Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
— Ваттисем колхозра сирĕнсĕр те нумай, ытла пăшăрханма кирлĕ мар, — терĕ вăл. — Чарăна-чарăна ĕçлес енне кайсан, ĕç тухмарĕ вара. Ман шутпа та станцине тума пĕр бригада тумалла. Сахрун командирĕ пултăр.
— Эс ху ĕçлеместĕн-и вара, Михала? — ыйтрĕ Сахрун. — Бригадирне сана тăвас.
— Мана Левентей хĕрарăмсене шуйхантарма ярать ĕнтĕ, кунта хăвармасть, — хăйĕн председателĕ çине пăхса каларĕ Кăтра Михала.
— Вăл çаплах, Михала пичче. Санăн хĕрарăмсен çарне ертсе пырас пулать.
Юлашкинчен стариксем кунтан пĕр татăлмасăр ĕçлеме килĕшес терĕç. Çак каç вара ялта çĕнĕ ят çуралчĕ: строительство бригади. Ку бригадăна кашни колхозран виçшер платник уйăрса лартрĕç.
— Акă санăн команда, — терĕ Михала пичче Сахруна. — Вĕсемпе сана луччĕ канлĕрех, ман пек хĕрарăмсемпе çапăçмастăн.
— Канли-масарĕ, — мăкăртатрĕ Сахрун, — эпĕ ачаранпа пĕрре çуракинчен юлман иккен те, кăçал манăн эсир ĕçленине аякран пăхса тăма лекет. Темĕн-çке, ун пек чун чăтайĕ-и? Çуркуннене çамрăксем çимĕке кĕтнĕ пек кĕтрĕмĕр иккен те, ялан пуртăпа ларма тӳсĕм çитĕ-и?
XI
Çакăн хыççăн сисĕнмесĕр çулталăк иртрĕ. Акă ĕнтĕ Атăлкасси таврашĕнче каллех çуркунне.
Çĕр типмен-ха, анчах çынсем ĕнтĕ пĕрин хыççăн тепри ял тулашнелле утаççĕ. Хирте ниçта та юр çук. Хĕл каçиччен çывăрса выртнă тăпра, хăйĕнчен кăçал колхозниксем нумай ыйтассине пĕлнĕ пек, çу каçмалăх нӳр çăтать.
Ватăраххисен пĕр ушкăнĕ Ятманпа пĕрле ял вĕçĕнчи сăрт çине тухса тăнă. Вĕсем, çурхи çанталăкпа савăнса, ытлашши калаçмасăр уй-хире сăнаççĕ.
— Хĕртет хĕвел, халăха хире чĕнет, — тет ăшă кĕрĕк пиншакне йӳле янă Назиб.
— Да, сана хывтаратех вăл кĕрĕке, — сăмах тĕртет пĕри. Леш ăна илтмĕш пулать.
— Эсир пăхăр-ха лайăхрах, атăлкассем хире тухман-и? Çавсенчен юлас марччĕ. Тепĕр чухне вĕсем пире пăрахса хăваракан.
— Ĕнер тухманччĕ-ха, — тет Ятман.
— Ман шутпа, нумай кĕтме кирлĕ мар, часах тухас пулать, çĕр хăвăрт типет, — аллинчи тăпрана унать хĕрлĕ шăлаварлă Кави старик.
— Хаçатсем çырнă тăрăх, çынсем тухнă ав.
— Çынсен çĕрĕсем сăртлăрах пулĕ, пирĕн юрĕ ытларах выртать. Ĕнер эпир пур çĕре те çитсе куртăмăр, çук-ха, иртерех-ха.
Кун хыççăн колхозниксем пĕр вăхăт каллех нимĕн те чĕнмеççĕ. Вĕсенчен кашни, аллипе çĕлĕк-картус айне тытса, çурхи ăшă сывлăшпа йăсăрланакан хирелле тинкерет. Унта çырма айккисенче юр тăрăхĕсем палăраççĕ, хăш-пĕр çĕрте шыв çап-çуттăн кӳлленсе выртать, çынсем çывăхĕнчех, весене çĕре часрах сухаласа пăрахма хушнă евĕр, кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Урăх умра ним те çук-ха. Анчах ырă шухăша кайса тăракан колхозниксем хирте çак вăхăтра ыттисем курманнине те кураççĕ ĕнтĕ. Вĕсене халĕ унта та кунта плуг касси хĕвел çинче ялкăшса илнĕн туйăнать, сӳре хыççăн пыракан ачасем хыттăн кăшкăрса лаша хăвалани илтĕнет.
