Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ытла та вăрттăн юратуĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеÇут пайăркаПулас кинсемКушкă ачиПепке çуралсан...

Чăвашран сан пекки эп курманччĕ...


Чăвашран сан пекки эп курманччĕ,

Fнчах ман пытарма халăм çук:

Хĕпĕртерĕ те чунăм... хурланчĕ

Санпала юнашар ларнă чух.

 

Сăмаху айĕнче шухăш урăх,

Вăл сана пăхăнтарнă пуль çав.

Çуркунне ешерет йывăç-курăк,

Кĕркунне хăртмаллах вăл çулçа.

 

Ĕмĕрлĕх нимĕн те çук-çке,

Çутçанталăк пире — хăна килĕ.

Çитĕнсе çурăлайнă çеçке,

Сана камăн алли татса илĕ?

 

Асăмра темиçе сăн пур ман,

Кашниех хăйне майлă хитре.

Сан пекки эп çапах та курман,

Сан пекки кунта мар — ĕмĕтре.

Пăсара пирки ĕмĕрте пĕрре суйма та тиврĕ


Пĕр çулхине манăн карчăк йывăрах чирлесе виçĕ уйăх хушши вырăнпа выртрĕ. Хуйхăрнипе хам та чутах чирлесе каяттăм, усал чиртен ыхра çинипе çеç хăтăлкаласа юлтăм.

Карчăк чирлĕ вăхăтра эпĕ яланах шыв кӳме хам каяттăм. Çăл патĕнчен шалтах тĕлĕнсе таврăнаттăм. Кунта кӳршĕ арăмĕсем пуçтарăнатчĕç те, текех ялта курни-илтни çинчен пакăлтататчĕç.

— Паян ирпе Патюн Микихвер кинĕн сурăхĕ икĕ путек туса панă, иккĕшĕ те тата така пулнă, — тет.

— Ĕнер Карсак Çтаппанĕн аслă хĕрĕ икерчĕ пĕçернĕ чух çатмине ӳкерсе çĕмĕрнĕ, тет те, амăшĕ вара кунĕпех хирĕçсе çӳренĕ, тет.

— Вăл хĕртен хĕр пулмарĕ ĕнтĕ. Çăкăр пĕçерме те пĕлмест те, ара вăрçмасăр ăçтан чăтăн... Кăçал хĕлĕпе те ик хутăр çеç тунă, тет.

— Çĕрĕк каçпа тата Таруç инкесем чут çеç вилсе выртман, тет.

— Мĕн пулнă-ши апла?!

— Кĕçĕн кинĕ кăмакине иртерех хупнă, тет те, вара пурне те сĕрĕм тивнĕ, тет.

Мĕн çинчен кăна каламастчĕç-ши вĕсем! Унта Кукша Иванпа Вĕçкĕн Ваççа ыран пĕрле мунча хутса кĕме шутлани çинчен те, Çатма Петĕрĕн арăмĕ виçĕмкун çуллă пăтă пĕçерсе çитерни çинчен те тата тем-тем çинчен те калаçатчĕç. Эпĕ итлесе тăраттам та шалтах тĕлĕнсе каяттăм: пĕрре шыв патне кайнипех пĕчĕк ялти пур хыпарсене те пĕлсе таврăнаттăм.

Малалла

Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă...


Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă,

Эпир сĕмленĕпĕр — çуталĕç çаплипех.

Анчах шанас пулать: çын çăлтăрпа çуралнă,

Ун куçĕ хупăнсан — пĕр çăлтăр сӳнетех.

 

Санпа эпирчченех шавланă çакă тинĕс,

Эпир шăпланăпăр — вăл шавлĕ çав-çавах.

Анчах шанас пулать: ăна илтетĕн тин эс,

Эгем чĕнми пулсан — пĕр хум чарать шава...

Çанталăк çанĕ — чух ула...


Çанталăк çанĕ — чух ула:

Ик-виçĕ шурă пĕлĕт ластăкĕ.

Çĕртме ешерĕвлĕ вăрман,

Хăй çыранне вырнаçнă Атăл...

Куçран çухалчĕ Чулхула.

