Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
Галимджан хăйĕн сылтăм хулпуççийĕ çинче Мĕтрин сулмаклă алли выртнине туйрĕ.
— Итле-ха, юлташ, ятна пĕлместĕп... Давай тепре кĕрешсе пăхар.
Галимджаншăн пĕр харăс темиçе çын тавăрса каларĕ:
— Э-хе, мĕн шутлан!
— Ан кĕреш, Галимджан!
— Ун пек йĕрке çук. Çĕнтернĕ-тĕк çĕнтернĕ!
— Пĕр панă парнене тепĕр хут валеçмеççĕ!
— Мана ун парни кирлĕ мар, — тарăхса алă сулчĕ Мĕтри. — Эп ахаль çеç тепĕр хут тытăçса пăхасшăн. Килĕшетĕн-и?
Кабир кунта шикленсе ӳкрĕ — ĕç черре кĕмест-и? Елĕк Акатуйĕнче кашни çулах чăвашсемпе тутарсем çапăçса каятчĕç, кĕрешӳре тутар çынни çиеле тухсан, чăвашсем кутăнланатчĕç, чăваш çынни çиеле тухсан, тутарсем харкашмалли сăлтав шыратчĕç. Ун чухне çавăн пекчĕ: тĕрĕслĕхпе-и, тĕрĕслĕхпе мар-и, вăйпа-и, вăйпа мар-и — хăйсен çынни çĕнтермелле.
«Мĕнле, Кабир пичче, кĕрешес-и?» тесе ыйтсан, вăл Галимджана «Кирек те мĕн ту, анчах çапăçса ан кайăр» тесе çеç тавăрчĕ.
Паттăрсем çĕнĕрен тытăçнине курсан, саланма пуçланă халăх тепĕр хут пуçтарăнчĕ. Епле пăхас мар: пĕрре çĕнтернĕ çын тепре кĕрешме килĕшет! Кун пекки вăл сайра пулать.
Галимджан сисрĕ, Мĕтри ĕнтĕ куннинче темле пулсан та ăна аяла тума тăрăшать, вăл хăйне Тутаркас ачи çĕнтернине ăнсăртран тунă япала тесе шутлать-ха.
— Асту, Галимджан, тавăрасшăн вăл сана! — хыттăнах асăрхаттараççĕ хăйсен ялĕсем.
— Паттăр ятне ан яр!
— Тепре çĕклесе çап — ĕненмелле пултăр!
Мĕтри чăнах та Галимджана çав тери хытă ярса илчĕ те паçăрхинчен те вăйлăрах енчен енне силлеме тытăнчĕ. Паллах, халĕ вăл хăй ывăтасшăн. Çапах та качча ывăтма çăмăл пулас çук — урисене, пĕтĕм тăлпăвне çирĕп тытать. Мĕтри ăна тата темиçе хут турткаларĕ, çавăнтах, урине мала кăларса тăратса, Галимджана ун çине тайăнтарчĕ. Лешĕ ăна кĕтменччĕ курăнать, такăнчĕ те тĕрекне çухатрĕ, Мĕтри айне кĕрсе ӳкрĕ. Пĕтĕм халăх харăсах кăшкăрса пăрахрĕ.
— Ура хума юрамасть! Тĕрĕс мар ку!
— Ăçта судья?
Судьясем паçăрах кайнă ĕнтĕ, çавăнпа кăшкăрашу тата та вăйланчĕ.
— Ун пек кĕрешмеççĕ, Мĕтри!
— Улталамасăр çĕнтер!
Кабир çынсем кăшкăрнине тĕлĕнсе итлесе тăчĕ: никам та Мĕтрие хӳтĕлемест, «Динамо» колхозран килнĕ чăвашсен ушкăнĕ вара ыттисенчен те хытăрах çухăрать:
— Çук, Мĕтри, апла мар!
— Эс ура ан хур. Этем евĕрлĕ кĕреш! Галимджанпа Мĕтри тăчĕç те ним чĕнмесĕр пĕрпĕрне тепре ярса тытрĕç. Ĕç шала кайнине кура, ĕнтĕ вĕсенчен нихăшĕ те татăклăн çĕнтермесĕр пăрахасшăн пулмарĕ.
