Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вĕлле хурчĕ — ылтăн хуртСулпикепе Валĕм хунКăвак çĕмренКĕмĕл кĕперПирвайхи юратуСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеҪавраҫил

Чĕрĕп мĕншĕн йĕплĕ?


Вăрманта пĕр чĕрĕп пурăннă тет. Вăл хальхи пек йĕплĕ пулман. Кашкăр-кашаман ăна яланах кӳрентерме тăрăшнă. Мĕскĕн чĕрĕп «тукмак хӳререн» пытанса пĕрмаях шăтăкра ларнă, ниçта та тухса курайман. Кун пек пурăнса вăл йăлăхсах çитнĕ.

Юлашкинчен чĕрĕп асамçăран пулăшу ыйтма шутлать. Унăн çулĕ хирсем, вăрмансем урлă пулнă. Чĕрĕп мĕн пур йывăрлăха, чăрмава чăтса ирттернĕ. Ăна кашкăр та тапăннă, чĕрĕп пур-пĕрех парăнман.

Вăл асамçă патне тепĕр виçĕ çултан çеç çитнĕ. Асамçă ăрăмланă хыççăн чĕрĕп йĕплĕ пулса тăнă. Вăл хăйне пулăшакана тав тунă та килелле утнă. Çакăн хыççăн «йĕплĕ çăмхана» кашкăр та кӳрентереймен, вăл пуринчен те хӳтĕленнĕ.

Кам-кам чирленĕ...


Кам-кам чирленĕ

Халсăр пулса,

Çав çын нишленнĕ

Чир-чĕр туйса.

Пурнăç илемлĕ

Çут тĕнчере.

Турă пилленĕ

Сывлăх пире.

Ырă та хаклă

Çут кун çути,

"Чир-чĕр сĕм каçла," —

Тет ун тути.

"Эх, çĕнтересчĕ

Сывмарлăха,

Çирĕплетесчĕ

Хам сывлăха,

Тухăп ун чух эп

Сад пахчине,

Çирĕппĕн утăп

Хурăн патне.

Ĕçĕп эп каçăх

Ун сĕткенне,

Кайтăр пур сарăх

Ие патне".

Çитрĕ çу кунĕ —

Янкăр тӳпе.

Ку кун кам чунĕ

Чăттăр типпе?

Тухрĕ вăл... Кĕчĕ

Сад пахчине

Ĕçрĕ вăл ĕçре

Хурăн шывне.

 

Ака, 2000.

Малалла


... Хĕн-хур курнă кун иртрĕ...

Пĕр-пĕринчен пĕрлешсе

Тăчĕç «çĕрпе ирĕкшĕн»,

Çĕрĕ халь пире тухрĕ.

Пуриншĕн те пуç çине

Хĕрлĕ ялав çĕкленчĕ,

Пирĕн юнпа хĕрелчĕ,

Куççульсемпе çăвăнчĕ.

Хăпса ялав хыçĕнчен,

Пысăк ĕçе пĕтерме

Ĕçлĕ халăх эртелĕ

Пысăк вăрçалла утрĕ...

Хамăр тăвас ĕç патне

Эпĕр хамăр çитрĕмĕр.

Ку ĕç пире йывăр пулчĕ —

Çырмапала юн юхрĕ.

Пит çирĕппĕн пĕрлешер,

Шур усала пĕтерер,

Хамăр ӳснĕ çĕршыва

Кăларăпăр çутталла,

Ялавне те çӳлелле

Çĕклĕр! Юлташ, малалла!

Сар хĕр, ан пăх ман çине...


Сар хĕр, ан пăх ман çине,

Ман чĕрене ан хускат.

Хуйхă тăрать чĕрере,

Халь тин чуна ан пăлхат.

Иртрĕ вăхăт, çамрăк чух

Чунăм хытă савăнчĕ.

Эпĕ хытă савнă чух

Чунăм вут пек çунатчĕ.

Çутă хĕвел аннă пек,

Чунăм вучĕ сивĕнчĕ.

Çырма çинчи тĕтре пек,

Савас шухăш сирĕлчĕ.

Манăн мĕскĕн пурнăçпа

Чунăм ăшши сивĕнчĕ.

Савни çинчен хуйхăрса,

Хитре сăнăм çухалчĕ.

Крокодила парăнтарни


Шăрăх çанталăкра крокодил çăварне карса çывăрма юратнă. Ун пек чухне вĕçен кайăк, хурт-кăпшанкă, лĕпĕшсем хăйсемех тискер чĕр чун çăварне кĕрсе ӳкнĕ. Леш «йӳнĕлле апата» савăнсах çăтнă.

Пĕррехинче çапла выртнă чухне крокодил çăварне аманнă хурчка кĕрсе ӳкнĕ. Суранлă çунатне пула вăл аялтанах вĕçнĕ те çăткăн чĕр чун тыткăнне çакланнă. Çапах кайăк парăнман, крокодил хырăмне лексен унăн чĕрине хăйĕн çивĕч чĕрнисемпе пăталаса лартнă. Çак самантран тискер чĕр чуншăн тамăк пурнăç пуçланнă. Сывлăш пӳлĕнсе ларнăран ишнĕ чухне те канса илме тивнĕ, унтан малаллах тапаçланнă. Тепĕртакран каллех мăйран пăвнăран чарăнса каннă. Пĕр çыран хĕрринчен тепĕр енне каçасси крокодилшăн питĕ асаплă пулнă, кунсерен начарланса пыраканскер, виçĕ метр ишсенех йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ, шыва та чăмайман.