— Илемлĕ кăçал çуркунне! — тет Кави старик. — Ĕçсем те çакăн пек хитре пулччăрах.
— Лайăх ĕçлесчĕ, кăçал иртнĕ çул çухатнă тырра та пуçтарса кĕртесчĕ, — теççĕ ыгтисем.
Çак çурхи кун районран килекен çулпала ял еннелле икĕ хĕрача çумма-çуммăн утрĕç. Вĕсем иккĕш те шурă беретпа, хĕллехи çухасăр пальтосемпе. Урисене пĕри çăмăл атă тăхăнса янă, тепри кивĕрех боты тăхăннă. Сăнран вĕсем аппăшĕпе йăмăкĕ темелле — пĕрпекех çӳлĕ, куçĕсем хура, тĕксĕм çӳçĕсене иккĕш те вăрăм çивĕтлесе пуç тавра явса çыхнă. Мĕнпур уйрăмлăхĕ вĕсен куç харшинче — пĕрин вăл ытла палăрса тăрать.
— Укахви, — терĕ хура та вăрăм куçхаршиллĕ хĕрĕ хăйĕн тантăшне. — Хамăр ялсене кĕтсе илме хатĕрленес пулать вĕт ĕнтĕ. Ак хĕрӳ çитрĕ пирĕншĕн... Нумай тăмĕç, таврăнма та пуçлĕç.
— Час мар пулĕ-ха, Зейнаб, — куляннă пек тавăрчĕ Укахви.
— Ара, Берлин патне çывхарса пыраççĕ. Камышин пӳлĕмĕнчи картăна куртăн пулĕ вĕт?
— Куртăм.
— Тата нумай çапăçĕç-и?
— Кам пĕлет. Берлина илсен, нимĕçсем парăнмалла пек ĕнтĕ.
— Çапах та эсĕ хăвăн каччуна кĕркуннесĕр ан кĕт.
— Манăн çуккă-ха унта, эп сан пирки шухăшлатăп, — терĕ Зейнаб.
— Пулĕ-çке, — ĕненмерĕ Укахви. — Пĕри çыратех ĕнтĕ?
— Çук, никам та çырмасть. Пĕр суймасăр калатăп…
Укахви унран «Галимджан çырмасть-и?» тесе ыйтасшăнччĕ, анчах кăна тума хăюллăх çитереймерĕ. Галимджан çара кайиччен ăна тантăшĕсем ĕнер сан каччу Зейнабпа ларатчĕ тесе пĕлтеркелетчĕç, пĕр вăхăтра чĕрере темле кĕвĕçӳ евĕр туйăм та пурччĕ, çапах та ăна нихçан та палăртман: ялти каччăн вăйă вăхăтĕнче такампа ларасси те пулĕ! Тата вăл иртнĕ çулах çакна сисрĕ: Зейнаб урăх каччăна кăмăллать, ăçта та пулин курсан, ун çинчен куçне илме те пĕлмест.
Халĕ Укахви тантăшĕпе пачах урăххи çинчен калаçасшăн пулчĕ. Паян, парти членĕн билетне алла илнĕ кун, каччăсем çинчен шухăшлани намăс пек, тивĕçсĕр пек, çав вăхăтрах шухăшлас та килет. «Пĕр вăхăтра кĕтĕмĕр иккен партине, — тет ăстăн, — эпĕ — кунта, вăл — фронтра. Анчах манăн ĕçсем, унăннипе танлаштарсан, ытла та пĕчĕккĕ-çке. Вăл халĕ, Зейнаб пек, кандидат кăна, эпĕ, темле ĕç тунă евĕр, члена кĕме ĕлкĕрнĕ».
