Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сар ачапа сарă хĕрЧапшăн пурăнмастпăрÇамрăк ĕмĕтСăвăсемпе поэмăсемПограничниксемСӳнми хĕлхемСуя телей

«Ял хĕрринчи пĕчченçĕ пушă çурт...»


Ял хĕрринчи пĕчченçĕ пушă çурт.

Кӳрши-арши те,

кил хуçи те çук.

Ыр çын пырса ал парасса кĕтсе

Хапхийĕ ĕсĕклет

çилпе кӳтсе.

 

Ял хĕрринчи ĕшеннĕ тăлăх çурт,

Санран ытла ман савнă вырăн çук.

Ларар-и мĕн ирччен

çапла пĕрре

Çăк аслă та телейсĕр тĕнчере.

«Манăн юлашки юмахăм...»


Манăн юлашки юмахăм,

Сывă юл, Телейлĕ пул!

Çутă сывлăмлă сукмакăм —

Сар çеçкеллĕ çул.

 

Пĕрре мар кунта эп килĕп,

Кашнинчех — пĕччен,

Пĕрре мар кунта эп вилĕп

Сан чĕрçӳ çинче.

 

Кирлĕ мар мана никам та —

Тамăк çеç тăван.

Сар чечек çыххи пухам та

Шăппăн кĕл тăвам:

 

Манăçми хитре юмахăм —

Сар çеçкеллĕ çул,

Манăн юлашки çунатăм —

Ĕмĕтĕм,

Сыв пул!..

«Эс чĕнмерĕн...»


Эс чĕнмерĕн —

Эп те чĕнмĕп.

Кирлĕ мар сăмах.

Икĕ ĕмĕт

Ик чĕрешĕн —

Ирĕклĕ юмах.

Икĕ енлĕ ик сукмак

Пирĕн çул çинче,

Хĕресленнĕ шăпасем —

Савăнăç инçе.

 

Çук ӳпкев те,

Çук куççулĕ.

Сӳннĕ чечексем.

Ăшă çумăра кĕтеççĕ

Кăлăхах вĕсем...

Республика çулĕ


Чăваш автономийĕ 25 çул тултарнине чысласа

 

1

Юратнă аттемĕр, çулпуçăмăр Ленин,

Этемлĕхшĕн уçрăн эс çĕн самана.

Телей ялавне эс яланлăх çĕклерĕн,

Пур халăх чунтан тав тăвать халь cана.

 

Çурхи ешĕл сад пек çĕршыв чечек сарчĕ,

Умра анлă Атăл туллин хумханать.

Чăн ирĕк кунçулшăн сана, аслă парти,

Телейлĕ чăваш чĕререн саламлать.

 

Эс пур халăха пĕр йыша пĕрлештертĕн,

Пире эс малтан малалла йыхăран.

Çĕртен пысăкрах, аслăрах хĕвелтен те

Салам сана, парти, тăван халăхран.

 

Шывсем пур енчен тинĕсе туртăнаççĕ,

Хĕвел патнелле пур чечек çаврăнать.

Пĕртăван халăхсем пур енчен пуç таяççĕ

Сана, аслă парти,

аслă Ленин, сана!

 

2

Тăван çĕршыв фашистсене çĕнтерчĕ,

Кунта халь мирлĕ ĕç юрри кĕрлет.

Чăваш республикин уявĕ килчĕ

Пур халăх çĕнтерĕвĕпе пĕрле.

 

Эпир мăнаçлăн уява тухатпăр,

Малалла

Чун хуралçи


Килте эпир виççĕн — Эпĕ, сăпкари Улентей шăллăм тата Ехвин мучи. Ехвин мучи — стена çинче çакăнса тăракан сăнӳкерчĕк. Аттен аслă пиччĕшĕ. Чикĕ хуралçи пулнă. Вăрçă пуçланиччен икĕ эрне маларах килтисем унран çар тумĕпе ӳкерĕннĕ сăнӳкерчĕк илнĕ. Çырăвĕнче вара вăл кĕçех таврăнасси çинчен пĕлтернĕ. Анчах вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех Ехвин мучи чикĕри ытти салтаксемпе пĕрле паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Атте Ехвин мучин пĕчĕк ӳкерчĕкне пысăклаттарса юман хашак ăшне вырнаçтарнă.

Ехвин мучи салтак карттусĕпе, кăкăрĕ çинче — хастарлăх палли. Тути тăп-тăп. Анчах куçĕ шăппăн кулать тейĕн. Тĕлĕнмелле, унăн куçĕнчен ниçта та пытанма май çук. Кил картине тухакан е урам енчи кантăк патне пыратăн-и, тĕпеле каятăн-и — Ехвин мучи сан çинех пăхать.

Çавна шута илсе анне ăçта та пулин кайнă чух Улентейпе иксĕмĕре:

— Никамран та ан хăрăр. Ав Ехвин мучу яланах хуралта. Сире хӳтĕлетех вăл, — тесе лăплантарать.

Анчах Ехвин мучи пире сыхланипе çырлахмасть иккен, аттепе аннене эпир килте хамăра мĕнле тытни çинчен евитлесе тăрать. Ун пирки анне мана хăй каларĕ.

— Аха, — ăнланса илтĕм хайхи, — эпĕ килте мĕн тунине анне Ехвин мучи урлă пĕлет-иç. Виçĕм кун тĕпелти сентре çинчен канихвет илсе куршĕри Улатимĕрпе çинине вăлах каласа панă. Вăт элекçĕ!

Малалла

Анне сăмахĕ


Шуçăм çамрăк çĕмĕрт пек шуралнă,

Канăçлăн сывланă лăпкă ир.

