Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Суя телейТантăшсемКулăш кустăрмиКушкă ачиАкăшсем таврăнаççĕИрĕк çилКайăк тусĕ

Улăхĕпе-улăхĕпе


Улăхĕпе-улăхĕпе çӳрерĕм,

Сан сăну пек чечек шыраса.

Тин çуралнă мăкăнь шăп сан пек,

Çеçки çинче сывлăм — куллу пек.

Татса илес терĕм — каçарах —

Ма тататăн терĕç сывлăмлах.

 

Пахчипеле-пахчипеле çӳрерĕм,

Сан куçу пек çырла шыраса.

Пиçсех çитмен çĕмĕрт куç пекех,

Санăнни пек хăмăр тĕслĕрех.

Татса илес терĕм — каçарах —

Ма тататăн терĕç хăмăрлах.

 

Çĕрĕпеле-çĕрĕпеле çӳрерĕм,

Саншăн ăшă сăмах шыраса.

Чунăм теес — чунна витеймест,

Тусăм теес — хăю çитеймест,

Калаттăм пуль калас сăмахах

Пулнă пулсан эс хам тантăшах.

Чирлĕскер


Куçне уçать кăна Çтаппан,

ярса тытать тулли стакан.

Пелкет хăй: «Чирлĕ, гриплă эпĕ,

спиртпа анчах ăна сиплетĕп».

 

Çимесĕр-мĕнсĕр ĕçнĕрен

Çтаппанăн пуç хытах хĕрет.

Тăсса ярать хут купăсне:

«Нихçан манаймăп савнине!»

 

Пуçлать кулма та шавлама.

Сăмси çунать — писев кăшман.

Ĕçет, выртать, тăрса ларать,

каллех ĕçет, татах выртать.

 

Тăранчĕ? Çук! Каçпа каллех

сĕтел çапсах ыйтать эрех.

Хăй пеккисем пур пуль тесе

тухса сĕнккет лавкка енне.

 

Пелкет хăй: «Чирлĕ, гриплă эп,

спиртпа кăна мура сиплеп».

Сысна вăл, тет кашни çынах.

Çапла. Çтаппан — сысна. Чăнах!

Хĕрелчĕ сарă пуç


Шупашкарти Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи пĕр лавкка тĕлĕнче юсав ĕçĕ пырать. Кĕçех унта йăлтăр-ялтăр çăмăл машина çитрĕ. Кабинăран лавкка хуçипе пĕчĕк ывăлĕ тухрĕç. Рабочисен ĕçне тĕрĕсленĕ хыççăн асли шала кĕчĕ, шăпăрлан хăйăр купи çинче вылярĕ. Ашшĕпе кунта час-часах килкелет вăл, анчах ача-пăчапа хутшăнмасть, ытларах пĕччен çӳрет.

Ешĕл курăк çинчи шĕвĕрккесем çав ачана асăрхарĕç те унталла чупрĕç. Анчах лешĕ вĕсене çывăха ярасшăн пулмарĕ.

— Сире кунта выляттармастăп. Ку — манăн территори, — терĕ сарă пуç кĕскен. Ăна-куна кĕтменскерсем тăпах чарăнчĕç.

— Эпир пурте пĕрле вылятпăр, пире никам та сан пек хăваламасть, — парăнмарĕ ушкăнрисенчен пĕри. Ыттисем хăйăр çине вырнаçрĕç. Хуçа ачи аллине лекнĕ муклашкапа «юттисене» пеме хăтланчĕ, ашшĕне калассипе хăратрĕ.

Çав вăхăтра арçын хăрушшăн кăшкăрни шартах сиктерчĕ. Лавкка патĕнче ĕçлекенĕн ури бетон плита айне пулнă иккен. Пăлханса ӳкнĕ пĕр рабочи таçта чупрĕ, тепри инкеке лекнĕ çын çумĕнче хыпкаланать. «Лум! Лум!» — кăшкăрать вăл. Çуртсен енчен часах икĕ арçын вĕçтерсе çитрĕ, плитана ушкăнпа çĕклесе рабочие хăрушлăхран хăтарчĕç.