— Итле-ха, Зейнаб, — терĕ вăл ял патне çитеспе, — иртнĕ çул эпир санпа чипер ăмăртаймарăмăр. Кăçал ун пек юрамасть пулĕ...
— Амăртрăмăр-çке, эс мана çĕнтертĕн! — çийĕнчех сăмах хушрĕ тантăшĕ.
— Çав ăмăртни пулать-и? Договор çырман, пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслемен... Кам мала тухни те паллă мар. Тулăпа эп çĕнтертĕм тейĕпĕр, ырашпа эс çĕнтертĕн, ăна та эпир санпа иксĕмĕр председательсем каланă тăрăх çеç пĕлетпĕр. Кăçал чăн-чăн ăмăрту пултăр! Договор çырар, пĕтĕм бригадипе сӳтсе явар, вара кĕркунне пырса тĕрĕслеме те юрать. Çапла-и?
Йышăнмасăр тăма пултараймастăп, — терĕ Зейнаб. — Камышинах сăмах патăмăр, ăна пурнăçа кĕртес тесен, ăмăртас пулать. Тата манăн паян вăй та ытларах пек: санпа иксĕмĕр ĕнтĕ эпир партийнăй çынсем...
— Мĕн каласси пур. Ят та, чыс та парса тултарнă ĕнтĕ пире. Темпе таврăпăр.
— Ĕçпе. Акă кăçал вăйлă тырпул туса илетпĕр те, пире никам та нимĕн те калаймасть.
— Мĕнле вăл нимĕн те калаймасть? — ăнланмарĕ Укахви.
— Ну, ара, йĕкĕлтесе пӳрнепе тĕллесе кăтартаймасть.
— А тырă пулмасан?
— Пулать, — алă сулчĕ Зейнаб. — Чипер пăхсан, тырă вăл ниепле те пĕтĕмпе пĕтме пултараймасть. Çанталăк çине шанса ларсан, паллах, ним те тухмасть. Эпĕ кăçал тем тĕрлĕ апат-çимĕç паратăп, пĕр хут тумалли ĕçе виçĕ хут тăватăп, анчах çуркунне калчана шăрăхпа пĕтерместĕп. Эпĕ сăнанă ĕнтĕ, тырă пĕтесси вăл калчана малтанхи шăрăхран сыхласа хăвараймăннинчен нумăй килет. Пĕр çитĕннĕ калча, вăйлă тырпул памасан та, вăтам тухăçлă тырпул паратех.
— Мана Липа савăнтарчĕ-ха, кăçал çанталăк лайăх тăрать терĕ, — юлташĕн сăмахĕсемшĕн хĕпĕртесе каларĕ Укахви.
— Апла пулсан, вăтам тырпул мар, вăйлă тырпул илетпĕр, — çав-çавах хĕрӳллĕн калаçрĕ Зейнаб. — Эпĕ малтан хăракаласа тăраттăмччĕ, те усси пулать, те пулмасть тесе. Халĕ лайăх пĕлетеп: ĕçлесен пулать. Кăçал хĕрсемпе çанна тавăрса ĕçлес-ха.
— Эсĕ капла мана питĕ хавхалантаратăн-ха, — кулчĕ Укахви. — Кăна санăн каламалла марччĕ. Халĕ ĕнтĕ эс мĕнле ĕçлеме шутлани çинчен хамăн хĕрсене каласа кăтартатăп.
— Мĕн пытармалли пур ăна? Пĕлетĕп эпĕ: эсĕ ху та çавăн пекех шутлатăн. Сана мĕн хавхалантармалли — эсĕ ĕнтĕ кашни пучахра миçе пĕрчĕ пулмаллине те тахçанах шутласа хуна.
Вĕтлĕх патне çитсен вĕсен иккĕшин икĕ енне уйрăлмаллаччĕ, анчах Укахви сукмакпа кĕмерĕ, унта çул туман-ха тесе, тантăшне килне çитичченех ăсатса ячĕ, вара Тутаркасран хăйсен ялне тухрĕ.
«Манăн паян вăй та ытларах пек, — аса илчĕ вăл утнă майĕн тин çеç Зейнаб каланă сăмахсене. — Манăн та вăйăм хутшăннă, тăванăм. Ой, мĕн чухлĕ вăй халĕ чĕрере!
