Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
— Нимĕн те тумастпăр-çке, — терĕ Ахтупай, — Мамалей укçи пăрахма килнĕччĕ те, тăратпăр ак.
Сахвине ăна илтмĕш пулчĕ, вăл хăнчăр куçне мăч-мăч хупкаласа Эрнепи еннелле çаврăнчĕ.
— Кам хĕрĕ пулчĕ-ха ку? Ара, Альтук хĕрĕ мар-и? Тупата çавă, Альтук хĕрĕ. Эрнепи. И-и, ачам, мĕнле намăса пĕлместĕн çапла сĕтĕрĕнсе çӳреме? Çылăха пĕл, киреметрен хăра, ĕмĕр-ĕмĕр шар курса пурăнмалла пулĕ, ачам. Кама калаççĕ, каятни е каймасни эс кунтан, алпас хĕр ача! — вăл Эрнепие хăваласа йывăç тавра çаврăнса илчĕ. Ăна вăл тутăр вĕçĕнчен ярса тытасшăн пулчĕ пулмалла, анчах кăна тума пултараймарĕ, вара пĕтĕм шăм-шакĕпе чĕтресе патаккине Ахтупай еннелле тăсрĕ. — Эсĕ мĕн пăхса тăратăн тата, эсрел чĕппи? Тасалнă пул халех! Унсăрăн эпĕ сире наччас тухатса пăрахатăп. И-и, сурханахсем, каятăр-и эсир е каймастăр-и?
— Эпир нимĕн те туман-çке, Сахвине инке, мĕншĕн вăрçатăн пире? — ăна юрас тесе лăпкăн ыйтрĕ Ахтупай.
— Калаçса тăратăн-и-ха тата? Тасалатăр-и эсир, тасалмастăр-и? — Сахвине патаккине çĕклесе Ахтупай еннелле тапăнса пычĕ. Анчах ун хăрах çăпати йывăç тураттинчен çакланчĕ те, юмăç карчăк аллисемпе кулăшла хăлаçланса çĕре персе анчĕ. Çавăнтах хăвăрттăн сиксе тăчĕ, ыткăнса кайнă патаккине алла илсе тепĕр хут Эрнепи хыççăн чупрĕ.
— Эс… эс çапла хăтланатăн-и-ха, мана, пӳлĕхçĕ çыннине, ура хуратăн-и? Пĕлсех тăр, вĕрентĕп эп сана, и-и, асăнăн та — кайран пулĕ! — вăл сылтăм аллине киремет еннелле тăсрĕ. — Сир мана çак усал-тĕселтен, сир. Пурне те тума пултаракан киремет, хăвна итлемен сурханахсене хăватна кăтарт, инкек çине синкек ярса чĕрисене вутпа çунмалла ту. Пӳлĕхçĕ çыннипе тавлашнăшăн чĕлхисем çĕлен чĕлхи пулса тăччăр… Тьфу… тьфу…
Сахвине пĕрре Эрнепи еннелле, тепре Ахтупай еннелле лачлаттарса сурчĕ те, паçăрхи пекех патаккипе таклаттарса мĕнле килсе тухнă, çаплипех шĕшкĕ тĕмĕсем хыçне кĕрсе çухалчĕ.
— Пĕтрĕмĕр, Ахтупай! — терĕ Эрнепи чĕтрекен аллисемпе хăйне тăнлавран ярса тытса.
— Ним те ан пăшăрхан, Эрнепи, вăл ахаль çеç хăтланать. Мучавăрĕ вăл мар, ун упăшки. Тăхта, ан кай-ха…
Çук, Эрнепи тăхтамарĕ, пĕтĕм чунтан сехĕрленсе ӳкнĕскер, вăл сасăпах макăрса ярса Ахтупай чĕннине пăхмасăр пĕтĕм вăйпа ялалла чупрĕ.
12. Шупашкар пасарĕ
Шупашкар пасарне халăх нумай çĕртен пуçтарăнать. Унта ах, кая юлтăм пулас, халăх саланиччен çитейместĕп ĕнтĕ тесе васкаса утмалли çук, пасар тул çутăлнă-çутăлманах пуçланать те сĕм-тĕттĕм пуличченех тинĕс евĕр хумханса, кĕрлесе тăрать.
