Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемСар ачапа сарă хĕрЙĕрсем çухалмаççĕСинкерПĕчĕк патшалăхИлемАндрей Петтоки

Пирĕн йăли çавнашкал


Пĕррехинче арăслан капкăна лекет. Пĕр сехет тăрсан хырăмĕ выçнине туять. Çывăхра тилĕ çӳрет.

— Тилĕ тус, çăл-ха мана, кăлар-ха читлĕхрен.

Тилĕ тус арăслана читлĕхрен кăларать, лешĕ читлĕхрен тухсанах тилле çыртса илет.

— Эсĕ мĕн? — тĕлĕнет тилĕ.

— Манăн хамăн та сана çыртас килмест, анчах та пирĕн йăламăр çавнашкал, — тет арăслан, — выçсан эпир чĕр чунсене çиетпĕр.

Тилĕ аран тарса хăтăлать.

Тепĕр кунхине арăсланăн хырăм татах выçса çитет.

— Пулăш-ха мана, — ыйтать вăл тилĕрен.

— Эпĕ сана апат патне илсе каятăп, — тет тилĕ.

Арăслан тилĕ хыççăн пырать. Часах вĕсем пĕр шăтăк патне çитеççĕ. Чăнах та унта пăру ашĕ выртать. Арăслан çав шăтăка сикет, анчах каялла тухаймасть,

— Эсĕ мĕншĕн мана улталарăн? — тет арăслан.

— Мĕн тăвас-ха? Пирĕн йăламăр çавнашкал-çке. Юлташсене те, тăшмансене те улталатпăр эпир, — тет тилĕ.

Çуллахи ир


Шупка шурăмпуçĕ

Шуса хăпарать,

Ирхи çăлтăр вучĕ

Сӳнсе çухалать.

Йăлтăр! сывлăмланчĕç

Чечек-курăксем,

Çерем çине анчĕç

Уйри кĕтӳсем.

Çӳлелле шăваççĕ

Кăвак тĕтресем;

Улăха васкаççĕ

Хурсен картисем.

Хĕвел курăнайрĕ —

Çĕршыв савăнать;

Ял çынĕ вăранчĕ,

Ĕçе тытăнать.

Тус лайăххи инкекре курăнать


Пĕррехинче пакшан çимелли пĕтсе çитнĕ тет. Вăл хăвăрт тумланчĕ те вăрмана чупса тухрĕ. Шырасан-шырасан хăйне валли темиçе мăйăр тупрĕ. Тăватă мăйăр — хĕпĕртесех кайрĕ хайхискер.

Пакша килне çитсен икĕ мăйăрне çисе ячĕ те шухăша путрĕ, «Манăн тусăн — Куçук пакшан та хырăмĕ выçрĕ-тĕр, тепĕр иккĕшне ун валли хăварам-ха!»

Пакша хăвăрт тумланчĕ те тусĕ патне тухса чупрĕ тет. Тусĕ шăпах килте пулман-мĕн. Пакша вара икĕ мăйăрне хурса хăварчĕ те килне кайрĕ тет.

Куçук килне таврăнсан тусĕн кучченеçне курчĕ. Вăл пĕр мăйăрне çисе выçă хырăмне лăплантарчĕ. Унтан юлташĕ çинчен аса илчĕ, «Кӳршĕри тусăмăн та хырăмĕ выçнă пулĕ, ăна пĕр мăйăрне кайса парас». Çакскер мăйăрне йăтать те тусĕ патне чупса çитет. Лешĕ те килте пулман. Куçук мăйăрне хурса хăварать, çыру çырать.

Тусĕ киле çитсен сĕтел çинче пĕр мăйăр выртнине курать. Савăнсах каять, «Мĕн тери лайăх туссем манăн!»

Çуркунне Хĕвел пăхсассăн...


Çуркунне Хĕвел пăхсассăн,

Курăк ешерсен,

Çĕмĕрт çеçкене ларсассăн,

Сивĕтет кай ен.

Çĕмĕрт сивви çитрĕ, — теççĕ

Халăхра ку чух.

Сиввисем чăнах çитеççĕ,

Хăть пӳртрен ан тух.

 

Çу уйăхĕ, 2000

Атте каларĕ пĕринче...


Атте каларĕ пĕринче:

"Ан варала шур хут.

Ĕç çук пулсассăн пур енче

Эс йĕнерле шур ут.

Е пуша çак та çур çитсен,

Килтен эс тухса ут".

Çĕр ĕç çыннин тĕнчере...


Çĕр ĕç çыннин тĕнчере

Ĕç вăхăчĕ иртнипе

Ĕçет, çиет, савăнать.

 

Манăн чĕре кăкăрта

Чăтми хуйхă-суйхăпа

Телей пĕлмест, çурăлать.

 

Ялта юрă ян каять,

Ялта купăс сас парать —

Тырă вăйлă пулнипе.

 

Манăн чунăм ыратать,

Ăшри кăмăл пăтранать —

Инкек-синкек пулнипе.

 

Ĕлĕк чухне эпĕ те

Пĕтĕм çамрăк чĕремпе

Савăнаттăм вĕсемпе.

 

Ун чух манăн çут хĕвел

Йăлтăртатса тăратчĕ,

Чуна уçса яратчĕ.

 

Анчах сӳнчĕ вут-хĕлхем,

Йĕри-тавра тĕп-тĕттĕм,

Хĕвелĕм çук, эп пĕтрĕм...

Юмăç пулăшнă


Пĕр хресчен малтан чиперех майлашкаласа пурăннă, анчах çулсем иртнĕçемĕн хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчеме пăрахнă, путек-сурăхĕ сахалланнă, пăрушĕ те киле таврăнман.

