Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Паян эпĕ шкула кайиччен чечек шăвартăм, урай шăлса кайрăм тата ытти ĕçсене те турăм. Ларса канас терĕм те — çывăрнă та кайнă. Акă ĕнтĕ сиксе тăтăм. Эпĕ ларса çывăрнăччĕ. Пăхатăп — ман кĕлетке ларать. Хăраса кайрăм. Шутларăм: вилнĕ-им эпĕ? Лайăхрах пăхрăм та — ман кĕлетке сывлать. Шутласа илтĕм вара: пурнатăп-ха! Савăнăç! Кĕлеткеме тĕкрĕм-тĕкрĕм те — куçа уçрĕ те утса кайрĕ, эпĕ — ун хыççăн. Килтен тухса кайрĕ. Ял урамĕпе ун хыççăн пыратăп. Никам та курăнмасть. Каярахпа вăрмана çитрĕмĕр, шалтан шала кĕретпĕр. Унтан шыв çийĕпе утатпăр. Аялалла пăхатăп та — мĕн тĕрлĕ пулă кăна çук! Ман патăма акула ишсе пырать. Хăранипе шыва ӳкрĕм. Илтетĕп: акула пирĕн чĕлхепе калаçать. Шутларăм, вăл мана ăнланма пултарать вĕт. Вара калаçма пуçларăмăр.
— Лар ман çурăм çине, — терĕ акула. — Атя манпа.
Эпĕ ним хăрамасăрах ун çине хăпарса лартăм. Пăхатăп, ман кĕлетке вĕçекен турилккене кĕрсе ларчĕ.
— Атя часрах, — васкататăп акулăна,- манăн хамăн кĕлетке хыççăн пымалла.
Турилккене хăваласа çитрĕмĕр.
— Тавтапуç, — терĕм акулăна.
Вăл савăннипе мана пит çăмартинчен чуп туса илчĕ те турилкке çине лартрĕ.
Малалла
Кăвак-кăвак тӳпере
Çӳллĕ-çӳллĕ пӳлĕмре
Пурăнаççĕ çăлтăрсем,
Уйăхсемпе хĕвелсем.
Сарă хĕвелпе пĕрле
Сарă хĕр пурнать хĕлле
Çав хĕре парать хĕвел
Сар кĕпе те çут мерчен.
Сарă хĕр çӳл тӳперен
Пăхкалать Шур пӳлĕмрен
Вăл курать унта ача
Макăрса ларать каçпа
Хĕр калать ăна çӳлтен:
— Ма макратăн эс пĕччен.
Анчах ача каламарĕ
Хĕвел хĕрне ăнланмарĕ.
Сарă хĕр Сар Хĕвелтен
Ыйтать пĕтĕм кăмăлтан:
-Мĕншĕн эп çӳл тӳперен
Анаймастăп çĕр çине.
Хĕвел калать: «Эсĕ мĕн
Сана япăх-и кунта,
Эп сана парап мерчен
Кĕпи, тухйи пăр купа
Санпа выляç кайăксем
Уйăхсемпе Çăлтăрсем
Çĕр çинче мĕн лайăххи
Унта шыв пур кăвакки
Çăтса ярать вăл сана
Вара пулăн тăмана»
Хĕрĕ калать Хĕвеле:
— Тăмана вĕçет тӳпере
Эпĕ ларап тĕрмере.
Килчĕç çитрĕç çав тĕле
Çил ачисем сиккипе:
— Эпир курнă, курнă тĕнчипе
Малалла
Пĕчĕк чухне эпĕ космос мĕн иккенне те пĕлмен. Ϋссе пынă май ăнкара пуçларăм: мĕн вăл Çĕр, Хĕвел, космос…
Пĕтĕмпех ăнланакан пулсан Хĕвел патне хăнана кайса курас терĕм. Юлашки вăхăтра хăйĕн çутипе ăшшине шелле пуçларĕ-ха вăл… Çине тăрсах вĕçекен турилкке ăсталама пуçларăм. Хам шутлатăп: Хĕвел патнех çитес тесен çунтармалли шĕвек нумай илме тивет. Веçех хатĕрлесе çитерсен мотора тапратрăм. Ăшăнса тăтăр-ха терĕм те пӳрте апат çиме кĕтĕм. Çав вăхăтра тулта темĕскер çутатса ячĕ. Хăвăртрах сиксе тухрăм та турилккене кĕрсе лартăм. Самантрах тӳпенелле хăпарса кайрăм. Часах тĕнче уçлăхне çитрĕм. Ах, хитре-çке космосра! Хĕвел патне вĕçсе çитсен турилккерен тухрăм. Карапăм тавралла вĕçсе çӳретĕп. Хĕвел тусăмран ыйтрăм:
— Мĕнле пурăнатăн, Хĕвелĕм?
— Кичем мана пĕччен, — хуравларĕ Хĕвел.
— Сана юрăсем кирлĕ мар-и? Вĕсемпе питĕ хаваслă, — терĕм те Çĕр çине каялла вĕçсе килтĕм. Карапăм çине пĕр пысăк магнитофон тиерĕм, пĕр прицеп диск илтĕм – вĕçтертĕм каллех Хĕвел патне.
Ун патне çитсенех юрă ярса патăм. Хĕвел йăл кулма пуçларĕ. Уйрăмах чăвашла юрăсене килĕштерчĕ вăл. Хĕвеле магнитофонпа ĕçлеме вĕрентрĕм. Ăна ятарлă батарейкăсем те кирлĕ мар вĕт — хăйĕн вăйĕпех пултарать техникăна ĕçлеттерме.
Малалла
Ĕнер-паян пулнă пек,
Куçăм умĕнче
Иртет йĕрки-йĕркипе
Авалхи тĕнче:
Чĕрĕлеççĕ, тăраççĕ
Тĕттĕм чăвашсем;
Тăмана пек тухаççĕ
Юмăç-чĕлхеçсем;
Улталанса вĕсемпе,
Чăваш пурăнать.
Вĕсене уçман куçĕпе
Ырлать, пуççапать.
Кĕнекепе хута та
Вăл уйăраймасть,
Тĕнче тытан турра та
Асра тытаймасть,
Киремете килĕшме
Тихине пусать:
«Ан илччĕрччĕ вĕренме», —
Тесе кĕлтăвать.
Вĕренесрен пăрăнма
Мулне хĕрхенмест,
«Çутаттăрччĕ пуçăма», —
Теме пĕлмест.
Анчах иртет, çул иртет, —
Тĕнче улшăнать:
Тĕттĕм, тĕтре сирĕлет, —
Çутă уçăлать.
Пĕр хĕрĕх çул хушшинче
Малалла
Йăл-йăл кулса, савăнса
Тухрĕ Хĕвел ирхине.
Пăхрĕ савса тĕнчене
Çӳлелле шав хăпарса.
Каçхине Хĕвел анмарĕ
Мĕн пулчĕ-ши унпала.
Акă уйăх çитсе тухрĕ
Тĕлĕнс(е) кайрĕ, мĕн пулнă.
Ыйтрĕ Уйăх Хĕвелтен:
— Ма каймарăн эс киле.
Хĕвел куççуль юхтарса:
— Çакланс(а) лартăм-çке, ара.
Хĕвел ыйтрĕ Уйăхран:
— Мĕн тăвас-ши ман апла.
— Хĕртсе яр мĕн пур вăйран,
Татса ярăн кантрана.
Пĕтĕм вăйне пуçтарса
Ячĕ Хĕвел çунтарса.
Татса ячĕ кантрана,
Анса кайрĕ килелле.
