Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
— Эпĕ Ятмана курман та! Мĕн эсĕ питĕ чăркăш пулса кайнă? Виртлешмесĕр пĕрре те юмахлаймастăн? Авлантарма та юрамасть авă сана.
— Ан çилен, — йăпатма пăхрĕ ăна Левентей. — Эс килĕшетĕн пулсан, килĕш, эпĕ килĕшместĕп, мĕншĕн тесен ку тĕрĕс мар. Икĕ колхозĕ те таçта кайра сĕтĕрĕнсе пычĕç иккен те, халĕ вĕсене пирĕнпе пĕрлештермелле. Тепĕр пилĕк çул ĕçлеччĕр-ха, пирĕнни пек хуçалăх туччăр, счетра пирĕн чухлĕ укçа тытакан пулччăр, вара калаçса пăхăпăр — пĕрлештерме юрать-и, юрамасть-и.
Çав вăхăтра правленине кĕтмен çĕртен Ятман кĕрсе тăчĕ. Вăл, Левентейĕн сăмахĕсене ăнсăртран çеç илтнĕскер, айăплă çын пек хĕрелсе кайрĕ, тĕпелелле иртме вăтана евĕр, алăк патĕнче туйипе уйрăмăнах нумай кăштăртатрĕ.
— Хуняму савать сана, шăп кăна хăвăн çинчен калаçнă хушăра килтĕн, — терĕ хăй те питрен кăшт хĕрелнĕ Левентей.
— Хуняма савать-ха та, Петров савмасть, — Липа панă тенкел çине вырнаçса ларчĕ Ятман.
— Тен, Петров та савать. Ăçтан пĕлетĕн?
— Пĕлмесен те туятăп.
Икĕ председателе ĕç пирки калаçтарасшăн пулни Липа Ятмана тӳрех ыйту пачĕ:
— Итле-ха, Тогаев юлташ, эпĕ Петровран çĕнĕ хыпар пĕлтĕм. Вăл каланă тăрăх, ку хыпара сараканни эсĕ. Виçĕ колхоза пĕрлештермелле-им?
— Ман шутпа, пĕрлештермелле. Петров, авă, пĕрлештермелле мар тет, — тавăрчĕ Ятман. — Хĕрӳ ĕç вăхăчĕ çитнĕ май, калаçман-ха ун пирки. Коммунистсенчен сансăр пуçне пурне те каласа пăхрăм, ырлаççĕ пек, Петров вăрçать курăнать. Çапла-и, Петров?
Ятман Левентей çине тӳррĕн пăхрĕ, вăл иртнĕ расри пек мĕн те пулин чăрсăррăм каласа хурасса кĕтрĕ. Анчах Левентей лăпкăн ларать, калаçасса та майĕпен çеç калаçать.
— Вăрçма эс ман алăри çăкăра туртса илмен. Пĕрлешесси вăл Петровран кăна килекен япала мар. Колхозниксем килĕшсен, эпĕ пĕр пĕччен тăрса юлас çук. Ак Олимпиада Осиповна ĕнерех каларĕ, ку вăл колхозниксен кăмăлĕнчен килет.— Пуху йышăнмарĕ-тĕк, эсĕ атăлкассене ирĕксĕр хăвăн колхозна кĕртеймĕн.
— Илтрĕне, Олимпиада Осиповна, мĕнле юрлать! — кулчĕ Ятман. — Халăх килĕшсен, вăл та килĕшет, халăх йышăнмасан, вăл та йышăнмасть. Кăна кам калаçать тетĕр эсир? Руководитель. Вăл массăна ертсе пырать, çынсене ыран мĕнле пурăнмаллине çул кăтартса тăрать.
— Пирĕн çул кăтартаканни парти пур, — çав-çавах лăпкăн тавăрчĕ Левентей. — Йăнăшсан, пире тӳрлетет, ыран мĕнле пурăнмаллине те кăтартса парать. Эпир вăл ертсе пынипе ĕçлекен çынсем çеç...
— Парти камран тăрать? — ытларах хĕрӳленчĕ Ятман. — Санпа ман пек çынсенчен мар-и? Эпир çав ертсе пыракан парти членĕсем пулсан, пирĕн хамăра шанса панă участокра ертсе пымалла мар-и?
