуардпа пӗрле (Лантӑш центрӗнче ӗҫлет) ҫулла ял урамӗ пуҫӗнче пӗчӗк парк йӗркеленӗ. Малтан ӑна «Росинка мини-парк» тенӗ, халӗ халӑх «Петокки кӗтесӗ» тет. Унта Михайловсем Андрей Петокки ҫинчен хыпарлакан стенд тӑвасшӑн, канса лармалли тата кӗнеке тытса вуламалли сак-сӗтел вырнаҫтарасшӑн.

Тӑхӑмсем, ентешсем, хурӑнташсем аслӑ ӑрӑвӑн ҫывӑх историне манманни, хамӑрӑн паттӑр несӗлсене чыслани мана чикесӗр савӑнтарчӗ. Ку пулӑма, сайра тӗл пулаканскере, ытти нумай ялсенчи ҫынсемшӗн ырӑ тӗслӗх тесе шутларӑм та, тимлӗ санитаркӑран фотоӳкерчӗксем ыйтса илтӗм.

Виталий Станьял

Ӳкерчӗксенче: Муркаш тӑрӑхӗнчи Ахмане ялӗ: Андрей Петтоки палӑкӗ; Вӑрҫӑ паттӑрӗсене чысласа тунӑ пӗчӗк парк.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj