Том Сойер темтепĕр курса çӳрени
Вĕсем ирхи апат çисе пĕтернĕ тĕле такам алăкран пырса шаккарĕ, Гек васкаса пытанса ларчĕ, мĕншĕн тесен вăл хăй çĕрле пулнă ĕçе мĕнле те пулин çыпçăнни çинчен никам та ан чухлатăр, терĕ. Валлиец хăй патне пӳлĕмелле темиçе ледипе джентльмена кĕртрĕ, вăл шутра тăлăх арăм Дуглас та пулчĕ. Пӳлĕме кĕрсенех, вĕсем тăлăх арăмăн картине пăхас тесе сăрт çинелле хулари çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе тапаланса хăпарнине асăрхарĕç. Ĕнтĕ хыпар та сарăлнă курăнать.
Валлиецăн хăй патне пынă çынсене çав çĕрле пулнă истори çинчен каласа кăтартма тиврĕ. Тăлăх арăм вара ăна хăйне хăтарнăшăн тав тума пуçларĕ.
— Пĕр сăмах та ан калăр, сударыня! Тепĕр çын пур, çав çын сире эпĕ ывăлсемпе пĕрле усă тунинчен ытларах усă кӳнĕ пулĕ, тен. Анчах вăл хăйĕн ятне калама ирĕк памасть. Вăл пулмасан, çав вырăна кайса пăхасси пирĕн пуçа пырса та кĕрес çукчĕ.
Паллах, çак сăмахсене илтсен, çынсен питех те пĕлесси килсе кайрĕ, вĕсем чи пысăкрах япалине те манса кайнă пек пулчĕç. Анчах валлиец хăйĕн хăнисем пĕлесшĕн çуннине кура вĕсене çавах та хĕрхенмерĕ, пытарса тăмалли япала çинчен каласа памарĕ. Çавна пула вĕсен пĕлес килнийĕ те часах пĕтĕм хулипех сарăлчĕ. Пулса иртне япала çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсен, тăлăх арăм çапла каларĕ:
— Эпĕ кравать çинче кĕнеке вуласа выртнă çĕртех çывăрса кайрăм та çĕрĕпех канлĕ çывăртăм. Эсĕр мĕншĕн мана пырса вăратмарăр вара?
— Вăратма кирлĕ мар терĕмĕр эпир. Çав усал çынсем каялла таврăнас çукчĕ пулĕ: вĕсем хатĕрсемсĕр тăрса юлчĕç вĕт-ха, хатĕрсемсĕр вĕсен ĕçлемелли те пулмастчĕ. Ма вăратас-ха вара сире? Сехре хăпартмашкăн-и? Кунсăр пуçне тата манăн виçĕ негр ирчченех сирĕн çурт патĕнче хурал тăчĕç. Халĕ çеç вĕсем каялла килчĕç.
Тата çĕнĕ çынсем пычĕç, икĕ сехет хушши вара старик хăйĕн халапне çĕнĕрен те çĕнĕрен пуçласа каласа пачĕ.
Вырсарникунхи шкулта каникул, çавăнпа та ирхине яланхи пекех занятисем пулмарĕç, анчах çапах та пурте ир-ирех чиркĕве пуçтарăнна. Пур çĕрте те çĕрле хăрушă япала пулни çинчен çеç калаçаççĕ. Усал шухăш тытнă çынсен йĕрне полици халĕ те йĕрлесе тупайманнине пурте пĕлчĕç ĕнтĕ. Проповедь пĕтсен, Тэчер судьян арăмĕ халăхпа пĕрле алăк патнелле утакан миссис Гарпера хăваласа çитрĕ те çапла каларĕ:
— Мĕн, ара, мĕн, Бекки кунĕпех çывăрать-и-мĕн? Вăл ытла та ывăнассине эпĕ малтанах пĕлтĕм...
— Сирĕн Бекки?
— Ия. (Тĕлĕнсе пăхрĕ Бекки амăшĕ.)— Вăл сирĕн патăрта çывăрмарĕ-и вара?
— Çук.
Миссис Тэчер шуралса кайрĕ те чиркӳри тенкел çинелле лаштăрах ларчĕ. Лăп çав вăхăтра унăн çумĕпе Полли мăнаккăшĕ иртсе пыратчĕ, вăл хĕрсе кайсах хăй тусĕпе темĕн çинчен сăмахлать.