Малалла

Песня про удалого дворника Василия, по батюшке Иваныча


В славном городе Москве каменной,

В переулочке Второмаринском

Проживает он штатным дворником

В детском доме-то четырнадцатом.

В голодовочку, в революцию

Поступает он в это милое

Учреждение. Нашептанием

Прислужением завам домом-хоз

Благоденствует дворник Вася тот.

Все продукты он на себе таскал:

Кофе, сахар, чай, масло, какао.

По порядочку заведенному

От сараев он все ключи себе

Под подушечку кладет на ночь сам.

Со ключами-то все покойнее —

Как хозяином заведения.

Дьячков Вася сам себя чувствует.

Всех работниц он из-за этого

Может Вася так больше подчинить.

Из Рязанской, слышь, он губернии

Из села-то, вишь, Киселевски быть.

Время старое, где работал он,

Знает Вася сам да и темный лес.

Он усы крутит длиннорыжие,

Языком вертит перед завами.

Им поклонится по-монашески —

Сколько Вася-то нелюбимых им

Выгнал правдою и неправдою,

Клеветой своей лиц технических.

Что дружит-то он, неизвестно как,

Малалла

Кирпичики некаленые, словечики неядреные


Вспоминаешь ли — в большом городе

Обучались мы в одном вузе-то,

Был профессор там черноглазенький,

На носу носил очки светлые.

Как бывалоче, семинарии

Проводили мы очень милые.

Держал ручки он по карманчикам.

Так вопросики задаваючи,

Подходил-то он весьма ласково:

— Как вы смотрите, что вы скажете

По возникшему по вопросику.

Часто страху-то задавал же он,

Деканатом раз напугал он нас.

Педагогику наизнаночку

Не найдешь теперь в школе трудовой.

А кирпичики — некаленые,

А студентики — немудреные.

Пуп таврашĕн Мăнкунĕ


Пĕр пуп хăйĕн ĕнине çитерме утă вăрлама кайсан: «Эй, тур, çырлах, çын ан куртăрах, аминь, аминь», — тесе сăх сăхать, тет.

 

Пупсем паян мăн куна,

Тăнкăл-танкăл чан çапса,

Прихут ушкăн халăхне

Чиркӳ патне чĕнеççĕ.

 

Мăн тияккăн хушнипе

Уксах Таник, хăрах куç,

Хĕвел аннă-анманах

Хыпаланса чан патне

Тапăлтатса ухнă та,

Ик аллипе чансене,

Кантрисене тытнă та,

Лĕнкĕл-ленкĕл тутарса,

Мăнттай чанăн пăявне

Чавсипеле çаклатса,

Турткалашса-хăтланса,

Уксах ури пуçĕпе

Мăнттай чанăн хăмине

Пуса-пуса чан çапать.

 

Калăм кунĕ майĕпе

Пуп таврашĕ, тиечук,

Ватă-вĕтĕ этемсем

Вĕтĕнеççĕ мунчара.

Алтăр-алтăр ăш шывпа

Мунча чулне чашкăртаç.

Хурăн-çăка милĕкпе

Ӳте-тире пиçертеç.

 

Мунча кĕрсе тухнисем:

Кăвак сухал стариксем,

Чĕтре пуçлă карчăксем,

Качча каяс хĕрĕсем,

Пĕве çитнĕ яшăсем,

Шăри-шари вĕт-шакăр —

Малалла

Шупашкар çыранĕнче


(юрă)

 

Шухăша кайса тăратăп

Шупашкар çыранĕнче.

Ман умра илемлĕ Атăл,

Лăс вăрман ун леш енче.

 

Марисен вăрманĕ анлă,

Туртăнать унта чĕрем:

Вĕсемпе эпир тăванлă

Пурăнатпăр ĕлĕкрен.

 

Ăшшăн-ăшшăн çупăрлаççĕ

Çут хумсем çырансене:

Салам янă пек куçаççĕ

Марирен Чăваш енне.

Çав кирлĕ-ха пуçлăха!


— Атьăр, тусăмсем, паян хамăрăн пуçлăха тăн кĕртетпĕр! — сĕнчĕ пĕррехинче пирĕнпе пĕр цехра тăрмашакан Антун кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче.