Нумайăшĕ ку пасара çĕр выртмалла каяççĕ. Каç пулнă тĕле çитеççĕ те лавккасен таврашне лашисене тăвараççĕ, чаппанпа е лашана витмелли ашăкпа пĕркенсе çавăнтах çĕр каçаççĕ. Пуянтараххисен хулара палланă чăвашсем е тутарсем пур, çавсем патне хăнана кĕреççĕ.
Тукай Шупашкара хăнана килнĕ пекех килет: паллă купса, думнăй дворянин Черемисинов майри ăна яланах çăкăрпа та тăварпа кĕтсе илет.
Черемисинов кил-йышĕпе Тукай чылай ĕлĕк ашшĕпе кĕрсен паллашнăччĕ, çавăнтанпа вырăс купсипе чăваш пуянĕ хурăнташланнă çынсем пекех пурăнаççĕ. Купсине хăйне тата унăн пĕртен-пĕр хĕрне пилĕк çул каялла тутарсем вĕлернĕ пулнă, купса майри вара упăшкипе хĕрĕ çĕре кĕнĕ çĕртен кайма шутламан, çурт лартнă та ĕмĕрлĕхех кунта пурăнма юлнă. Купса ывăлĕ Иван Семенович Черемисинов Мускавра аслă князь таврашĕнче ĕçлет. Нумай вĕреннĕскер, ют халăх чĕлхисене ăста пĕлекенскер, вăл ашшĕ пек суту-илӳ ĕçĕсемпе хăтланмасть, элчĕсемпе тĕрлĕ çĕре çӳрет. Кăçал çулла çеç вăл III Василий хушнипе Атăл тăрăх Хусана кайса килчĕ. Тукай патне хăнана кĕрсен мăрса ăна хăй темиçе пулнишĕн тавăрас тесе питех те тараватлăн пăхса ячĕ. Ывăлĕ кун пирки амăшне каласа кăтартнă иккен, ахаль ĕнтĕ амăшĕ Тукайпа Нухрата сĕтел хушшинчен те кăлармасть. Тукая вăл мăрса тесе мар, князь тесе чĕнет.
— Эс çи, Тукай князь, унсăрăн мана кӳрентеретĕн. Ак чие варенине тутанса пăх. Ана хамăр сад çырлинчен тунă.
Нухрат умне вăл пĕçернĕ çăмарта, пан улми, капăртма тата тем те пĕр купалать. Хăй, кăвас чĕресĕ пек мăнтăрскер, аран-аран уткаласа çӳрет, вĕçĕмсĕр калаçать.
— Сайра килекен пултăр эсир пасара. Хусан пасарне çӳретĕр пулĕ ĕнтĕ. Эпĕ унта хамăн вилнĕ упăшкапа кайнăччĕ те урăх çитсе кураймарăм. Хĕрӳ ӳссе çитнĕ иккен санăн. Вырăсла калаçать-и вăл кăштах?
— Пăртак калаçкалать. Анчах эпир вырăссенчен аякра пурăнатпăр çав…
Купса майри хĕр ача хăй сăмах чĕнессе кĕтет, анчах Нухрат именерех парать, вырăсла калаçнă чух йăнăш сăмах тухасран хăрать.
— Мĕншĕн чăвашла тумлантаратăн-ха эсĕ ăна, князь? Кур-ха, пĕтĕмпех шурă тумпа. Çапах та тĕррисем хитре вара. — Черемисинов амăшĕ Нухрат кĕпине аллипе тытса пăхать. — Вырăсла тум килĕшмелле те ăна…
— Ара, эпир чăвашсем-çке, — тет Тукай. — Йăлапа тумтир тĕлĕшĕнчен тутарсене çывăх тăратпăр. Чĕлхе те тутарларах пирĕн.
— Апла пулĕ те-ха, манăн ăна вырăс кĕпи тăхăнтарса пăхас килет. Чим-ха, тăхтăр-ха…
Вăл сĕтел сунтăхĕнчен темле çăра уççи кăларать те илемлĕ сăрласа пĕтернĕ тата хĕррисене тимĕрпе тыттарнă пысăк арчана уçать.
