Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Тĕлĕнтермĕш япала
Куртăм эпĕ каçпала —
Çурçĕр енчи кăнтăрта
Хĕвел тухать шăранса.
Хĕвел тухнă-тухманах
Уйăх тухрĕ ярăнса.
Хĕвел патне çитсенех
Кайрĕ таçта çухалса.
Çухалчĕ те таврара —
Тĕлĕнмелле япала
Тухса тăчĕ самантра
Çăлтăр ташши ман умра.
Алтăр Çăлтăр саккăрла
Тапăртатать тупата.
Çурçĕр Çăлтăрĕ вара
Тухмасть ташша ярăнса.
Пысăк Анчăкĕ пăхса
Шалтах кайнă аптраса,
Вĕрме уçнă çăварне
Хупма маннă ахăртнех.
Куçа уçса хупрăм та
Тепре пăхрăм тӳпене
Тĕлĕнмелле ĕçсене
Курнă иккен тĕлĕнсе.
Тухрăм эпĕ урама, ыйăхăмран уçăлма,
Вĕçет унта халь пакша,
Пухать мăйăр тăмана
— Хĕл çитет, — тет вăл мана.
Пăхрăм та çырманалла
Ишет унта Хураçка,
Ляв-ляв вĕрет çăрттан та —
Кĕртмест шыва хураха.
Пурăннă карчăкпа старик. Вĕсен пулнă кушакпа йытă. Кушакĕ хитре, пысăк пулнă. Йытти те хитре пулнă. Карчăкпа старик ăна шурăпа хура тĕслĕ пулнăран Улашка тесе чĕннĕ. Улашка питĕ ăслă йытă пулнă, хуçисене пулăшма тăрăшнă. Кушакĕ вара выляма юратнă, аркатасшăн кăна пулнă.
Карчăкпа старик пасара кайнă чухне кушакпа йытта кил сыхлама хăвараççĕ.
— Кил-çурта лайăх сыхласан сире тутлă апат илсе килсе çитеретпĕр.
Кушака пулă, йытăна — аш илсе килсе çитерме шантараççĕ.
Йытăпа кушак савăнсах каяççĕ. Анчах та карчăкпа старик тухса кайсанах кушак пӳрте кĕрсе хăйма çисе ярать, сĕтел çинче ларакан апат-çимĕçе урайне тăкать, хăй уншăн питĕ савăнать.
Карчăкпа старик пасартан килеççĕ. Пӳрте кĕрсен карчăк кайса ӳкет. Пасара кайиччен пĕçернĕ кукăль, пĕремĕк, аш-пăш урайĕнче выртнине курсан хăрасах каять.
Кушак ăна курать, йăпăлтатса пырса çапла калать:
— Ăна Улашка турĕ, — тет.
Карчăкпа старик çилленсе каяççĕ те Улашкана килĕнчен хăваласа яраççĕ.
Кушакĕ питĕ савăнчĕ. Вăл çемçе вырăн çинче мăрлатса çывăрать, хуçисем илсе килнĕ пуллине те, ашне те пĕчченех çисе ярать.
Малалла
Аслă çул, такăр çул,
Икĕ енлĕ чул юпа.
Аслă çул, вăрăм çул,
Кам çӳремест çав çулпа?
Каякан сахал мар,
Килекенни самай мар.
Катара, тĕнчере
Çулăн вĕçĕ инçетре.
Кунĕпе, çĕрĕпе
Çул варрипе çын иртет,
Йĕркипе-майĕпе
Пĕрне-пĕри хистетет.
Иртеççĕ кĕнтĕртетсе
Йĕс кĕпçеллĕ тупăсем;
Вылятса-сиктерсе
Пыраç утлă çарлисем.
Пĕр харăс шатлатса
Утать унтах çуран çар.
Хыçалтан ахлатса
Пырать хĕрлĕ хреслĕ çар.
Сивĕрен-çумăртан
Хăрамаççĕ маттурсем.
Пăшалтан-тупăран
Пĕшкĕнмеççĕ салтаксем.
Çар пырать, çар кĕрлет,
Тинĕс хумĕ евĕрлĕ;
Вăрçать çар, çын вилет,
Тăкăнать юн хĕп-хĕрлĕ.
Таса юн сирпĕнет,
Ыйтать çӳлтен вăй-тĕрек;
Çӳлти турă хĕрхенет
Пуриншĕн те пĕр пекех.
Аслă çул, такăр çул,
Икĕ енĕ чул юпа.
Аслă çул, вăрăм çул,
Кам çӳремест çав çулпа?
