Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
Виç-тăватă кун каялла Сехре Иванĕ чун килениччен Маринепе калаçса тăчĕ. Марине те асăнчĕ: Ятман сана ырлать-ха, ĕçлеттерме пĕлмелле Иван пиччене, вăл, ман шутпа, çынсем каланă пекех наян мар, тет, сана вăл сад ĕçне ăста пулĕ шутлать. Ун пек пулсан, Ятман — питĕ ырă çын, Сехре мĕнле ĕçе пултарнине тĕрĕс тавçăрса илнĕ. Анчах колхозра сад çук-çке, çавă пĕтерет.
Сехре Иванĕ бригадăна çитрĕ те михĕсене лав çинчен çĕре иле-иле лартрĕ, хăй, Маринене кĕтсе, чĕлĕм чĕртсе ячĕ. Бригадир ăна асăрханă ĕнтĕ, вăл суха кассипе ун патнелле васкать, тин сухаласа пăрахнă тăпра çийĕнче унăн шап-шур чăлхи вĕлтлетни курăнать.
— Çирĕм пăт-и? — терĕ Марине лав патне çитичченех.
— Çирĕм, — йăванса каясран михĕсене пĕр-пĕрин çумне таянтарчĕ Сехре. — Кунта тек кирлĕ мар пулĕ ĕнтĕ сире?..
— Кирлĕ мар. Халĕ çырма хĕррине турттарса кайса паратăн, — Марине аллине ялăн анат еннелле сулчĕ. — Тата акă мĕн, Иван, Кириле пичче пилĕкпе аптранă, вăл ыран пăрçа акаймасть та пулĕ. Эпĕ сана хушас тетĕп.
Сехре ăна сассăр кулăпа çеç тавăрчĕ.
— Анчах иртерех тух вара, эп чĕнме пырса çӳреместĕп, — терĕ Марине.
— Ĕçрен çывăрса юлас çук ĕнтĕ, — мăнкăмăллăхне пытармарĕ Сехре. — Хăвна пырса вăратас мар-и?
— Мана вăратма кирлĕ мар, эпĕ çăмăл ыйăхлă. Сăмах илтнĕшĕнех Иван ирхине ĕçе Маринерен хăйĕнчен те маларах тухрĕ. Вăл колхоз картишне çитнĕ çĕре лашапа ĕçлекенсем лашисене те кӳлме тытăнманччĕ.
«Кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ ĕнтĕ бригадир, — хĕрхенсе илчĕ Сехре. — Киле çитсен те тӳрех çывăрма выртайман-тăр: ачи-пăчи нумай, вĕсене тăрантарас пулать. Çапах та эпĕ маларах çитни аван-ха вăл — чĕлхине кăшт йăвашлатĕ, унсăрăн ялан шахвăртать. Акă, кур, кирлĕ пулсан, эпĕ санран та маларах тухма пултаратăп».
Хирте Иван нимрен малтан паян кун хитре пуçланнине асăрхарĕ. Йăлăм хыçĕнчен тин пиçсе тухнă вĕри пӳремечĕ пек хĕвел çĕкленет. Ун çути килсе ӳкнĕрен курак çинчи сывлăм тумламĕсем кĕмĕл пĕрчи пек йăлтăртатаççĕ, вĕсем хĕвеле хăйсемех ирхи парне вырăнне илсе ĕçме сĕнеççĕ тейĕн. Тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук, тухăçри мамăк евĕр курăнакан шурă тăрăх хĕвел хăйĕнчен уйрăлнăçемĕн çухалса пырăть. Халлĕхе уйри çил вĕрмесен те пăртак сивĕ пек, анчах, кĕтсех тăр, тепĕр сехетрен çири пиншака та хывмалла пулать.
Кăçал Иван çуракинче мĕнле йĕркепе ĕçленине пĕлсех те каймасть: кунта — ик-виç лаша, лере — ик-виç лаша, кунта пăрçа акаççĕ, çур çухрăмра — сĕлĕ акаççĕ, тем пирки питĕ сапаланчăк тата васкаса ĕçлеççĕ, вăхăтра акса пĕтереймесрен хăраççĕ пулас. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕрен Марине те пĕр тĕлтен тепĕр тĕле чупать, çынсем ун хĕрле çавăрса çыхнă шур тутăрне çеç курса юлаççĕ. Бригадир кăçал хайне валли лаша та илмен, ура вăйне хĕрхенмесĕр çуранах утать.