— Çакăнта ман хĕр чухнехи пурçăн кĕпе пулмалла, чим-ха…
Чăнах та, карчăк арча тĕпĕнчен кĕренрех тĕслĕ кĕпе илет, шывпа йĕпетсе, ун хутланчăкĕсене нумайччен сăтăрать. Вара Нухрата тĕпелти пӳлĕме кăчăк туртать. Кăшт тăхтасан вырăс кĕпи тăхăннă Нухрат пӳлĕмрен тухса ашшĕ умне пырса тăрать.
— Мĕнле, килĕшет-и, атте?
— Килĕшет пек. Çаврăн-ха.
Черемисинов амăшĕпе Тукай Нухрата çавăра-çавăра пăхаççĕ, карчăк хăйĕн кĕпине хăй ырласа тăранаймасть. Нухрат ăна хывма тăрать, анчах кил хуçи хĕр ачана вăйпа тытса чарать, сĕтел хушшине çак кĕпепех кĕртсе лартать.
— Илсе кай эс ăна, Нухрат. Мана асăнса тăхăнса çӳре. Эпĕ ватă ĕнтĕ, кирлĕ пулас çук…
— Ун пек юрамасть, — тет Тукай. — Вăл енне кайсан эп укçа тӳлĕп.
— Укçи-масарĕ, юрĕ-çке. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Ывăла-и, хама-и унта, мĕн те пулин парăн. Пĕр-пĕрне пĕлмен çынсемех мар.
Пасарта Тукайпа хĕрĕ чи малтан хăйсен енчен килнĕ чăвашсен ушкăнне пырса тăчĕç. Чăвашсем таварĕсене сутса пĕтермен-ха, йĕри-тавра ыраш, сĕлĕ, утă-улăм, чăпта, пичке-катка, тискер кайăк тирĕ тиенĕ тулли лавсем курăнаççĕ…
Çынсене тырă хакĕ ӳкни питĕ пăшăрхантарать. Кун пек пулсан, ахаль парса хăварнипе пĕрех, каялла турттарса каймалла пуль тесе тăраççĕ лав хуçисем. Вара укçалла сутма илсе тухнă тавара ирĕксĕрех тĕрлĕ япалапа улăштарма тытăнаççĕ. Ахаль тир вырăнне туллатнă тир, пичке-катка вырăнне — тăмран тунă тирĕк-чашăк, ырашпа сĕлĕ вырăнне — тумтир е тимĕртен тунă ăпăр-тапăр илеççĕ. Пасарăн кĕсйи пысăк, вăл темле япалана та вырнаçтарать, темле тавара та йӳнеçтерет.
Кунта лав çинчи е алăри япаласем пирки çеç мар, пасара илсе тухман, никам куçпа курман тавар пирки те калаçса татăлаççĕ. Акă Тукая паллакан пĕр купса, хĕрлĕ сăмсаллă лутра вырăс, тĕл пулчĕ те ун çумне сăвăс пек çыпçăнчĕ.
— Пирĕн кӳршĕ Тукай мĕнле пурăнать? Тырăсем мĕнлерех сирĕн кăçал? Ăçта сутма шутлатăн ырашна?
— Ăçта хаклăрах, çавăнта сутмалла ĕнтĕ ăна! — терĕ Тукай.
— Эсĕ çулсеренех кунта турттараканччĕ. Кăçал та пирех сут. Курттăмăн илетпĕр, пирĕн складсем пысăк.
— Шутласа пăхмалла пулать.
— Мĕн шутламалли? Ăсат лавусене хам пата. Шăнкăрт укçа илетĕн. Калаçса татăлтăмăр-и? — вăл Тукая хул хушшинчен çатăртаттарса тытрĕ. — Манăн кăшт мухмăр юлнă, айта-ха çавăнта кĕрсе çылăхсене каçарттарар, — çывăхри хупах еннелле тĕллесе кăтартрĕ купса.
Калаçу усăсăр пулас çуккине сиснĕ Тукайăн ирĕксĕрех килĕшмелле пулчĕ. Вăл Нухрата икĕ тарçăпа пĕрле лаша пасарне кайма хушрĕ, хăй хĕрлĕ сăмсаллă купса хыççăн «çылăхсене каçарттарма» утрĕ.
