Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеХӗвел мулкачӗсемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томСăвăсемпе поэмăсемЙытă тĕлĕкĕÇавал сарăлсанХĕçпе çурла

Тусăма


Тусăм, сана ачаран юратса,

Саншăн кăна тĕнчере ӳсрĕм эп.

Пур ĕçĕмре сана çеç астуса,

Сан кăмăлна килмелле турăм эп.

 

Саншăн кăна вĕренме тăрăшса,

Сан пирки çеç юрлакан пултам эп.

Юррăмсенче чи малтан савăнса,

Чунăм савни çинчен çеç çыртăм эп.

 

Пур кунсенче, каç пулсан, çĕрĕпе

Куç умĕнче сан сăнна куртăм эп.

Çут тĕнчере пур тĕлте пĕтĕмпе

Сан сассуна савăнса илтрĕм эп.

 

Пĕтĕм чуна йăлт санпа тултарса,

Пăшăрханса сан патна пытăм эп.

Сан умăнта пуçăма тайса,

Ним калама аптраса тăтăм эп.

 

Ĕмĕр пĕрле пурăнма асăнса,

Никам татайми чăн сăмах патăм эп.

Сан тутуна вăтанса чуптуса,

Сан аллуна чĕреме патăм эп.

 

Тусăм, ăçта хутăн-ши чĕреме?

Мĕншĕн ăна çĕмĕрсе ватрăн эс?

Мĕншĕн телейсĕр тума ĕмĕре

Макăрмалла, хăрмалла турăн эс?

 

Эх, авалхи кунсене астусам,

Тусăм, кăштах хĕрхенсем эс мана.

Çывăрнă чух тĕлĕкре çеç курса

Чуптуса ил авалхи чăн тусна.

Малалла

Мĕншĕн йăмра çулçи типĕтнĕ пулă евĕр?


Йывăçсем хĕлле те, кĕркунне те, çуркунне те çап-çара пулнă. Çавăнпа Турă вĕсене хитре тум тăхăнтартас тесе тĕрлĕ кӳлепеллĕ çулçă ăсталанă. Çырмара ларакан йăмра валли çеç çулçă çитмен. Йăмра кулянса хăйĕн çара тумне шыв çинче пăхса ларнă.

Йывăç хуйхине çырмара пулă тытакан ача та ăнланса илнĕ. Йывăçа савăнтарас тесе витрери пуллисене йăмра çине çакса хунă. Вĕтĕ пулăсем часах типсе кĕмĕл тĕслĕ пулнă. Çынсем типнĕ пулăсене асăрханă та çиесшĕн пулнă. Ача вара вĕсене çапла каланă: «Типĕ пулă вăрлакан - хăй те пулă пулакан». Çынсем хăранипе пĕрне те тĕкĕнмен.

Ăнсăртран çил пуçланнă. Хайхи пулăсем çилпе пăшăл-пăшăл тума тытăннă. Ача çаврăнса пăхнă та тĕлĕнсех кайнă: «Кĕмĕл тĕслĕ пулăсем йăмран чăн-чăн çулçисем пулса тăнă».

Çапла вара пулă тытакан ача йăмрана кĕмĕл тум парнеленĕ. Çавăнпа унăн çулçи типĕтнĕ пулă евĕр.

Икĕ хĕр


Хăйĕн аслă хĕрĕнчен

Ашшĕ ыйтать: «Мĕн мăнтăр?»

— Пирĕн атте килĕнчи

Кăвак лаша пит мăнтăр.

«Ăслă каларăн, хĕрĕм».

Унтан ыйтать: «Мĕн тутлă?»

— Пирĕн атте килĕнчи

Вĕллери пыл пит тутлă.

«Ăслă каларăн, хĕрĕм».

Татах ыйтать: «Мĕн çемçе?»

— Пирĕн атте килĕнчи

Тӳшек-минтер пит çемçе.

«Ăслă каларăн, хĕрĕм,

Хисеп турăн аçуна,

Ĕнтĕ сана çакăншăн

Çур мулăма паратăп».

 

Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен

Ашшĕ ыйтать: «Мĕн мăнтăр?»

— Çут тĕнчере çĕр мăнтăр,

Унтан мăнтăр нимĕн те çук.

«Санра пархатар сахал».

Унтан ыйтать: «Мĕн тутлă?»

— Ыйхă тутлă, тĕнчере

Унтан тутли нимĕн те çук.

«Санра пархатар сахал».

Татах ыйтать: «Мĕн çемçе?»

— Алă çемçе, тĕнчере

Унтан çемçи нимĕн те çук.

«Санра пархатар сахал,

Эсĕ манăн хĕрĕм мар!»

Ашшĕ вара ку хĕрне

Хăваласах ячĕ, тет.