Хамăн юратнă юлташăмпа — Алиса кушакăмпа — океан тĕпне анса пăхма шут тытрăмăр. Алиса питĕ ăслă, çавăнпа эпĕ ăна хампа пĕрле таçта та илсе çӳретĕп. Вăл тата калаçма питĕ ăста — нихăçан та тунсăхлама памасть.
Акă эпир хамăрăн караппа океан тĕпнех çитрĕмĕр. Иксĕмĕр те водолаз тумне тăхăнтăмăр та карапран тухрăмăр. Кунта йĕри-тавра тем тĕрлĕ пулă ишсе çӳрет, тем тĕрлĕ курăк ӳсет. Пирĕн паталла пĕр пĕчĕк тинĕс чĕрĕпĕ çывхарчĕ.
— Айтăр, айтар ташлама. Паян пирĕн Медуза çĕнĕ клуб уçать, — терĕ те вăл куçран çухалчĕ.
Эпир те вăл кайнă еннелле утма пуçларăмăр. Часах илемлĕ кĕвĕ илтĕнсе кайрĕ. Тĕрĕс çулпах пыратпăр иккен. Сисмен хушăра мана пĕр пĕчĕк пулă тĕксе ячĕ. Чăкăл-макăл — эпĕ çатма çинче ларатăп. Пăхатăп — мана кунта икĕ акула шаритлеççĕ иккен. Шăлсăр çăварĕсене карса манран кулаççĕ тата.
— Пĕтрĕм ĕнтĕ эпĕ, мана никам та акулăсем усал тесе каламан, — макăрса каларăм эпĕ.
Çак акулăсем мана шеллерĕç, çатма çинчен вăшт кăна илсе пăрахрĕç. Çитменнине, çул кăтартса ячĕç. Часах эпĕ кушакăма тупрăм. Вăл Медузăпа юнашар утать. Мана — аякра пулнипе пуль — палласа та илеймерĕ. Çӳлте пĕчĕк пулăсем ушкăнăн—ушкăнăн ишсе çӳреççĕ. Мана питĕ кичем пулса кайрĕ. Ăнсăртран пысăк осьминога куртăм.
Малалла
Пĕр кунхине тем муршăн ир-ирех
Сылтăм ура йĕплешрĕ сулахаййипе:
— Эп... эп... калас пулсан тӳрех
Утмастăн эсĕ темшĕн сиккипе, —
Куçне чарса пăрахрĕ Сулахай.
— Халь те сан хыççăн тăрăшсах
Чупатăп, сиккелетĕп çех.
Тата ан ман-ха эс çакна
Ман сулахай ура тăшман пульлипеле
Кĕскелчĕ вăрçă хирĕнче.
— Каçар мана, эс, айвана, —
Пуплешрĕ Сылтăмми,
— Тавлашăва тататпăр мирлешсе
Нимле сăлтавсăр тиркешсе
Пăсар та мар никамăн кăмăлне.
Пĕррехинче каçхине эпĕ чӳречерен пăхрăм та тӳперен çутă аннине куртăм. Урама сиксе тухрăм та çутта хирĕç хунарпа çутатрăм. Вĕçекен турилкке пирĕн кил умнех анса ларчĕ. Унтан темиçе инопланетянин анчĕç те манпа калаçма тытăнчĕç. Эпĕ малтан вĕсен калаçнине ним те ăнланмарăм. Анчах нумай та вăхăт иртмерĕ — вĕсен чĕлхипе калаçма тытăнтăм. Тепĕртакран ют планета çыннисем мана хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Эпĕ вĕсене каларăм:
— Манăн ыран шкулта экзамен тытмалла. Ыран ирех эсир мана каялла леçме пултаратăр-и?
— Паллах, — терĕç вĕсем.
Эпĕ вара хаваслансах вĕсемпе турилккене кĕрсе лартăм.
— Халĕ эпир Венера планета çине вĕçетпĕр, — терĕç çĕнĕ юлташăмсем.
— Унта лайăх-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Паллах.
