Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Çил-тăвăлУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑХуркайăк çулĕКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеАкăшсем таврăнаççĕЛаох

Парнелет юрату


Сăрхăнать кантăкран кун çути,

Шурăмпуç çупăрлать сан сăнна.

— Ан кайсам... — чĕтĕрет хĕр тути, —

н васка çĕрлехи ман хăна...

 

Яри уç-ха, савни, кантăкна,

Уçă сывлăш чуна кăтăклать.

Юрату ерипен сан ятна

Йĕр туса чĕрере шăтăклать...

 

Сăрхăнать кантăкран çурхи кун,

Сар хĕвел кармашать тӳпене.

Пач ыйтмасăр çурхи çепĕç чун

Парнелет юрату чĕрене.

Çук, вилмен тăван чĕлхе...


Çук, вилмен тăван чĕлхе, аманнă,

Тӳрленет суран им-çамласан.

Çук, пĕтмен чăваш, анчах саланнă,

Чăмăртанĕ харăс чан çапсан.

 

Чĕмсерлĕх ăна, тен, пулăш панă,

Тайма пуçа хĕç витмен, чăнах, —

Пирĕн йăх вутра та сывă юлнă,

Сăпайне кура тур пулăшнах.

 

«Чĕмсĕр йытă чĕпĕ тытнă», — теççĕ.

Чĕмсĕрлĕх, тен, — ылтăн? Тĕрес мар!

Вăхăт калаçмашкăн вĕçе-вĕçĕн,

Калаçар, тăван, çума эс лар.

 

Çичĕ ĕмĕр каялла вакланă

Атăлçи Пăлхар патшалăхне.

Туртса илнĕ пурлăха хакланă,

Сум пулман нихçан чăваш йăхне.

 

Таната ĕмĕлке евĕр тарнă,

Халăха хăратнă чăтлăхра

Туслăха çĕлен — наркăмăш-сăнă

Аркатма пултарнă вăхăтра.

 

Советсен влаçне туса хурсан та,

Шăп пĕр тан пулса çитмен чăваш.

Çĕн тӳре-шара çаплах кулсан та,

Тăрăшнă пулма ялан йăваш.

 

Çавăнпа, тен, чăвашсен çĕр-шывĕ

Тăрса юлнă тăмлă çĕр çине.

Çуркалать ăна çурхи кун шывĕ,

Çут çанталăк хирĕç хуçине.

Малалла

«Тепри Шупашкара тĕкме кĕрттерчĕ...»


Тепри Шупашкара тĕкме кĕрттерчĕ:

Шăмăршăра нарат касса пĕтерчĕ:

Мĕнпе аппаланать матур Хĕветĕр?

Ăна Турамăшĕ тытса хĕнетĕр!

Таçтан тупса вăл «Турăç» ушкăн турĕ,

Чăваш йăлисене таптасшăн-ши, тем мурĕ.

Хăй чăрсăр та, çапах-ха пархатарлă,

Чăваш ĕçĕпелех юлташлă-варлă...

Анчах хыт пуçлă — итлемест пĕрре те —

Ăна Турамăшĕ тытса хĕнетĕр!

«Сурпан салтса пăрахнă Петĕр Пупин...»


Сурпан салтса пăрахнă Петĕр Пупин —

«Сурпансăр» ĕçлеме ун ирĕк çук-им?

Йывăç чĕрет те сăн кӳлепелет,

Тарăхнипе калать: «Тӳре-шара... бĕлет!»

Телейпи юрри


Манăн асанне мана питĕ кăсăклă халапсем каласа пама юратать. Сире те каласа парам-ха. Интереслĕ пулĕ-и вăл — пĕлместĕп, çапах та вулама ан ӳркенĕр.

Пысăк мар ялта пĕр хĕр пурăннă. Унăн тăватă йăмăкĕ тата шăллĕ пулнă. Хĕр упраçа Телейпи тесе чĕннĕ. Вăл питĕ илемлĕ, тирпейлĕ те таса, хитре чакăр куçлă, çемçе саслă, вăрăм хура çӳçлĕ пике пулнă. Телейпи кунĕпе пахчара, кил-çуртра ĕçленĕ. Кĕçĕнннисемпе те лармалла, апат-çимĕç те хатĕрлемелле, выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла. Ашшĕ пулнă-ха, анчах та вăл пĕр çул каялла чирлесе вилнĕ. Амăшĕ ăçта, унпа мĕн пулнине ашшĕ пĕрре те каласа паман.

Пĕррехинче, ĕçлесе ывăннă хыççăн, килтисем пурте çывăрса кайсан Телейпи Çавал юхан шывĕ еннелле утнă. Çак юхан шыв хĕррипе тĕлĕнмелле хитре тавралăх иккен: çаран çинче тем тĕрлĕ капăр чечек ӳсет, вĕсем çийĕн чĕвĕлти кайăксем юрласа çаврăнаççĕ. Хĕвел хĕртнĕçемĕн Çавал хăй патне шыва кĕрсе уçăлмашкăн илĕртет. Акă кунтах хăйĕн вăрăм çулçиллĕ турачĕсемпе пĕркенсе пĕр йăмра ларать. Телейпи çак йăмра айĕнче час-час хăй амăшĕсĕр ӳснишĕн кулянса куççуль тăкать.