Ним тума аптранă чĕр чун паллă юмăçпа — уй тăманипе канашласа пăхма шухăшланă. Вăл каçхи лĕпĕше кăчăк туртнă, вăйсăр сассипе тăманана чĕнсе килме ыйтнă.

Кĕçех тăмана вĕçсе килнĕ те мĕскĕннĕн пăхса выртакан крокодил тавра утса çавăрăннă.

— Эсĕ чылай чĕр чуна кӳрентернĕ, вĕсен пурнăçне вăхăтсăр татнă, кашнин куççулĕ чĕрӳне хытарса пынă. Çавăнпа санăн ĕмĕр тăршшĕпех сивĕ чĕрепе пурăнма тивет, — хăрушă хыпар пĕлтернĕ тăмана.

Малалла

Кут сакки çинче маçак...


Кут сакки çинче маçак

Чĕлĕм паккаcа выртать.

Уринче унăн кăçат,

Ват урине ăшăтать.

Пирĕн маçак çак кунсем

Сакăрвуннă тeлтарать.

Иртнĕ кунĕ-çулĕсен

Пуянлăхне ăсăнать.

Чăваш хĕрĕсем


Хĕрелнĕ çырла пек илемлĕ хĕрсем

Нумай пирĕн лăпкă, ĕçчен ялсенче —

Вĕсен хура куçлă сăпай сăнĕсем

Вĕри хĕм чĕртеççĕ яш çын чĕринче.

 

Хăва хуллисем пек яштак пĕвĕсем

Савсах пăхтараççĕ маттур каччăна

Шăнкăр шыв юххи пек янрав сассисем

Уçса çемçетеççĕ чи чăркăш чуна.

 

Ĕçе тытăнсан та, чипер хĕр алли

Вăрт-варт çаврăнать çех, машина майлах.

Ĕçчен сар хĕрсемшĕн савни пулмаллин

Хăйсен те ĕçпех тек хĕрсе çунмалла.

Асамлă ручка


Пĕр шкулта вĕренекен ача час-часах уроксем тăвасшăн мар.

— Алеша, уроксем тумалла! — хушать амăшĕ.

— Халех.

— Урок турăн-и? — ыйтать ашшĕ.

— Тепĕр минут.

Çапла ача уроксем пирки час-часах манса каять, шкулта ытларах «2» паллă çаклатать.

Паян амăшĕ ăна яланхиллех,

— Эсĕ уроксем турăн-и? — тесе ыйтрĕ.

— Çак япалана туса пĕтерем-ха, — тесе Алеша малалла аппаланма пуçларĕ.Вăл хăй тĕллĕн çыракан ручка ăсталасшăн, анчах ĕçе ниепле те пĕтереймест. Ручка ăна итлесшĕн мар, тĕрĕс мар çырать е вараласа хурать. Çавăнпа та Алеша питĕ çилленчĕ.

Аппаланнипе вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Акă 9 сехет çитрĕ. Алеша çывăрма выртрĕ, кĕçех тĕлĕрсе кайрĕ.

Çĕрле вăл сас-чӳ пулнăран вăранчĕ. Ручка ура çине тăнă иккен,

— Тинех каç пулчĕ. Кунĕпе пĕр çĕрте выртса питĕ йăлăхрăм. Тинех уçăлса çӳреме пулать.

Ручка телефон шнурĕ тăрăх çĕре анчĕ те çывăрмалли пӳлĕмĕн тепĕр еннелле сиккелесе кайрĕ. Унта шăпах тĕкĕр пур. Ручка тĕкĕр патне пычĕ те ун ăшнелле сиксе çухалчĕ. Алеша хăвăрт сиксе тăчĕ те ун хыççăн!

Тĕкĕр ăшĕнче тепĕр патшалăх пур-мĕн. Алăкĕ умне «Пĕлӳ патшалăхĕ» тесе çырнă. Алеша ручкăна хăваласа çитрĕ. Лешĕ ăна, «Кунтан тухма çăмăл мар. Икĕ тĕрĕслев витĕр тухмалла, нумай пĕлмелле!- терĕ.

Малалла

Акатуй тенĕрен...


Акатуй тенĕрен

Çитрĕ пур Чавашъен

Етĕрне вăрманне,

Акатуй уявне.

Элĕксем, Муркашсем,

Чутайсем, Çармăссем —

Çаксем пурте вĕсем

Пирĕн тус-кӳршĕсем.

Пурте ăшă чунне

Çав уяв саламне

Пачĕç ырă сĕне

Етĕрне халăхне.

Тав сире, тăвансем,

Пирĕн тус-кӳршĕсем!

Пирĕн çул юнашар,

Харăс çирĕп утар.

Йăлтах пĕр саспаллирен


«Тантăшпа» «Тетте» тупăшаççĕ тет.

— «Тетте» телейлĕ, — тет «Тетте».

— «Тантăш» телейлĕрех, — тавăрать «Тантăш», — «Тантăшра» тĕрлĕрен тĕрленчĕк, такмак, турнир, туптару тухать.

— «Тетте» — тĕрлĕ тĕслĕ! «Тетте» тусĕсем — тилĕ те, тăрна та.

— «Тантăш» тусĕсем тинĕсре те, Турханта та!

— «Тетте» тусĕсем — Тутарстанта! Тигр та «Теттепе» туслă.

Тăри тухнă та тăр-тăр тăрлатать,

«Тетте» те «Тантăш» та телейлĕ.

■ Страницăсем: 1... 677 678 679 680 681 682 683 684 685 ... 796