— Сана колхоз шанса панă — ертсе пыр..
Кунта Липа тӳсеймерĕ, Ятман хутне кĕрсе сăмах хушрĕ.
— Вăл колхоз председателĕ пулнисĕр пуçне тата пирĕн парторг. Ун ытти колхозсем çинчен те шутлас пулать, çавна ан ман эс, Петров, — терĕ.
— Манмастăп, манмастăп, Ашмарина юлташ.
— Уншăн мар, — терĕ Ятман, — манăн парторг пулмасан та ытти колхозсем çинчен, пĕтĕм çĕршыв интересĕсем çинчен шутламалла. Манăн та, санăн та, Петров, санăн та, Ашмарина. Халĕ хăвăн колхозăнта тĕрлĕ вак-тĕвек ĕçсемпе чакаланса ларнипе малалла каяймăн, хутран-ситрен йĕри-тавраналла та çаврăнса пăхас пулать çынсем мĕнле ĕçлеççĕ, çĕршыв ăçталла утать?
— Ăна пĕлетпĕр-çке, — тĕртсе хучĕ Левентей.
— Тепĕр чухне асăрхамастпăр çав. Панă мана колхоз — ертсе пыратăп, тетпĕр. Панă сана колхоз — ертсе пыр, ман ĕçе ан хутшăн, кирек те мĕнле ĕçлем, уншăн эпĕ ответ тытатăп. Çук, Петров, коммунизм патне эпир ,пĕри аслă çулпа васкаса, тепри кукăр-макăр сукмаксемпе мĕшĕлтетсе кайма пултараймастпăр. Эсĕ ĕнтĕ пурсăмăр та ĕмĕтленекен çав çăтмаха пĕр вунă çул малтан вĕçтерсе çитесшĕн, тутаркассемпе турикассем Левентей унта ырă курнă хыççăн кăна çитчĕр. Çапла-и? Ĕçлĕр лайăхрах, вара пĕрлех çитетпĕр.
— Ĕçлетпĕр, — терĕ Ятман. — Анчах кунта унсăр пуçне хăш-пĕр япаласем кирлĕ, коммунизм патне кайнă çĕрте тĕл пулакан чăрмавсене вăхăтра пĕтерме пĕлни кирлĕ. Çавăнпа пирен шутласа пăхас пулать: малалла мĕнле утсан лайăхрах — пĕчченшерĕн-и е ушкăнла-и?
— Колхоз ушкăн мар-и вара? — чĕрре кĕме пăрахмарĕ Левентей.
— Вунпилĕк çул каялла Тутаркасра çирĕм хуçалăхран колхоз туни те лайăх ĕç пулнă, вăл уйрăм супинкке хуçалăхпа пурăнакан хресченсене социализм çулĕ çине тăратни пулнă. Халĕ акă, вăрçă пĕтрĕ те, пирĕн умма çĕнĕ ĕçсем тухса тăчĕç, пирен вăрçă вăхăтĕнче юхăннă хуçалăха юсаса çитерсе нихçанхинчен вăйлăн аталантарса ямалла. Часах машинăсем килеç, унчченхи пек çеç машинсем мар, çĕнĕ те кăткăс машинăсем. Кала-ха, манăн Тутаркас колхозĕнче комбайна мĕнле ĕçлеттерес? Вунă гектар тулла вырма комбайн илсе пырас-им? Ав çуркунне МТС Турикас колхозĕпе мĕнле вăрçрĕ. Каймастпăр вĕсем патне, вĕсен ĕçлемеллех ĕçĕ те çук, теççĕ.
— Ку тĕрĕс ĕнтĕ, хам çапăçман пулсан, трактористсем пымастчĕç те пулĕ, — çирĕплетрĕ Липа.