Алешăпа Борис вăрман ăшĕнче ларакан лăпкă кăна пĕчĕк чăваш ялĕнче пурăнаççĕ. Алеша кашни кунах вăрмана каять, унта каймасан вăл хăйне япăх туять: ăшра темĕскер çунать пек, самантран вара пăрлантарса лартнă пек туйăнать. Вăрмана çитсен вара çак туйăмĕ çухалать, унта ача чунĕнче лăпкăлăх хуçаланать. Ăшри ытлашши вăйне вăл вăрманта пĕтерет.
Борис вара ытларах телевизор курма юратать. Мĕн чухлĕ интереслĕ передача-çке унта! Мĕнле чăтăн-ха вĕсене курмасăр.
Пĕрре ирхине Алеша вăрмана каятăп тесе Бориса пĕчченех килте хăварчĕ. Борис нумай шутласа тăмарĕ, Алеша кайсанах урама тухса чупрĕ. Ара, никам та çук чухне килте мĕн тумалла? Урамра вылянă чухне Боря икĕ вут сыппи тупрĕ. Вĕсем, çĕнĕскерсем, шурă кулач пекех шап-шурă иккен. Анчах Борьăна шур çăкăр питех килĕшмест, вăл ытларах хура çăкăр юратать. Шутларĕ-шутларĕ те Боря çак «çăкăрсене» пĕçере пĕтерме шутларĕ. Вĕсем шурă мар, хура пулччăр. Килтен хутпа спичка илсе тухрĕ, кайран вутă хатĕрлерĕ. Урам вĕçĕнче лакăмлă вырăн тупрĕ, кайран кăварне сӳнтерме лайăхрах пулĕ терĕ. Алеша вăрмантан килнĕ çĕре «çăкăра» пĕçерсе пĕтерес тесе васкасах кăвайта чĕртсе ячĕ. Кăвайт шатăртатса çунать. Ун çине пăхса тăнă май Боря аса илех кайрĕ: 10 сехетре СТС каналпа интереслĕ передача пулать, экстремаллă ситуацисенче аманса сусăрланнă çынсем çинчен каласа параççĕ. Ăна курмаллах! Боря васкаса киле чупса кĕрес кайрĕ, вутне сӳнтерме манчĕ.
Малалла
Милицин аслă сержанчĕ Вася Ермолаев паян ирех вăранчĕ. Яланхи пекех ирхи гимнастика тунă хыççăн çăвăнса апатланчĕ те ĕçе васкарĕ. Эх, лайăх-çке урамра. Вăл, Çĕрпӳ хулин кăнтăр хĕвел анăç енче пурăнаканскер, ĕçе çуранах утас терĕ. Çурхи çанталăкăн уçă сывлăшĕпе сывлас, тăван хула хĕллехи ыйхăран мĕнле вăраннине сăнас терĕ. Урамра унта-кунта хăй пекех ĕçе васкакансене тĕл пулчĕ вăл. Пĕрисем иккĕн утаççĕ, тепри, авă, пĕчченех. Хирĕç тата икĕ ачаллă хĕрарăм килет. Ачисене ача садне ăсатать пулĕ ĕнтĕ. Вася хăйĕн пĕчĕк хĕрне аса илчĕ. Питĕ хитрескер вĕт вăл! Йăл куллипе пурне те хăй патне илĕртет. Савнă мăшăрĕ пĕчĕк хĕрне юратса пăхни савăнтарать Васьăна. Унăн хăйĕн те яланах килте пулас килет. Анчах ĕçе те каймалла вĕт. Ĕçĕ вара çăмăл мар. Кашни кунах мĕн те пулин сиксе тухать, ялан унта-кунта çӳремелле, тĕпчемелле, пĕлмелле. Халĕ тата , икĕ уйăх каялла, ытти милици ĕçченĕсемпе пĕрле Чечен Республикине йĕрке хураллама каякансен отрядне хăйне те илме заявлени çырчĕ. Пуçланă çурта туса пĕтерме укçи те пулать, тата юлташсенчен мĕнле юлăн. «Çак тĕнче вăраннă вăхăтра килтен мĕнле тухса каймалла-ши, 3 уйăхлăха вĕт»,- шухăшласа пычĕ Вася.
Малалла
Алла тенкĕ тытмăп тесе,
Алă ярса ларас мар;
Мăншыв урлă каçмăп тесе,
Мăннăн пăхса çӳрес мар.
Ытти çынсем маттур пулсан,
Ирттермешкĕн тăрăшас.
Хуйхă пулсан, инкек пулсан,
Парăнмасăр тăрмашас.
Куçшыв тухсан — кулса ярас,
Ыратсан та — юр юрлас,
Вăй çитмесен — шăлпа кăшлас,
Тăшман кĕрех сан алла.