Каç. Тĕттĕм. Сывлăш уçă та таса. Курăк йĕпе те сивĕ. Акă çуртра çутă сӳнчĕ. Шур кĕпеллĕ Телейпи пӳртрен тухрĕ. Çара урисемпе тăпăлтаттарса йăмра патне çитсе ларчĕ. Тарăн шухăша путнă Телейпи хăй мĕн вăхăтра йăмра патне çитсе ларнине те сисмерĕ. Хăйне мĕнле йывăр пулни çинчен ӳкĕтлесе йĕме пуçларĕ, Турăран пулăшу чĕнсе юхан шыв çыранĕ умне ӳкрĕ.

Малалла

Сан çинчен çеç калаçу


Хăмла çырли сан туту.

Çеçпел сăнлă сан куçу.

Юхса пырать сан утту...

Сан çинчен çеç калаçу.

 

Калаçăву та тату.

Шăнкăрав пек сан сассу.

Ятучăн та — юрату...

Сан çинчен çеç калаçу.

 

Аннем пулчĕ сан аннӳ.

Аттем пулчĕ сан аçу.

Ан аркантăр пĕрлешӳ...

Сан çинчен çеç калаçу.

«Елчĕкренех тата пур тепĕр каччă...»


Елчĕкренех тата пур тепĕр каччă,

Ӳкерчĕк муталать роман çырма.

Эп Эктеле Наманганра курсаччĕ,

Шупашкарта куравĕ çук тем-ма...

«Чăваш сăрлавĕн сумлă апогейĕ...»


Чăваш сăрлавĕн сумлă апогейĕ —

Çăра, кĕрнеклĕ, чĕмсĕркке Агеев.

Вăт вăл — чăваш-тăк чăнласа чăваш,

Вăл эсĕ мар, ун хăйĕн антураж!

 

Фламандире те пулнă пек курнать вăл,

Çӳренĕ пек те ĕлĕк Грецире...

Ах, пултарать-тĕк пултарать вĕт, явăл,

Куçпăванла ярса илет сĕре!

Елиххан калавĕ


1

Тĕлленмен те... Тĕлĕнтерчĕç, —

Хыпар çитрĕ ăнсăртран:

Ман ята та пичетлерĕç

Кăçал пысăк хаçатра.

 

Сăн та çапăнчĕ. Сухалăм

Тухнă ытлашши япшар.

Хаçата тытса вуларăм,

Тĕрĕс çырнă, суйса мар.

 

Карчăк сăмсине тĕртетĕп,

Хам ыйтатăп майĕпе:

— Старикку сан сĕтĕрнет-и

Килсĕр йытă урипе? —

 

Вăл мана çапла хăртатчĕ,

Тăвансемĕр, куллен-кун.

Халь ак пусăрнчĕ пăртакçă.

Хамăн та лăпланчĕ чун.

 

Çулсен шучĕ пур-ха манăн,

Ĕнтĕ — утмăл çиччĕре...

Утнă-çке, пайтах таптанă

Аслă, тӳсĕмлĕ çĕре.

 

Анчах çук, иртмен-ха ĕмĕр!..

Мухтанмасăр каласан,

Хам ĕçре эп, тăвансемĕр,

Хама майлă партизан.

 

Эп чăлаххăн çуралман çав,

Ĕмĕр кăххăм ӳсĕрмен.

Чунăмпа эп — йăлт сунарçă,

Ку килет вăл yесĕлрен.

 

Ĕç нумай, паллах, колхозăн —

Ферминче те уйĕнче.

Вăй хурса ĕçле, ан усăн

Тăван халăх мăйĕнчен.

 

Малалла

Асамçă Натали


Пĕр хитре хĕр ача пурăннă. Вăл Натали ятлă пулнă тет. Натали çемьере пĕччен ӳснĕ, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ ăна питĕ юратнă, уншăн нимĕн те шеллемен, унăн кашни ĕмĕтне пурнăçланă. Натали вырăнĕнче тепĕр ача пулсан ачашлансах каймалла, анчах та Натали çав тери сăпайлă та ĕçчен хĕр ача пулнă, унăн ачашланса ларма вăхăчĕ те пулман, вăл пахчара аппаланма юратнă, чечек йăранĕсем çумланă, чечексене шăварнă, хурлăхан тĕмисене çум-курăкран тасатнă, ӳкнĕ пан улмисене пуçтарнă , пахчана тирпейлесех тăнă.

Натали пахчари йывăçсемпе калаçма юратнă, вĕсемпе канашланă, чуна тунсăх пусса илсен ăна уçма пахчана васканă, тăванĕсене пустуй кулянтарас килмен унăн. Йывăçсем ăна ăнланнă, хĕр ачана лăплантарма тăрăшнă, Натали каллех савăнăçлăн кулма пуçланă. Малтанах Натали хăй йывăçсемпе калаçнинче нимĕн тĕлĕнмелли те курман, анчах та çитĕннĕçемĕн çакă ăна тĕлĕнтерме пуçланă: никам та йывăçсен чĕлхине ăнланмасть, хĕр ачашăн вара йывăçсем чи çывăх туссем.

Натали вăрман урлăри ялта пурăнакан кукамăшĕ патне хăнана çӳреме юратнă. Килте ĕçсем нумаййипе вăл ку эрнере кукамăш патне каяймарĕ. Пĕр ирхине Натали çула пуçтарăнчĕ, ирхи апат çисе амăшне тав турĕ, кукамăш патне кайма тухрĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 163 164 165 166 167 168 169 170 171 ... 796