Тулли тĕнче юрри юрлас теп эп,

Юрлас теп шыв пек вăрăммăн,

Пуçлас теп: чунăмçăм, ан ватăл!..

 

Ан ватăл çак саманара!

Мĕнле инкек-синкек пулсассăн та:

Тусу ан йышăнтăр, савни,

Тĕшленнĕ шанчăк ӳксе вантăр —

Пĕр çавăнпах, çампах вара

Эс хур ӳстерĕн-ши ху сассунта?

Малашлăх, сăвăç, эс шанни,

Пуласлăхшăн чĕрӳ сан таптăр.

 

Телей — ăна хăвалани.

«Хуса çитейрĕм, тытрăм» — терĕн тĕк —

Эс чи хăрушă тыткăнта,

Санран тек нимĕн те кĕтмеççĕ...

Сарлакалан, ăс-хал ани!

Янравлă хĕлĕх, ăса перĕн те —

Кăлар, кăваррăн хыпăнтар

Чун панчине, чĕре тĕпне çит!

Ирхине, шурăмпуç çĕкленсессĕн


Ирхине, шурăмпуç çĕкленсессĕн,

Хĕрлĕ хĕм хĕретсен тухăçа,

Тăшмана аркатса çĕмĕрмешкĕн

Эшелон тухса кайрĕ вăрçа.

 

Эшелон тухса кайрĕ... А эсĕ

Тутăрна сĕлтсе юлтăн пĕччен.

Сан шур тутăр питех çӳçентерчĕ

Ман чуна çеçен хир тӳпинче.

 

Курăнми пултăн эс. Эпĕ кайрăм,

Сан сăнна асăмра упраса.

Сан çинчен çыртăм эп сăвă-юрă,

Сăмаха ахах пек суйласа.

 

Чи паха парнерен те-çке хаклă

Шурăмпуç пек сан янкăр куллу.

Иксĕлмест асăмра сан кăварлă,

Çут хĕвел пек таса кăмăлу.

 

Ан кулян, вăрçă хирĕнче эпĕр

Тамалтарăпăр вутлă çиле;

Тăшмана тĕп туса час килетпĕр,

Эшелон килсе çитĕ киле.

Пирĕн аттен çичĕ ывăл


Халăх юрри тăрăх

 

Пирĕн аттен çич ывăл,

Çиччĕшĕ те пит хастар:

Нихçан шывра путас çук,

Нихçан вутра çунас çук.

 

Пирĕн аннен çичĕ хĕр,

Çиччĕшĕ те пит хастар:

Нихçан ята ярас çук,

Нихçан намăс курас çук.

 

Пирĕн аттен çич ывăл,

Çиччĕшин — çичшер çунат.

Кашни çунат çийĕнчех

Хĕрлĕ çăлтăр ялтăрать.

 

Пирĕн аннен çичĕ хĕр,

Çиччĕшин — çич парашют.

Çӳл тӳпене çĕкленсен,

Сехри хăпать çĕленсен.

 

Пирĕн аттен çич ывăл,

Çич çĕр çăхан çулăхсан, —

Çичĕ авăк хушшинче

Пĕтĕ çичĕ çĕр çăхан.

 

Пирĕн аннен çичĕ хĕр,

Курăнсассăн çичĕ ют, —

Çичĕ юта çунтарма

Çиçĕ çичĕ парашют.

Тилĕ тытма та вĕрентĕм


Хăвăрах пĕлетĕр, пирĕн ялта сунарçăсем питех нумай пулнă. Кăтра Карачăм, Кусар Матви, Вĕçкĕн Ваççа, Карсак Çтаппанĕ, Çатма Петĕрĕ тата ыттисем те. Чылайĕшĕн ячĕсене те маннă ĕнтĕ эпĕ.

Анчах вĕсем пĕри те ман пек пултарайман. Хăшĕ-пĕрисем хĕлĕпе те пĕр куян тытайман. Хăйсем çаплах кунĕ-кунĕпе çăпата çĕтсе вăрман тăрăх сулланса çӳретчĕç.