Марине кун каçиччен пăрçа акнă çĕре темиçе хутчен те пырса кайрĕ, анчах Сехре ун ӳпкевне тивĕçлĕ пулмарĕ — ĕç лайăх пырать, ниçта та чĕрре кĕреймĕн. Каçхине бригадир ăна ырласа та илчĕ:
— Акма ăста иккен эсĕ, Иван. Кăна пĕлнĕ пулсан, сана малтанах çак ĕçе лартмалла пулнă, — терĕ.
— Тавах ыр сăмахушăн, — ăшшăн пăхрĕ Сехре. — Манса кайман апла?
— Манман. Тепĕр ик кунран вир акатпăр, эпĕ урăх çын шырамастăп вара, Иван?
— Мĕншĕн акас мар? Бригадир хушсан, акас, ĕлĕк вăл ĕçе те хушкалатчĕç. — Сехре сассинче каллех мăнкăмăллăх сисĕнчĕ. «Пĕлетĕп эпĕ, пур ĕçе те пĕлетеп, эсĕ çеç мана хакламастăн», — терĕç ун чее куçĕсем.
Вир акма тухиччен малтан Иван пичче тырă склачĕпе юнашар чĕртнĕ вучах умĕнче вăрлăха бионтизаци тунине тĕлĕнсе пăхса тăчĕ. Вăл ку сăмаха Маринерен темиçе хутчен те илтнĕччĕ, анчах бионтизаци кун пек пулассине шутлама та пултарайман: сăра хуранĕ çакса янă та вире вĕри шыва чике-чике кăлараççĕ. Натали агрономпа бригадирсене «Ухмахсем, мĕн хăтланатăр эсир?» тесе вăрçать, лешсем ăна итлемесĕр хуран тавра чупкаласа çеç çӳреççĕ. Укахви темиçе михĕ вире йĕпетсе складалла йăтрĕ ĕнтĕ, Липа ытти бригадăсен миххисене чикме хушрĕ.
— Куратăн-и? — терĕ вăл Маринене. — Эп тытнă чухлĕ тытатăн, унтан ытла юрамасть. Ну, эпĕ Тутаркаса вĕçтертем, мана унта кĕтеççĕ.
Сехре çаврăнса пăхнă çĕре вăл куçран та çухалчĕ. Марине çурри таран пушарнă хурана шыв тултарчĕ, вучаха тепĕр çĕклем вутă пăрахрĕ. Çав вăхăтра ун патне правленирен дежурнăй чупса килчĕ, вăл Левентей ăна васкавлăн хăй патне чĕнтерни çинчен пĕлтерчĕ...
— Ак тата инкек, — вăрçрĕ Марине. — Йĕркеллĕ ĕçлеме те памаççĕ. Çураки вăхăтĕнче мĕн правленине чĕнтермелли пур? — Вăл склад еннелле канăçсăррăн пăхса илчĕ, хăй тумалли ĕçе Укахвие хушасшăн пулчĕ пулас, унтан, ăна курмасăр, Ивана çеç куларах çапла калăса хучĕ:
— Эс арăмсăр арçын, пăтă пĕçерме пĕлмелле — пĕçер. Шăп Липа йĕпетнĕ пек йĕпет, унтан кĕлете кайса ларт. Ытлашши ан тытнă пул, пиçсе кайĕ тата...
— Куртăм ĕнтĕ, — ку тĕлĕнтермĕш ĕçе хăйне хушнинчен аптраса ӳкнине пытараймасăр тавăрчĕ Сехре Иванĕ.
— Асту. Наталие ан итле, вăл сана вĕрентĕ! — асăрхаттарчĕ татах бригадир.
— Кирлĕ мар, хутшăнмастăп, — терĕ Натали куштаннăн. — Пăтă мар, хуть те тинкĕле акăр, ман ĕçĕм çук.