Кӳршĕсен паян ача çуралнă,

Ят хума пуçтарăннă эпир.

 

Пĕчĕк чун, пире пĕрттех илтмесĕр,

Тутлăн çывăрать-ха сăпкара.

Савнă ашшĕн савнăçĕ виçесĕр,

Йăлтăркка хĕлхем çиçет сăнра.

 

«Çывăр, — тет вăл, — чĕппĕм, çывăр, паттăр!

Кам-ши пулăн çитĕнсе çитсен?»

Ак эпир черкке тытса сунатпăр

Сывлăх, ĕç сунатпăр тĕрлĕрен.

 

— Тракторист! — тет çил чуп тунă питлĕ

Пĕр юлташ, хиртен килейнĕскер.

— Летчик! Курăн ак, мана вăл итлĕ! —

Тет тăванĕ, çамрăк офицер.

 

— Вăл профессор пулĕ! — тет учитель.

Тухтăр: — Çук, — тет, — аслă врач пулать!..

Ашшĕ-амăш, тăнлăр: ĕнтĕ çиччĕн

Çичĕ тĕрлĕ ĕç ăна сунать.

 

Амăшĕ, кăшт шуранка хĕрарăм,

Пĕр чĕнмесĕр пăхрĕ ачине.

Эп ун ăслă куçĕнче сăнарăм

Хăй вăл тем каласшăн пулнине.

 

Ак ачи умнех вăл пĕшкĕнейрĕ,

Тин пĕртен-пĕрех сăмахпала:

— Ывăлăм Çын пултăр, Çын! — теейрĕ

Чĕререн килен кăмăлпала.

Палăк


Эп куратăп авалхи пĕр палăк,

Пушкин юррине кĕнĕ фонтан.

Ăна лартнă ĕмĕр асăнмалăх

Тыткăнри хĕр ячĕпе пĕр хан.

 

Кĕлетки ун çын сăн-пичĕ евĕр,

Шыв тумла тăрать ун куçĕнче:

Вĕçĕмсĕр куççуль тăкать ку тейĕр;

Вăл чăнах çав шухăшлă иккен.

 

Ун çине пăхатăн та туятăн:

Юрату — чун савăнăçĕ мар,

Юрату — кăшт хурлансах калатăн —

Чĕрене çунтаракан кăвар.

 

Савнă тусăн ячĕпе пĕр палăк

Манăн та лартасчĕ пурнăçра;

Лартаясчĕ ĕмĕр асăнмалăх

Чи илемлĕ юрă-сăвăран.

 

Шухăшĕ ун пултăрччĕ çунатлă

Чун савни патне вĕçсе кайма,

Чăн сăмахĕ — çепĕç те хăватлă

Сарă хĕрĕн кăмăлне уçма.

 

Çамрăк ĕмĕрех ăна вулатăр,

Туйтăр: юрату — вăл хурлăх мар;

Юрату вăл — савăнсах калатăр —

Чуна ырлăх паракан кăвар.

«Ăраскалăн — ăрăсĕ...»


А.А.Сосаевăна,

«Кунçул тĕпренчĕкĕ» кĕнеке çине

 

Ăраскалăн — ăрăсĕ,

Кĕленчен — тĕпренчĕкĕ.

Кам курасшăн — курăсăн:

Ку — Станьялăн енчĕкĕ...

 

2001, раштав, 28.

«Пирĕн пурнăç çаплалла...»


Л.С. Митрюхинăна

 

Пирĕн пурнăç çаплалла —

Кирлĕ çăкăр, çăпала,

Кирлĕ тетпĕр кĕнеке те.

Кĕнеке сана пиллетĕп.

Кĕнеке çине çырни —

Хам чăтни те хам курни.

Пул телейлĕ, хамăрьял.

Тав тăватăп эп. Станьял.

 

2001, раштав, 15.

Сехете пулăшни


Эпĕ шăм-шак вĕриленсе кайнипе вăрантăм. Кăмака çинче выртатăп-çке. Анне вут хутса янă иккен. Кĕçех сăмсана шаркку шăрши йĕкĕлтеме пуçларĕ. Шак-шак, шак-шак! шаккать стена çинчи сехет...

Паян анне Трак пасарне кайма хатĕрленет. Ку вара маншăн телейлĕ кун. Ара, пасартан вăл нихăçан та пуш алăпа таврăнмасть, пĕремĕк, канихвет е сахăр туянса килет. Сутлăх услам çуне анне эрне каяллах хатĕрленĕ. Ĕни пирĕн çуллă сĕт парать.

— Çур кĕренкке çупала кĕренкке çурă пĕремĕк килет, — тет анне.

Чăхсем те çăмарта тума пуçланă. Эппин, çăмарта сутма та пулать. Укçипе сахăр туянĕ вăл.

— Кил, шаркку антартăм. Уйранпа çи. Çĕрулмипе уйран çисен хăвăрт ӳсетĕн, пысăк пулатăн.

Акă анне пасара кайма хатĕрленсе çитрĕ. Тумланнă май мана ĕç хушса хăварать: путексене утă памалла, шыв ĕçтермелле. Утта перекетлемелле, карçинккана кăшт кăна хумалла. Нумай хурсан путексем утта тăкса, таптаса пĕтереççĕ.

— Сана кил хуçи вырăнне хăваратĕп. Нумаях тăмастăп. Акă лайăх пăхса юл сехет çине, — пӳрнепе тĕллесе калать анне, — пĕчĕк йĕппи — вуниккĕ, вăрăмми улттă тĕлне çитсен пасартан çаврăнса килетĕп.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 160 161 162 163 164 165 166 167 168 ... 796