Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕКулăшла калавсемПурнӑҫ утравӗсемÇавал сарăлсанЮманлăхра çапла пулнăÇил-тăвăлТăм ӳкнĕ ир

«Инçетре, Сĕве таврашĕнче...»


Инçетре, Сĕве таврашĕнче,

Кушкă ятлă чăваш ялĕ пур.

Халь унта лутра пӳртсем çинче

Шурă явлăк пек шап-шурă юр,

Ир çинче-çке, шăтăр шартлама

Лăпкă сивĕ чух, пĕр айлăмра

Пурçăн кăтрине капăрлатма

Шухăшлать пек лăпсăркка йăмра.

Çав самант пӳртсем çумĕпелен

Кăчăрт-кăчăрт сас-чĕвĕ каять:

Сивĕ çăл умне витрепелен

Пĕр хитре хĕр шыв ăсма анать.

Асăнать-ши кĕвентеллĕ хĕр

Инçетри пăшаллă савнине,

Вăл хаяр çил-тăвăлра кĕçĕр

Куç хупмасăр каç ирттернине...

Астумастăп эп вĕсен ятне.

Тĕл пулсан та тин паллаяс çук.

Анчах темшĕн пĕр-пĕрин патне

Çыртарас килет асăннă чух.

Эпĕ хам та вăрçă хирĕнче,

Манăн та чи ăшă кăмăл пур;

Манăн та Сĕве таврашĕнче

Хам çуралнă савнă ялăм пур.

Амăшĕпе хĕрĕ


Шуçăм хĕрелменччĕ уçă пĕлĕтре,

Çĕкленсе вĕçменччĕ çырмаран тĕтре.

Сасă пачĕ алăк (вăл çапла куллен),

Шурă пир шăналăк сирĕлчĕ хуллен.

 

Амăш сывламасăр тăчĕ пĕр самант:

Ăшă çеç сăмахсăр ыйхине ан тат!

Савнă хĕрĕ унăн тутлăн çывăрать,

Тен, вăл савнăç суннă тĕлĕкне курать.

 

Мăшăр сарă çивĕт сӳтĕлнĕ кăштах,

Мăшăр куçĕ сивĕ тивнĕ пек хупах,

Çамрăк кăкăр лăпкăн çĕкленет, анать...

Амăш шăппăн-шăппăн хăй хĕрне сăнать.

 

Хĕвелччен вăратнă, кунĕпе уйра;

Хĕрĕ ырă ятлă пĕтĕм таврара.

Каç — хитре тумланнă (хăй тĕрлет ăста),

Вăййа тухнă-кайнă — ывăнни таçта!

 

Вăйăран савнийĕ ăсатнах ăна.

Шăппăн калаçнийĕ кĕнĕ хăлхана.

Вăл тытать ирпе çеç кăпăш минтере —

Кунĕсем иртеççĕ вăйăра, ĕçре.

 

Шурă пир шăналăк усăнчĕ хуллен,

Амăш хупрĕ алăк (вăл çапла куллен),

Тен, асне вăл илчĕ хăй çамрăклăхне,

Çавăнпа хĕрхенчĕ вăратма хĕрне.

«Пуç тӳпинчен ӳксе çухалнă...»


В.Г.Харитоновăна

 

Пуç тӳпинчен ӳксе çухалнă

Çӳç пĕрчине пуçтарнă пек

Ман кĕçĕн хĕрĕмçĕм, мăнтарăн,

Çакна пуçтарнă пĕтĕмпех.

 

Тен, пурринчен çуккийĕ лайăх,

Те усала ку, те ырра...

...Çут тĕнчере пулсассăн кайăк,

Çав кайăкăн сасси пурах!

 

2002, кăрлач, 22.

«Чăваш çĕршывĕн тĕп вулавăшĕ!..»


Чăваш çĕршывĕн тĕп вулавăшĕ!

Манран çак пĕчĕк кĕнеке

Пулинччĕ Тав курки пекех.

Ача-пăча е ашшĕ-амăшĕ

Е ӳркенми пĕр ăслă тахăшĕ

Ăна тытса пăхассăнах

Туятăп эпĕ. Çавăнпа —

Чун-хапăлпа та ăс-тăнпа —

Ман вулаканăм, Тав сана!

 

2002, кăрлач, 17.

Атя, тавлашатпăр...