Часах хуран патĕнче Наталипе Иван пичче иккĕшех тăрса юлчĕç.
— Мĕн тăвас, Натали, хамăр бригадăнне те çапла шыва чикес-и? — салтăннă михĕ çăварне хыттăн туртса çыхрĕ Сехре.
— Пĕлместĕп, пĕлместĕп! — силлессĕн каларĕ лешĕ. — Манран ан ыйт.
Вара чăнах та Сехре унран тек ним те ыйтмарĕ, вĕçĕмсĕр хуран патĕнче кăштăртатрĕ. Вучахĕ начар çунать, шывĕ нимпе те ăшăнмасть, ăвăс вутти йăсăрланнăран куçа йӳçĕ тĕтĕм кĕрет.
— Вăт, тупнă ĕç, — хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ Сехре, — шухăшласа кăларнă вĕт пĕр ухмахĕ! Ăçтан ăс çитернĕ кăна тума, э, Натали?
Натали çав-çавах нимĕн те чĕнмерĕ-ха, Сехре ĕçе тытăнма хатĕрленнине курсан çеç чăтса тăраймарĕ, ăна ăс пачĕ:
— Эс çиелтен миххине йĕпет, миххине! Вара чиксе кăларнă пек пулать.
Марине каялла килнĕ çĕре йĕпе михĕсем ĕнтĕ тырă кĕлетĕнче ларчĕç. Бригадир Ивана вучах сӳнтерсе сăра хуранне илнĕ вырăна лартма пулăшрĕ те хире сӳре сӳрелекенсем патне васкарĕ.
Иван пичче вире пĕтĕм кăмăлтан хавхаланса акрĕ. Марине юнашар пулнăран-и, вăл кун ĕçленĕçемĕн ĕçлес килчĕ. Умри кунтăк йывăрăшне туймасăр вăл уя утăмпа виçсе пынă пек васкамасăр малтан мала утрĕ, пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла ывăç хыçççăн ывăç вир сапрĕ. Типĕ вир пӳрнесем хушшипе хăйăр пек юхса пырать. Вăрçăччен вире ятарласа тунă сеялкăпа акатчĕç, халĕ, ăна çĕмĕрсе тăкнă та, алă вĕççĕнех акма тивет. «Юрĕ-çке кăçаллăха алăпа та пырĕ»,« — тет ăшра Сехре, хăй, участок хĕрне тухнă май, ун тепĕр вĕçнелле пăхать. Вăл мĕнле килнĕ, çавăн пекех каялла утăмлать, хăйне унта епле инкек кĕтнине те пĕлмест. Участок вĕçĕнче Липăпа Марине тăраççĕ ентĕ.
— Улталанă вăл сана, пĕр иккĕленмелли те çук, улталанă, — терĕ Липпа, аллинчи вире сăтăркаласа. — Ак, катса пăх.
Вĕсем иккĕшĕ те çăвара вир пĕрчисем хыпрĕç, ăна кантăрвăрри шĕкĕлченĕ пек шĕкĕлчесе пăхрĕç.
— Тип-типех çав, шыв лекеймен пулĕ.
— Ăна весем вĕри шывпа мар, сив шывпа та йĕпетмен.
Хăйсем патне çывхарсан, Сехрене Марине кăчăк туртса чĕнсе илчĕ.
— Ан ак-ха тек, Иван, кунта кил-х-а.
Иван пичче кунтăкне лартрĕ те хĕрарăмсем патне пырса тăчĕ.
— Вир питĕ типсе кайнă, Иван, акма юрамасть, — ун çине шăтарас пек пăхрĕ бригадир.
— Типĕ пек мар-çке, — ним тăвайман енне вире тĕрĕслеме тăчĕ Сехре.
— Çук, Иван, эс ку вире бионтизаци туман, — татса каларĕ лешĕ.
— Мĕнле, ара, шыв вĕретрĕмĕр... Натали те пурччĕ...