Мĕтри каллех Галимджан çине тапăнса пычĕ. Пĕрре те тĕк тăмасть, ялан турткалать те енчен енне çавăрать. «Апла эс мана ху ывăтасшăн иккен-ха, — шутларĕ Галимджан. — Давай, ывăтса пăх, тен, эпир сана урăхла майпа çĕнтеретпĕр». Вăл, Мĕтри ăна ывăнтарса çĕклесе çапасшăн пулнипе килĕшнĕ пекех, ун ытамĕнче ытлашши турткаланмасăр уткаласа çӳрерĕ, халран кайнине систерсе, пӳрнисемпе çурăмран шаккарĕ, Мĕтри хăлхи тĕлĕнче хашлатса сывларĕ. Халĕ ĕнтĕ иккĕленмелли çук — Мĕтри ывăтма хатĕрленет. Апла пулсан, Галимджанăн та вăй пухмалла, алăсене хытармалла, вара...
Малалла мĕн пулса иртнине çынсенчен нумайăшĕсем асăрхаса та юлаймарĕç. Галимджан карт туртăнчĕ, каялла тайăлчĕ, унтан, хăйĕнчен пысăк Мĕтрие çăмăллăн çеç пуç урлă каçарса, ун çине хăпарса выртрĕ.
Вĕсем патне «Динамо» çыннисем хушшинчен пĕр старик чупса пычĕ, тутаркассем хушшинчен Назиб тухрĕ, кĕрешӳ пĕтнине пĕлтерсе, Мĕтрие епле ӳкнĕ çаплипех пусса лартрĕç.
— Пулнă! Пулнă!
— Ай, Галимджан! Шăппăн çӳрерĕ-çӳрерĕ те унтан пуçхĕрлĕ чикелентерчĕ. Вăт, ку хитре!
— Ну, Мĕтри, кайса кан тепĕр çулччен. Пăтă ытларах çи!
Мĕтри майĕпен çеç çĕкленчĕ те каллех Галимджан патне пычĕ, ун аллине икĕ алла чăмăртарĕ.
— Йышăнатăп. Эсĕ — паттăр, иккĕшĕнче те калама çук лайăх çапрăн.
— Йышăнатăн! — кулчĕ Назиб. — Савăнтартăн сăмахупа! Кунта эс кăна мар вĕт, халăх пăхса тăрать. Ав, хăвăр ял çыннисем те йышăнаççĕ.
Галимджана йĕри-тавра çамрăксем хупăрласа илнĕ — кашни хăй савăннине пĕлтересшĕн, ăна куç умĕнче пĕр сăмахпа та пулин ырласа илесшĕн. Пысăккисем çеç мар, пĕчĕккисем те, халиччен курман пек, ун патнех тăрăнаççĕ. Галимджан шавлă калаçăва кулкаласа çеç итлет, хăй алтутрипе вĕçĕмсĕр питне шăлать. Вăл ĕнтĕ чăннипех ывăннă, унăн часрах çамрăксем хушшинчен ирĕкелле, хăйне кĕтнĕ çĕрелле тухас килет. Хуть парнисене куçпа курас — мĕн-мĕн парса тултарнă ăна унта? Ăçта Ятман? Ăçта Липăпа Укахви?
XIX
Гариф килте виççĕн çеç пурăнать: хăй, арăмĕ тата çитĕнсе çитнĕ хĕрĕ. Çуллахи вăхăтра арăмĕпе хĕрĕ кашни кун тенĕ пекех ĕçре, çавăнпа Гариф вĕсене кăнтăрла курмасть те темелле. Вăл килте пĕччен ытларах ларать.
Тепĕр чухне вара арăмĕ, лутра кăна пӳ-силлĕ, çав тери йăрă Миннигел, хĕрхенсе те илет:
— Гариф, эпĕ тĕлĕнетĕп, мĕнле тӳсĕм çитет санăн çапла пăчăхса ларма? Кичем те мар-и вара сана?
— Айда, хăвăн ĕçне ту, арçын ĕçне ан хутшăн! — пӳлет ăна упăшки.