— Сывă-и, миссис Тэчер? — терĕ Полли мăнаккăшĕ. — Ырă ир пултăр, миссис Гарпер. Манăн арçын ача каллех çухалчĕ. Кĕçĕр вăл сирĕн патăрта... е сирĕн патăрта çывăрнă пулмалла та... халĕ ĕнтĕ чиркĕве те килме хăрать пулмалла, — хăйне лектерессине пĕлет вăл.
Миссис Тэчер хуллен пуçне сулласа илчĕ те тата ытларах шуралса кайрĕ.
— Вăл пирĕн патăрта пулман, — терĕ миссис Гарпер, хăй те пăшăрханма пуçласа.
Полли мăнаккăшĕн сăнĕ-пичĕ хăй пăшăрханнине уççăнах палăртрĕ.
— Джо Гарпер, эсĕ паян ирпеле ман Тома куртăн-и? — тесе ыйтре вăл.
— Çук, курмарăм.
— Юлашки хут эсĕ ăна хăçан курнăччĕ?
Джо астуса илме тăрăшрĕ, анчах хăçан курнине лайăххăнах калама пултараймарĕ. Чиркӳрен тухакансем чарăна-чарăна тăма пуçларĕç. Халăх хушшинче пăшăлтату тапранчĕ. Кашни çын питĕнчех пăшăрхану палăрчĕ. Ачасенчен тата кĕçĕн учительсенчен ыйтса пĕлме тапратрĕç. Килелле таврăннă чухне пăрахут çинче Томпа Бекки пулнипе пулманнине нихăш те асăрхаман иккен: мĕншĕн тесен питĕ тĕттĕм пулнă, пурте пуçтарăннă-и тесе ыйтма та нихăшĕ те астуман. Юлашкинчен пĕр çамрăк ача çапла лаплаттарса хучĕ:
— Эппин, вĕсем çĕр айĕнчи шăтăк ăшнех выртса юлнă!
Миссис Тэчер ăнсăр пулса кайса ӳкрĕ. Полли мăнаккăшĕ аллисемпе пуçне тыта-тыта макăрса ячĕ.
Пăшăрханмалла хыпар пĕр çăвартан тепĕр çăвара, пĕр ушкăнтан тепĕр ушкăна, пĕр урамран тепĕр урама куçса пычĕ. Пĕр пилĕк минутран мĕнпур чан çапса янратрĕ, пĕтĕм хула ура çине тăче. Кардиф тăвĕ çинче пулса иртнĕ япала пĕр самантрах питĕ пĕчĕк япала пек туйăнса кайрĕ. Çаратакансем çинчен çавăнтах манса кайрĕç. Утсене йĕнерлерĕç, кимĕсесе çыхнă çĕртен вĕçертрĕç. Пăрахутсене чĕнтерме ячĕç, çур сехетрен вара икçĕр çынна яхăн шыв тăрăх та, типĕ çĕрпе те çĕр айĕнчи шăтăк патнелле кайрĕç.
Хула çав тери пушанса юлчĕ, çынсем вилсе пĕтнĕ пек курăнса ларчĕ вăл. Полли мăнаккăшĕпе миссис Тэчера йăпатма хăтланса, хĕрарăмсем кунĕпех вĕсем патне çӳрерĕç; вĕсемпе пĕрле макăрчĕç, çакă ĕнтĕ йăпатса калакан сăмахсенчен пуринчен те лайăхрах пулчĕ.