Çул-çумăрлă çанталăкра
Килте ларан телейлĕ;
Ниме пăхса тăман ара
Мухтани те тивĕçлĕ.
Хăй пурнăçне тытакана
Этем тени вырăнлă;
Çак сăмахпа пурнакана
Ман ыр сунни харăмлă.
Çулла. Хĕвел хытă хĕртсе пăхать. Янкăр тӳпере пĕр хура пĕлĕт татки те курăнмасть. Епле-ха илемлĕ çут çанталăк çулла! Йĕри-тавра сип-симĕс курăк ешерет. Аякра, сип-симĕс тум тăхăннă вăрманта, кайăк сасси пĕр чарăнми илтĕнет. Урамра пăчă. Сад пахчинче мĕн тĕрлĕ чечек тупма пулмасть пулĕ! Вĕсем çинчен пыл хурчĕсем сĕткен пуçтараççĕ. Ачасем те çак ăшă çанталăкра пӳрте кĕресшĕн мар, урамра чупса çӳреççĕ.
Акă паян ман пата çывăх юлташ Аня килчĕ. Эпир унпа пӳрт умĕнчи сак çине тухса лартăмăр. Вăл мана вăрмана кайса килме сĕнчĕ. Эпĕ юлташ сĕнĕвĕпе килĕшрĕм. Алла карçынккасем илтĕмĕр те вăрманалла вĕçтертĕмĕр. Вăрмана вара ялтан инçе вырнаçнă. Утрăмăр-утрăмăр, ывăнса çитрĕмĕр. Ăш хыпса çитнĕ пирки ĕçмелли шыв шырарăмăр. Аякрах мар пĕр пĕчĕк кӳлĕ сарăлса выртнине асăрхарăмăр. Асанне каланине аса илтĕм: «Вăрманта пĕр кӳлĕ пур. Унти шыв — асамлă». Кӳлĕ хăй патне илĕртет. Эпир юлташпа кӳлĕ патнелле утрăмăр. Акă пирĕн умра çап-çутă та таса кӳлĕ сарăлса выртать. Эпĕ чăтса тăраймарăм, чĕркуçлентĕм те шыв ĕçме пуçларăм. Юлташ та манран юлмарĕ, вăл та шыв ĕçме пуçларĕ. Шыв ĕçрĕмĕр те канма ларас терĕмĕр. Ларатпăр çапла юлташпа шăкăл-шăкăл калаçса.
Малалла
Иртсе кайрĕ Кивĕ çул —
Çитрĕ ĕнтĕ Çĕнĕ çул.
Çĕнĕ çулта çĕн телей
Пур халăха сунатăп.
Çакă çитнĕ Çĕн çулта,
Çут çанталăк шучĕпе
Сивĕ хĕлле иртсессĕн,
Çурхи ăшă килтĕр те,
Юрĕ кайтăр ирĕлсе.
Хĕрӳ хĕвел хĕртнипе
Çĕрĕн пĕвĕ ăшăнса
Ăшă çумăр çутăр та —
Чĕрĕ çеçке чĕрĕлтĕр,
Ыраш калчи ешертĕр.
Ака тырри аксассăн,
Акни çĕре варăнтăр.
Тӳлек çумăр пултăр та,
Тымарланса мĕн акни
Шăтса тухтăр çĕр çине.
Вишни йывăç, улмуççи
Шурă кĕрен чечеклĕ
Тутăр çыхтăр çуркунне.
Хĕрлĕ шурă улмасем
Спас çитнĕ чух, кĕркунне,
Тайса ларччăр турата.
Выльăх-чĕрлĕх апатне —
Сип-симĕсех пусăра.
Пилĕк таран çаранта
Курăк ӳстĕр ешерсе.
Çил-тăвăлтан, сив пăртан
Чипер тăтăр çанталăк.
Вут-кăвартан — хуйхăран
Тӳлек пултăр самана.
