Том Сойер темтепĕр курса çӳрени
Çĕр варринче кĕтмен çĕртен хулари чиркӳ ухмаха ернĕ пекех танкăлтаттарни илтĕнсе кайнă. Пĕр самантрах вара урамсене ухмах пек çӳрекен тумланнă-тумланман çынсем тухса тулнă. Вĕсем: «Тухăр! Тухăр! Тупăнчĕç! Тупăнчĕç!» — тесе çухăрнă. Тимĕр çатмасемпе чанкăртаттарнă, тӳттӳрутсем кăшкăртнă. Пĕтĕм халăх ушкăнĕпе шыв хĕрринелле Томпа Беккие хирĕç чупнă, вĕсене хулари çынсем уçă кӳме çине лартса, хытă кăшкăрса хăйсем туртса пынă. Ушкăн кӳмене хупăрласа илнĕ, пĕрле пыракансемпе пĕрлешнĕ те пĕрмай «ура» кăшкăрса аслă урам тăрăх чаплăн утнă.
Иллюминаци çутса янă. Çывăрма никам та выртман. Хăйĕн мĕнпур ĕмĕрĕ тăршшĕнче те хула çавăн пек чаплă çĕр курман. Пĕр çур сехет хушшинче Тэчер судья килне хулари çынсем пурте тенĕ пекех пырса тухса кайнă.. Вĕсем çăлăннă ачасене ыталаса ачашланă та вĕсене чуптунă, миссис Тэчера алă панă, сăмахлама хăтланнă. Анчах вĕсем сăмахлама пултарайман, пĕтĕм кил-çурта куççуль юхтарса тултарнă.
Полли мăнаккăшĕ шутсăрах хавасланнă, миссис Тэчер та çавнашкалах хĕпĕртенĕ. Çĕр айĕнчи шăтăк патнелле чуптарнă çын, миссис Тэчерăн упăшки патне çитсе, ăна савăнăçлă хыпар пĕлтерме ĕлкĕрнĕ пулсан, миссис Тэчер пĕтĕмĕшпех телейлĕ пулнă пулĕччĕ.
Том диван çинче выртать, вăл хăйне питĕ тăнласа итлекен çынсене хăйсем тĕлĕнмелле мыскара курни çинчен каласа кăтартать. Сăмах хитререх тухмашкăн палăрмалларах эпизодсем те сахалах мар хăйĕнчен шухăшласа кăларса хушса калать вăл. Юлашкинчен вăл хăй Беккие пăрахса хăварса разведкăна кайни çинчен те каласа кăтартрĕ: хăй икĕ галерея витĕр тухни çинчен, хăйĕн кантри мĕн чул çитнĕ таран виççемĕш галерея тăрăх кайни çинчен каларĕ. Унăн кантра çăмхийĕ йăлт вĕçне çитичченех сӳтĕлсе пĕтнĕ те, вăл ĕнтĕ каялла таврăнас тесе тăнă-мĕн. Сасартăк инçетре хĕвел çути пек çутă курах кайнă, вăл кантрана пăрахнă та алăпа хыпашласах çавăнталла кайма пуçланă, унтан пуçĕпе хулпуççийĕсене пĕр пысăках мар шăтăк ăшне чиксе пăхнă та, хăй умĕнче аслă Миссисипи шывĕ юхса выртнине курах кайнă. Шухăшласа пăхăр-ха, çĕрле пулнă пулсан, вăл çутă йăлтăртатнийĕ курас та çукчĕ, галерея вĕçнех çитсе пăхас шухăш та унăн пуçне кĕрес çукчĕ. Унтан вăл савăнăçлă хыпарпа Бекки патне епле таврăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл таврăнсан, Бекки ăна çапла каланă: «Эсĕ çавăн пек пустуй япаласемпе ман çума ан çыпçăн-ха, мĕншĕн тесен эпĕ ывăннă, эпĕ хам часах вилессине пĕлсе тăратăп, çавăншăн эпĕ хĕпĕртетĕп», — тенĕ. Том ăна епле çавăрса хăтланни çинчен, тата, çутă кăвак кун çутине курсан, Бекки хĕпĕртенипе кăштах вилсе кайманни çинчен каласа кăтартрĕ. Хăй тăвăр шăтăк витĕр епле тапаланса тухни çинчен, унтан Беккие пулăшни çинчен каларĕ: хăйсем çĕр çине ларса хĕпĕртенипе макăрса яни çинчен те каларĕ. Çав вăхăтрах вĕсем патĕнчен темĕнле çынсем кимĕпе ишсе иртсе каяççĕ-мĕн. Том вĕсене чĕнсе илнĕ: «Эпир çакăнта çер айĕнчи шăтăк ăшĕнчен тухрăмăр, пирĕн шутсăрах çиес килет», — тенĕ.