Çак вăтăр çула та çитмен хусах, хăмла шалчи пек икĕ метра яхăн ши! ӳснĕскер, Петĕр патшана аса илтерет.

— Мĕн-мĕн... Кама тăн кĕртетпĕр тетĕн? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ Юркка Антун çине кăнн! пăхса. Юркка Антунран пĕр чавса тăршшĕ кĕскерех пулсан та хулпуççи анлăшĕпе унран чыла-ай сарлакарах. Кире пуканĕ çĕклеме юратнăран ун çумне «Кире Пукан» хушма ят çыпăçтарнă.

— Хамăрăн пуçлăха тетĕп, клух-хуй! — тепĕр хутчен, анчах кăшкăрса калать Петĕр Патша. — Мĕн, Кире Пукан, эсĕ ирхине хăлхуна çума маннă-им? — витлесе илме те манмасть хăй.

Эпир, Антунпа Юрккасăр пуçне тепĕр сакăр çын, вăрăм сĕтел хушшинче апатланса ларакансем, пĕр-пĕрин çине ăнланмасăр пăхса илетпĕр. Ара, пуçлăх çине алă çĕклесе тимĕр решеткеллĕ çурта хупса лартаççĕ вĕт. Судăн пирĕнсĕр те ĕç нумай.

Халиччен пирĕн цехра лару-тăру йĕркеллехчĕ-ха. Продукци кăларасси ӳснĕ май шалу çулсерен хушăнатчĕ. Лайăх ĕçлекенсем преми те илкелетчĕç. Нумаях мар пулсан та, çавах — плюс. Арăм пĕлмен хушма укçа. Смена вĕçленнĕ хыççăн сăра ĕçмелĕх те пулин кĕсьере нухрат пур.

Малалла

Сенкерленчĕ шуçăм...


(юрă)

 

Сенкерленчĕ шуçăм...

Çеçкере палан.

Пулăттăм эп, тусăм,

Ĕмĕр санпалан.

 

Улăха анатăп,

Кайăп вăрмана —

Асăмрах тытатăп,

Чунăм, эп сана.

 

Иккĕн тĕл пулсассăн,

Шӳтлĕн калаçан:

Эп сывлатăп ассăн,

Эсĕ йăл кулан.

 

Мăшăр хăмăр куçăм,

Ан çунтар чуна:

Каласамччĕ уççăн

Хăвăн шухăшна.

Пупсене


Вăрăм çӳçлĕ пупсене

Çакă пулать акафист —

Чĕркуçленсе кĕл тума,

Виçĕ гласпа юрлама.

 

Кӳпшек питлĕ пачăшкă!

Акафиста пуçличчен

Кăтра пуçна тăхăнсам

Шĕвĕр тӳпе-скуфия.

Хура вăрăм тум çинчен

Тăхăнса яр ризуна,

Мăн хырăмлă пилĕкне

Çутă ука пиçиххи

Туртса çыхам хыçалтан.

 

Чиркӳ хурал çыннине

Тăнкăл-тăнкăл чан çаптар —

Акафиста кĕлтума

Çыннисем те пухăнччăр.

 

Акафиста пуçличчен

Ик аллуна ярса пăх;

Ăна-кăна чикмешкĕн

Тăвăр мар-и кĕсйӳсем?

 

Кала-малла пăхкала —

Пухăнчĕç-и çыннусем.

Çын нумайрах пухăнсан,

Эс акафист кĕллишĕн

Укçа чылай пухăн вĕт.

 

Тиечукĕ юрлатăр

Виççĕмĕшле кĕвĕпе,

Ун хыçĕнчен карчăксем

Тута пăрса анрашчăр.

 

Ĕнтĕ эсĕ, пуп мучи,

Пуçа çӳле ывăтса,

Пилĕк таран тайăлса,

Виç пӳрнепе сăхха пер —

Сăхха пер те укçа çап.

 

Çӳлти тура тархасла —

Вилнĕ çынна чикнĕшĕн

Малалла

■ Страницăсем: 1... 541 542 543 544 545 546 547 548 549 ... 796