— Нумай пулмасть эпĕ молотилка пирки района кайрăм. Мана «МК — 1100» йышши молотилка сĕнеççĕ. Унпа ĕçлеме сахалтан та çирĕм пилĕк çын кирлĕ. Мĕн пулса тухать-ха вара? Ман пĕтĕм колхозниксене молотилкăпа ĕçлеме тăратас пулать. Пĕчĕк колхоз ытти енчен те юрăхсăр, Петров, Строительство енĕпе ил-ха, мĕн тăвас тетĕн эс Тутаркасра е Турикасра? Пĕр клуб тума тытăнтăн пулсан, кулянса пĕтетĕн: мĕнпур укçана чиксе хума лекет. Е тата пурăна-киле колхозсенче пуринче те ветврачсем, зоотехниксем, агрономсем, инженерсем пулаççĕ. Паллах ĕнтĕ, эпир вĕсене тытма пултараймастпăр, çирĕм хуçалăхлă колхозшăн ăçтан специалист тытан?
Ятман шухăша кайнă пек чарăнса тăчĕ. Вăл чăнах та юлташне тата ăнлантарма сăмах шыранăччĕ пулас, анчах Левентее кусем çинчен кăшт урăхларах иртнĕ расра та каланине аса илчĕ те «кирлĕ мар, вăл ăна ахаль те пĕлет тенĕ евĕр алă сулчĕ.
Çапах та чи кирлине каламарăн! — терĕ Липа. — Пĕчĕк колхозра пусуçаврăнăшне тĕрĕс тытса пыма май çук. Ну, Турикас çĕрне мĕнле вунă пусă çине уйăратăр эсир? Эпĕ вăл колхоза юри куçса кайрăм, ну, ку Катрам Иванне пусуçаврăнăшне пăхăнма вĕрентеп, терĕм. Çĕрĕ сахал пулсан, председатель мĕн тутăр-ха? Вăл ячĕшĕн вунă пусă мар, вунпилĕк пусă тума пултарать, анчах ку саплăксене вара пĕр машинăсăр сухаламалла, сӳрелемелле, акмалла. Комбайн пек машинăсем пирки Турикасра çăвар та ан уç, вăл çунашкана лашапа турттарса пыниех пулать. Тĕрĕс, Тогаев, çине тăмалла, парти пухăвĕнче сӳтсе-явас та ку ыйтăва, ĕçе пикенес, тен, пире кура ытти пĕчĕк колхозсем те пĕрлешĕç.
— Мана Петров çав простой япалана ăнланманни тĕлĕнтерет, — ун çине куç хыврĕ Ятман
— Вăл ăна ăнланать пулĕ-ха, — терĕ Липа. — Петрова кунта урăххи хăратать пулас.
— Мĕн хăратать? — ялт çеç çаврăнса ыйтрĕ Левентей.
— Ху паçăр калани. Пĕр колхозĕ — пуян, тепри — чухăн. Чухăн хĕре епле пуян каччă илтĕр? Малтан хĕр тупра тутăр, вара куç курать...
— Эс хĕр ентĕ, санăн пĕлмеллех, качча каякан хĕрĕн тупра пулмалла-и, пулмалла мар-и?
— Ман шутпа эс, Петров, хăвăн колхозна ыттисенчен ытлашши уйăратăн, — терĕ Ятман. — Ак агроном кунта, калатăр, пирĕн тырă саннинчен питех начар-и вара? Начарах мар. Ну, машина пур ĕнтĕ сан, ферма вăйлăрах. Машина, тепĕр тесен, патшалăх панă япала.
— Пĕрлешмелли сăлтавсем ытларах, — пулăшрĕ ăна Липа. — Ялсем çывăхрах лараççĕ, çуртсене куçарасси çук, кӳлле пĕрле тунă, электростанцине пĕрле туса лартнă, уйсем юнашар.
Левентей, пӳлĕмре пăчăланса çитнине туйса, чӳречене уçрĕ те хăй тенкелĕпе ун çывăхне куçса ларчĕ.
— Эсир иксĕр те лайăх агитаторсем, анчах мана агитацилеме кирлĕ мар, — терĕ вăл. — Эпĕ — Атăлкасси çынни, хамăр ялта колхоз пур чух сирĕн колхозăра пырса кĕрессĕм килмест-ха. Уйрăмăн ĕçлер, юлташсем, чипер кăна ăмăртар. Лайăх ĕçлесен, пĕчĕк колхозра та пысăк ĕçсем тума пулать.