Çынсем малтан ĕненмен, мĕншĕн тесан ун пек ниепле те пулма пултараймасть, тенĕ вĕсем: «Эсĕр халĕ ларакан вырăн çĕр айĕнчи шăтăк ăшнелле кĕрсе каймалли вырăнтан пилĕк миля анатарах-çке», — тенĕ. Унтан çынсем çапах та ачасене кимĕ çине лартнă та пĕр çурта илсе кайнă, каçхи апат çитернĕ, икĕ-виçĕ сехет кантарнă та унтан килне леçсе хăварнă.
Тул çутăличчен Тэчер судьяна тата ăна пулăшса çӳренĕ çынсене çĕр айĕнчи шăтăк ăшĕнчен кантрасемпе туртса кăларчĕç те (вĕсем унта кантрасемпе çыхăнса ларнă пулнă-мĕн) вĕсене савăнăçлă хыпар каласа кăтартрĕç.
Виçĕ кун та виçĕ каç ывăнса, выçса пурăнни ахаль иртсе кайма пултарайман, ăна Томпа Бекки часах туйрĕç. Юнкун кунĕпех тата кĕçнерникунне те вĕсем вырăн çинче выртсах ирттерчĕç, выртнăçемĕн вĕсене тата хытăрах ывăннă пек туйăнчĕ. Том кĕçнерникунне тăрса çӳрекелеме пуçларĕ, эрнекун хула тăрăх çӳреме тухса кайрĕ, шăматкун вара вăл маттурах пулчĕ теме пулать. Анчах Беккийĕ вырсарникунчченех пӳлемрен тухмарĕ, кайран тухсассăн та, вăл йывăр чирпе чирлесе выртнă сăнлăн туйăнчĕ.
Гек чирлени çинчен илтсенех, Том эрнекунах ăна курма тесе кайрĕ. Анчах ăна чирлекен патне вăл кунне те, шăматкун та, вырсарникун та кĕртмерĕç. Кайран вара ăна кашни кунах кĕртме пуçларĕç, çапах çĕр айĕнчи шăтăкра мĕн пулни çинчен калама хушмарĕç, чĕрене хумхатса яма пултаракан темăсене те тивме хушмарĕç. Вĕсем сăмахланă чухне тăлăх арăм Дуглас яланах унта пулчĕ, Том ан калаçтăр тесе, вăл яланах ăна астуса тăчĕ. Кардиф тăвĕ çинче мĕн пулса иртни çинчен Том хăйĕн килйышĕнчен те илтрĕ. Çавăн пекех ăна пĕр çапкаланчăкăн виллине пристань патĕнче, шыв ăшĕнче, тупни çинчен те каласа кăтартрĕç: хăвалакансенчен тарса хăтăлма хăтланса, вăл шыва анса кайнă пулмалла.
Çĕр айĕнчи шăтăкран хăтăлса тухсан, пĕр икĕ эрнерен Том Гека курма кайрĕ. Çав вăхăталла Гек çителĕклех вăй илсе çитнĕччĕ, кирек мĕн çинчен те калаçма пултаратчĕ, ытлашши хумханса кайнипе тем пуласран та хăрамаллах марччĕ ĕнтĕ. Судьян çурчĕ çул çинче пулнă майĕпе Том унта Беккие курма та кĕчĕ. Судьяпа унăн паллакан çыннисем Тома сăмахлаттарма пуçларĕç, тахăшĕ вара шӳт туса: «Санăн çĕр айĕнчи шăтăка татах кайса курас килмест-и?» — тесе ыйтрĕ. Том çапла каларĕ: «Ия, эпĕ халех те кайма хатĕр», — терĕ.