Темле обязательство илме те хатĕр. Анчах эпир хĕрсем-çке-ха,пире мухтанни килĕшмест. Луччĕ ĕçлес, Зейнаб, кĕркунне вара курччăр — тивĕçлĕ-и эпир фронтрисене е тивĕçлĕ мар-и? Тĕрĕс сан сăмаху, пирĕн халĕ ĕçлемесен юрамасть».
Вăл килне çитсен те пӳртре ларса тăраймарĕ, çуркунне ăна урамаллах хăваларĕ. Çитменнине, килте никам та çук — пурте ĕçре. Анушка ĕнтĕ тракторпа хире те тухнă пулĕ, хăйĕн ĕçленĕ чух тăхăнакан туфлине йăтса ĕнерех бригадăна чупрĕ.
Укахви, ашшĕпе Левентее тĕл пулас тесе, правленине кĕчĕ, — унта та дежурнăй çеç, ыттисем пурте хире кайнă. Темиçе кун хушши ĕнтĕ колхоз председателĕпе заместителĕ, час-час уя тухса, çĕр типнине хăйсем сăнаса тăраççĕ. Вĕсем кăçал çĕр талккăшĕпех типессе кĕтесшĕн мар, уйрăм вырăнсенче кăшт куштăркама ĕлкĕрсенех сухалама пуçласшăн.
Марине патĕнче Укахви яла ик-виç кун килмен Липăна курчĕ. Вĕсем бригадирпа вир вăрлăхне тĕрĕслеççĕ.
— Эсĕ вир акмасна? — терĕ Марине Укахвине асăрхасанах.
— Акатăп-çке.
— Апла çавăн вирĕпе опыт ту, — Липăна ун çине кăтартрĕ Марине. — Ăнăçлă пулсан, тепĕр çул эпĕ те çавăн пек акатăп.
— Мĕн пирки юмахлатăр эсир? — ăнланмарĕ Укахви.
— Ак Липа каллех çĕнни шутласа кăларнă. Вире вĕри шывпа чӳхесе акмалла, тет. Эпĕ: вире вĕретсен пăтă пулать, тетĕп. Вăл: пулмасть, тет. Çавăн пирки тавлашатпăр-ха. Ятне мĕнле каларăн-ха эс, Липа?
— Бионтизаци, — терĕ агроном.
— Бионтизаци тăвасшăн.
Липа, вăл чăннипе кутăнлашманнине пĕлсе, унран кулма çеç пăхрĕ:
— Вир вăл пурпĕрех пăтă пĕçерме каять, çавăнпа пăтти маларах пиçнинчен мĕн хăрамаллй пур? Эпĕ сана пулăшасшăн кăна.
— Çук, малтан эс Укахвине пĕçерсе пар. Эпĕ хамăн бригадăра лайăх тĕрĕсленĕ опытсене çеç йышăнатăп.
— Марине, ку вăл опыт мар ĕнтĕ, — терĕ Липа. — Бионтизацине тахçанах тĕрĕслесе пăхнă, ăна ытти районсенче те туса ирттереççĕ.
— Ĕненместĕп, — парăнмарĕ бригадир. — Эс темскер урăхла культурăпа пăтраштаратăн пулĕ-ха. Вире мар, пăрçана вĕри шыва чикмелле пулĕ.
— Ара, ху вуласа пăх, ыран кĕнекине илсе килсе парăп.
Вара калаçăва ку таранччен тĕлĕнсе итлесе тăнă Укахви хутшăнчĕ.
— Мĕн шутласа кăларна эс, Липа? Манăн та пĕлесчĕ-çке, — терĕ вăл.
Липа ăна бионтизацие мĕнле тумаллине каласа пачĕ. Ку меслет тăрăх вире акас умĕн чăнах та вĕри шывра тытаççĕ. Вăл вир шăтаслăхне нумай ӳстерме пулăшать, бионтизаци тунă вир калчи парка ӳсет. Çак меслетпе акнă колхозсенче иртнĕ çул ик-виçĕ хут тухăçлăрах вир туса илнĕ.
