Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăхăт таппиАсаттесемПулас кинсемКĕперХĕрес хывнă хĕвелКатӑлнӑ уйӑхЧипер Анна

Маттур автан


Пурăннă кахал Йăван

Пулнă тет ун пĕр автан.

Пĕлнĕ тет вăл, тамаша,

Хăй хуçине вăратма.

 

Пиллĕк çитнĕ-çитменех

Янă тет вăл кăшкăрса.

— Çитес çĕре çитмеллех!

Çитет сана çывăрса.

 

Йăван часах тăмасан

Халтан янă шаккаса.

Шак-шак-шак та шак-шак-шак!

Кăтартап сана «пăртак».

 

Кая юлма ăнлансам,

Юрамасть ĕçе, хуçам.

Ку-ка-ре-ку-у-у! Ку-ку-ку!

Тăрса юлан ак асту!

 

Çапла Петюк кунран кун

Тăрăшать хуçишĕн, кур,

Çунат çапса авăтать,

Пĕтĕм яла янратать.

 

Йăван халь ир вăранать,

Кун йĕркине пăхăнать,

Сыв пурнăçпа пурăнать,

Хăй автанне тав тăвать.

 

— Спаççипах, сана, Петюк,

Эс пулман пулсан, ай тур,

Пулнă пулăттăм айван,

Кулнă пулĕччĕç манран.

 

Тăратăп эп ир-ирех,

Ĕçлĕп халăхпа пĕрле.

Пурте пур ман: кил, çемье,

Халĕ эс те хисепре.

Кану кунĕнчи пăтăрмах…


Канмалли кун çемйипех ытларах çывăратпăр эпир. Паян та ытти чухнехи пекех пуласса шаннăччĕ. Çывăрса тăрсан яланхи пекех çемьепе хулари парка уçăлса çӳреме, паркри тĕрлĕ аттракционсем çинче ярăнма тата выляма тухатпăр. Анчах та апла пулмарĕ.

Паян ирпе ирех мачча çумне вырнаçтарнă экран çинче хула мерĕ калаçнине кăтартма пуçларĕç. Вăл хулара ăнланмалла мар событисем пулса иртнине пĕлтерчĕ. Май пур таран килте юлма хушрĕ.

Ун хыççăн вырăнти телевиденипе паракан хыпарсем пире самаях тĕлĕнтерчĕç. Хулан кашни районĕнчех тĕлĕнмелле йывăçсем ӳссе ларнă. Ак йывăçсем çинче пысăк, ку таранччен наукăра тĕл пулман кăпшанкăсем кĕшĕлтетеççĕ. Ку чĕр чунсем йывăç çулçисене тивмеççĕ, анчах та иртсе каякан çынсемпе чĕрчунсем çине сиксе ларса çыртса илме хапсăнаççĕ. Тарса ӳкме ĕлкĕрейменнисене çыртса амантаççĕ. Çак чĕрчунсем йывăçсенчен аяккалла пăрăнмаççĕ. Çыртса илсенех каялла йывăç çине сиксе лараççĕ.

Хула больницисенче аманнисене васкавлă пулăшу пама тăрăшаççĕ, юн юхнине чарни çынсен сывлăхне нумаях пулăшаймасть иккен. Хула больницин тĕп врачĕ каланă тăрăх аманнисен юн составĕнче улшăнусем пулса иртеççĕ, вĕсен психики те улшăнать.

Малалла

Ялта


Ялта лăпкă, пит лăпкă...

Йытăсем те вĕрмеççĕ.

Вĕсем начар, вĕсем типшĕм,

Вĕрме хăватсем çитмеççĕ.

 

Пĕр тĕттĕм, начар пӳртре

Ача макăрни илтĕнет...

Вăл начар, шурса кайнă,

Шăммисем кăна юлнă.

 

Амăшĕ ун чирлĕ,

Вырăн çинчен тăраймасть.

Ашшĕ унăн тĕрмере

Çут-ирĕке тухаймасть.

 

Ачасем макăраççĕ,

Вĕсем çиме ыйтаççĕ.

Ним тăвайман майĕпе

Пӳрнисене ĕмеççĕ.

Террористсене хирĕç тăни


Авăнăн пĕрремĕшĕ. Шкула каймалли вăхăт çитрĕ. Урамра сивĕ пулнипе эпир Пĕлӳ кунĕн уявне спортзалта ирттеретпĕр. Сасартăк шкул чĕтренме пуçларĕ. Мĕн пулчĕ-ши? Саккăрмĕш классем урама чупса тухрĕç. Пăхрĕç те тĕлĕннипе тăпах чарăнчĕç: шкул умĕнче танксем, машинăсем тăраççĕ иккен. Вĕсенчен çар тумĕ тăхăннă палламан çынсем тухрĕç. Саккăрмĕшсем хăрамарĕç, хăйсене лăпкă тытрĕç. Хайхи ачасем калаçма тытăнчĕç:

— Эсир камсем пулатăр, ăçтан? — тĕпчерĕ Павлик.