— Эпĕ сан хыççăн каяс текеннисем татах тупăнасси тĕлĕшпе пĕрре те иккĕленместĕп, Том, — терĕ судья, — анчах эпир вĕсене май тупрăмăр. Халĕ ĕнтĕ çав çĕр айĕнчи шăтăкра никам та, нихçан та текех аташса каяс çук.
— Мĕнле апла? Ма?
— Мĕншĕн тесен эпĕ, икĕ эрне пулать ĕнтĕ, алăкне листаллă тимĕр тыттартăм та виçĕ çăрапа питĕрсе ларттартăм. Уççийĕсем ман алăра.
Том шурă пир пекех шуралса кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, ача? Эй, кам та пулин кунта килĕр, пĕр стакан шыв парăр!
Шыв илсе килчĕç. Тома питĕнчен сирпĕтрĕç.
— Ну, вăт, халĕ ĕнтĕ иртсе кайрĕ. Мĕн пулчĕ вара сана, Том?
— Ох, судья, унта, çĕр айĕнчи шăтăкра... Джо индеец!
33-мĕш сыпăк. Джо индеец пурнăçăн юлашки кунĕсем
Пилĕк минут хушшинче çĕнĕ хыпар пĕтĕм хулана сарăлчĕ. Пăртак тăрсан, вуникĕ кимĕ, çынсем тиесе, Мак-Дугал шăтăкĕ патнелле кайрĕ. Вĕсем хыççăн туп-тулли пассажир тиесе пăрахучĕ те шурĕ. Том Сойер Тэчер судьяпа пĕрле пĕр киме çинче пычĕ. Алăка уçса ярсанах, пырса çитнĕ çынсем çĕр айĕнчи шăтăк тĕттĕмлĕхĕнче хурлăхлă япала курчĕç. Çер çинче Джо индеец вилли выртать, унăн куçĕсем юлашки минут çитичченех çутăшăн тата ирĕклĕ тĕнчери савăнăçа курасшăн çуннă пек; вăл хăй питне алăк çурăкĕ çумне тĕршĕнтернĕ. Томăн кăмăлĕ çемçелсе кайрĕ, мĕншĕн тесен вăл çав мĕскĕн çын мĕнле хĕн-хур тӳссе ирттернине хăйĕн опычĕ тăрăхах аван пĕлсе тăчĕ. Вăл хĕрхенме пуçларĕ, анчах çав вăхăтрах тата ăна шутсăрах çăмăллăн туйăнса кайрĕ. Хăй çав юн юхтаракан усал çын çинчен судра каласа кăтартнăранпа вăл яланах хăраса çӳретчĕ, хăраса çӳресси хăйшĕн йĕпле йывăр пулнине вăл халĕ çеç чăнипех ăнланса илчĕ.
Хăйпе юнашарах метисăн кукăр çĕççийĕ выртать, вăл çурмалла хуçăлса кайнă. Алăкăн аялти урлă хунă хулăн хăмине пĕтĕмпех çав çĕçĕпе касса, турпасласа пĕтернĕ. Анчах тăрăшса хăтланни ахалех пулнă, мĕншĕн тесен тул енчен чул тухса тăрса алăк сулли пек пулса выртнă, çав хытă япалана çĕçĕ те çĕнтерме пултарайман. Унта кам та пулин сиен курнă пулсан та, чулĕ мар, çĕççи сиен курнă. Çав чул картласа тăман пулин те, çапах метис хăтланни сая каятчĕ, мĕншĕн тесен вăл, урлă хăмана çĕçĕпе касса пĕтерес пулсан та, алăк айĕпе хĕсĕнсе тухма пултарас çукчĕ, — вăл ăна хăй те аванах пĕлнĕ. Çавăнпа та мĕскĕн