Карчăкĕпе канашланă хыççăн хресчен юмăçа кайма шутланă. Вăл кутамккине çăкăр, тăпăрчă тата икĕ çăмарта чиксе çула тухнă. Çул çинче шур сухаллă старикпе тĕл пулнă.

— Салам, ырă çыннăм! Ăçталла çул тытатăн?

— Ырă кун! Юмăç патне кайма тухрăм-ха.

— Юмăçĕ хам пулам-и? Мĕншĕн хурлăхлă?

Хресчен хăйĕн инкекĕ çинчен каласа панă. Шур сухаллă старик хресчен аллине тытса пăхнă.

— Санăн килĕнте усал вăйсем пурăнаççĕ. Эпĕ сана пулăшаймастăп, манăн вăй-хăват çителĕксĕр, çавăнпа та сана хамăн пичче патне кайма сĕнетĕп. Акă сана сăмса тутри — вăл сана пулăшĕ. Асамлă çăмхана та ил. Вăл ăçта кусать, çавăнталла ут, — çапла каласанах «шурсухал» çухалнă.

Хресчен вăл кăтартнă çулпа утнă та кĕçех пĕр пӳрт умне çитнĕ, хуçинчен çĕр каçма хваттере яма ыйтнă. Лешĕ килĕшнĕ.

Ирхине вырăн çинчен тăрсан хресчен çăвăннă та сăмса тутрипе шăлăннă.

— Ăçтан тупрăн ку сăмса тутрине? — тĕлĕннĕ хваттер хуçи.

Малалла

Ĕçе хисеплесе ĕçе эп утрăм...


Ĕçе хисеплесе ĕçе эп утрăм,

Ĕç телейне ĕçре эп тупрăм.

 

Ĕçре çак пурнăç шанчăкне эп куртăм,

Ун пархатарлăхне чунпа эп туйрăм.

 

"Ĕçсĕр пурнăç — йывăр çĕклем," — тенĕ

Пĕлсе çавна этем ялан ĕçленĕ.

 

Вăл çĕклеме çĕре хурса таптанă

Ĕç çуклăха пĕтернĕ те путарнă.

 

Ĕçе юратнă çын, ĕç енлĕ халăх

Ĕçлевлĕ пурнăç тунă пурăнмалăх.

 

Ĕç ĕçчене çеç юратать — вăл паллă,

Ĕçпе ĕçчен пĕрле тан калăпланнă.

 

Ĕç шай хакне çĕршывăма йалт панă

Çапла çĕршывăм ӳснĕ... аталаннă.

 

Мĕн ачаран кашни ĕçе эп хисеплетĕп,

Ĕçре асам вăй пуррине пĕлетĕп.

Савни


Сана хирĕç пулсассăн

Е катаран курсассăн,

Манăн чĕрем хусканать,

Ăшăм хум пек хумханать.

Ман çинелле пăхсассăн,

Ашăм çунать, хам чĕтреп.

Ним калама аптраса

Хура куçăнтан пăхап.

Савни, сана тĕл пулсан,

Эсĕ сăмах каласан,

Манăн чĕлхем çыхланать,

Ним калама хăяймасть.

Савни савăнăç курсан,

Манăн чун та савăнать.

Савни хуйхăллă пулсан,

Манăн чун та хуйхăрать.

Асамлă мечĕк


Таньăна çуралнă кун ячĕпе асамлă мечĕк парнеленĕ. Мечĕк пулăшнипе хĕр ача таврари чи паллă сиплевçĕ пулса тăнă. Кам та пулин чирлесен тӳрех ун патне çул тытнă. Таня чирлĕ çынна мечĕкпе выляма ирĕк панă, лешĕ мечĕк тытсанах алла вăй кĕнине туя пуçланă. Унтан асамлă вăй пуçа лăплантарнă, чĕрене йĕркеллĕ таптарнă, кĕçех куçсем те савăнăçлăн çутала пуçланă, кăмăл та çĕкленнĕ. Çын куç умĕнчех сывалса тăнă.

Сиплевçĕ пирки ырă ят сарăлнă. Хĕр ача нихçан та укçа илмен, килекенсем ăна парнесемпе тав тунă. Пĕри пылпа хăналанă, тепри — сиплĕ варени, виççĕмĕшĕ — кукăль-икерчĕ, тумтир тавраш парнелекен те тупăннă.

Çитĕннĕçемĕн хĕр чиперленсех пынă. Ăна качча илес текенсем кашни каç урхамахпа килнĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах, пуянрах пулнă. Кашниех Таньăна качча илес шутпа мухтаннă, маттур хĕре хăй енне çавăрма тăрăшнă.

Кӳршĕри Унтри те хĕре килĕштернĕ, анчах кун пирки калама хăяйман, питĕ вăтаннă. Сăн-питрен тиркемелли каччă мар-ха вăл. Урхамахĕ те пулнă, амăшĕпе тата йăмăкĕпе ĕне те усранă, кил-çурта юхăнтарман. Улăхра утă çулнă чухне Унтри Таньăна пулăшнă. Уттине те пĕрлех тиесе килнĕ, лав хыççăн иккĕшĕ юнашарах утнă. Анчах каччă чунне уçма хăяйман. Хĕрĕн качча каймалли вăхăчĕ çывхарнă. «Хăшне суйласа илмелле-ши? Ăçта-ши чăн-чăн юрату?» — чылай пуç ватнă вăл.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 679 680 681 682 683 684 685 686 687 ... 796