— Эпир террористсем, сире тыткăна илетпĕр, эпир лартнă условисене пурнăçламасан шкула сирпĕтсе яратпăр, — паттăрланчĕç террористсем.

Мĕн тумалла кун пек чухне? Ачасем класс сехечĕсенче учитель мĕн каланине аса илчĕç: террористсем тапăнсан чи малтанах лăпкăлăха çухатмалла мар.

— Мĕнле услови сирĕн, калаçса татăлар, — терĕ Павлик.

— Пире тепĕр 40 минутран чикĕ леш енне вĕçме самолет тата икĕ миллион укçа кирлĕ пулать, — хуравларĕç лешсем.

«Террористсем мĕн ыйтнине веçех пурнăçламалла», — аса илчĕ Павлик «Терроризму — нет!» стендри сăмахсене.

— Халех хамăр пуçлăхсемпе калаçатпăр, — терĕ вăл чеен. Хăй çав вăхăтра аллине вĕсен еннелле тăсрĕ, лешсем тăруках каялла чакрĕç.

Малалла

Вăрманта


Пĕрре эпĕ вăрманта

Куртăм пысăк тăмана.

Кĕнеке вулать вара

Ăнлансах та пулмалла.

 

Вĕçсе анчĕ ман пата

Хăй шăна пек çеç вара.

Кушак çури юлташпа

Вĕçсе кайрĕç вăрмана.

 

Кушак çури мăрлатать,

Хăй юмахне юптарать.

Малалла та вăл çапла

Калаçать ялан манпа.

 

Пулса тăчĕ тăмана

Шур сухаллă качака.

— Мекекек, — тесе манпа

Чарăнмасăр калаçать.

Этемлĕх варçи


Пролог

2459-мĕш çул. Этемлĕх наука тĕлĕшпе пысăк çитĕнӳсем турĕ. Çынсенчен нумайăшĕ пĕлĕтри аэростанцисенче пурăнаççĕ. Хăшĕсем вара — космосра. Ахаль топливăна лазер улăштарчĕ. Кашни килтех андроид (робот) пур. Хуçасем тумалли ĕçе пĕтĕмпе хăйĕн çине илет. Чи пысăк çитĕнĕвĕ вара ют планетăри халăхсемпе çыхăну тытма вĕреннĕ. Çыхăнмалли аппарата Англире Гринвич обсерваторине вырнаçтарнă. Унта 200 ытла ученăй ĕçлет.

 

«Сэм, сэм, — кăшкăрать Виктор. — Пăх радар çине. Пирĕн пата чĕнмен хăнасем килеççĕ!» Чăннипех те экран çинче пысăк сарă пăнчă çывхарса та çывхарса пырать.

— Инçе-и вара вĕсем? — ыйтрĕ Сэм.

— Тин пирĕн системăна кĕчĕç, — хуравларĕ Виктор.

— Апла лăпках, çапах ырăпа мар пуль вĕсем…

Ир. Виктор вăранчĕ. Çанталăк паян çумăра пулас. Хура пĕлĕтсем тӳпе тăрăх шăваççĕ. Ученăй куçлăхне шăлса илсе компьютер çине пăхрĕ. Ĕнерхи сарă пăнчă курăнмасть те унта. Сасартăк ăнланман кĕске сасăсем илтĕнме пуçларĕç. Виктор ăнланман пек пулса чӳрече çине пăхса илчĕ. Ирхи пĕлĕтсем хуралса та хуралса пынă. Кĕтмен çĕртен вĕсем хушшинче пысăк шăтăк пулса кайрĕ. Тем хулăнăш çиçĕм пайăрки çиçсе илчĕ. Хула шăпланчĕ. Виктор тăнне çухатрĕ. Тăна кĕрсен вăл урама тухрĕ те тĕлĕнмелле пулăм курчĕ. Осьминог евĕрлĕ пысăк инопланетянинсем вăрăм аллисемпе çуртсене ишеççĕ. Каярахпа çынсене вĕлерме те пуçларĕç. Вĕсем пĕччен килмен. Акă виç ураллă машинсем тата урăх тĕрлĕ тискер тĕлĕнтермĕшсем ĕçлеме пуçларĕç. Виктор часах хваттерне кĕрсе лазер хĕççине, виçĕ аккумулятор илчĕ. Сасартăк вăл Сэма асăрхарĕ. Тăнне çухатнă пулнă вăл иккен. Сăмси айне спирт сăтăрсан çеç вăл тăна кĕчĕ. «Мĕн пулнă?» — ыйтрĕ вăл. Виктор нимĕн те чĕнмерĕ. Ăна çавăтрĕ те иккĕшĕ гидроплана кĕрсе вĕçсе кайрĕç. Вĕçсе пынă чухне пĕр пушă пĕччен ларакан пӳрт курчĕç Унта кĕрсе вырнаçрĕç.