Çĕрĕпех хулара хыпар çитессине кĕтсе тăчĕç, анчах юлашкинчен, аранах тул çутăла пуçласан, çĕр айĕнчи шăтăкран виç-тăватă сăмах çеç килчĕ: «Татах çуртасем тата çимелли ярăр», — тесе пĕлтерчĕç. Миссис Тэчер хуйхăрса чутах ухмаха тухмарĕ, Полли мăнаккăшĕ те çавăн пекех хуйхăрчĕ. Вĕсем шанчăка ан çухатчăр тесе, каламашкăн Тэчер судья пĕрмаях çĕр ăшĕнчи шăтăкран çынсем ярса тăчĕ, анчах вĕсен сăмаххисем савăнтармарĕç çав. Тепĕр кунне, тул çутăлнă чухне, валлиец-старик киле таврăнчĕ, хăй пĕтĕмпех çурта çăвĕпе тата тăмпа вараланса пĕтнĕ. Вăл килнĕ çĕре Гек хăйне вырттарнă вырăн çинчехчĕ. Арçын ача вĕриленсе кайса, пĕр енчен тепĕр еннелле куçкаласа аташса выртать. Тухтăрсем пурте çĕр айĕнчи шăтакра, çавăнпа чирлĕ ачана тăлăх арăм Дуглас пăхать. «Хам уншăн мĕн тума пултарнине пурне те тăватăп, мĕншĕн тесен вăл ача лайăх-и е лайăх мар-и, вăл çапах та турă туса янă чĕрчун вĕт, ăна ахалех пăрахмалла мар ĕнтĕ», — тет вăл. «Гекăн хăлĕн лайăх енĕсем те пур», — терĕ валлиец, унăн сăмаххисемпе тăлăх арăм та килĕшрĕ:
— Эсир тĕп-терĕсех калатăр. Турă тунă япала çинче туррăн пичечĕ те пур. Унăн аллисем тунă кашни япала çинчех туррăн тивлечĕ пур, — терĕ.
Кăнтăр тĕлнелле шутсăр ывăнса çитнĕ çынсен ушкăнĕсем хуланалла таврăнма пуçларĕç, анчах çине тăрсах тăрăшакан граждансем çапах шырама пăрахмарĕç-ха. Çĕннине çакна çеç пĕлчĕç: çĕр айĕнчи шăтăкра, ĕлĕк никам та пырса курман инçетри галерейăсенче те — пур çĕрте те шыраса пăхнă-мĕн. Пур тăкăрлăксенче те, тухмалли вырăнсенче те пăхса çӳрене, çав лабиринтра çӳренĕ чухне инçетре çутăсем вĕлт-вĕлт тунисене курнă, кăшкăрнă сасăсем тата салхуллă тӳпе айĕнче кĕрĕслĕтсе янракан пăшал сассисем те илтĕннĕ. Пĕр çĕрте, туристсем кĕрсе çӳрекен вырăнсенчен инçетре, икĕ сăмах тупнă, — чул çине çурта хăрăмĕпе: «Беккипе Том» тесе ӳкернĕ, çавăнтах çурта çăвĕ тумлатса пĕтернĕ хăю татăкки выртнă, тет. Миссис Тэчер хăйăва палласа илчĕ те ăна пăхса хытă макăрса ячĕ. «Ку манăн пĕтнĕ ача çинчен асăнмалли юлашки япала пулать ĕнтĕ», — терĕ вăл. Нимĕн те унтан хаклăрах пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен Бекки хăй хăрушă вилĕмпе вилес умĕн юлашкинчен çак япаларан уйрăлнă. Хăшпĕрисем ак çапла каласа кăтартрĕç: шыраса çӳренĕ хушăра инçетре темĕнле çутă вĕлт-вĕлт тунисем курăнкаланă; çавна курсан, пĕр çирĕм çынна яхăн савăннипе хытă кăшкăрса ярса çав еннелле кайнă; анчах вĕсен савăнни вăхăтсăр пулнă, мĕншĕн тесен унта вĕсем ачасене мар, хăйсен кампанинчи çынсенех тĕл пулнă.
Çапла виçĕ хăрушă кун та виçĕ хăрушă каç иртнĕ. Хуйхăллă та салхуллă сехетсем пĕрин хыççăн тепри тăсăлса пычĕç. Юлашкинчен пĕтĕм хула, йăлтах шанчăка çухатса, темĕнле ĕнтĕркесе кайнă пекех пулчĕ. Кашниннех ĕçĕ аллинчен туха-туха ӳкет. «Эрех ĕçменнисен тавернин» хуçи хăй патĕнче вăрттăн эрехсем тытни çинчен ăнсăртран пĕлсен, çав шутсăрах та тĕлĕнмелле ĕç пулсан та, вăл никама та хумхатса ямарĕ. Чирлĕ Гек пĕр вăхăтлăха тăна кĕрсе çитсен, вăл таверна çинчен халап пуçласа ячĕ те юлашкинчен, питĕ хăрушă хыпар илтессинчен хăракаласа, çапла ыйтрĕ... «Эпĕ чирлĕ выртнă вăхăтра "Эрех ĕçменнисен тавернинче" мĕн те пулин тупман-и?» — терĕ.