Лаша пасарĕ лавккасен хыçне, анлă улăх хĕррине, вырнаçнă. Пасарăн ку пайĕнче уйрăмах шавлă. Улшуçсем пĕр-пĕрне калаçма памасăр вĕçĕмсĕр тем кăшкăрашаççĕ, лашисене пушăпа е çара алăпа çапа-çапа мухтаççĕ, вĕсен хакне вунă хут ӳстерсе ыйтаççĕ, чакарнă чухне вара пĕр-пĕрин тӳсĕмлĕхне сехечĕ-сехечĕпе тĕрĕслеççĕ. Камăн тӳсĕмĕ ытларах, унăн кĕсйи те хулăнрах. Ăста улшуç кунта чуман лашанах юставлă, чирлĕ лашанах сывă, ватă лашанах çамрăк туса кăтартать, начар лашанах хаклă хакпа сутма пултарать; тепри, сутма пĕлменни, ырă утах йӳнĕ хакпа тыттарса ярать; кайран хăй йăнăшне чухласа илет те, ухмаха тухнă пек, улшуç хыççăн чупать. Укçа тытса курман пĕр-пĕр айвана тата улшуçсем кĕмĕл укçа вырăнне ниме тăман çеçтенкĕ тыттарса хăвараççĕ те лаша илеççĕ е хăйсем тӳленĕ укçапа мăкăрич тăваççĕ, ут хуçине тăватă уран тăракан пуличчен ĕçтерсе ӳсĕртсе кĕсье тĕпĕсене якатса каяççĕ.
Лаша пасарĕнче улшуçсем хăйсен лашисемпе мар, чеелĕхĕпе ăмăртаççĕ. Çавăнпа та кунта пĕри савăнать, тепри хурланать, пĕри ахăлтатса кулать, тепри ĕсĕклесе макăрать.
Ав пĕр старик, тĕрленĕ кĕпепе кăвак йĕм тăхăннăскер, тарпа шӳнĕ çăм шлепкине тусан çине çĕклесе çапнă та пĕтĕм çын куçĕ умĕнче хăйĕн çӳçĕсене тăпăлтарать. Нухрата вăл чăваш пекех туйăнчĕ, хĕр ача çывăха çитрĕ те шлепкине илсе парса:
— Мĕн пулчĕ сана, мучи? — тесе ыйтрĕ.
— И-и, хĕрĕм, — макăрма чарăнмарĕ старик, — лашасăр тăратса хăварчĕ-çке. Тĕнче мăшкăлĕ туса хучĕç!..
— Утна вăрласа кайрĕç-и-мĕн?
— Улталаса илсе тарчĕç, хĕрĕм. Виççĕн килчĕç те лашана хаклашма тапратрĕç. Лайăх хак параççĕ. Пĕри çӳретсе пăхас тесе утланса кайрĕ, иккĕшĕ, çĕр çăтманĕсем, укçа илсе килетпĕр тесе айккинелле пăрăнчĕç. Аçа çаптăр, пырши-пакартине йытă çитĕр, виççĕшĕн те алли-ури типсе лартăр…
— Килмерĕç-и вара çыннисем?
— Килмерĕç çав, хĕрĕм, килмерĕç. Кăнтăр кунĕнчех çаратса кайрĕç. Ун пек усалсем мĕншĕн ман тĕлех пулчĕç-ши? Пӳлĕхçĕ мана мĕншĕн ун пекех шар кăтартрĕ-ши?
— Ăçтисем эсĕ, мучи?
— Юнкăсем эпĕ, хĕрĕм, юнкăсем. Аякран килнĕччĕ. Халĕ киле епле пырса кĕрессине те пĕлместĕп. Пасарта пĕр-пĕр чăваш юмăçне тĕл пуласчĕ иçмасса, тен, вăл вăрăсен йĕрне тупса панă пулĕччĕ…
Мĕскĕн старикрен уйрăлсан Нухрат лаша пасарне тăршшĕпе утса тухрĕ, хăйне килĕшнĕ утсем умĕнче чарăна-чарăна тăрса хакĕсене ыйтрĕ. Пуринчен ытла ăна вĕшле йытă пек çинçе те вăрăм ураллă хура тур урхамах кăмăла кайрĕ.