— Эх, эп сана тӳрĕ çын тесе! — Марине тулли михĕ патне пычĕ те ăна салтса ячĕ! — Кур, Липа, тепĕр миххи те типех. Ну, Иван, намăс кăтартрăн эсĕ капла. Каласа хăвартăм вĕт-ха, шаккасах каласа хăвартăм! Мĕнле чӳхемеллине ху куçупа ху пăхса тăтăн. Асăрхаттартăм-ха тата çийĕнчен: асту, Наталие итленĕ ан пул, терĕм.
— Натали хушмарĕ-им? — ун патне пĕр утăм ярса пусса çиллессĕн ыйтрĕ Липа. Сехре туйрĕ, кунта улталама май çук, лачакана шаларах кĕрес мар тесен, тĕрĕссине калас пулать.
— Хам хĕрхентĕм, — йывăррăн каларĕ вăл. — Вир сая каять пулĕ, терĕм, каçарăр...
— Сана каçарма эс пĕчĕк ача-им? — куç харшине вылятрĕ Марине. — Хушнă ĕçе тумасть, улталама пăхать, халь тата «каçарăр». — Вăл, агроном енне çаврăнса, унран канаш ыйтрĕ. — Мĕнле ĕнтĕ халь, каялла илсе каяс-и?
— Хăйне хуш, — терĕ Липа. — Каланă пек бионтизаци тутăр. Анчах ун пирки ĕнтĕ эсир вире кая юлса акатăр.
— Илтрĕн-и? — кăшкăрчĕ бригадир Сехрене. — Халех турттарса кай. Эп пыриччен ан чӳхенĕ пул, унсăрăн тепре улталăн тата...
Ку сăмахсене илтсен, Иванăн пĕтĕм çан-çурăмĕ вĕриленсе кайрĕ, ура вăйĕсем пĕтсе çитрĕç, Маринепе Липа пулмасан, вăл çакăнтах михĕ çине тĕшĕрĕлсе аннă пулĕччĕ. «Ах, мăшкăл — терĕ вăл. — Ах, тĕнче мăшкăлĕ! Пурăнан пурнăçра намăс курнă пулĕ, анчах кун пек пĕрре те намăс курман. Ну, шуйттан Натали!» Вăл хăй те пĕлчĕ, кунта Натали айăплă мар, вăл çав вăхăтра Натали пулмасан та çавăн пекех тăватчĕ, тем тесен те, унăн сап-сар вире вĕри шыв ăшне чикме хăват çитейместчех ĕнтĕ, çапах та халĕ чуна пусарма, айăпа хăйĕн çинчен сирме кама та пулин вăрçасси килчĕ. «Ну, шуйттан Натали, ăс пама пĕлчĕ вĕт, михĕсене йĕпетсе ятне тума хушрĕ. Эп ăна ĕнентĕм пулать ĕнтĕ, кайран çынсем тĕрĕслесе пăхасси пирки шутлама пĕлмерĕм».
Сехре Иванĕ пĕр-пĕр инкекшĕн кулянакан çын, анчах — тĕрĕссине калар — вăл пĕтĕм чунтан хыпăнса ӳксе нумайччей ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр хуйхăрса çӳрекен этем мар. Кăшт хăйне вăрçкалать, çынсене вăрçкалать, унтан мĕн пулса иртнине маннă пек пулать — ăçта ĕнтĕ ялан ăша вĕçтерсе çӳрен: ĕмĕрте пĕрре ырă ут та такăнать. Куннинче те Сехре çавăн пекех турĕ, хăйне «Эй, мĕн намăсĕ, эпĕ вăрра кайман-иç» тесе лăплантарчĕ те ним пулман пек колхоз картишне вăкăр кӳлме чупрĕ.
Марине вара ăна темиçе кун куç уçма та памарĕ. Малтан, никам та çуккине кура, çав тери хыттăн вăрçса тăкрĕ, (ай, усал иккен Марине те пĕр вăрçма тытăнсан), калас пеккине каласа пĕтернĕ хыççăн пĕр-икĕ сехет ăна нимĕн те чĕнмерĕ, кайран вара ăна сăмахпа кирлĕ-кирлĕ мар çĕртех тĕрте-тĕрте илчĕ, кашни утăмрах тăрăхлама пăхрĕ.