çын мĕн те пулин тăвас тесе çеç, кичеммĕн иртекен вăхăта епле те пулин ирттерес, ывăнса çитнĕ ăспуçа мĕн çинчен те пулин шухăшлаттарас тесе çеç йывăçа касса хăтланнă. Çĕр айĕнчи шăтăкăн малти пайĕнче стена çурăкĕнче яланах пĕр пилĕк-ултă яшка çăвĕнчен тунă çурта тĕпĕсем пулнă, вĕсене унта туристсем чике-чике хăварнă. Анчах халĕ пĕр çурта юлашки те пулмăн. Тĕрмене пырса хупăннă çын вĕсене шыраса тупса çисе янă. Вăл темиçе çара çерçи чееленсе тытма пултарнă та, вĕсене те çăтса янă, вĕсен чĕрнисене çеç пăрахса хăварна. Мĕскĕнскер выçă вилĕмĕпех вилсе кайнă. Унтан инçетрех мар ерипен çĕр çинчен çӳлелле сталагмит ӳссе хăпарнă, вăл хăй тĕлĕнче çакăнса тăракан сталактит çинчен нумай ĕмĕр хушши шыв тумламĕсем тумласа тăнипе пулнă. Тĕрмене пырса лекнĕ çын сталагмит тăррине катса илнĕ те унăн хуçăкĕ çине чул хунă, хаклă шыв тумламĕсене пуçтармашкăн чул çине пĕчĕк лапчăк алтнă, çав тумламсем сехет маятникĕнни пек салху йĕркелĕхпе кашни çирĕм минутра тумласа тăнă. Çирĕм тăватă сехет хушшинчен вара çапла пĕр дессерт кашăкĕ чухлĕ шыв пуçтарнă. Тройăна çĕмĕрсе пĕтернĕ чухне те, Рим хули никĕсне хунă чухне те, Христоса пăталанă чухне те, вăрçса илекен Вильгельм Британи империне пуçтарнă чухне те, Колумб тинĕселле тухса кайнă чухне те, Лексингтон патĕнчи çапăçу çĕнĕ хыпар пулса тăнă чухне те1, пирамидăна тунă вăхăтрах çав тумламсем тумласа тăнă. Вĕсем халĕ те тумласа тăраççĕ, малашне те, эпĕ халĕ асăннă ĕçсем халапсем ăшне путса пĕтĕмпех манăçа тухсан та, çав тумламсем тумласа тăрĕç. Нивушлĕ çав ӳпреллĕ этемĕн ăшĕ çуннине хăй вăхăтĕнче кантармашкăн çеç çав тумлам пилĕк пин çул хушши тӳсĕмлĕн патлатса ӳксе тăнă пулĕ? Çитес вунă пин çул хушшинче пурнăçа кĕртмешкĕн урăхларах пысăк тĕллев пур-ши?
Çаксем пурте ĕç çукран килсе кĕрекен ыйтусем вĕсем. Телейсĕр метис хаклă тумламсене пуçтарма чул çинче лаптăк тунăранпа нумай, нумай çул иртнĕ ĕнтĕ. Ăнчах ку таранччен те Мак-Дугал шăтăкĕнчи тĕлĕнмелли япаласене курма пыракан турист, пуринчен ытларах çав хурлăхлă чул патĕнче чарăнса, хуллен тумлакан тумламсене пăхса тăрать. Çĕр айĕнчи шăтăкри чи палăракан япаласем хушшинче «Джо индеецăн чашки» пирвайхи вырăн йышăнса тăрать. «Аладдин дворецĕ» те иккĕмĕш вырăна кайса тăнă.