— Тупнă, — терĕ тăлăх арăм.
Гек хăранипе куçĕсене тискеррĕн чарса пăрахрĕ, кравать çинче çӳлелле сиксе илчĕ.
— Мĕн? Мĕскер тупнă?
— Ĕçмеллисем, хăватлисене тупнă. Эрех... Вара тавернăна хупса лартнă... Вырт, ачам. Харатсах ятăн эсĕ мана!
— Пĕр сăмах çеç, пĕр сăмах çеç калăр мана, тархасшăн. Кам тупнă? Том Сойер-и?
Тăлăх арăм куççуль юхтарма пуçларĕ.
— Чарăн, чарăн, ачам, эпĕ сана каларăм вĕт: санăн нумай калаçма юрамасть. Эсĕ питех те чирлĕ.
«Апла, эппин, эрехсĕр пуçне урăх нимĕн те тупман пулать, мĕншĕн тесен укçа тупнă пулсассăн, çав пĕтем хулана шутсăр хускатса яратчĕ. Эппин, пуянлăх ĕмерлĕхех, ĕмĕр-ĕмĕрех çухалса кайрĕ... Анчах вăл меншен макăрать-ха? Тĕлĕнмелле! Мĕн макăрмалли пур-ха унăн, темелле?»
Çав шухăшсем Гекăн пуç миминче хуллен çаврăнкаласа çӳрерĕç, çавсене пула вăл пите ывăнчĕ те çывăрса кайрĕ.
— Акă, вăл çывăрса кайрĕ те, мĕскĕн ача, — терĕ тăлăх арăм хăй ăссĕн. — «Том Сойер тупнă!» Кайса шыраса туп ĕнтĕ Том Сойера. Санăн Том Сойерна шырама вăй-хал çитекен çынсем сахалланса кайрĕç ĕнтĕ.
31-мĕш сыпăк. Тупăннă та каллех çухалнă
Халĕ ĕнтĕ Томпа Бекки патне çаврăнар. Мĕн тунă-ши вĕсем пикникре? Малтан вĕсем айккинелле каякан салху коридорсемпе уткаласа çӳренĕ, пĕтĕм ушкăнĕпе пĕрле çĕр айĕнчи шăтăкри хăйсем пĕлекен тĕлĕнмелли япаласене пăхса çӳренĕ. Вĕсен ячĕсем те пăртак тĕлĕнмеллерех йышшисем пулнă, сăмахран: «Хăна пӳлĕмĕ», «Собор», «Аладдин дворецĕ» тата ытти те. Унтан пытанмалла выляма пуçланă. Томпа Бекки çак савăнăçлă вăйя тăрăшсах эрне. Вĕсем вăйă пăртак килĕшӳсĕр туйăнма пуçличченех вылянă. Унтан вĕсем иккĕшĕ те, хăйсен çуртисене çӳлелле çĕклесе, кукăр-макăр кукăрăлса каякан галерея тăрăх утнă, вĕсем чул стенасем çинче эрешмен карти пекех тĕрленсе тăракан ятсемпе числосене тата ăслă халапсене вуланă (вĕсене çурта хăрăмĕпе çырнă пулнă). Сăмахласа малалла утнă хушăра вĕсем стенасем çинче нимĕн çырни те çук çĕрелле хăйсем епле пырса лекнине те асăрхаман. Вĕсем усăнса тăракан чул айĕнчи стена çине хăйсен ячĕсене хăрăмпа çырнă та малалла кайнă. Юлашкинчен вĕсем çакăн пек çĕре пырса тухнă: пĕр пĕчĕк юханшыв, чул сăрт тĕми урлă юхса тăрса, хăйпе пĕрле известь çисе юхтара-юхтара кайса, нумай çĕр çул хушшинче васкамасăр иртекен, ĕмĕр-ĕмĕрех çутă тăракан чултан кăтра та шăтăклаллă Ниагара туса хунă. Çав чул çинчен анакан шыв мĕнле сикнине Бекки пăхса килентĕр тесе тата ăна çутатас тесе, Том хăйĕн пĕчĕк кĕлеткипе шыв сикнĕ вырăн хыççăн хушăха хĕсĕнсе кайнă. Унта вăл çакна асăрханă: çав шывсикки хăй тĕллĕнех чăнкă пусма пеккине