Малалла

Чечексем хирĕçни


Вăрманти илемлĕ чечексене курсан кăмăл çĕкленет. Кашниех сана темĕн çинчен каласа парасшăн пек туйăнать. Акă пĕр сарă чечек çумне выртрăм. Сисмен те — çывăрсах кайнă. Çав вăхăтра асамлă тĕлĕк куртăм. Ӳсентăрансен хушшинче вăрçă пырать пек: пĕр-пĕрне вăррисемпе ывăтаççĕ çавсем, çулçăсем çинчи шыв тумламĕсене сирпĕтеççĕ. Эх, хирĕçеççĕ чечексем! Ăнсăртран пĕр тумламĕ ман çине лекрĕ те вăранса кайрăм. Юрать тĕлĕк çеç пулнă ку. Савăнса килелле чупрăм.

Усал пуп


Эй, турă, çырлахсам,

Усал пупран хăтарсам!

Паян шкула килминччĕ,

Пире çӳçрен туртминччĕ.

Чĕркуççи çине лартса,

Хăлхаран лăскаминччĕ,

 

Эй, турă, çырлахсам!

Пуп хĕнесрен хăтарсам!

Шкула килме пăрахинччĕ,

Тухса килес пулсан та,

Вăл такăнса ӳкинччĕ!

Мирлĕ те тăнăç пурнăç


Тăван ялтан, çемьерен аякра ĕçлесе пурăнасси Аркадий Петровичшăн çав тери йывăр. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл çемйине курма васкать. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăл ӳстереççĕ: Ваня тата Саша. Ваня çиччĕмĕш класра вĕренет, Саша вара шкула каймасть-ха. Иккĕшĕ те лара-тăра пĕлмеççĕ, тем те пĕр ăсталаса кăларма юратаççĕ.

Пĕррехинче эпĕ вĕсем патне хăнана кайрăм. Вĕсем мана ăшшăн кĕтсе илчĕç.

— Аня, пирĕнпе пĕрле вылятăн-и? — тесе ыйтрĕ манран Ваня. Эпĕ хирĕç пулмарăм.

— Паян эпир ют çĕр-шывсенче пулса курăпăр, — савăнчĕ Саша.

— Мĕнпе кайăпăр? — ыйтрăм эпĕ тĕлĕнсе.

— Часах курăн.

Арçын ачасем диван çине тăватă пукан ухтарса лартрĕç. Саша шкафран виçĕ тутăр туртса кăларчĕ. Ваня таçтан ваннă радиоприемник илсе килчĕ, Саша- пластмасран тунă тарелка.

— Мĕн тăвăпăр эпир кунпа? — ыйтрăм эпĕ нимĕн те ăнланмасăр.

— Ан васка, часах веçех курăн, — терĕç мана арçын ачасем. Арçын ачасем пукансем çине улăхса ларчĕç. Эпĕ те хăпарса лартăм.

— Паян пире ертсе пыраканĕ — робот Вуди, — терĕ Саша робота малти пукан çине лартса.

— Тыт, куçна çых, — терĕ мана Ваня тутăр тыттарса. Эпир пурте куçа тутăрпа çыхрăмăр.

Малалла

Чĕлĕм


Чĕлĕмçĕ юрри

 

Тĕтĕм ашшĕ,

Ырă чĕлĕм,

Мухтав сана,

Кукăр пуç.

Тутан ашĕ,

Çăвар тути,

Чĕрен çăвĕ,

Тавтапуç.

Тутлă апат

Çинĕ хыççăн

Эпир сана

Тытатпăр.

Санăн кĕлне

Шакка-шакка

Хатĕрленсе

Тăратпăр.

Сан илемлĕ

Сăнна пăхса,

Тасалăхна

Сăнатпăр.

Çутă сăнлă

Шлепкӳ айне

Ырă табак

Хуратпăр.

Чунтан-вартан,

Пур кăмăлтан

Сана савса

Чĕртетпĕр.

Куç хупахне

Усăнтарса,

Тута тăсса

Ĕметпĕр.

Пиртен тухнă

Сарă тĕтĕм

Ункăн-ункăн

Çаврăнать.

Çынсен ăшне

Кĕре-кĕре

Чыхăнтарма

Тытăнать.

Çапла пирĕн

Малалла

■ Страницăсем: 1... 689 690 691 692 693 694 695 696 697 ... 796