 

1907-1908

Космосра


Пĕр кунхине питĕ вăйлă çумăр çăватчĕ. Аçа-çиçĕм те çапатчĕ. Ялти йывăçсене пĕтĕмпех хуçса пĕтернĕччĕ. Ларатăп чӳрече умĕнче. Сасартăк пуканăн урисем хуçăлчĕç. Ман çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ. Пăхатăп — ман умра йывăç тураттисем выртаççĕ... Хыçалалла пăхрăм та — урайĕнче манран ик-виç метрта турилкке выртать. Кайран турилккен урисем тухрĕç. Тепĕртакран алăкĕ курăнакан пулчĕ. Патнерех пырса йĕри-тавра сăнама пуçларăм. Пуçа та хыçса илтĕм, сăмсана та. Çав вăхăтра куç ыратакан пулчĕ. Куçа шăлса илнĕ вăхăтра ман ума ют планета çыннисем иккĕн тухса тăчĕç. Пĕри — хĕр ача. Сарă вăрăм çӳçлĕскер, сăмси-çăварĕ кроликăнни пек. Хăйĕнчен тутлă шăршă кĕрет. Тепри — арçын ача. Унăн çӳçĕ кишĕр çулçи евĕрлĕ. Куçĕ китаецăнни пек, тути-çăварĕ пирĕнни пекех.

Эпĕ вĕсемпе калаçса кайрăм. Чи малтан хăйсемпе паллаштарчĕç. Хĕр ачи Дильфа ятлă, арçын ачи — Рольфид.

— Мĕнле пурăнатăн, Света? — терĕç вĕсем мана.

— Аванах. Хăвăр мĕнле тата? — вĕсем ятăма пĕлни тĕлĕнтерчĕ мана.

Сиссе те ĕлкĕреймерĕм — пĕр-пĕринпе часах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Вĕсем мана хăйсем çинчен каласа пачĕç, эпĕ — хам çинчен. Дильфăпа Рольфид мана хăйсен планети çине хăнана чĕнчĕç. Юлташĕсемпе паллаштаратпăр терĕç. Вĕсен пурнăçне лайăхрах пĕлме пултаратăп иккен, юратнă вырăнĕсенче пулса курма пултаратĕп.

Малалла

Паян


...Халĕ пирĕн çĕр çинче

Мĕскĕн халăх хурланать,

Хăйĕн мĕскĕн чĕринче

Хăй пурнăçне ылханать.

 

Эсĕ, пире Çăлакан,

Килсе пире йăпатса.

Пысăк хĕн-хур куракан

Чунне çу пек çемçетсем...

Çăлтăрсем


Пĕлĕт çинче çăлтăрсем

Ялтăртатса тăраççĕ.

Вĕсен çутă куçĕсем

Çĕр çинелле пăхаççĕ.

 

Çĕр çинче мĕн пулнине,

Ырă, усал тунине

Çут çăлтăрсем кураççĕ,

Çын хуйхине туяççĕ.

 

Çак çĕр çинчи этемсем —

Пĕрне-пĕри тăшман пек.

Усал, вăйлă вăрçăсем

Чарăнасси çук та пек:

 

Пĕлĕт урлăш-тăршшĕпе

Тупă сасси янратать,

Хула-ялсем çуннипе

Кăвак пĕлĕт хуралать.

 

Этем çилли тулашать,

Юнпа куççуль пĕр юхать,

Çынна çынах вĕлерет,

Çынна çынах пĕтерет.

 

Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем

Йăлтăртатса тăраççĕ.

Вĕсен уçă сассисем

Хуллен юрă юрлаççĕ.

 

«Этем пурте пĕр тăван», —

Теççĕ çӳлти çăлтăрсем.

«Этем хăйне хăй тăшман», —

Теççĕ тупă сассисем.

 

Çитĕ вăхăт, этемсем

Пурте пулĕç пĕр тăван.

Вара тупă сассисем

Пĕтсе ларĕç çак кунтан.

 

Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем

Çавна курса савăнĕç.

Çӳлти пĕлĕт юррисем

Çĕр çинче те илтĕнĕç.

 

1918-1923

Вăран, хура халăх!


Пурнăçра пулать тем те пĕр

Тĕлĕнсе пĕтерейми,

Çавăнпа та халь этем-тĕр

Пулчĕ нимĕн тĕлĕнми.

 

Сывлăшра çынсем вĕçеççĕ,

Шыв айне çӳреç вĕсем.

Чирсене те халь çĕнеççĕ

Пирĕн паттăр тухтăрсем.

 

Тĕлĕнсе те пĕтереймĕн,

Пĕтереймĕн ăмсанса.

Ерипен вара этемĕн

Çитерен вăйне туйса.