картласа тăнă, çав пусма пекки чул стена хушшинчи ансăр çурăка хупса лартнă пек туйăннă. Том çав самантрах çĕнĕ япаласем тупса чапа тухассишĕн çунма пуçланă. Бекки вăл чĕннине хавассăн йышăннă, вĕсем вара малашне пăхса пĕлмешкĕн чул çине хăрăмпа паллă тунă та çĕнĕ япаласем шыраса тупма кайнă. Вĕсем кукăр-макăр кукăрăлакан коридор тăрăх нумайччен утна, пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла кайнă, çĕр ăшĕнчи шăтăксене тарăнрах та тарăнрах анса пынă. Вĕсем тата тепĕр паллă тунă та аяккалла пăрăннă, — çӳле тухсан каласа кăтартмашкăн татах тĕлĕнмелле япаласем шыраса кайнă. Пĕр çĕрте вĕсем питĕ аслă шăтăк тупнă. Çав шăтăкăн маччинчен аялалла темĕн чухлĕ çутă сталактит усăнса тăнă, вĕсем этем ури сарлакăш пулнă. Ачасем, çав шăтăк хитрелĕхне пăхса савăнса, унăн йĕри-тавра утса çаврăннă та унтан пĕр коридорĕпе тухнă, — çакăнта темĕн чухлĕ коридор пырса çыпçăннă-мĕн. Хайхи коридорпа кайсан, ачасем часах ытармалла мар хитре çăлкуçĕ патне пырса тухнă. Унăн бассейнĕ глазурьпе сернĕ евĕрлĕ йăлкăшса тăракан кристалсенчен юри тунă пекех пулнă. Бассейн шăтăкăн вăта çĕрĕ тĕлĕнче пулнă, шăтăкĕн стенисене темĕнле тĕлĕнмелле колоннăсем, — тĕрекле сталактитсем-сталагмитсем1 пĕрлешсе ларнипе пулса тăнăскерсем, тĕкĕлесе тăнă, — вĕсем известь шывĕн пĕчĕкçĕ тумламĕсем нумай ĕмĕр хушши татти-сыпписĕр тумласа тăнипе пулнă. Çав шăтăкăн тӳпи айĕнче çара çерçи кĕтĕвĕсем вырнаçса пурăннă, кашни кĕтĕвĕнче пиншер çара çерçи пулнă. Çутă вĕсене хускатса янă, вĕсем темиçе çĕршерĕн аялалла тапранса аннă та, йĕрĕнмелле сасăпа чĕриклетсе, урнă пекех çуртасем патнелле чышăнма пуçланă. Том вĕсен йăлисене пелнĕ, çавăнтан мĕн пулассине те лайăхах чухланă. Вăл Беккие аллинчен ярса илнĕ те унпа пĕрле хăйсене чи малтан тĕл пулнă коридораллах чупса тухнă. Çапла туни аван пулнă, мĕншĕи тесен пĕр çара çерçийĕ Беккин çуртине çуначĕпе сӳнтернĕ лартнă — Бекки шăп шăтăкран чупса тухса тарнă вăхăтра сӳнтерпĕ. Çара çерçисем ачасем хыççăн нумайччен хăваласа пынă. Анчах тарса хăтăлаканĕсем кашни минутрах çул çинче тĕл пулакан çĕнĕ те çĕнĕ шăтăксене пăрăнса кĕре-кĕре кайнă. Çапла вара юлашкинчен çав усал чĕрчунсенчен хăтăлнă. Часах Том çĕр айĕнче кӳлĕ шыраса тупнă, унăн аран çеç палăракан çыранĕсем тĕттĕмелле кайса çухалнă. Вăл çав çырамсене кайса тĕпчесе пăхасшăн пулнă. Анчах вăл малтан ларса калсассăн лайăхрах пулĕ тесе шутланă. Çакăнта тин ачасем çĕр айĕнчи шăтăкра нимĕнле сас-чĕвĕ те пулманнине асăрхаса илнĕ, çак шăплăх ачасен чунне темĕнле пусаркăçпа пусса лартнă пекех пулнă.