Венера çине çитсенех эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Кунта пуçсăр çынсем çӳреççĕ, хăш-пĕрисен — йытă пуçĕсем. Вара эпĕ хам ăшăмра шикленсе илтĕм: хамран та çакăн пек туса хумаççĕ-ши? Юлташăмсем мана таçта та илсе çӳрерĕç. Кайран эпĕ кĕсьерен телефона кăлартăм та Çĕр çине Алёша Юлмасов тусăм патне шăнкăравларăм:
— Салам!
— Салам! Эсĕ ăçтан шăнкăравлатăн, аран-аран илтетĕп сана?
Малалла
Эп паян каçхине куртăм,
Пит унтан тĕлĕнтĕм.
Вĕçсе анчĕ çĕр çине
Турилкке!
Çутă симĕс тĕслĕ хăй,
Çывхарма патне ан хăй.
Лартса кайĕ хăйĕнпе
Турилкке!
Анраса пăхса эп тăтăм,
Ӳтĕмпе сиксе чĕтрерĕм.
Куçсене унран илмерĕм.
Турилкке!
Ах! Ăçтан-ши вĕçсе килнĕ?
Мĕн шырарĕ çĕр çинче.
Тен, татах кунта килĕ
Турилкке!
Ларчĕ, ларчĕ те çĕкленчĕ
Çăлтăрлă çут тӳпене.
Майĕпен–çке вĕçсе кайрĕ
Турилкке!
Çăвăнтан ĕмĕт çуралчĕ,
Ман вĕçесчĕ тӳпене.
Сар уйăх çине ларасчĕ,
Тен, халь унта
Турилкке!
Пĕррехинче эпĕ хăнана кайма шутларăм. Марс çинче пирĕн юлташсем пурăнаççĕ. Çурлан 21-мĕшĕнче ларса кайма шутларăм. Манпа Оксана, Анна, Надя пыма килĕшрĕç. Эпир вĕçмелли хăмасене хатĕрлеме тытăнтăмăр. Акă çурлан 21-мĕшĕ те çитрĕ. Эпир тăватă хăма çине лартăмăр та тӳпенелле вĕçсе хăпартăмăр.
Марс çине эпир çур минутранах çитрĕмĕр те хамăр ларса килнĕ хăмасене марсиансен ангарне кĕртсе лартрăмăр. Пĕртăван Ту качаки, Тараса, Акăш, Ухăçă, Çил çунат, Дельфин тата Вĕшле йытăсем – пирĕн юлташсем. Вĕсем патĕнче хăналансан эпир тепĕр планета çине вĕçме шут тытрăмăр. Анчах кунти юлташсем пирĕнпе пыма хатĕрленсе çитнĕ çĕре чутах шăнса вилеттĕмĕр. Кунта - 70 градус сивĕ! Аран тепĕр планета çине вĕçсе кайрăмăр.
Юпитер çине эпир минутранах çитрĕмĕр. Пире юпитериансем кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Анчах вĕсен ангар çук, килĕ умнех лартса хăварма тиврĕ хамăрăн хăма ракетăсене. Пĕртăван Тинĕс çăлтăрĕ, Тинĕс лаши, Тимĕр шапа пире килне илсе кĕчĕç, апат çитерчĕç, чей, сĕт ĕçтерчĕç. Çур сехетрен чӳречерен пăхрăм та – пирĕн хăмасем çук. Эпир пурте урама сиксе тухрăмăр. Пирĕн вĕçмелли хатĕрсене пĕр юпитериан илсе кайнă иккен. Вăл Зоолог ятлă. Тархасласа ыйтсан пире хăмасене тавăрса пачĕ. Юлташсем килĕсене саланчĕç. Эпир те Çĕр çине вĕçсе антăмăр. Мана çулçӳрев питĕ килĕшрĕ.
■ Страницăсем: 1... 694 695 696 697 698 699 700 701 702 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...