Миннигел вара, пӳртрен тула, тултан пӳрте чупкаласа, çемйи валли апат пĕçерет, килхуçалăхне тирпейлет, унăн ĕçчен аллисем сехет хушшинче çĕр япалана пырса тĕкĕнеççĕ-тĕр, ывăнма пĕлмен урисем картишĕнче е çумпахчара йăпăртатса çӳресе кăна çирĕм-ватăр çухрăм тăваççĕ-тĕр. Хăш вăхăтра çывăрать Миннигел, ăна Гариф пĕлмест те: хăçан пăхатăн — арăмĕ яланах ура çинче.
Фатима пӳрте апат çиме çеç кĕрсе тухать, ытти хушăра вăл яланах хирте те урамра. Кок-сагыз бригадинче ĕçленĕрен Фатиман вăхăта хирте ытти хĕрсенчен ытларах ирттерме тивет тата хĕр чĕри — хĕр чĕриех: çулахи вăйăран та юлас килмест. Миннигел каçсерен туять, унăн хĕрĕн сасси урамра нумай сасăран янравлăрах илтĕнет, юрăсене никам та мар, Фатима пуçласа ярать. Куншăн амăшĕ хăй ăшĕнче çиленме те пăхать, анчах сăмахпа хĕрне хăвна шухă тытатăн тесе нихçан та ӳпкелемен: çамрăк чухне хăй те çаван пек хаваслă пулнă. Ĕçре ун хĕрачи никамран та ӳксе юлмасть, ун çинчен пурте ырă ятпа çеç калаçаççĕ.
Упăшки колхозра нимле ĕçе те хутшăнманнине Миннигел хăнăхнă темелле ĕнтĕ. Мĕн тăвас тен, хут ĕçĕнчен йăлăхрĕ курăнать, хура ĕç патне хăй çыпçăнасшăн мар. Канса пурăнтăр пĕр-икĕ çул, кайран, тен, каллех пĕр-пĕр вырăна кĕрĕ.
Юлашки вăхăтра Гариф патне Ятман темиçе хутчен кĕрсе тухрĕ, вăл ăна таçта вĕренме кайма сĕнет пулас. Упăшки хăйĕн кăмăлне палăртмасть-ха, арăмĕ умĕнче нимĕн те шарламасть. «Кунĕпе чĕлĕм мăкăрлантариччен пĕр-пĕр ĕçе вырнаçсан, паллах, лайăхрах пулмалла, — тет Миннигел. — Ав, пӳрт те кивелнĕ, ывăл таврăннă çĕре ăна юсасчĕ тата кăшт тумтир таврашĕ илесчĕ».
Анчах Гариф тĕнчере ют çын ăсĕпе пурăнакан çын мар, вăл хăйĕн ĕмĕчĕсемпе пурăнать, хăй палăртса хунă сукмакпа утать. Ĕмĕтсем унăн начар мар-ха. Вăл çапла тĕшмĕртет: Кабир çĕнĕрен председатель пулма килĕшмерĕ тейĕпĕр, фермăна кĕчĕ. Ятман, паллах, кунта вăхăтлăх председатель, вăл Тутаркасра нумай ĕçлес çук, ак ăна е района илсе кайĕç, е вĕренме ярĕç, пĕр-пĕр çамрăка суйламасан, вĕсен правленире ĕçлеме мансăр пуçне çын çук, председателе лартмасан та, заместительне лартаççĕ. Çавăнпа вăл Ятман сĕннĕ тăрăх счетоводсен курсне те кайма килĕшмерĕ: пĕр счетовода кĕрсен, председателе çакланма йывăртарах пулма пултарать.
Гариф çакна тĕшмĕртет кăна та мар, шансах тăрать, мĕншĕн тесен, ун шучĕпе, темиçе çул хушши ертсе пыракан ĕçре пулнă çынна яланлăхах манса хăварма тивĕçлĕ мар, пĕр ырă çын тупăнатех ĕнтĕ, районран е Шупашкартан килет те çавăн пек активиста мĕншĕн манса хăваратăр тесе ятлатех. Ялти çынсем çеç ăна хаклама пĕлмеççĕ, ун пĕлĕвĕсемпе усă курас вырăнне ăна ĕçсĕр лартаççĕ.
Кабир хăй таврăннăранпа Гариф патне кĕрсе курманччĕ-ха. Паян вăл ун патне арăмĕ хистенĕ тăрăх каçрĕ — çĕвĕ çĕлемелли машина йĕппи хуçăлнă та, арăмĕ кайса ил те кайса ил тесе аптратать. Кабир кӳршĕ пӳртне пырса кĕрсенех сисрĕ, кунтан ĕнтĕ час тухса каяс çук: Гариф нумай калаçма юратать.