— Çапах та ыйтăва парти пухăвĕнче лартма лекет, — хутлатса лартнă чĕркуççийĕ ывăннăран ура çине тăчĕ Ятман. — Çапăçмалла пулать вара, Леонтий Петрович?
— Çапăçатпăр! — çирĕппĕн каларĕ лешĕ. — Вунпилĕк çул уйрăм ĕçленĕ колхозсене арпаштарма памастпăр.
— Ну, апла кун çинчен çитĕ, — каллех ал сулчĕ Ятман. — Эп сан пата урăх ĕçпе килнĕччĕ.
Вĕсем вара тавлашуллă ыйтăва тек хускатмарĕç. Председательсем агрономпа пĕрле пулса çитнĕ ырашпа тулă çинчен, фронтран таврăннă çынсене кама мĕнле ĕçе лартни, патшалăха хăçан тырă парасси, ĕç вăхăтĕнче коммунистсенчен камăн мĕнле докладпа калаçу ирттересси çинчен тата тем те пĕр çинчен калаçрĕç, анчах пĕр-пĕрне ăнланса, — вăрçмасăр, чĕрре кĕмесĕр, кӳренмесĕр. Хăйсемех туяççĕ, çамрăк коммунистсем ьгтти ĕçсем çине пурте пĕр пек пăхаççĕ иккен.
Çак кун Левентей нумай çĕре çитрĕ, нумай çынпа юмахларĕ, анчах пуçĕнче ун вут тивертсе янă ăвă пек вĕçĕмсĕр пĕр шухăш амаланчĕ. Председатель хăйне такам ал-ураран тăлласа лартнă çын евĕр туйрĕ. «Акă ĕнтĕ тырă вырса кĕртетпĕр, — мăкăртатрĕ вăл. — Мĕн чухлĕ ырашпа тулă валеçĕнет кĕркунне! Çынсем ĕçе бригадирсем чĕнмесĕрех тухаççĕ, кашни ытларах ĕçкунĕ тăвасшăн. Халăх кăмăлĕ кăçал, вăрçă пĕтнĕ пĕрремĕш çул, кун пек пулсан, тепĕр çул мĕнле пулмĕ! Çынсем нумайăшĕ таврăнчĕç, колхозра арçын алли хутшăнчĕ — ĕçле те ĕçле, çултан-çул вăйлă тырпул туса ил. Кунта Ятман кăмăла хуçакан япала шыраса тупнă, «Атăл» колхоза пачах пĕтерсе лартасшăн...»
Левентей килте те пĕр вырăнта лараймарĕ, чӳрече патĕнчен чӳрече патне пычĕ, пĕрре кутник сакки çине месерле выртса, тепре ăш вĕçнĕ çын пек сĕтел умне пырса ларса, Ятман сăмахĕсене шайлаштарчĕ, вĕсен чăн-чăн пĕлтерĕшне шырарĕ, парторга тавăрса калама, хăй тĕрĕс шухăшланине кăтартса пама чĕлхе вĕçне хăватлăрах сăмахсем пуçтарчĕ. Тем пек хăваласан та, пуçа ырă мар шухăш кĕрсе вырнаçрĕ. «Асту, Левентей, — терĕ вăл, ăс-тăна тата ытларах çивĕчлетсе, — Ятман чее хăтланать. Вăл пĕчĕк колхоза ертсе пырасшăн мар, пысăк колхоз председателĕ пуласшăн. Чап кирлĕ ăна, чап. Вăл сана хыçлă тенкел çинчен хăваласа ярасшăн та унта хăй кĕрсе ларасшăн. Асту, Левентей, вăл сан хĕрне çавăрчĕ, сан телейне тытса илчĕ, халĕ сана пуçлăхран кăларасшăн. Сăмахпа вăл хитре çăвать, ĕçре ав ялан ура хурать. Аса ил-ха йăлтах, фронтран таврăннăранпа миçе хутчен çăва хирĕç тухрĕ?» Вĕриленсе кайнă миме вара çакна çирĕплетме васкарĕ. «Çапла çав, Левентей, юлташу сана валли, ыррине хатĕрлемест, уншăн тĕнчере хăйĕн ĕмĕтне пурнăçласа пултăр, хăйĕн ятне çĕклесе пултăр. Мĕнле майпа — сана таптаса-и, тепĕрне таптаса-и — пурпĕрех». Левентей иккĕленмест, виçĕ колхоза пĕрлештерсен, Ятман, паллах, председатель пулать, çавăнпа ун ĕмĕчĕ хăй каланă пек таса пулнине ниепле те ĕненес килмест.»