Джо индееца çĕр айĕнчи шăтăка кĕмелли вырăнтан инçех мар алтса пытарчĕç. Ăна пытармашкăн таврари пур ялсемпе фермăсенчен те халăх çич çухрăмранах пуçтарăнчĕ; пурте вĕсем кимĕсемпе, фургонсемпе пычĕç. Фермерсем хăйсемпе пĕрле ачисене тата çимеллипе ĕçмелли те илсе пычĕç, кайран вĕсем çапла каларĕç: «Метиса пытарнине пăхса, эпир ăна çакса вĕлернине пăхса киленес чухлех килентĕмĕр пулĕ», — терĕç. Метиса пытарни пĕрмаях ӳссе пыракан пĕр ĕçе пĕтерсе хучĕ: Джо индееца каçармашкăн штат губернаторĕ патне петици тăратас ĕçе чарса лартрĕç. Петици айне питĕ нумай çын алă пуснă. Çавăн пирки темиçе митинг та пулса иртрĕ, унта хĕрӳллĕ сăмахсем каларĕç, куççульсем питĕ нумай юхтарчĕç. Çинех тăракан хĕрарăмсенчен комитет пулса тăчĕ, вĕсем траурлă тумтирсем тăхăнса губернатор патне каяс та унăн умĕнче макăрса кăмăлне çемĕçтерес, вăл ырă кăмăллă ашак пултăр, хăй тумалли ĕçе урипе таптаса хутăр тесе, йăлăнса тархаслас, терĕç. Джо индееца хулари пилĕк çынна вĕлернĕ тесе айăпланă, анчах мĕнех-ха вара вăл. Вăл чĕрĕ шуйттан пулас пулсан та, ăна каçарттармалли петици çине алă пусма тата хăйсен нумай шывлă запасĕсенчен çав петици çине куççуль тумламĕсем тумлатма хатĕр пулакан тăмсайсем çителĕклех тупăнаççĕ пулĕ.
Метиса пытарсан тепĕр кунне Том Гека, пысăк ĕçсем çинчен калаçса пăхмашкăн, çын çук çĕре ертсе кайрĕ. Çав вăхăталла Том мĕн курнисем çинчен Гек валлиецран тата тăлăх арăм Дугласран тĕпĕ-йĕрĕпех илтнĕ. Анчах, Том сăмахĕ тăрăх, вĕсем ăна пĕр япала çинчен, унăн çывăх тусĕ çинчен каласа паман, унăн хăйĕн тусĕпе çавăн çинчен калаçса пăхас килнĕ. Гек сăнĕ-пичĕ салхуланчĕ.
— Эпĕ пĕлетĕп мĕн пулнине, — терĕ Гек — Эсĕ «иккĕмĕш номерте» пулнă та унта нимĕн те тупман... пер виски çеç тупнă. Çавăнта эсĕ кайса çӳренĕ тесе мана никам та каламарĕ, çав виски тĕлĕшпе пулнă истори çинчен илтсенех, эпĕ хамах чухласа илтĕм. Эсĕ укçасене кăларса килейменнине эпĕ тӳрех тавçăрса илтĕм, ахаллĕн эсĕ ман пата та кĕрсе çав хыпара пĕлтерме май тупаттăнч-чĕ, — урăх никама та мар, мана çеç калаттăнччĕ. Çав пытарса хунă укçа пирĕн алла кĕрес çук тесе, Том мана яланах темĕн систерсе тăратчĕ.
— Мĕн эсĕ, Гек? Таверна хуçи çинчен каласа пĕлтерекенни эпĕ мар. Эсĕ пĕлетĕн вĕт, шăматкун эпир пикника кайнă чухне тавернăра пурте чиперех пулнă. Санăн çĕрле унта хурал тăмалла пулнине эсĕ астумастăн-и вара?
— Астумасăр, астăватăп ĕнтĕ. Анчах пĕлетĕн-и, çавăн хыççăн халĕ мана пĕр çулталăка яхăн иртнĕ пек туйăнать. Çав Джо индеец хыççăн кайса, ăна тăлăх арăмăн çурчĕ патнех йĕрлесе çитнĕ каç пулнăччĕ...
— Ăна эсĕ йĕрлесе тутарăн-и вара?
— Ия. Анчах ун çинчен пĕр сăмах та ан шарла! Эпĕ унăн юлташĕсем юлнах пулĕ, тетĕп. Мана тавăрас тесе, вĕсем мĕнле те пулин ирсĕр ĕç ан туччăр. Эпĕ мар пулсан, халь вăл Техасра пулатчĕ, нимĕн туман пекех вĕçтеретчĕ.
Гек вара никама та каламалла марри çичен хытă систерсе хăй мĕн курнисене пурне те каласа кăтартрĕ. Том ку таранччен çавăн пĕр пайне çеç — валлиец мĕн пĕллине çеç — илтнĕ иккен.
— Ăнлантăн-и, — терĕ Гек юлашкинчен, халапăн чи пысăк теми патне таврăнса, — «иккĕмĕш номертен» виски çĕкленĕ çынсем укçине те кăларса кайнă. Кирек мĕнле пулсан та, пирĕн ĕç пĕтнех ĕнтĕ, Том.