— Йĕп пур, ăна хĕрарăмсем наччас тупса парĕç, — терĕ вăл кӳршĕ мĕншĕн килнине пĕлсенех. — Эс лар, ак кунта тĕпеле ирт. — Гариф ăна хайĕнпе юнашар вырăн тĕллесе кăтартрĕ.
Кабир вăл сĕннĕ çĕре ларчĕ те пĕр-пĕрин патне сайра çӳрекен çынсен йăлипе йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ. Пӳрт ăшчикки тап-таса, вырăн çине тем çӳлĕш минтер купаланă, чӳречесем умĕнче пур çĕрте те чечек ларать, урайне килте тĕртсе тунă хитре кавир сарнă. Пӳлĕм стени çумĕнче килти çынсемпе тăвансен сăнӳкерчĕкĕсем нумай. Унта Гариф хăй ĕçленĕ чухне темле пуçлăхпа ӳкернĕ карточкăна та курма пулать. Ытла куç умĕнче пулнăран вĕсем «Курăр, ĕлĕк пирĕн Гариф камсемпе ĕçленĕ!» тесе кăшкăрнăн туйăнаççĕ. Хуçа вĕсене пăхса ĕлĕкхине аса илме юратать пулас, унсăрăн вăл çак сарăхса кайнă карточкăсене ăçта та пулин арча тĕпне пуçтарса хунă пулĕччĕ.
— Килтен хăпас килмерĕ ĕнтĕ санăн, Гариф, курса кайма шутламарăн, — сăмах хушрĕ Кабир салху ларакан Гарифа.
— Пулмасть пулĕ, вăй çитерейместĕп пек туйăнать, — тавăрчĕ лешĕ чĕлĕм чăпăкне çăварĕнчен кăлармасăр ĕмнĕ май.
— Ĕçĕ усалах марччĕ, ман шутпа... Саншăн йывăр пулмастчĕ пек.
— Ытла чыслă, эпĕ вăл чыса тивĕçлĕ мар пулĕ тетĕп.
Кабир ăшра кулса илчĕ — кур-ха эсĕ ăна, хăйне счетовод пулма сĕннине мăшкăллани вырăнне хурать! Тĕк тăкма шутламасть-ха, ĕлĕкхи пекех çӳлтен вĕçесшĕн.
— Чысĕ-масарĕ, ăçтан ялан председатель пулан? — тӳрĕ каларĕ Кабир. — Ак эпĕ те председательтен ферма заведующине юлтăм та, кунта кӳренмелли нимĕн те курмастăп.
— Эпĕ ăнланмарăм-ха, сирĕн хушăрта мĕн пулса иртрĕ çак? — терĕ Гариф, кăшт чĕрĕлсе. — Пăхрăм — Кабир таврăннă, хамăрăн законнăй председатель. Хĕпĕртесе кайрăм. Унтан мана Миннигел Кабира ферма заведующине лартнă, тет. Тĕлĕннипе пĕççе шарт! çапрăм. Ну, кусен мĕн те пулин пулнă, тетĕп.
— Мĕн пултăр? — терĕ лăпкăн Кабир. — Нимĕн те пулман.
— Вара хăвăн кăмăлупах килĕшрĕн-и фермăнă кĕме?
— Ара, кам ирĕксĕр ларттăр мана?
— Сан закон тăрăх председателе кĕмеллеччĕ вĕт-ха? — тата ытларах тĕлĕнчĕ Гариф. — Райкомра каламаллаччĕ те, Ятмана кунтан илсе урăх яла яратчĕç е урăх ĕçе куçаратчĕç. Вăл сана йăпăлтатма тытăннă ĕнтĕ: кан-ха кăшт, Кабир, хăвăн вырăнна кĕме ан васка, ак фермăра ĕçлесе пăх, эпĕ санпа командовать тăвам...
— Кирлĕ мара ан калаç, — чарма тăчĕ ăна кӳрши. — Эпĕ Ятмана хăйĕн вырăнĕнче тесе шутлатăп. Колхозшăн председательте Ятман ларни усăллă пулсан, манăн мĕн-шĕн райкомсем тăрăх чупмалла-ха? Эс темскер шанмастăн курăнать ăна, Гариф?