— Эсĕ, хĕрĕм, каччă шыратăн-и е пулас упăшку валли лаша илесшĕн çӳретĕн? — темиçе хутчен килнĕ хĕр ачана асăрхарĕ ут хуçи.
— Лаша илесшĕн те…
— Ак сан валли лаша. Кун пеккине пасарĕпе тупаймастăн. Хĕрĕх алтын кăларса пар та киле мĕнле майпа вĕçтерсе çитнине те сиссе юлаймастăн. Икĕ енче — икĕ çунат, хыçалта ав, хăвах куратăн, — хӳре.
— Ытла ырхан-çке уту, пăх-ха, хăйĕнчен хăй вăтанса тăрать, — хăракаласа лашана сăмсинчен тытрĕ Нухрат. — Шăлĕсем пурте пур-и хăйĕн?
— Шутласа пăх, ман шутпа, унта пĕр шăлĕ ытлашши те пулмалла.
Çамрăк хĕр ача лаша туянасшăн пулнине курса наччасах вĕсен йĕри-тавра халăх пуçтарăнчĕ. Анчах Нухрат ку çынсенчен вăтанса тăмарĕ, арçын пекех, лашана унталла та кунталла турткалама пуçларĕ.
— Эс урисене пăх, — хĕр ача шӳт туманнине ăнланчĕ пулас лаша хуçи. — Урисем мĕнле унăн? Хытă çӳрекен лашан çеç ун пек пулать. Вăл миçе ака туйĕнче мала тухса курнă тетĕн? Ăмăрĕ мĕнле тата, чипер хĕр кăкăрĕ евĕр.
— Пасара çитиччен миçе хулă пĕтертĕн? — юлашки сăмахĕсене илтмĕш пулчĕ хĕр ача.
— Çук, тусăм, ку лашапа алла хулă та, пушă та тытса курман эпĕ. Ăна хăваламалла мар, ĕрĕхсе каясран чарса пымалла. — Çавăнпа сутать те ĕнтĕ, чарса йăлăхнă! — сăмах хушрĕ итлесе тăракансенчен пĕри.
— Мĕншĕн сутни вăл — урăх сăмах. Каласа пама та пулать. Вăл, тусăм, пачах урăх япала…
Лаша хуçи кĕпĕрленсе тăракан çынсене хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ темле инкек çинчен каласа кăтартма пуçларĕ, Нухрат ăна итлесе пĕтереймерĕ, утне çӳретсе пăхма ыйтрĕ.
— Ӳкмĕн-и, хĕрĕм? — шанмасăр пăхрĕ хуçи.
— Ӳксен çӳле каймастăп, çĕре каятăп!
— Ку аптрас çук, хăюллă калаçать — терĕ паçăр сăмах хушнă çын.
— Купса хĕрĕ пулас, — пăшăлтатрĕ тепри унпала.
Нухрат хура тур ут çине никам пулăшмасăрах утланса ларчĕ те чĕлпĕре карт туртрĕ. Лаша пĕр вырăнта тăпăр-татса илсе умра сарăлса выртакан улăхалла çил пек ыткăнчĕ.
Çынсем хĕр ачана халь ӳкет, халь ӳкет тесе сехĕрленсе пăхса тăчĕç, лешĕ ӳкме шутламаннине курса тĕлĕнсе калаçрĕç.
— Ну, пултарать те ку хĕр!
— Пăхăр, мĕнле çавăрттарать лашана!
— Учĕ те калама çук хитре пырать иккен.
— Э-э, хитре пырать-и! — савăнса кăшкăрчĕ хуçа. — Эп сире мĕн каларăм? Ăна туртана кӳлсе курман, вăл ман йĕнер лаши пулнă.
Нухрат çырма леш енчен юртăпа килчĕ те хăйне кĕтсе тăракансен умне çитсен лашине тапах чарчĕ.
— Маттур, хĕрĕм, — ун аллинчи чĕлпĕре илчĕ хуçа. — Каччă суйлама пĕлместĕн пулĕ-ха — çамрăкрах, лаша суйлама ăста вара, ним калама та çук.
— Ӳссе çитсен вăл улшуç пулать! — терĕ пĕр шăл йĕренĕ.