 

Этем вăйĕ вăл хăватлă,

Хура халăх пĕрлешсен,

Çапса сирпĕтĕ мăнаçлăн

Патшана керменĕнчен.

 

Хуçасем, улпут таврашĕ,

Сехĕрленĕр вăл вăйран.

Баррикадăсем ӳсеççĕ,

Хура халăх, тăр, вăран!

 

Патшан керменĕ юнпа тулĕ,

Ирĕклĕх, пар аллуна.

Юмахри пек пурнăç пулĕ,

Аркатар-ха тăшмана.

 

Юмахри телей çĕршывĕ

Тухса тăрĕ куç умне.

Юмаха чăн тăвассишĕн

Шеллер мар пурнăçсене.

 

Патшан пăнтăхнă, кивĕ çарĕ

Ним йĕркисĕр арканать.

Чĕтрĕр, пĕтрĕ сирĕн влаçăр,

Çĕнĕ пурнăç пуçланать.

Венера çинче пулни


Пĕррехинче юлташăмпа иксĕмĕр пирĕн патра лараттăмăрччĕ. Тунсăх пуснипе штаба каяр терĕмĕр. Хамăр урамри арçын ачасемпе çырма хĕрринче пуçтарăнса лармалли вырăна çапла калатпăр эпир.

Кунта пирĕн «Венера-2» ракета пур. Эпир унта кĕрсе лартăмăр та тӳмесем çине пусрăмăр. Нихçан та тапранман ракета пире пĕр самантрах Венера планета çине илсе çитерчĕ. Пире кунта пурăнакансем кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Пирĕнтен ытлашшиех уйрăлса тăмаççĕ иккен Венера çыннисем — сăнĕпе пирĕн пекех, анчах та пирĕнтен ик хут вăрăмрах. Хăйсен карапĕсене, пӳрчĕсене, лавккисене кăтартса çӳрерĕç пире.

Венера çинче уйрăмах тĕлĕнтерекенни вара çакă пулчĕ: пирĕн Çĕр çинче мĕнле машина пур — кунта пĕтĕмпех пур. Уйрăмах çĕнĕ вырăссемпе çĕнĕ чăвашсем хăвăртлăхне чакармасăр вĕçтерсе çӳрекен маркăллисем чылай.

— Ăçтан кунта пирĕн машинăсем? — ыйтмасăр чăтаймарăмăр юлташăмпа иксĕмĕр.

— Вĕсем хăйсемех вĕçсе килеççĕ сирĕн патран. Кунта пирĕн питĕ хитре, ăшă — канма килеççĕ, — ăнлантарчĕ пĕр венерианин.

Ресторан умне çитсе чарăнтăмăр. Хырăм хыр тăррине хăпарса кайнипе унта кĕме хирĕç пулмарăмăр. Шалта та пире тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Апатланакансем пурте пирĕнпе пĕр планета çинче пурăнакансем иккен. Темшĕн вĕсем пирĕн еннелле çаврăнса та пăхмарĕç. Эпир юлташăмпа иксĕмĕр пĕр пушă сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Пире меню пачĕç. Чутах чĕре сиксе тухатчĕ: тилĕ пуçĕ, тилĕ куçĕ, йытă хӳри тата тем те пĕр çитереççĕ кунта. Ĕçмеллисенчен кофе анчах пирĕн кăмăла каяканни пулчĕ.

Малалла

Асăнар-ха аннене


Тăвансем! Кăшт шăп пуласчĕ...

Асăнар Аннемĕре.

Çулăмпах чĕри çунатчĕ

Ĕç лексессĕн аллине.

 

Юрлама та вăл ăстаччĕ.

Утнă чух — çын çитеймен.

Такама та ăс паратчĕ...

Чир-чĕрне хăй систермен.

 

Чĕрĕлсе эс халь тăрасчĕ —

Тĕлĕнеттĕн пурнăçран.

Унăн техĕмне туясчĕ —

Ырлăх эс нихçан курман...

 

Пирĕнпе паян ларасчĕ

Савăнса кĕрекере.

Вĕрентсе пире каласчĕ:

«Тытăр пурнăçа хитре...»

 

Эс пире каçар, Аннемĕр, —

Эпир пысăк парăмра.

Сăнару сан сӳнмĕ,

Ялкăшĕ ялан умра!

Çумăр


Каç тĕттĕмĕсем пулса килеççĕ-çке,

Çумăр пĕлĕчĕсем пухăнаççĕ-çке.

Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать-çке,

Ешĕл курăк ешерсе ӳсет-çке.

Тырă пучахĕсене таять-çке.

Тырă пучахĕсем тайăлаççĕ.

Пирĕн чунăмăрсем савăнаççĕ.

■ Страницăсем: 1... 693 694 695 696 697 698 699 700 701 ... 796