— Мĕн каласси пур, тĕлĕнтеретĕн, Иван, ĕмĕр кăтартман мыскарана кăтартрăн, — терĕ вăл. — Пирĕн касра Лапшу Çтаппанĕ пек Налим старик пурччĕ. Сунара кайнă чухне вăл сумкăна мулкач вилли чиксе каятчĕ, килнĕ чухне вара ăна, мулкач тытрăм тесе, пилĕкри пиçиххийĕйчен çакса таврăнатчĕ. Чисти çавăн пек хăтланатăн эсĕ те.
— Тен, эпĕ вире çăлса хăварнă пулăттăм, кам пĕлет-ха, акнă пăтă шăтать-и вăл сирĕн? — хăйне тӳрре кăларма тытăнса пăхрĕ Сехре Иванĕ.
— Кай, ан аташса тăр, — хĕрхенӳсĕр каларĕ бригадир. — Агроном пĕлмесĕрех хушас çук. Липа пирĕн ялта тăваттăмĕш çул ĕçлет, тĕрĕс мар тунине курман эпĕ. Çăлса хăварнă пулăттăн эсĕ вире! Çынсем тем пек вăйлă вир вырса илнĕ пулĕччĕç, эпир сана пула вирсĕр тăрса юлнă пулăттăмăр. Ахаль те çынсенчен катăк пулать-ха ĕнтĕ пирĕн вир, мĕншĕн тесен нумай кая юлса акатпăр.
Пуринчен ытла Иван пиччене Натали пирки çакланчĕ.
— Эх, Иван, Иван, — терĕ Марине. — Питĕ начар арçын иккен эсĕ, çав тери çемçе чунлă этем. Хĕрарăм мĕн калать, ним уяса тăмасăр çавăн пек тăватăн. Апла юрать-и, Натали тăлăх арăм тесе ун умĕнче сарçу евĕр ирĕлсе шыва сикмелле-и? Эп сана ун пек арçын тесе шутламан...
Ку сăмахсене Иван пичче ытлашши хĕрелмесĕр йышăнчĕ пулĕ те, ĕç кулăшах иртмерĕ, пулнă инкек Сехре Иванĕпе Марине хушшинчи самаях юсанса çитнĕ туслăха каллех чылай вăхăтлăха пăсса пăрахрĕ. Çук, халĕ ĕнтĕ, пĕр эрне каялла пулнă пек, каçхине Марине патне калаçса ларма каяйман; кĕтмен çĕртен, чи лайăх ĕмĕтсемпе пурăннă çĕртен тепĕр хут хисепрен тухрĕ. Хăçан вăрçма пăрахĕ ăна бригадир? Хăçан вăл унпа унчченхи пек çемçен те йăвашшăн калаçакан пулĕ? Кĕт ĕнтĕ халĕ ăна!
XV
Анушкан кăçалхи çуркуннене ырламашкăн хăйне евĕрлĕ тепĕр сăлтав пулчĕ: вĕсен трактор бригади Атăлкассинче ĕçлерĕ. Тăван ялта ĕçлессинчен ырри мĕн пултăр ара! Эсĕ хăвăн тракторупа гектар хыççăн гектар сухалатăн, çул хĕрринче аçу савăнса, сухалне шăлкаласа тăрать, пĕрремĕш хут трактор курнă пек чупса тухать, унтах тата хĕр тантăшсем, енчен-енне куçса, плуг хыççăн çур çухрăм тăршшĕ утса пыраççĕ. Анушка вĕсен хаваслă сассисене илтет:
— Яра пар, Анушка, сухала пĕр чарăнмасăр вунă гектар!
— Трактористка! Плугсем татăлса юлчĕç! Чар хăвăртрах!
Смена хыççăн канма вăл кашни кунах киле кĕчĕ — кунта ăна амăшĕ пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхать. Хăй килте чухне пĕр уншăн кăна вĕри апат пĕçерет, сăмавар лартать, тахçантанпа тытса усракан тутлă ĕçме-çимене турта-турта кăларать.