Юлашкинчен вăл мĕнпур инкекрен хăтăлма пĕр çăлăнăç тупрĕ: Камышин патне каймалла. Вăл татса патăр — «Атăл» колхоз пĕчĕк колхоз-и, пĕчĕк мар-и? Çук, «Атăл» колхоза пĕтерме пама юрамасть, ăна районра çеç мар республикăра та пĕлеççĕ. Пĕрлештерес пулсан, «Алга»-па «Çĕнĕ пурнăç»-а пĕрлештерччĕр, кунпа Левентей ним тавлашмасăрах килĕшме пултарать.
XXII
Кĕтерне каллех кукăльпе пӳремеч пĕçерет — ахаль чухнехи пек çĕрулми кукăлĕ мар, купăста кукли! Анушкапа Укахви, кантăрвăрри янă çĕрулми кукăльне кăмăлларах параканскерсем, амăшне юриех купăста ан хур тесе хистерĕç. Кĕтерне, вĕсен кăмăлне ытараймасăр, купăста кукли те, çĕрулми кукли те, упăшки юратарах паракан панулми кукли те пĕçерсе тултарчĕ. Паян ĕнтĕ амăшĕ ывăлĕшĕн тăрăшать: станцинчен халь-халь Алексей килсе çитмелле.
Ашшĕ ывăлне илме ирех тухса вĕçтерчĕ, Кĕтерне шутланă тăрăх, вĕсем ĕнтĕ халиччен яла та çитмелле пек. Тепĕр тесен, майĕпентерех килсен те юрать, мĕншĕн тесен кăмакари çимĕçсем пиçсе тухман-ха, тата Анушкапа Укахви те ĕçрен час пушанаймаççĕ курăнать.
Кĕтерне, чĕререн лăпкă мар пулин те, ытла хыпăнса ӳкмен, паян ун Алексей вăрçă вăхăтĕнче килсе кайнă чухнехи пек ăшталанса çӳреме сăлтав çук: ĕнтĕ ывăл курма кăна килмест, яланлăхах таврăнать. Кĕтерне ирĕксĕрех ирхине Укахви каланă сăмахсене аса илчĕ. «Эпĕ ĕненместĕп-ха, те вăрçă туйăмĕпе нумай пурăннăран, мана Алексей темиçе кунлăха кăна килет пек, вара ăна каллех ăсататпăр пек», — терĕ аслă хĕрачи. Амăшĕ ăна: «Ан ухмахланса тăр, мĕн кирлĕ мара калаçатăн çак эсĕ!» — тесе вăрçса тăкрĕ. Ак халь шухăшлать те, кун пек туйăм унăн хăйĕн те пур.
Укахви, килне кĕнĕскер, тепĕр хут урама чупса тухрĕ: ăна ашшĕ хăйсем таврăннă çĕре Левентейпе Ятмана тата Сахрун пиччене чĕнме каланăччĕ. Сахрун пиччене калама вăл кӳршĕ ачине ячĕ, Левентей патне правление хăй кайрĕ. Каялла килсе пӳрте кĕрсен, вăл мăн тĕкĕр патĕнче Алексей çӳçне тураса тăнине курчĕ. Алексей те ăна асăрхарĕ пулас, хăвăрт каялла çаврăнчĕ те аппăшĕн аллисене ярса илчĕ.
— Ах, ав вĕсем мана мĕнле кĕтеççĕ! — терĕ вăл. — Пĕри те килте çук. Ай, ай, Укахви...