— Шанни-мĕнĕ... шанмастăп тесе калама çук. Çапах та вăл ют йăвана килсе ларнă кайăк. Эп пĕлсех çитерейместĕп-ха, те колхозшăн тăрăшать вăл, те ятшăн ытларах тăрăшать. Маншăн пулсан, вăл пирĕн ялта лайăххи нимĕн те туман, çав, вăл килнĕренпе пӳрте çутă кĕртрĕç ĕнтĕ... Сана Ятман вăйлă лартнă, Кабир, чавса тăршшĕ лартнă. Кайран курăн акă...
— Мĕн курмалли пултăр çак, калаçатăн кирлĕ мара! — кăшт тарăхнă сасăпа тавăрчĕ Кабир. Анчах вăл ун пек калани Гарифа нимĕн чухлĕ те витмерĕ, лешĕ тата ытларах çĕкленсе çеç кайрĕ.
— Вара эсĕ Ятманпа чипер килĕштерсе ĕçлес тетĕн-и? — чĕлĕмне кӳршин пичĕ çывăхнех илсе пычĕ вăл. — Вăл сана ура хумасть тетĕн-и?
— Мĕншĕн ура хумалла унăн мана?
— Э-э, тусăм, эсĕ ун пек çынсене пĕлместĕн-ха. Вăл сисет, эсĕ ку колхозра председатель пулнă, мĕн те пулин сиксе тухас пулсан, ăна хирĕç тăрса каллех председателе кĕме пултаратăн. Çавăнпа та вăл сана çынсен куçĕ умĕнче ниме юрăхсăр çын туса хурать, каларĕ тесе калăн, фермăра та тытмасть. Малтанлăха кăна вăл сана ятшăн ĕç пачĕ, мĕншĕн тесен унсăрăн юрамасть...
— Ав мĕнле! Ку шухăш ман пуçра та пулман, — тавлашăва кĕме шутламасăр, ун сăмахĕсене кулса йышăнчĕ Кабир. — Эс ытла витĕр курса тăратăн, Гариф.
— Пурăнса курнă, — çав-çавах ĕнентерӳллĕн калама тăрăшрĕ Гариф. — Хăвах шухăшла, манран мĕнле çын туса хучĕç. Чипер ĕçлĕнĕ çĕртен ун пек те кун пек ят кăлăрчĕç те, акă халĕ ĕнтĕ Гариф нимле ĕçе те юрăхлă мар. Халĕ ăна колхоз счетоводне çеç лартмалла.
— Вăл ĕçе эсĕ ахалех хурлатăн, — килĕшмерĕ Кабир. — Сан вырăнта пулсан, эпĕ кайнă пулăттăм.
— Тавах ыр сăмахушăн. Ун пекех васкас мар-ха. Счетовода кĕме каярахпа та ĕлкĕрĕпĕр. — Гариф курпунĕпе мĕкĕрĕлсе ура çине тăчĕ те алăк патне пырса арăмне кăшкăрчĕ: — Ăçта çав эсĕ, Миннигел?
Сасă çине çавăнтах Миннигел васкавлăн чупса кĕчĕ, аллисене сăтăркаласа, упăшки çине ыйтуллăн пăхрĕ.
— Эсĕ чĕнтĕн-и çак? Ман хăлха йăнăшмарĕ пулĕ те? — Машина йĕппи тупса пар, — асли кĕçĕннине хушнă пек каларĕ упăшки.
Йĕп илнĕ хыççăн Кабир тек ларса тăмарĕ, арăм çухатрĕ пулĕ мана текелесе, алăк патнелле утрĕ. Çăп-çăмăл йĕппе пĕрле вăл çак çуртран чĕрере питĕ йывăр япала йăтса тухрĕ, мĕнле йывăр япала — ăна Кабир хăй те пĕлмерĕ.
— Килсе лар çапла кӳршĕлле, — илтĕнчĕ хыçалтан Гариф сасси.