Хĕлле тăрăшса юсани харама каймарĕ, тракторсем çуракинче пĕрре те пăсăлмарĕç темелле, Анушка тракторĕ хăйсен ялĕнче мĕнпурĕ те пĕр сехет кăна ĕçсĕр ларчĕ, механиксем ăна çийĕнчех юсаса хучĕç.
Левентей Анушкана Тутаркаса кулса çеç ăсатрĕ:
— Тахçанах сана илсе килмелле пулнă иккен. Хамăр ял çынни ĕçлерĕ те, бригада плана срокчен тултарса пачĕ. Ну, халь хăрамастпăр ĕнтĕ, халĕ чиперех акса пĕтеретпĕр. Çĕртме тума та эсех кил!
Турикасра çĕртме тунă кунсенчен пĕринче Анушка хăйĕн трăкторĕ умĕнче чылай аякра симĕс гимнастерка тăхăннă çын тăнине асăрхарĕ. «Кам ку? — терĕ вăл хай тĕллĕн. — Директор килсе тухман пулĕ те?» Директор тесен, мотоциклпа пулмалла, вăл ахаль çӳрес çук. Ку çынни те ун пекех çӳлĕ мар. Анушка çывхарнине кура, çын, çул çинчен пăрăнса, сухаласа пăрахнă вырăн урлă чупса каçрĕ, трактор çулне пӳлме маларах тухрĕ. Кунта вара хĕрача чуть çеç ларкăч çинчен персе анатчĕ — ара, ку Карачăм вĕт! Вăл мĕнле педаль çине пусрĕ-тĕр, трактора мĕнле чарма пултарчĕ-тĕр — ăна нимĕн те астумарĕ, хура питне кĕпе çаннипе шăлса илсе, çĕрелле сикрĕ.
— Ой, Карачăм!
— Аван-и, Анушка!
Çапла каларĕç те вĕсем, пĕр-пĕрин аллине хыттăн чăмăртарĕç.
— Чăтаймарăм, тухса курас терĕм, — хĕр çине ăшшăн пăхса сăмах хушрĕ Карачăм, унăн унчченхинчен те туллин курăнакан пичĕ çемçе кулăпа çуталчĕ.
— Хăçан таврăннă эсĕ? — -вăтаннине пĕчĕккĕн сирсе ячĕ Анушка.
— Каçхине. Тĕттĕм пулсан çитрĕм...
— Эпĕ сана палламан та... Директор килсе тăнă тесе.
— Директор çавах-и пирĕн?
— Çавах.
— А эсĕ улшăннă, Анушка, — хĕр пичĕ çинчен куçне илмерĕ Карачăм.
— Çук пуль...
— Улшăннă.
— Эс ан кул-ха. Ав сан умăнта мĕнле кĕпепе тăратăп, пăхма хăрушă. — Вăл хăйĕн çупа вараланса пĕтнĕ кĕпи çине пăхса илчĕ. — Мĕнле кĕтмен çĕртен сиксе тухрăн-ха эсĕ?
— Кĕтмен çĕртен пулчĕ-и?
— Эп сана халех килет тесе шутламан.
Ку сăмахсене каланă хыççан Анушка сасартăк Карачăм сулахай аллине ним хускатмасăр кĕсьере тытса тăнине асăрхарĕ те хыпăнса ӳкрĕ: — Эс алран аманмантăр?
Карачăм аллине кĕсьерен кăларчĕ те хĕр ывăçĕ çине хучĕ. Анушка вара унăн хăрах аллинче пĕр тĕрĕс пӳрне те юлманнине курчĕ.
— Эпĕ тек тракторист мар ĕнтĕ, Анушка.
— Ĕçлеме май çук-и вара?
— Хăрах алпа ăçтан ĕçлетĕн? Юсанса çитсен, тен руль тытма пултарăп.
— Эс ан кай-ха, иккĕн сухаласа çаврăнар, — Анушка, ăста тракторист пек, мотора наччасах чĕртсе ячĕ, тепĕр минутран трактор вара, тан тĕл пулнă хĕрпе каччăна калаçтарасшăн пулнă евĕр майĕпен шаккаса, суха касси хĕррипе анаталла, çырма еннелле шурĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...