Кăтра Карачăм хăйне чи ватă сунарçă тесе шутлатчĕ. Ваттине ватахчĕ ĕнтĕ: пичĕсем пĕркеленсе çитнĕччĕ, сухалĕ кăвакарса шĕвелсе юлнăччĕ, пуç тӳпинче пĕр çӳç пĕрчи те çукчĕ. Çапла пулин те ăна никам та чаплă сунарçă тесе шутламан. Вăл тискер, кайăксен йăлисене те пĕлместчĕ, кашни сунарçах: упа пыл çиме юратмасть, пилеш тесен каçсах каять, тетчĕ.

Кусар Матви тата: манăн асатте те, асаттен аслашшĕ те сунарçă пулнă, тесе мухтанатчĕ. Анчах хăй пĕр куян тытса курмасăрах вилсе кайрĕ.

Вĕçкĕн Ваççа вара суеçтерес тĕлĕшпе пуринчен те ирттерсе яратчĕ. Çавăншăнах ăна Вĕçкĕн Ваççа тесе ят пачĕç. Вăл та, Кăтра Карачăм пекех, хăй ĕмĕрĕнче пĕр куян та тытса курайман пулмалла. Намăс курас мар тесе, вăл яланах пĕччен çӳретчĕ. Юлашкинчен, çак Ваççа кунсерен пĕрер куян çакса килекен пулчĕ, куянне вара çурăмĕ хыçне çакатчĕ те, урам тăрăх ерипен те мăнкăмăллăн утса пыратчĕ.

Малалла

Каллех, чăваш столици, эпĕ санăн...


Каллех, чăваш столици, эпĕ санăн,

Каллех ак кĕтĕм хĕрлĕ хапхунтан.

Ют халăх «мун сала» тесе каланăн,

Сана эп мăшкăллаймăп чухăнтан.

 

Ан тив, ыттин хулийĕ пултăр чаплă,

Кĕрлетĕр хапрăк-савăт таврара.

Эс те ĕмĕр, чăвашăм, чăпта çапмăн,

Эс те çĕнетĕн ват Шупашкара.

 

Çак кунсенче нумай çĕре эп çитрĕм,

Ытти çырсем чăнах та маларах;

Пуçа чылай çĕн ĕмĕт эпĕ чикрĕм

Ăна кăтартăп час поэмăра.

 

Аван поэмăра çăтмах илмешкĕн

Ятарласах эп килтĕм паян кун;

Тăван чĕлхемĕрех илемлетесчĕ,

Ăна вĕрсе кӳртесчĕ чĕрĕ чун.

Çутăлас умĕнхи кăвак шуçăм...


Çутăлас умĕнхи кăвак шуçăм

Çăлтăра лап вĕрсе сӳнтерет.

Анкарти варринчи нӳрлĕ шучă

Сывласа хăпартать тĕтĕре.

 

Укăлча хыçĕнче симĕс кантăр

Сывлăм сыпнă та ним те чĕнмест.

Çак самант ун ăшне пит аван-тăр

Çарамас пытанса çӳçенме.

 

Пит аван-тăр çарран, тиха евĕр

Пуç ухса сукмакпа ĕрĕхме.

Анчах çук, чупас çук ĕнтĕ эпĕр,

Ĕлĕкхишĕн кăна ĕрĕхмест.

 

Чупас çук йăранпа йӳле пилĕк,

Çакас çук хулпуççийĕм çурла.

Кăлăхах-мĕн атте-анне пилĕ,

Кăлăхах уй юрри эп юрлап.

Шанатăп хамăн çăлтăра...


Шанатăп хамăн çăлтăра,

Шалти çутта кăна шанатăп.

Ахальлĕн мар вăл ялтăрать

Çĕрле те, ир те, кăнтăрла та.

 

Ахальлĕн мар тĕнче çине

Куçа хĕссе пăхатăп эпĕ.

Ман чунăм тӳрĕ кĕпçине

Аваймĕ çуклăх, сум хисепĕ.

 

Вĕренлеттермĕп эп хама,

Çамка çине тамга картаймĕç.

Чĕрем çинче чаваланма

Сăмахăм чĕрĕ чух — хăяймĕç!

 

1926, Тахта-Базар

■ Страницăсем: 1... 608 609 610 611 612 613 614 615 616 ... 796