— Хăвăр пырса ларăр, эпир килĕпĕр, — терĕ Кабир. Ăшра вара пачах тепĕр тĕрлĕ шутларĕ: «Килетĕп эпĕ сан патна çакăн пек йĕркесĕр сăмахна итлеме, кĕтсех тăр. Сан сăмахна кашни кун итлесен, ăслă çын та ухмаха тухĕ. Ан кала, тупăнчĕ ун патне пырса çакланма сăлтав! Ялта урăх никамăн та йĕп çук тейĕн»...
Каçхине правлени çумĕпе иртсе пынă чухне вăл Гариф Ятман пӳлĕмĕнче ларнине курчĕ. Хăй чӳрече умĕнче чĕлĕм туртать, урамра ун мăкăртатнă сасси кăшт илтĕнсе тăрать. Мĕн çинчен калаçать вăл председательпе — Кабир ăна тăнлама та тăрăшмарĕ. «Мĕн калаçтăр? — терĕ вăл хăй тĕллĕн. — Ятмана ман пирки каласа парать пулĕ, ăна манран сыхланма хушать пулĕ: вăл пире чăнласах тăшмансем туса хунă-çке-ха».
XX
Кӳршĕсем асăрхарĕç, Сехре Иванĕ каллех Марине патне час-часах кĕрсе тухма пуçларĕ. Тĕттĕм пуласпа пырать те çурçĕр çитеспе çеç кăштăртатса килне таврăнать. Малтан çынсем кун çине тĕлĕнерех, шанмасăртарах, ĕненмесĕртерех пăхатчĕç, «Мĕнле йышăнать-ха çавна Марине?» тетчĕç, халĕ хăнăхрĕç ĕнтĕ: килĕштерет курăнать Марине ватă урçана.
Марине Ивана килĕштернине палăртсах каймасть, пек-ха, ытлашши ăшшăн йышăнни курăнмасть. Ĕнер çеç, ятласа тăкас вырăнне, халичченхинчен çемçереххĕн калаçса ларчĕ. Урăхла май та çук, питĕ кулăшла тытрĕ Сехре хăйне ун пӳртĕнче.
— Эп сан патна ĕçпе килнĕччĕ, — яланхи пекех чӳрече умне, сĕтел кĕтессине вырнаçса ларчĕ вăл. — Паян-ыран тырă вырма тухатпăр темелле, эпĕ, бригадир юлташ, хам ăçта ĕçлессине те пĕлместĕп-ха.
— Мĕнле пĕлместĕн вара? — тĕлĕнчĕ Марине. — Ара, эсĕ бригада пухăвĕнче пултăн мар-и?
— Пулнăччĕ, — терĕ йăвашшăн Сехре.
— Унта калаçса татăлтăмăр пек-çке, сана кăçал кĕлте турттарнă çĕрте ĕçлеттерес терĕмĕр. Эпĕ çапла пек астăватăп.
— Çапли çапла-ха вăл... Эпĕ ун хыççăн улăштарман-и терĕм. Тепĕр чухне улăштаратăр та эсир... Пухура пĕр тĕрлĕ калаçса татăлатăр, кайран пăхатăн та — çынни пачах урăх ĕçре ĕçлет.
— Ун пеккине астумастăп-çке эпĕ, — кăшт тăрăхласа, анчах тавлашмасăр каларĕ бригадир. — Яланах çынна малтан каласа хунă ĕçе лартатпăр, хăй килĕшнĕ тăрăх...
— Пулкалать, Марине, урăхла та пулкалать, — хăйĕннех çирĕплетме пăхрĕ Сехре. — Çавăнпа эпĕ бригадиртан тĕплĕрех ыйтса пĕлес терĕм... Ыраш хытать, паян хире тухса çӳрерĕм те, сарăхнă вырăнсемех пур. Кун пек пулсан, нумай кĕтес çук, часах вырмалла пулать...
Çапла пуçланса кайрĕ те калаçу, вара вăраха пычĕ. Çынсем çинче чĕмсĕртерех çӳренĕрен Марине Сехрене халиччен калаçура кун пекех ăста тесе шутламан та. Вăл хăйне кура самаях хитре сăмахлама пултарать иккен, хутран-ситрен Маринене куççуль тухичченех култарса илет. Тен, сăмах-юмах килĕшнĕрен-тĕр, ĕнер Марине Ивана кĕçĕн алăк патĕнче чылайччен калаçса тăрсах ăсатса ячĕ, юлашкинчен тата килсе ларма чĕнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...