Шарласа юхать канаври пăтранчăк шыв. Кăпăкланса çӳлелле хăпарса пынăн туйăнать. «Шыв юхăмĕ мана çулса илсен, туртса антарсан? Пĕрле юхтарса каять вĕт...» — кăштах шикленнĕ пек те пулать Валери. Хăй çав вăхăтрах тата пĕр вунă çул каялла ялĕнчи пĕве, çурхи хĕвел вăйлă хĕртнине пула, сасартăк ирĕлнипе ял урамĕсем тăрăх саланнине, пĕве хĕррисем, юхăма чăтаймасăр, татăлса кайнине, ача-пăча хĕпĕртесех пĕвери пулла алăпа тытнисене аса илет. Ăшă-ăшă пулса кайрĕ чĕринче. Эх-х-х, ăçта-ши вăл ачалăх?

Канав хĕрринче тăраканскер каллех шыв юхăмĕ çинелле тинкерет. Мĕн ку? Пăтранчăк шыв тасалса-çуталса пырать мар-и? Унчченхи пек тулли те мар пек тата халĕ. Канаври шыва икĕ урипе хăш вăхăтра анса тăнине сисмерĕ каччă. Витĕр курăнма тытăнчĕ шыв, çап-çутах пулса кайрĕ...

— Павлов! Павлов! Вăран! Куçна уç!.. — хăйне пит çăмартийĕсенчен ыраттармаллах çат! та çат! çупнипе тепĕр тĕнчене таврăннăнах, пачах урăх лару-тăрăва вăйпа туртса кĕнĕнех туйрĕ хăйне çамрăк çын. Анчах куçне уçма пултараймарĕ — вĕсем çине темле йывăр япала хунăнах туйăнать.

— Мĕн тумалла-ха? Наркозне те виçеллĕ патăмăр, вăл тăна кĕмест. Нивушлĕ çухататпăр ку салтака? Ах, ытла та çамрăк вĕт-ха, ашшĕ-амăшĕшĕн мĕн тери пысăк çухату пулать. Павлов! Павлов! Пурăнмаллах сан, пулăш пире! Куçна уç! Илтетĕн-и? Хăв пурнăçна çапла татма юрать-и вара? Пурăнмаллах сан, пурăнмалла!.. — çаплах чарăнми йăлăнчĕ хĕрарăм сасси.

Малалла

«Килсем, тăван, килсемччĕ ман пата...»


Килсем, тăван, килсемччĕ ман пата,

Харăс тăрса юрлар çĕнĕ юрра:

Хамăр пурнан хисеплĕ вăхăта

Ĕмĕр тăрăх яратпăр пурнăçра!

Эпĕр яшăланнă вăхăт пит те паллă,

Эпĕр пурнан кун-çул нимрен паха.

Чăваш, тутар е вырăс пĕртăванлă,

Пурте таптарĕç вĕт чуралăха.

Мучей калать: хальхи кун-çулăрсемшĕн

Ик ĕмĕрех паратчĕç пуль авал,

Ĕç çыннине этем шутне кĕмешкĕн

Тĕнпе саккун куçне уçма паман.

Çапла ĕнтĕ ку чух, хисеплĕ тусăм,

Пурте пĕрне-пĕри тăван шутлать.

Кунран-кунах пусатпăр çĕнĕ пусăм,

Çултан-çулах çĕнни аталанать.

Ĕнтĕ пире те вăхăт юрламашкăн,

Юрла, поэт, чĕрӳ шăраннă чух:

Çак çĕр çинче пурнăç умне тухмашкăн

Кĕрешӳсĕр пултараяс çук!..

Тăван тавралăх


Уй-хир, пĕве, çаран та улăх,

Ик енĕпе кашлать вăрман...

Тавралăх юмахри пек тулăх,

Çунат хушса тăрать чун ман.

 

Сăртра ларать çуралнă ялăм,

Савса пăхатăп ун çине.

Хула пекех илемлĕн халĕ

Çиçсе ларать вăл каçхине.

 

Колхоз пуян, ĕçчен ял-йышăм, —

Хитре сăнсем йĕри-тавра...

Тушкилĕм, юррăма эс йышăн, —

Юрлас килет ман пĕр çавра!

Юратнă учителĕмĕре


Васкавлăн кунсем шăвăнатчĕç,

Хавасчĕ ун чух вĕренме.