— Ман бригадăра та икĕ гектар вир пур, тен, мана та бионтизаци тума хушатăн? — хăех сĕкĕнчĕ Укахви.
— Марине çĕнĕлле акать пулсан, эс унран тăрса юласшăн-и? — ыйту çине ыйтупах тавăрчĕ агроном. — Мĕнпур вире бионтизаци тăватпăр, вăл ахаль те сирĕн нумаях та мар, кашни бригадăн пĕрер-икшер гектар çеç. Анчах малтанах асăрхаттаратăп, бригадирсем: хăравçăсене итлесе ан тăрăр. Вĕри шывпа чӳхенине курсан, хăшĕсем сехĕрленсе укĕç те вире сая яма памастпăр тесе кăшкăрма тытăнĕç. Бионтизаци тунă чухне вăл пулакан. Эсир, ĕмĕрех бионтизаци тунă пек, çине тăрăр, пĕр килограмм вире те чӳхемесĕр ан хăварăр.
— Малтан ху чӳхесе катартатăн, куçпа курмасăр эпĕ те ĕненместĕп-ха, — терĕ Укахви.
— Çавă ĕнтĕ, сире пĕчĕк ачасене вĕрентнĕ пек вĕрентес пулать. Кĕнекере калани вăл сирĕншĕн мар. Юрĕ, малтанхи кун килсе кайăп, анчах, ĕлкĕреймесен, мана кĕтсе ан тăрăр, кĕнекере кăтартнă градуса çитерĕр те пăтă пĕçерĕр çеç.
Варлăха тĕрĕслесе пĕтернĕ хыççăн хĕрарăмсем радиопа Сталин приказне итлерĕç — пирĕн çарсем нимĕç çĕрĕ çинчи пысăк хулана илнĕ.
— Тата тепĕр хула! — терĕ Марине. — Ай, хĕрсем, сисетĕр-и, часах вăрçă та пĕтет вĕт ĕнтĕ! Арçынсем таврăнаççĕ! Калăр-ха, ăçта тарса пытанатăр каччусем персе çитсен? — вăл шурă шăлĕсене кăтартса сарлакан кулса ячĕ.
— Мĕн тума пытанмалла вĕсенчен? — вырăнсăр сăмахшăн çиленнĕ пек каларĕ Укахви, — Эпир кунта ĕçсĕр ларнă-и?
— Тĕрĕс, тĕрĕс! — терĕ Липа та.
— Электростанцине туса пĕтернĕ, тырпул ӳстернĕ, фронта пулăшнă, колхоза ытлашши юхăнтарман. Ахалех хăрататăн эсĕ, Марине...
— Ман шутпа, сирĕн каччусем питĕ хаяр килессĕн туйăнать.
— Берлина илнĕ хыççăн ăçтан хаяр пулччăр вĕсем?
— Е усал упăшкасем те йăвашланса таврăнĕç-и? — терĕ Марине.
— Паллах, йавашланса таврăнаççĕ, — çирĕплетрĕ Липа. — Вăрçă хĕрарăмне те, арçынне те пĕр-пĕрне ытларах хисеплеме вĕрентрĕ. Халĕ фронтра нумай арçын «Çавăн чухне арăмпа пули-пулмишĕн мĕншĕн вăрçнă-ши?» тесе кулянать пулĕ.
— Хĕрарăмсем ун пек кулянмаççĕ-и вара? — терĕ Укахви.
— Вĕсем те çавах.
— Чăнах та, шутлатăп та, акăш-макăш лайăх пурнăç пуçланать вăрçă хыççăн, — куçĕсемпе таçта аякка тинкерсе каларĕ Марине. — Чĕрĕ юлнисем пурте килте, тăвансем, савнă çынсем хушшинче пулаççĕ. Кашни хăй юратнă ĕçне алла илет. Колхозра каллех ĕнтĕ плансем сӳтсе явма тытăнаççĕ: сад тумалла, хулари пек виç-тăватă хутлă клуб лартмалла, электричествăпа авăн çалмалла. Мĕн тумаллине эпĕ шутласа та кăларас çук...
— Гектартан пилĕкçĕр пăт тырă туса илме тытăнĕç, — тĕртсе хучĕ Липа.