Хирте — уйра тырă-пул
Акни харам ан пултăр:
Хăмăль пултăр хăмăш пек,
Малалла
Саша классĕнче урай çуса пĕтерчĕ те ларса канас терĕ. Тем, кунĕпех пуç ыратать паян, вăй та çук. Вăл учитель пуканне антарчĕ те ларчĕ, куçне хупрĕ те ĕмĕтленме пуçларĕ, сисмерĕ те, çывăрса кайрĕ. Сасартăк физика кабинетĕнчен хăрушă сасăсем илтĕнме пуçларĕç. «Саша! Саша!», — тенипе арçын ача вăранса кайрĕ. Сехет çине пăхрĕ те вун иккĕ çитнине курчĕ. Саша хăй класĕнчен тухрĕ те физика кабинечĕ еннелле пăхрĕ, анчах унта кайма хăрарĕ. Хăй урай çунă витрине илчĕ те çав кабинетăн алăкĕ çине печĕ, алăкĕ уçăлса кайрĕ. «Алăка физика учителĕ уçăпа питĕрнине хам куртăм, анчах та халĕ вăл хупă мар, кам уçса кĕме пултарнă-ши вара?» — çиçĕм пек шухăш вĕçсе иртрĕ ун пуçĕнче. Çав вăхăтра кабинетра кăвак çулăмпа çунакан çынна курчĕ вăл. Нумай пăхса тăмарĕ хăрама ернĕ ача ун çине, тухса тарас тесе шкул алăкĕ патнелле чупрĕ, анчах тухса тараймарĕ, ăна питĕрнĕ иккен. Саша стена çумне таянтарнă стендсем хыçне пытанчĕ. Ирчченех ларчĕ вăл унта. Шкулта урăх нимĕнле сас-чӳ те пулмарĕ. Çав каçа мĕнле шухăшпа, мĕнле туйăмпа ирттенине Саша хăй çеç пĕлет.
Тепĕр куне хытă тĕлĕннĕ ача библиотекăна чупрĕ. Вăл «Шкул историйĕ» кĕнекене тупрĕ те вулама пуçларĕ. Вуласан-вуласан Саша хăй мĕн шыранине тупрĕ: «1947-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче физика кабинетĕнче хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Кондратьев Иван Павлович учитель, яланхи пекех, ыранхи уроксене валли хатĕрленсе пĕтернĕ те киле кайма тухнă. Шкултан аякка та каяйман, шкул енчен темле сассем илтĕннĕ. Иван Павлович каялла таврăннă. Ăна хирĕç шкултан пĕр çын вирхĕнсе тухнă та уй еннелле чупнă. Алăкран кĕнĕ-кĕмен Иван Павлович физика кабинечĕ енчен çулăм палкаса тухнине курнă. Учитель мĕн пулса иртнине ăнланса илеймен-ха, анчах хăйĕн кабинетне çăлмаллине ăнланнă. Вăл çулăмпа кĕрешме тытăннă. Сасартăк ун çине çунакан мачча йăтăнса аннă… Иван Павлович чăннипе мĕн пулса иртнине нихăçан та пĕлеймĕ ĕнтĕ. Ĕçĕ вара çапла пулнă: учитель кабинетран тухсан унта ялти пĕр çапкаланчăк кĕнĕ. Вăл кабинетран приборсем вăрласа тухасшăн пулнă. Класа кĕрсен керосин лампине çутнă, ăнсăртран пукан уринчен такăннă, аллинчи лампа çĕре ӳкнĕ, керосин урай тăрăх юхнă, унпа пĕрле çулăм сарăлнă… Çакăн хыççăн кашни çул пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Кондратьев И.П. ĕçленĕ кабинетра унăн мĕлки (призракĕ) тухать теççĕ çынсем, анчах хальлĕхе ăна никам та курман-ха…»
Малалла
Халăх куçĕ умĕнче
Çук çынсемшĕн вилетпĕр.
Сыв пул ĕнтĕ, çут тĕнче,
Юлашкине паратпăр.
Йĕри-тавра халăхсем
Пире курсан хĕрхенчĕç,
Анчах вăйлă улпутсем:
— Çакăр! — тесе кăшкăрчĕç.
Ман юлашки сăмахсем:
«Пуласси çине шанса,
Хытă тăрăр, халăхсем,
Ан чарăнăр хăраса.
Пирĕн халĕ çĕр çинче
Çырмари пек юн юхать,
Хресчен сахал хирĕнче
Куççуллипе сухалать.
Нумай тăлăх ачасем
Ялтан яла çӳреççĕ,
Çынна тĕл пулсан, вĕсем
Ашшĕ çинчен ыйтаççĕ.
Эсир, тăлăх ачасем,
Аçăрсене ан шырăр,
Вĕсене, ырă çынсем,
Улпутран ыйтма хушăр.
Эй, пур нушаллй халăх!
Çакна эсир ан манăр.
Вăл халь пирĕн вăхăтлăх,
Пулассишĕн тăрăшăр!..
Акă эпир вилнĕ пек,
Çын ырлăхĕшĕн вилĕр.
Ун пек вилĕм пулмĕ тек,
Ырлăхăра вăрçса илĕр».
Каллех вăйлă улпутсем:
— Çакăр вĕсене! — терĕç.
Унта тăракан çынсем
Пуçне чиксе саланчĕç.
■ Страницăсем: 1... 686 687 688 689 690 691 692 693 694 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...