— Ку хĕр ашшĕне пархатар кăтартмалла!
— Çавăнпа лаша илме пасара янă та ăна ашшĕ!
Часах çапла шавлакан ушкăна Тукай пырса çитрĕ. Чаплă тумланнă тата сăнран та акăш-макăш ĕлккен çынна курсан пурте шăпах пулчĕç.
— Çакна илес тетĕн-и? — тӳрех лашана пăхма пикенчĕ Тукай. Вăл лашана шăлĕнчен, чĕрнинчен, хырçинчен — пур çĕртен те тĕрĕслерĕ.
— Хакĕ мĕнле?
— Хĕрĕх алтын ыйтатăп, улпут.
— Мĕн, малтан икĕ хак ыйтса пăхас терĕн-и? — куçне-пуçне вылятрĕ Тукай. — Эс чăннине кала, ну?
— Чăннипе вăтăр саккăр.
Мăрса тек чĕнмерĕ, ута утланчĕ те пасар йĕри-тавра çӳретсе çаврăнчĕ.
— Парассипе мĕнле? — терĕ вăл лаша кăмăла кайнипе кайманни çинчен нимĕн те шарламасăр.
— Эпĕ сан хакна илтмен-ха, — терĕ хуçа.
— Çирĕм пиллĕк.
— Вăл хакпа калаçма та кирлĕ мар. Ку вĕт вăл перссен лаши! Нуша килнĕрен çеç сутатăп. Вăтăр виççĕ, кӳр аллуна!
— Тата кăшт чакар.
— Вăтăр иккĕ!
— Тата чакар. Йывăç та пĕрре каснипе ӳкмест.
— Эппин, вăтăр.
— Татăклă-и?
— Татăклă.
Хуçа Тукай чăмăртаса ыраттарнă аллине суллакаласа лаша пуçĕнчи сӳс йĕвене хывса илчĕ (ăна лашапа пĕрле пама юрамасть, унсăрăн килте лаша выльăх ĕрчемест), ун вырăнне Тукай аллинчи тем пек илемлетсе пĕтернĕ чĕн йĕвене тăхăнтартрĕ, сăхман аркипе чĕркесе тытнă чĕлпĕре Нухрата пачĕ.
— Каларĕ тесе калăр, ку лашашăн эсир мĕн виличчен тав тăватăр мана. Çав тери ырă ут тĕлне пултăр. Телейлĕ сирĕн хĕр ачăр…
Вĕсем яланхи йăлапа пĕр-пĕрин ячĕсене тата хăш ял çынни пулнине ыйтса пĕлчĕç, тепĕр хут ал пачĕç, калаçса татăлнă пек, мăкăрич тума кайрĕç.
Нухратăн Черемисиновсен килĕнче ашшĕ таврăнасса нумай кĕтмелле пулчĕ — лаша сутнă-илнĕ ятпа ирттерекен мăкăрич вăраха кайрĕ курăнать. Купса майрипе калаçса ларнă май вăл ялан чӳречерен пăхрĕ тата урайĕнче ярт тăсăлса выртакан хĕвел ури мĕнле куçса пынине сăнарĕ. Кун хăвăрттăн каç еннелле сулăнать, ашшĕ час таврăнмасан киле çĕр хута каймалла пулать.
Анчах Тукай паян киле кайма шутламан та иккен. Вăл Нухратпа амăшĕ валли пĕр çĕклем парне илсе килчĕ те темле тăсланкă çынпа каллех хулана тухса кайрĕ.
Ун вырăнне вĕсем тепĕр кун яла питĕ лайăх таврăнчĕç. Çанталăк кĕркуннехи пек мар уяртса пăрахрĕ. Хĕвел пăхнипе куштăркама ĕлкĕрнĕ çул тăрăх вĕсем юлан утпа чуптарчĕç. Пасара килнĕ чух хĕрĕ утланса пынă лашана ашшĕ тарçăсене пачĕ, çавăнпа Нухрата тин илнĕ урхамаха тĕрĕслеме питĕ майлă пулчĕ. Вăл лашана хăй мехелĕпе уттарса пĕрре кая юлчĕ, тепре юртăпа пырса мала ирте-ирте кайрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...