— Пилĕкçĕрпе те чарăнмĕç. Эпир вăрçă вăхăтĕнче мĕн чухлĕ туса илнине асăнсан, кулса кăна ирттерсе ярĕç.
— Кулмĕç, — терĕ Укахви хавассăрăн. — Вăхăчĕ çавăн пек пулнă тейĕç.
Марине чарăнмарĕ-ха, малаллах ĕмĕтленчĕ:
— Эсир ĕнтĕ пурте качча кайса пĕтетĕр, хире ачăр-пăчăрсемпе кĕшĕлтетсе тухатăр. Сирĕнпе ăмăртма хăрушă вара ун чух, сире упăшкăрсем ăс парса тăраççĕ. Кам пĕлет, тен, манăн кăмака çине çеç каймалла пулать.
— Çук ĕнтĕ, кун пек бригадира часах отставкăна кăлараймăн! — хирĕçлерĕ Липа. — Марине пирĕн вăрçăчченех, арçынсем килте чухнех бригадир пулнă. Ăна пырса ан тĕкĕн, вăл фронтовиксене те тырпул туса илме вĕрентĕ-ха.
— Ай, ватăлатпăр, Липа, ватăлатпăр!
— Укахви, кур-ха, ват карчăк тăрать, — йĕкĕлтерĕ лешĕ.
— Çамрăк мар çав, сирĕн пек: чун, чун, яш чун, хӳме урлă сиктерчĕ, пӳрт алкумне хăпартрĕ, тесе юрламалли вăхăтсем иртсе кайрĕç.
— Хăй хĕр пек-ха...
— Ан кул, Липа. Пĕрре кĕвĕлнĕ турăх сĕт пулмасть. Çавăнтах Марине çи-пуçне кăпăр-капăр тирпейлерĕ те Укахвипе Липăна тулалла чĕнчĕ. — Айтăр, кăшт уçăлса çӳрер. Эп паян хире тухса курман.
— Ăслă çыннăн яланах ăслă сăмах, — терĕ Липа. — Эпĕ паçăрах çавăн çинчен шутлап. Чăнах, мĕн пăчăхса ларатпăр эпир пӳртре?
Вĕсем Маринене иккĕн икĕ енчен ярса тытрĕç те урам варрипе укăлча хапхи патнелле утрĕç. Ял хушши шыв-шуртан тасалнă ĕнтĕ. Пӳрт умĕсенче ешĕл курăк пуç сăхать. Йăмрасемпе тирĕк йывăççисем кăчăкă кăларма тапратнă, нумай та вахăт иртмĕ, ватă йăмрасем, çулçă сарса, яла каллех симĕс тумпа хупласа лартĕç.
Ял хапхи патĕнче ачасем хурăн хуппине виç кĕтеслĕ каснă та пылак шыв ĕçес тесе куркасем вырнаçтараççĕ. Хурăнĕ пĕрре çеç, ачисем вара вуннăн-вуниккĕн те пулĕ.
— Мĕн тăватăр эсир кунта? Кайăр! — хăваларĕ вĕсене Марине. Ачасем ун сассине илтсенех ялалла тарчĕç, анчах нумайлăха мар, хĕрарăмсем чылай аякка иртсен, пĕччен хурăна çĕнĕрен хупăрласа илчĕç.
Марине хĕрсене сăртри вышка патне илсе çитерчĕ те тăпах чарăнчĕ. Кунта пĕр енче — кăçал акмалли участок, тепĕр енче ыраш калчи. Калча ешĕрме пуçламан-ха, вăл самаях тĕксĕмĕн выртать, хĕл каçиччен ун симĕс тĕсне юр çисе янă тейĕн.
Хĕрарăмсем ун çине те мар, Акатуйне кайнă юланутçăсене кĕтнĕ пек, анлă хир леш еннелле, пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ евĕр туйăнакан çĕрелле пăхаççĕ. Темĕнччен куç сиктермесĕр пăхсан та, унта нимĕн те курăнмасть, çурхи ăшă сывлăш чĕтревĕ çеç çĕр пăсланнă пек туйăнса тăрать. Уйра шăп — шавлă çураки умĕнхи шăплăх.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...