— Ĕç вăхăче-çке, — ăна куçпа виçрĕ аппăшĕ. — Эпĕ ахаль те хам бригадăна пăрахсах килтĕм-ха. Çур сехетрен ытла…
Алексей Укахвине итлесе пĕтереймерĕ, чӳречерен Анушка килнине курса, çелнике ăна хирĕç ыткăнчĕ. Пӳрте вĕсем ытакланса тенĕ пек кĕчĕç.
— Акă пирĕн трактористка çитрĕ! Кăна хуть каçарма пулать, ун машинине ĕçсĕр лартма юрамасть, — савăнăçне пытараймасăр шавлăн каларĕ Алексей. — Хамăр ялтах ĕçлет-ха вăл, трактористка.
— Эп сире куртăм, эсир трантаспа килеттĕрччĕ! — терĕ Анушка.
— Мĕншĕн хирĕç тухмарăн апла? Машинăпа пирĕн çула пӳлмеллеччĕ.
— Ĕлкĕреймерĕм. Тутăрпа султăм, султăм, эс пăхмарăн та...
— Айăплă, — ашшĕпе амăшĕ пĕр пичке симпыл йăтса кĕнине асăрхаса çул пачĕ Алексей. — Анне темле пичкесем йăвалантарма пуçларĕ-ха пирĕн, темĕскер кĕçĕр ӳсĕр пулатпăр пулмалла.
— Пĕр эрне каялла килмеллеччĕ, — терĕ йывăр йăтса кĕнипе аран-аран сывлакан амăшĕ. — Халĕ ĕнтĕ хăнасене пуçтарма та май çук — ĕç вăхăчĕ.
— Каçар, анне, çул инçе пулчĕ, — амăшĕ еннелле чыслăн пуç тайрĕ ывăлĕ. — Асăнни çичĕ кун, тухни виç кун, асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. Утсем ырхан марччĕ, анчах çулсем хура пулчĕç...
— Ну, çитни паха-çке, — кулăпа йышăнчĕ ун сăмахĕсене амăшĕ.
Ашшĕ пӳртрен каялла тухнă хушăра Укахвирен ăнсăртран тенĕ пек:
— Эс çынсене каларăн-и çак? — тесе ыйтрĕ.
— Каларăм. Вĕсем каçсăр килеймеççĕ пулĕ, — терĕ Укахви.
Тĕттĕм пулса çитсен, пӳртре электричество çутти çутăлса кайсан, Кĕтернен сарлака сĕтелĕ йĕри-тавра çемьери çынсемпе хăнасем ларса тухрĕç. Пĕр хĕррине амăшĕпе икĕ хĕрĕ вырнаçнă, варринче — Алексей, тепĕр хĕррине Левентейпе Ятман тата Сахрун пичче ларнă. Килхуçи — уйрăм тенкел çинче, сĕтел хăрах енче. Михала пичче яланхи пекех темле кулăшла «истори» каласа парать, çамрăксем ăна ытлашши ахăлтатса кулмасăр итлеме тăрăшаççĕ — хыттăн кулма сĕтел хушшинче аван мар. Арăмĕ, ăна чарма тăрса, çине-çине чавсинчен тĕкет.
— Эс куркисене тултар, халап çапса çитĕ...
Акă ĕнтĕ куркасем те тулли, Михала пичче пурне те вĕсене алла тытма сĕнчĕ.
— Алексей таврăннă ятпа, тăванăмсем...
Пурте куркасене Алексей енне тăсрĕç, унпа шаккаса ĕçрĕç.
— Вăт халь ĕнтĕ вăрçă пĕтнине ĕненетĕп, — кашнин умне çимĕç тĕртрĕ Кĕтерне. — Пĕркунхине мана старик: «эс илтнĕ-и çак, вăрçă пĕтнĕ вĕт!» — тет. Эп ăна пĕлнĕ-ха, савăннипе хĕрарăмсемпе макăрса та илнĕ, «Çук пулĕ, пĕтмен пулĕ», — тесе тăратăп. «Хăçан та хăçан ывăл таврăнать, вара ĕненетĕп, унччен ĕненме пултараймастăп», — тетĕп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...