— Мĕн, ара, — тенĕ Бекки, — эпĕ сисмерĕм те, сасăсем тахçанах илтĕнме пăрахрĕç мар-и çак?
— Чухласа ил-ха, Бекки, эпир вĕсен айнелле анса кайрăмăр вĕт. Эпĕ хамăр ăçталла килсе кĕнине те пĕлместĕп, те çурçĕрелле, те кăнтăр еннелле, те хĕвелтухăç еннелле. Кунта эпир вĕсен сассисене те илтме пултараймастпăр.
Бекки хăрасах кайрĕ.
— Эпир тахçантанпах çакăнта аялта çӳретпĕр-и ĕнтĕ? Каялла таврăнсан лайăхрах пулмĕ-ши?
— Ия, çапла тусан лайăхрах пулĕ, тетĕп. Лайăхрах пулĕ...
— Эсĕ çулне тупма пултаратăн-и, Том? Кунта ытла та кукăр-макăр çулсем, манăн пуçра пĕтĕмпех арпашса пĕтрĕç.
— Çав çара çерçисем пулман пулсан, эпĕ çулне тупма пултараттăм. Вĕсем пирĕн çуртасене иккĕшне те сӳнтерсен, пирĕн мĕн тăвас-ха? Тавай урăх çул шырар, вĕсем патĕнчен иртсе каяс марччĕ.
— Аташса каяс марччĕ пирĕн. Вăл вара шутсăр хăрушă пулĕччĕ! — Çавăн пек хăрушлăх пулма пултарасси çинчен шухăшласан, хĕрача шартах сикнĕ.
Вĕсем пĕр галерейи тăрăх утнă, хăйсем курнă паллăсем тупăнмаççĕ-ши тесе, кашни шăтăкаллах тĕллесе пăхса нумайччен ним чĕнмесĕр утнă. Анчах кунта вĕсем пĕлни нимĕн те пулман, пурте вĕсемшĕн ют пулнă. Том çĕнĕ шăтăкалла тĕллесе пăхнă чухне кашни хутĕнчех Бекки унăн питĕнчен сăнаса пăхнă, мĕн те пулин йăпатмалли сиссе илме ĕмĕтленнĕ, Том вара савăнăçлăн çапла каланă:
— Ку эпир килнĕ çул мар-ха, анчах эсĕ ан пăшăрхан, вăхăт çитсен, ăна та тупатпăр, — тенĕ.
Çапах та кашни хутĕнчех телей пулман пирки вăл шанăçа çухатса пынă, часах вăл, хăйсене кирлĕ çула тупасчех тесе ĕмĕтленсе, пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла пăрăна-пăрăна кĕме пуçланă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе вăл çапла каланă: «Ан хăра, пурте аван пырать-ха», — тенĕ. Анчах унăн черине çав тери пысăк йывăрлăх пусса тăнă, çавăнпа сасси те унăн уççăн тухман, вăл «пурте аван» тесе мар, «пурте пĕтрĕ» тесе каланă пекех туйăннă. Бекки хăраса ӳкнипе ун çумнелле тĕршĕннĕ, куççуль тухассине пĕтĕм вăйĕпе чарма хăтланнă, анчах куççулĕ юхнăçемĕн юхнă. Юлашкинчен вăл çапла каланă:
— Том, çара çерçисем пурри нимех те мар, çав çулпа каялла таврăнар. Капла эпир аташнăçемĕн аташса пыратпăр, — тенĕ.
Том чарăнса тăнă.
— Итле! — тенĕ вăл.
Нимĕн сас та илтĕнмен, йĕри-тавра шăп, харпăр хăй сывланине те илтме пулнă. Том кăшкăрса янă. Унăн сасси, ян кайса, пушă тӳпе айĕнче янăраса тăнă та, кайран майĕпен инçетелле кайса, такам мăшкăлласа ĕхĕлтетсе кулнă пек пулса чарăнса ларнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...