— Гек, çав укçа «иккĕмĕш «номерте» нихçан та пулман.
— Мĕн? — Гек хăй юлташне питенчен шăтарас пекех пăхса илчĕ.
— Том, эсĕ каллех çав укçа йĕрне тупрăн-и-мĕн?
— Гек вăл укçа çĕр айĕнчи шăтăкра. Гекăн куçĕсем çуталса кайрĕç.
— Ху мĕн каланине тепĕр хут кала-ха, Том.
— Гек, вăл укçа çĕр айĕнчи шăтăкра.
— Том, чăннипе кала, çавна эсĕ нимĕн кулмасăр-тумасăрах калатăн-и е шӳт тăватăн-и?
— Нимĕн кулмасăрах калатăп. Гек... Эпĕ ĕмĕрте те çакăн пек пĕрре кулмасăр урăх нихçан та каламан. Санăн манпа пĕрле çавăнта каяс килет-и, мана çав укçана илме пулăшас килет-и?
— Пырас килмесĕр. Паллах, пыратăп! Ниçта аташса каймасăр çавăнта лекме пултаратпăр пулсан, пыратăпах.
— Гек, эпир нименрен те хăрамасăр çавăнта хăюллăнах кайса кĕме пултаратпăр.
— Пите аван! Анчах эсĕ ма апла шухăшлатăн-ха, укçи çавăнта...
— Тăхта, Гек, эпир çавăнта çитиччен. Эпир укçине тупмастпăр пулсан, сана эпĕ хамăн параппана тата хамăн мĕн пуррине йăлтах паратăп. Туршăн та, ан иккĕлен, паратăп!
— Юрĕ, пырать! Хăçан каймалла тетĕн эсĕ?
— Халĕ кайсан та юрать, хăван каяс килет пулсан. Санăн вăй çитет-и?
— Унта шалалла тарăн анмалла-и? Эпĕ ура çинче çӳреме пуçлани виçĕ е тăватă кун ĕнтĕ. Анчах эпĕ пĕр мильăран ытла кайма пултарас çук, Том, — кайма пултарас çук тесе шутлатăп эпĕ.
— Урăх çыннăн кирек камăн та пилĕк миля каймалла пулатчĕ, анчах эпĕ сана чи кĕске çулпа илсе каятăп, вăл çула мансăр пуçне урăх никам та пĕлмест. Эпĕ сана унта кимĕпе илсе каятăп. Гек, кĕрсе каймалли вырăн патнех çитеретĕп... унталла та, кунталла та хам ишетĕп, — эсĕ пӳрнӳне те тапратмастăн.
— Халех каяр, Том!
— Питĕ аван! Пирĕн çăкăрпа аш тата чĕлĕмсем илмелле пулать, пушă михĕ те кирлĕ, хут çĕлен кантрисене те пĕр ик-виçĕ çăмха илер, çав çĕнĕрен шухăшласа кăларнă япаласене, кӳкĕрт шăрпăкĕсене те — пĕтĕмĕшпех илер. Çавăнта, çĕр айĕнчи шăтăкра, ларнă чухне çав шăрпăксем хам çумра пулманшăн эпĕ темиçе хут та кулянтăм.
Кăнтăрла иртсен часах ачасем, пĕр çын килте çуккине кура, унăн пĕчĕк киммине кивçен илчĕç те тӳрех çула тухса кайрĕç. Çĕр айĕнчи шăтăка кĕмелли вырăнтан темиçе миля кайсанах, Том çапла каларĕ.
— Çĕр айĕнчи шăтăка кĕмелли айлăм патĕнчен анаталла каякан чăнкă сăрт хĕррине куратăн-и? Вăл яка та тикĕс пек туйăнать: ни кил-çурт таврашĕ, ни вутă склачĕсем те çук унта, тĕмĕсем çеç, вĕсем те пĕр йышшискерсем. Анчах ав çавăнта, ишĕлнĕ çĕрте, шурă тĕс куратăн-и? Çавна эпĕ паллă тунă. Атя, тухар!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...