Никам та пиртен шутламанччĕ,

Кĕçех уйрăлатпăр, тесе.

 

Фашизм вăрçи хĕрхенмерĕ...

Çул хыççăн çул иртрĕ пит час.

Юратнă учитель килмерĕ,

Çук, вăрçă инкексĕр пулмасть.

 

Эпир халь çын пулнă, вĕреннĕ:

Ĕçченсем хулара та ялта.

Е фельдшер эпир, е комбайнер,

Инженер те, учитель шкулта.

 

Юратнă учитель, пуç хутăн,

Ыр курччăр, тесе халь пире.

Ăçтан-ха пултарăн манмашкăн!

Эс палăк пек халь чĕрере.

Ăмăрткайăк


Çĕршыв пехиллени

Çакă çутă тĕнчере

Вайли çук та этемрен,

Çĕрсем çинче, шыв çинче

Хуçа пулса вăл тăрать.

К. В. Иванов

 

Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв

Пачĕ мăшăр çунат.

Яланах малалла эс çул хыв,

Тĕллеве ан çухат.

 

Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв

Пачĕ пысăк хăват.

Паттăр пул, пул эс сывлăш хуçи,

Пул хăюллă хăлат.

 

Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв

Шанчĕ хăйĕн ĕçне.

Ăмăрткайăк пул, халăх ачи,

Эс çуралнă вĕçме.

 

Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв

Пачĕ çулăм-чĕре.

Эс ан ман: санпала, паттăр çын,

Çĕршыв чапĕ çӳрет.

 

Ĕнтĕ аслă аннемĕр-çĕршыв

Йыхрав пачĕ тăрса:

Ывăлăм, ку вăл халăх вăрçи,

Тух çак юнлă вăрçа.

 

Ĕнтĕ аслă аннемер-çĕршыв

Пехиллерĕ сана:

Пурнăç кӳр çĕршыва, паттăр çын,

Вилĕм кӳр тăшмана.

Малалла

Сĕт мыскари


Ялта ĕне тытмасăр май çук. Мĕн пур выльăх-чĕрлĕхрен те пахи вăл ĕне-çке: сĕт парать, сĕтĕнчен турăхпа хăйма пулать, турăхĕнчен тăпăрч тума май пур, хăйминчен — услам çупа уйран… Вĕçĕ-хĕррисĕр каласа кайма пулать. Ырлăх! Кашни çул парнелекен вăкăр-тынана сутса вара кил-çурта çĕнетсе тăма аван. Тем тесен те, ĕне пурри лайăхах çав.

Ĕне тенĕрен… Вĕсем те çынсем пекех мар-и? Миçе ĕне усраса тем тĕрлĕ характерлине те курчĕ Кулине инке. Тахçан Зорька ятлăскер пурччĕ. Питĕ «стайлă» теççĕ унашкаллисене. Хуларан килекенсем сĕтне мухта-мухтах ĕçетчĕç. Анчах… Зорька, ытла та тӱрĕ кăмăллă пулнăран-ши, ялти пĕр хĕрарăма юратмастчĕ, ăна курсанах тĕкме хăтланатчĕ. Тĕлĕнмелле, урăх никама та тĕкĕнместчĕ. Ĕни питĕ лайăхчĕ, тĕпрен илсен.

Пĕрре çапла хĕле кĕрсен Кулине инкене утă сахаллансах çитни хытах пăшăрхантарма пуçларĕ. Сутăн илме укçи-тенки çук. Ирĕксĕрех колхоз фермине кайса пысăк та таса ĕнене пĕчĕккипе улăштарма тиврĕ. Çĕнĕ ĕне ытла «тискерччĕ». Пĕрремĕш хут сума ларсан тепĕр кĕтменлĕх шалт аптăратрĕ: ку «качака» тапать те иккен! Малтанхи ĕнене аса илсе: «Мĕнпе улăштартăм сана, Зорька?» — тесе мĕн чуль макăрман пуль… Пурăна-киле хăнăхрĕ Кулине инке, тапакан ĕнене те юратма пуçларĕ. Ăçтан тиркĕн-ха ăна? Сĕчĕ мĕнле тутлă та çăра-çке. Тинех ачаша та хăнăхса çитрĕ, малтанхи пек турткаланса тăмасть.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 159 160 161 162 163 164 165 166 167 ... 796